Комментировать

2 Окт, 2014

Пухмач медальсемпе пуянланнă

Çак кунсенче çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ял спортсменĕсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсем иртнĕ. Чупакан атлетсемпе хăвăрт утакансем тата кĕрешÿçĕсем Кÿкеç поселокĕнчи стадионта вăй виçнĕ.

Унта 10 регион чысне 300-е яхăн спортсмен хÿтĕленĕ. Пирĕн ентешсем пухмача 29 медальпе пуянлатнă, вĕсенчен 22-шĕ - утакансен. Чи пысăк наградăна Марина Пандаковăпа Анжела Иванова тивĕçнĕ, вĕсем хĕрарăмсемпе юниорсен ушкăнĕнче 1000 метрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçленĕ. Яшсемпе арçынсен тупăшăвĕнче Сергей Сергеевпа Кирилл Фролов çĕнтернĕ. Чупакансен ăмăртăвĕнче Татьяна Григорьева палăрнă: 500 тата 1000 метрлă дистанцисенче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Ытти ушкăнра тепĕр виçĕ ентеш те кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ. Кĕрешÿçĕсен турнирĕнче Илья Черновпа Виктор Танлэне ăннă. Хăйсен виçисенче вĕсем пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Çак кунсенчех Черкесск хулинче армспорт енĕпе иртнĕ ăмăртуран пирĕн хĕрсем виçĕ наградăпа таврăннă. Пысăк çитĕнÿпе Олеся Игнатьева, Мария Ерзукова тата Екатерина Иванова савăнтарнă.

О.МАСЛОВ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.