Комментировать

25 Июл, 2023

Хыпар 81 (28109) № 25.07.2023

«Чăваш Ен» ИПК инвестици хывма палăртать

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти Пичет çуртĕнче «Чăваш Ен» издательствополиграфи комплексне туса хунăранпа 55 çул çитнине паллă турĕç.

Савăнăçлă пухăва хутшăннă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев малтан кунта кăларакан тĕрлĕ пичет продукцийĕпе, çав шутра «Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ пичете яракан хаçат-журналпа, полиграфи музейĕпе паллашрĕ. Пуху «Хыпар» Издательство çурчĕн пысăк залĕнче иртрĕ, унта ĕç коллективĕ, ветерансем, хăнасем хутшăнчĕç. «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ» акционер обществин генеральнăй директорĕ Алексей Ключников кĕске докладĕнче предприяти утса тухнă çула тишкерчĕ.

— Унăн историйĕ 1941 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче, Чăваш АССР халăх комиссарĕсен Канашĕ хуçалăх меслечĕпе ĕçлеме полиграфи издательствисен управленийĕ йĕркелесен, пуç ланнă, — терĕ Алексей Александрович. — Ăна республикăри мĕн пур типографие тата полиграфи промышленноçĕн предприятийĕсене пăхăнтарнă. 1942 çулта унран полиграфи промышленноçĕн управленийĕ никĕсленĕ, кунта полиграфи предприятийĕсене çеç хăварнă. Чăваш патшалăх тата Хаçат-журнал издательствисенчен уйрăм организацисем туса хунă. 1949 çулта управленирен Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи полиграфи промышленноçĕн, издательствăсен тата кĕнеке суту-илĕвĕн ĕçĕсен управленийĕ йĕркеленĕ, вăл 31 типографие, Чăваш патшалăх издательствине, «Чувашкниготорг» кантура ертсе пынă. Парти обкомĕн бюровĕ 1968 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчи ларăвĕнче Чăваш хаçат-журнал издательстви йĕркелеме йышăннă. Хăйĕн малтан полиграфи никĕсĕ те пулман, 1974 çулта çеç пичет машинисем туянса вырнаçтарнă. Вăл И.Яковлев проспектĕнчи 13-мĕш çурта 1978 çулхи авăн уйăхĕнче куçнă. Халĕ те унтах. Полиграфири типографи пичечĕ, сăн ӳкерчĕксене алăпа ретушь тăвасси, сас паллисене алăпа наборласси пирĕн куç умĕнчех историе кĕрсе юлчĕç. Этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ, пысăк пахалăхпа палăрса тăман меслетсене компьютер технологийĕсем, лазерпа усă курса пурнăçламалли майсем улăштарчĕç. — Паян общество — республикăри хальхи вăхăтри оборудованипе ăнăçлă ĕçлекен, хаçатжурнал, кĕнеке-брошюра, хутран ытти продукци пичетлесе кăларакан полиграфи предприятийĕсенчен пĕри. Общество полиграфистсен XX ĕмĕрти ăрăвĕн ĕç-хĕлне малалла тăсса пичет хăватне хушсах пырать. Производство тата редакци корпусĕ 11500 тăваткал метра йышăнакан лаптăкра ĕçе хальхи вăхăтри оборудованипе йĕркелет. Юбилей ячĕпе коллектива ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. — Производствăна çĕнетес тĕллевпе предприятин пысăк плансем пур: инвестици проектне ĕçе кĕртесшĕн, — палăртрĕ вăл. — Паллах, ун майлă пулăпăр тата пурнăçлама пулăшăпăр. Общество полиграфи производствине модернизацилемелли инвестици проектне хăйĕн укçипе тата ЧР Промышленноçпа инвестици ĕçхĕлне аталантармалли фончĕн майĕпе усă курса — «Патшалăх хутшăннипе туса хунă Чăваш Республикин предприятийĕсене кивçен парасси» программăпа килĕшӳллĕн кивçен илсе — пурнăçласшăн. Проекта ырласа йышăнсан 2023 çулхи авăн уйăхĕнче конкурс процедури ирттерĕç тата проекта пурнăçлама килĕшӳ çирĕплетĕç, çĕнĕ производствăна 2024 çулхи I кварталта хута ярĕç. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çĕнĕ вăхăт идейисем: магнитопланран пуçласа хăмла техĕмĕ таран

Владимир Путин Президент хушнипе йĕркеленĕ

Пĕтĕм Раççейри «Çĕнĕ вăхăтăн вăйлă идейисем» форум çĕршыв аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ идейăсене суйласа илсе вĕсене пурнăçлама пулăшассине тĕпе хурать. Чăваш Енрен тăратнă 117 заявкăран тăххăрăшĕ ТОП-1000 шутне кĕнĕ. Вĕсен авторĕсемпе эрнекун Правительство çуртĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев курнăçрĕ, çĕршыв шайĕнче палăрнă проектсемпе паллашрĕ.

500 километр та чикĕ мар Регионăн икĕ проекчĕ ТОП-100 шутĕнче. Вĕсенчен пĕринпе, груз турттармалли магнитолевитаци транспорчĕн технологийĕпе, Шупашкарти «Сеспель» предприяти гендиректорĕ Владимир Бакшаев паллаштарчĕ. Технологие «Раççей маглевĕ» консорциума кĕрекен предприятисем хатĕрленĕ. Çав шутра — «Росатом» та. «Сеспель» ку рете мĕнле майпа лекнĕ? Пухăннисен çакнашкал ыйту çураласса кĕтнĕ тейĕн — Владимир Александрович тӳрех каларĕ: «Пирĕн алюминипе ĕçлессипе çыхăннă компетенцисем пур…» Ансат чĕлхепе калас тăк — сăмах магнитоплансем туса кăларасси пирки пырать. Тĕрĕссипе, ку идейăпа Совет Союзĕ 1987 çултах ĕçлеме пуçланă. Анчах паллă сăлтавсене пула ĕç малалла каяйман. Халь Китай ку енĕпе çине тăрса ĕçлет. Унта çак транспортăн сехетри хăвăртлăхне сăнав шайĕнче пин километра та çитернĕ. Рельссене магнитпа улăштарас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Пирĕн пĕр енчи чикке тепринчен пин-пин километр уйăракан çĕршывшăн пысăк хăвăртлăх пушшех пĕлтерĕшлĕ. Владимир Бакшаев палăртнă тăрăх, чикĕ леш енчи аналогсемшĕн конкурент пулма тивĕç çак транспорт Раççейĕн пĕр вĕçĕнчен теприне грузсене сехетри 500 километрпа танлашакан хăвăртлăхпа 20 сехетрен кая юлмасăр илсе çитерме май памалла. Çак идейăна тӳрре кăларни магнитоплансемпе груз турттарассине Суэц каналĕ урлă иртекен калăпăшпа шайлаштарма та пултарĕ. Унашкалли тӳрре тухассине ĕненменнисене «Сеспель» ертӳçи халь кашни çын кĕсйинче смартфон пулнине аса илтерчĕ. Хăй вăхăтĕнче вара кнопкăллă кĕсье телефонĕ те тĕлĕнтермĕш пекчĕ…

«Симĕс ылтăнăн» çĕнĕ сорчĕсем кирлĕ

Хăмлан альфакислота виçи пысăккипе уйрăлса тăракан йӳçĕ те техĕмлĕ çĕнĕ сорчĕсене тумалли проектпа Чăваш патшалăх аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев сăмах илчĕ. Темиçе çул каяллахине аса илтерчĕ. Ун чухне инвестици тупăш кӳрессе вăрах кĕтмеллине кура республикăра хăмла тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулман. Халь «симĕс ылтăн» хисепре. Чăваш Енре ку енĕпе компетенцисен центрне те туса хунă. Анчах хăмла лаптăкĕсене пысăклатмашкăн лартмалли шанчăклă материал çителĕксĕр. Андрей Евгеньевич паллаштарнă проект шăпах таса, вируссăр сортсем тăвассине тĕпе хурать. Çитес çулах çĕнĕ икĕ сорт пулмалла. Çакă сортсем тĕлĕшпе импорт пăхăнăвĕнчен хăтăлма май парĕ. Проект пĕлтерĕшне ял хуçалăх министрĕн тивĕ- çĕсене пурнăçлакан Инна Волкова та пысăка хурса хакларĕ. Çапла, Раççейре çитĕнтерекен хăмлан 90% паян — Чăваш Ен тӳпи. Анчах туса илекен продукци калăпăшĕ ытла та пĕчĕк — ăна пысăклатмалла. Паян çитĕнтерекен пĕтĕм хăмлана туянса хунă та ĕнтĕ — çакна контрактсемпе çирĕплетнĕ. Пирĕн хăмла пахалăхĕ чикĕ леш енчен кӳрекеннинчен нимĕнпе те кая мар: шăрши, йӳçеклĕхĕ, ытти — пĕтĕмпех шайлашуллă. Сортсемпе ĕçлемешкĕн регионăн опыт пысăк. 250 сорт коллекцийĕпе урăх никам та мухтанаймĕ — пирĕн вăл пур. Тата çĕннисем кирлĕ. Хунавсем çителĕксĕрри пирки уйрăм калаçу пулчĕ. Çĕнĕ 1 гектар плантаци тума 3,5 пин хунав кирлĕ. Хальлĕхе республика çулталăкра 55 пин хунав кăна хатĕрлет — 15 гектарлăх. Паллах, сахал. Çакăн пирки каланă май республика Пуçлăхĕ лартмалли материал калăпăшне пысăклатассипе кăсăкланчĕ. Андрей Макушев хунавсем хатĕрлеме питомник уçас тĕллев пурри çинчен каларĕ. Ку ĕçе хуçалăхсем те хутшăнĕç: эпир вĕсене çĕнĕ сортсем парăпăр, хуçалăхсем вĕсене сарас енĕпе малалла ĕçлĕç. Çапла вара хунавсен шутне кăçалах 100 пине çитерессе шанма пулать. Хăмла туса илессине аталантармашкăн укçа хывма хатĕр инвесторсем пур — çывăх вăхăтра иртмелли Сăра фестивалĕнче сумлă контрактсем алă пусасса кĕтмелле. Раççей Ял хуçалăх министерстви енчен хăмла тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки пушшех шанчăк кӳрет. Федераци шайĕнче ку отрасле аталантармалли уйрăм программа тăвасси пирки те калаçаççĕ. Олег Николаев хăмла çитĕнтерес тĕлĕшпе технологи суверенитетне тивĕçтермешкĕн пирĕн компетенцисем пуррине çирĕплетрĕ — çак майсемпе регион туллин тата тухăçлă усă курма тивĕç. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ăнăçлă аталанас тесен ăратлăха лайăхлатмалла

Эпир республикăра 2015-2022 çулсенче выльăхпа кайăк-кĕшĕкрен продукци туса илессине епле йĕркеленипе кăсăклантăмăр. Аш, сĕт, чăх çăмартин производстви мĕнле шайра пулнă? Çак тата выльăх комплексĕсен ĕçĕхĕлĕпе çыхăннă ытти ыйтăва ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Егорова хуравлать.

Тĕпчев мĕн кăтартать?

— Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2023 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур йышши хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх — 198,8 пин, çав шутра 87,2 пин ĕне, 2023 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх — 213,3 пин, çав шутра 87,2 пин ĕне, шута илнĕ. Кăçал кĕтӳ тата пысăкланни курăнать ĕнтĕ. Иртнĕ пилĕк çулта мăйракаллă шултра выльăх йышĕ мĕн пур формăллă хуçалăхсенче — 2,8%, ял хуçалăх организацийĕсенче 6,2% ӳснĕ. 2022 çулта вăл 2015 çулхинчен 2,9% хушăннă, ĕне шучĕ 1,1% катăлнă. Палăртнă хуçалăхсенче хушăнни-катăлнин сăлтавĕ тĕрлĕрен. Мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвĕ иртнĕ пилĕк çулта ял хуçалăх организацийĕсенче 9,5% пысăкланнă, кил хуçалăхĕсенче 8,9% пĕчĕкленнĕ. Патшалăх пулăшу панăран хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вăл 2018-2022 çулсенче 63,3% хушăннă.

— Пирĕн республикăра выльăхран ытларах мĕнле продукци туса илеççĕ?

— Выльăх-чĕрлĕх производствинче сĕт тата аш тĕп вырăн йышăнаççĕ. Мĕн пур йышши хуçалăхсенче 2015-2022 çулсенче сĕт производствине 13,3% ӳстернĕ, 2022 çулта 461,7 пин тонна туса илнĕ, ял хуçалăх организацийĕсенче 2022 çулта кашни ĕнерен вăтамран 7040 килограмм сĕт сунă. Производство, технологи тата экономика ыйтăвĕсене комплекслă майпа татса панăран иртнĕ пилĕк çулта ял хуçалăх организацийĕсенче сĕт производствине 33,7% пысăклатнă. Мĕн пур формăллă хуçалăхсенче 2015- 2022 çулсенче ĕне выльăхпа кайăк-кĕшĕк ашĕн производствине 2015-2022 çулсенче 1,1% хăпартнă, пĕлтĕр ăна — 116,8 пин, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсенче 54,2% ӳстерсе 111,6 пин тонна хатĕрленĕ.

— 2022 çулта аш тата сĕт хăш тăрăхра нумайрах туса илнĕ?

— Аш Шупашкар районĕнче — 62 пин, Çĕрпӳ — 13,3 пин, Патăрьел — 8,9 пин, Вăрнар — 5,6 пин, Муркаш — 4 пин тонна, сĕт Шупашкар районĕнче — 63,5 пин, Патăрьел — 49,1 пин, Муркаш — 36,6 пин, Елчĕк — 35,4 пин, Етĕрне — 29,2 пин тонна. Ĕнесен продуктивлăхĕ енĕпе 2022 çулта Елчĕк районĕнчи «Победа» (кашни ĕнерен вăтамран 9747 килограмм), Шупашкар районĕнчи «Чурачикское» (9649,8 кг), «Ольдеевская» (9535 кг) хуçалăхсем мала тухнă.

— Продуктивлăха ӳстерме ăратлă ĕне кирлĕ. Ăна пирĕн хуçалăхсем, çынсем ăçтан туянаяççĕ?

— Ăратлă ĕне выльăх ĕрчетекен хуçалăх республикăра вун улттă шутланать. 2023 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче мăйракаллă шултра выльăх — 30,6 пин, çав шутра ĕне 12,6 пин пуç тытнă. Ăратлă ĕне тӳпи 2022 çулта — 47,1%, кăçалхи çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне 47,6% танлашнă. Çав категорире голштин тата хурашурă ула ĕнесем тĕп вырăн йышăнаççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

♦   ♦   


«Кăнтăрла – юлташ, каçхине – тăшман»

«Пире калама чарман. Анчах та эпĕ хам никама та пĕлтермен. Пĕр çулталăкран юлташ патне çырса янăччĕ. Ун урлă вара килтисем пĕлнĕ», — терĕ Борис Волков, Афганистанра икĕ çул интернационалла тивĕçе пурнăçланăскер.

Çак самантра ашшĕ-амăшĕн чун-чĕринче мĕн пулса иртнине, ахăртнех, чăтса-тӳссе курни кăна ăнланма пултарать. Салтакран килнĕ ывăлĕ хапха алăкне уçса кĕриччен те вĕсем лăпкăлăх мĕнне пĕлмен.

— «Çĕрпӳри стрельбищĕре пăшал пенине илтсе кашнинчех макăраттăм», — тетчĕ анне. Юрать, маларах пĕлмен вăл, — аса илчĕ Борис Анатольевич.

…Борис Волков Çĕрпӳ районĕнчи Старак ялĕнче çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. 1982 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче салтак ячĕ тухнă. — Мана çара ăсатма пирĕн патра тăвансем нумаййăн пухăнчĕç. Юлташсемпе карталанса ял тăрăх салтак юрри юрласа çӳрерĕмĕр. Пирĕн вăхăтра кӳршĕ-аршă, хурăнташ патне килĕрен кĕрсе тухнă. Кашниех ал шăлли çакса янă. Тепĕр кун ирхине Çĕрпĕве çар комиссариатне çитрĕмĕр. Районтан 28-ăн пухăннăччĕ, — каласа кăтартрĕ Борис Анатольевич. Канашран çул Ашхабад еннелле тăсăлнă. Вырăна çичĕ кунран çитнĕ. Чăваш каччи пограничниксен отрядне лекнĕ. Тăватă уйăх çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн ăна десантсен штурмлакан мотоманевр ушкăнĕн йышĕнче Афганистана илсе кайнă. — Эпир ту çинче 2300 метр çӳллĕшĕнче тăнă. Вертолетпа кăна çитме пулатчĕ унта. Пушаннă кишлакра пурăннă. Çыннисем унтан тарса пĕтнĕ-ши? Е урăх çĕре куçса кайнă-ши? Татăклăн пĕлместĕп. Çурчĕсене юсакаласа йĕркене кĕртнĕччĕ те пурăнма пулатчĕ. Хĕлле буржуйкăпа ăшăтаттăмăр, — аса илчĕ Борис Анатольевич. — Пирĕн тĕллев хĕç-пăшал турттаракан каравансене тупасси пулнă. Урăх çĕршывсем пирĕнпе çапăçма пулăшу пек паракан хĕç-пăшала вĕсем ашаксемпе пĕр вырăнтан теприне куçаратчĕç. Çак чĕр чунсăр пуçне урăх транспорт пулман. Унта çулсем те çукчĕ. Çуран та виçĕ çухрăмран мала ниçталла та каяйман. Эпир разведка пĕлтернисем тăрăх засадăсем йĕркелеттĕмĕр. Анчах та вĕсен хушшинче те икĕ еннелле информаци парса тăракансем пулнă. Пĕррехинче çапла засадăна кайрăмăр та… Душмансем вара пире тытма тухнă. Пĕр-пĕрне перкелерĕмĕр. Пирĕннисем иккĕн аманчĕç. Çутă çине кăна пенĕ пулин те, шел, лектернĕ. …Тепĕр операцире вара совет салтакĕсем хăйсен командирне Валерий Ухабов подполковнике çухатнă. Тан мар çапăçура пуç хунă паттăра Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Совет салтакĕсем кишлаксем тăрăх та тĕрĕслесе çӳренĕ. Тен, унта е кунта душмансемпе пĕр шухăшлисем пытанса лараççĕ? Тепĕр тесен, вырăнти халăха та тус тесе калаймăн. — Кăнтăрла — юлташ, каçхине тăшман вĕсем. Хĕвел çутинче санпа чиперех калаçаççĕ. Çĕрле вара алла пăшал тытса пеме те пултараççĕ, — терĕ Борис Анатольевич. — Шухăшĕсем раснарах пулсан та хăйсене урăхла тытма май килмен ĕнтĕ. Хăйсен хушшинчех сутакансем тупăннă. Кирек епле вăрçăри пекех. Совет салтакĕсене вертолетпа апат-çимĕç илсе килсе панă. Техника вĕçеймен вăхăтсем те пулнă. Çавăн пек тапхăрта вара йывăртарах килнĕ. — Çуркунне çанталăк ăшăтма пуçласан шыв пăсланма пуçлатчĕ, тусен хушшинче пĕлĕт пек тăратчĕ. Çавăн пек вăхăтсенче пĕр-икĕ уйăх вертолет вĕçейместчĕ, — терĕ вăл. — Апат енчен ирĕклĕ чухне урпа пăтти, томат соусĕнчи килька консервисене çиместĕмĕр. Кайран вара айккинелле хунăскерсене туртса кăлараттăмăр. Çуллахи вăхăтра абрикос, аçтăрхан мăйăрĕ çиеттĕмĕр. Кĕркунне абрикос тĕшшисене шĕкĕлченĕ. Пан улми çукрахчĕ. Унти хресченсем тырă ӳстеретчĕç. Урăх культура çитĕнтерме вĕсен çĕрĕ те, услови те пулман. Тырра ашаксемпе таптаттарса тĕшĕлетчĕç. Вырăнти арçынсем шыв илсе пыратчĕç. Вĕсене вара апат-çимĕç — хамăрăн мĕн пуррине — парса яраттăмăр, — аса илчĕ Борис Анатольевич. Кăнтăрла — юлташ, каçхине — тăшман тенĕрен… Шыв илсе пыракансен хушшинче киревсĕр шухăшлисем те пулма пултарнă- çке. Тен, шыва наркăмăш хушнă? Çапла майпа совет салтакĕсене тĕп тăвас текенсем те пулма пултарнă. — Ахăртнех, вĕсене пирĕннисем апла тума юраманни пирки хытарса та, хăратса та каланă пулĕ. Унсăр пуçне эпир шыва малтан хăйсене ĕçтернĕ. Наркăмăшланакансем, телее, пулман, — терĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм. — Афганистан çыннисен хушшинче «натс» туртса пăхма сĕнекенсем те пурччĕ. Эпир вĕсене шӳтлесе «вырăссенне» — шăл тасатмалли паста — тутанса пăхма параттăмăр. Вăл шăл тунине пĕçертет — куççуль тухатчĕ. …Борис Волков тăван тăрăха 1984 çулхи пуш уйăхĕнче таврăннă. — Çанталăк сивĕччĕ. Тум та çӳхерех пулнă. Ашхабадран Мускава çитрĕмĕр, унтан Чулхулана самолетпа вĕçрĕмĕр. Шупашкара вара такси тытса килтĕмĕр. Питĕ киле каяс килнĕ ĕнтĕ. Каçхине çитнĕ те тепĕр кунччен кĕтсе ларас темен, — каласа пачĕ Борис Анатольевич. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.