Комментировать

24 Июл, 2023

Китай бизнесĕ каллех Чăваш Енре тымар ярасшăн

Китаецсем Чăваш Енре пĕрлехи предприятисем уçас кăмăллă. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Дмитрий Бельцов пĕлтерчĕ.

Китайра Пĕтĕм тĕнчери Раççейпе Китайăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхне пулăшмалли 10-мĕш форум иртнĕ. Унта Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов та хутшăннă, республика презентацине ирттернĕ. Дмитрий Бельцов палăртнă тăрăх, Китайпа Чăваш Ен çыхăнăвĕсем ахаль те çирĕп. Регионăн тулашри суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 65% кӳршĕллĕ çак çĕршывпа çыхăннă. Импорт енĕпе Китай 1-мĕш вырăнта, экспорт тĕлĕшпе — 3-мĕшĕнче. Эпир унта ăсатакан продукци ассортименчĕ те самай анлă — кондитер изделийĕсенчен пуçласа хими продукцийĕ таран. Çак ассортимента анлăлатмалла, çапла тумашкăн майсем пур.

Китай енчен пирĕн промышленноç, транспорт, энергетика, пысăк технологисем тĕлĕшпе интерес пысăк. Çавăн пекех эпир вĕрентӳ, медицина енĕпе пулăшу ĕçĕсем кӳме пултаратпăр. Чăваш Ен кӳршĕ çĕршыври темиçе провинципе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшӳсем тунă — вĕсем хутшăнусене аталантармалли никĕс пулма тивĕç. Китаецсем Чăваш Енре пĕрлехи предприятисем уçма хатĕр. Виçĕ компани представителĕсем кăçалах кунта килме палăртнă. Вĕсем насуссен, станоксен, сăра тумалли оборудовани производствипе çыхăннă. Китай бизнесĕ кунта тымар яма тăни хальччен те пулнă-ха, анчах çав истори кăмăллах вĕçленмерĕ. Малашнехи ĕçтешлĕх ырă та ăнăçлă пулсан тем пекехчĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов диспансеризаци ыйтăвĕпе сăмах илчĕ. 2023 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăра 249 пин ытла çын диспансеризацире пулнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай ытларах. Çакă 20,6 пин ытла çыннăн шала кайнă чирĕсене пирвайхи хут тупса палăртма май панă. Çав шутра — чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, сахăр диабечĕ, ытти чир. 275 çыннăн усал шыçă пулнине палăртнă, Танлаштарма: пĕлтĕрхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче унашкаллисен шучĕ чылай пĕчĕкрех, 204 çын, пулнă. Çынсем чирленин сăлтавĕсен шутĕнче министр хусканусăр пурнăç йĕркине, тĕрĕс мар апатланăва, табак туртнине палăртрĕ.

Диспансеризаци çынсен чирĕсене маларах тупса палăртма май парать, сиплеве хăвăртрах пуçарни вара сывалас шанчăка пысăклатать. Ку рака та пырса тивет. Владимир Степанов çирĕплетнĕ тăрăх, диспансеризацире пулнă çынсен 21,2% пирки кăна пур енĕпе те сывă теме пулать. Кашни икĕмĕшĕн сывлăхне медиксен сăнаса тăмалла. Çынсен пурнăçне кĕскетекен сăлтавсен шутĕнче вăл каллех хусаканусăр пурнăç йĕркине, усал хăнăхусене, çав шутра табак туртнине, артери пусăмĕ, холестерин шайĕ пысăккине палăртрĕ. Диспансеризацире пулнисен 35% яхăн пайĕн кĕлетке виçи ытлашши, 12,9% юнри сахăр виçи кирлинчен пысăкрах. Эппин, сывлăхлă пуласси граждансенчен хăйсенчен те нумай килет.

Шыв çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă лару-тăрăва ГКЧС ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Степанов хакларĕ. Республикăра паян 9 пляж, шыва кĕмелли 120 вырăн ĕçлеççĕ. Сыхлăх пысăк пулин те çынем шыва путнипе çыхăннă 11 пăтăрмаха шута илнĕ. Кăтартăвĕ хурлăхлă — 9 çын пурнăçĕ татăлнă. Пĕлтĕр çак кун тĕлне 17 çын пурнăçĕ татăлнине асра тытсан кăçал ĕç-пуç темле çивĕч мар пек, анчах пĕр çын вилни те — пысăк хуйхă, тавăрма çук çухату. Александр Васильевич пусăм тусах палăртрĕ: путса вилнĕ çынсенчен 6-шĕ ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулнă...

Канашлу çул çитменнисене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва тишкернипе вĕçленчĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 14 çултан тытăнса 18-чченхи 13,4 пин ачапа çамрăка ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Хальлĕхе 9,3 пин çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ — уйра çум çумланинчен тытăнса промышленноç предприятийĕсенче пулăшакан рабочисем таран. Ачасене ĕçе явăçтарни предприятисемшĕн те меллĕ: ĕç укçине пĕр пайне вĕсем тӳлеççĕ, теприне — ĕçлев центрĕсем. Кăçал бюджетран çакăн валли 11,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май çул çитменнисене ĕçе йыхравлакан компанисен списокĕ анлăланнине палăртма кăмăллă: «Зеленстрой», «Социс», «Элара», «Етĕрнесĕт» тата ыттисем ачасемпе çамрăксене ĕçе хăнăхтарма пулăшаççĕ.

www.hypar.ru