Комментировать

2 Окт, 2014

«Çерем уçни халĕ те куç умĕнче...»

Çапла калать Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекри çитмĕл улттăри Геннадий Никишкин. Ялти хисеплĕ шур сухалăн аса илме сăлтав пысăк. Теприсем çеремлĕ тăрăха иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче çуллахи каникулта кайса курнипех мухтанаççĕ, хаçатра тĕрленчĕк пичетлеме хистеççĕ. Гена пичче виçĕ çул ĕçленĕ пулин те кăкăр çапса çÿремест. Ăнсăртран калаçу пуçламасан ку материал çуралмастчĕ пулĕ.

Мĕншĕн асра, халĕ те куç умĕнче вăл? Мĕншĕн тесен Геннадий Ефимовичăн пĕтĕм çамрăклăхĕ тăван кĕтесрен питĕ аякра иртнĕ. Яшлăх унăн чун-чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Аса илÿ авăрне путма Никишкинсен пахча вĕçĕнчи çырма айлăмне антăмăр. Кунта вăл пĕчĕк кÿлĕ чавтарнă, ачисем килсен шашлăк пĕçерме вырăн ăсталанă, сĕтелпе сак лартнă. Çумăртан хÿтĕленме тăрăллă хÿшĕ те пур. Кунта улмуççи, чие, хурлăхан, хăмла çырли ÿсеççĕ. Çырмана анмалли сукмак хĕррипе - тăршшĕпех пилешсем. Юратать çут çанталăк илемĕпе савăнма тата унпа кăсăкланма пĕлĕшĕм. Кил таврашĕнче çăка хăвăлĕнчен тунă пилĕк шăнкăрч йăви çакнă. "Аякра чухне вăрман курман, шыв юххин сассине илтмен. Сĕре тунсăхлаттăм. Çавăнпа киле таврăнсан йывăç лартма, çăл куçсене тирпейлеме ĕмĕтленеттĕм", - хавасланса паллаштарать пуянлăхĕпе Геннадий Ефимович.

1957 çулта вун саккăрти Гена салтак атти тăхăннă. Пĕвĕпе лутра пулсан та çивĕч ăслă, пысăк тавра курăмлă, вăр-вар йĕкĕт Германири Совет Çарне лекет. Тивĕçлĕ пĕлÿпе хăнăху илнĕ хыççăн ăна танк командирĕ пулма çирĕплетеççĕ. Вăл командирсен тавне темиçе хутчен тивĕçнĕ.

Акă ĕнтĕ киле пуçтарăнма та вăхăт. Анчах пурнăçра яланах хамăр шухăшланă пек пулмасть. Пĕррехинче салтаксен пысăк ушкăнне пуçтараççĕ. Пуçлăхсем, комсомол хастарĕсем çерем çĕр пирки туха-туха калаçаççĕ.

Геннадий хăй ирĕкĕпе унта кайма заявлени çырать. Пĕр пек шухăшлисем чаçре 78-ăн. Часах комсомолецсене ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн путевкине тыттараççĕ те ырă сунса вăрăм çула ăсатаççĕ.

- Германирен пире пуйăспа илсе тухрĕç. Пурĕ вун икĕ вакун. Сахалтан та сакăр çĕр çамрăк. Вунă кун кайрăмăр, йăлт ывăнса çитрĕмĕр. Çакă пирĕн малашлăх çăмăл пулас çуккине систерчĕ-тĕр, - терĕ Геннадий Ефимович. - Омск облаçĕнчи Ульяновскри механизаци училищине илсе пычĕç. Кунта гусеницăллă тата кустăрмаллă тракторсене, комбайнсене çÿретме 5 уйăх вĕрентрĕç. Юлашки чарăну Çеçкеллĕ ялĕнче пулчĕ.

ХХ ĕмĕр пуçланиччен ку тăрăхра çын пурăнман. Таврара ураран ÿкерекен тусанлă çил çеç хуçаланнă. Пĕрремĕш революци хыççăн, халăхсене пĕр вырăнтан тепĕр çĕре куçармалли юхăм пуçлансан, кунта Херсон, Орел тата Полтава кĕпĕрнисенчен хастар çынсем килнĕ, 1907 çулта Русская Поляна никĕсне хывнă. Тепĕр çулах 162 киле вырнаçнă. Ялта икĕ пĕчĕк лавккасăр пуçне шкул та, сыватмăш та пулман. Территорийĕпе Казахстана кĕнĕ. 1935 çулта ăна Омск облаçне кĕртнĕ, район центрĕ тунă. Апла пулин те вăл аталанайман. Шывсăр, çутăсăр камăн пурăнас килтĕр? Район центрĕнчи пĕртен пĕр грузовикпе Омска çур кун ытла кайнă, лашапа - тăваттă. Партипе Правительство 1954 çулта, çерем çĕре уçма йышăннă хыççăн, пурнăç çĕнĕрен вĕреме тытăннă. Русская Поляна Омск облаçĕнче çĕнĕ çĕре уçмалли тĕп центр пулса тăнă. Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк тата Комсомольски çыннисем ку районти лаптăксене сухалама, тырă акма пуçланă. Илĕртÿллĕ ятлă ялсем çуралнă: Солнечное, Целинное, Добровольское, Розовка...

Цветочное поселока 1961 çулхи çуркунне Геннадий Никишкин салтак тумĕпе юлташĕсемпе пĕрле çитнĕ.

- Ĕçе пикенсенех ялта совхоз йĕркеленĕ. Çакăнта илсе килчĕç пире. Саманран тунă пĕр хуралта вырнаçтарчĕç. Урайĕ - çĕр, чÿрече пек шăтăксене марльăпа хупланă. Казармăри пек çирĕм кравать лартнă, çиелте - улăм тултарнă тÿшекпе минтер. Чăваш каччисем виççĕн: Саша Васильев - Çĕрпÿ тăрăхĕнчен, Виталий Ельцов - Вăрмар районĕнчен тата эпĕ. Виçсĕмĕре те С-80 трактор шанса пачĕç. Техника сĕре вăйлă. Анчах ман пек лутра çынна ĕçлеме меллĕ мар - умри çула ура çине тăрса пăхса пымалла. Пĕррехинче ферма таврашĕнчи шывпа тулнă силос шăтăкне асăрхаймарăм - трактор тÿнчĕ. Чÿречерен аран тухса ĕлкĕртĕм. Бригадира çаплах каларăм: "Текех ун çине лармастăп!". Вара мана ДТ-54 трактор пачĕç. Питĕ лайăх ĕçлетчĕ. Тĕлĕкре те куркалатăп хамăн тимĕр ута, - терĕ Геннадий Ефимович. - Пирĕн уйрăм çĕрĕ пысăкчĕ, ăна тăватă бригадăна пайланă. Эпĕ - пĕрремĕшĕнче. Каçхине 5 тракторпа тытăнатпăр та ир енне икĕ çухрăм тăршшĕ лаптăка /400 гектар/ сухалса пĕтеретпĕр. Пирĕн ялан сухаламалла пулнă. Механизаторсене улăштарма çын çитмен. Çавăнпа икшер, виçшер смена ĕçленĕ. Çапах чăтнă, ертсе пыракансене итленĕ, кутăнлашман. Каçхине куç хупăнас патнех çитетчĕ. Пĕррехинче çамрăк тракторист Малышев хирте сухаланă чухне тĕлĕрсе каять те касăран тухса казахсен пĕр аулĕнчи çурт кĕтессине çĕмĕрсе хăварать. Мĕскĕне хуçисем чутах хĕнесе вĕлермен. Çавăнпа бригадир пире ытла ывăнса çитсен пăртак тĕлĕрсе илме сĕнетчĕ. Кану кунĕ е уяв мĕнне пăхман. Саратов нимĕçĕ Мюллер управляющи пирĕн 12 пин гектара сухаласа пĕтермелле терĕ. Хире апат илсе килетчĕç, çунтармалли-сĕрмелли материал турттаратчĕç. Ятарлă юсав бригади тăтăш çÿретчĕ, çĕмĕрĕлнĕ агрегатсене вырăнтах улăштарса е тÿрлетсе хăваратчĕ.

Çеçкеллĕ халĕ икĕ пĕчĕк аулпа Цветочинское ял тăрăхне кĕрет, унăн тĕп ялĕ шутланать. Кунта 1413 çын пурăнать. Мĕн пур лаптăкĕ 28784 гектар. Халь хаççăн кăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Косбарт телефонпа пĕлтернĕ тăрăх - паян кунта усăсăр выртакан çĕр çук.

Çулталăк çурă каялла эпĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырури сăмахсене ырласа хамăр районти 600-700 суйлавçă пурăнакан пĕчĕк ял тăрăхĕсене пĕрлештерсе аслăлатма кирли çинчен статья çырнăччĕ. Çакăн хыççăн пĕчĕк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мана шурă куçпа пăхма тытăнчĕç. Нихăшĕ те пукана вĕçертесшĕн мар. Кунта вара пĕр ял тăрăхĕн çĕрĕ кăна вăтăр пине яхăн гектар.

Геннадий Ефимовичăн каламалли нумай. Ватлăх енне кайсан çын тин çеç пулса иртнине манать. Çерем уçни вара, çур ĕмĕр иртнĕ пулин те, асрах.

- Саман общежитире эпир ака тата вырма вăхăтĕнче пурăнман та, - калаçать малалла Н.Никишкин. - Пирĕн хÿшĕ хирти станта пулнă. Эпир ытларах тĕп усадьбăран 10-15 çухрăмри куçарса çÿрекен вакунсенче тăнă. Çанталăк сулхăн чухне унта сивĕччĕ: шăрăхра мунчари пек пăчăччĕ. Тĕрлĕ курăк кашласа ÿсекен хирсене сухалама пĕрре те çăмăл пулман. Кăштах тарăнрах ярсан плуг тĕренĕ йывăрлăха чăтаймасть - катăлать. Вара çиелерех сухалама хăнăхрăмăр. Совхоз çулран-çул сарăлса, çеçен хире пусă çаврăнăшне кĕртсе пыни вырăнти халăха килĕшмен. Колхозсене унччен ирĕк пулнă. Вĕсем кунта сурăх тата лаша кĕтĕвĕсене пĕр чăрмавсăр çÿретнĕ. Хăш-пĕр чăрсăр хăйсен çĕрĕсене сухалама чарас тесе юлан утпа килсе радиаторсене сенĕкпе чиксе шăтарнă. Пĕррехинче 9 "Беларусь" трактора юрăхсăра кăларчĕç. Çавăнпа тепĕр чухне ывăннипе кăна мар, çав пуçтахсенчен сыхланас тесех кабинăра çывăрнă. Ăмăртура эпир, чăвашсем, ялан çĕнтерÿçĕсен шутĕнчеччĕ. Мана икĕ çултан "Çерем çĕрсене уçнăшăн" паллăпа чысларĕç. Ăна пурĕ 360 пин çын тивĕçнĕ. Çак паллă тивĕçлĕ канăва каякансене "Ĕç ветеранĕ" ят илме май пачĕ.

- Ака вĕçленĕ хыççăн мана тракторпа туртса çÿремелли, тĕш тырă пуçтармалли "Сталинец-6" комбайн пачĕç, - аса илÿ авăрне татах путать Геннадий Ефимович. - Ун чухне çавăн пек айван техника кăна пулнă. Пĕринпе вырса, тепринпе тĕшĕлесе пынă. Тепĕр çултан кăна хăй тĕллĕн çÿрекен "СК-3" комбайнсем килме тытăнчĕç. Иккĕмĕш çул эпĕ çавăн çине куçрăм. Унпа самай çăмăл. Хире гербицид сапман пулсан та пиçенпе анра çарăк е мăянпа армути алхасман - тап-тасаччĕ. Ĕççире пĕр канмасăр вырнă. Тырра комбайнсем патĕнчен "полуторка" машинăсемпе йĕтем çине турттаратчĕç. Унăн кузовне тонна çурă кăна кĕрет. Йĕтем леçсе ĕлкĕрейместчĕç. Çавăнпа тырра трактор кĕрсе çÿремен ятарлă лаптăксене тăкатчĕç. Автомашина килеймесен комбайнпа кайса силлеттĕмĕр. Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ кун пек нихăçан та хăтланмĕ. Анчах кунта пуçлăхсен тĕллевĕ урăхларах - хăть мĕнле майпа та тырра пуçтарса илмелле! Хирте пĕр тулă тунине те хăвармалла мар. Çÿлти органсене тухăç пирки лайăх отчет памалла. Улăм урине аса илтерекен тырă кайран, çумăрсем хыççăн, симĕсленсе шăтса каятчĕ.

Хирти условисене килтипе танлаштараймăн. Улăм тÿшек çинче выртса пурăннипе пуç пыйтланатчĕ. Кĕпе-йĕм - тусанпа мазут ăшĕнче. Саман сарайра та, хирти вакунра та йĕке хÿресем кĕтÿпе çÿретчĕç. Каçхине ши те ши! шăхăраççĕ. Малтан сĕре йĕрĕнтеретчĕç. Кайран хăнăхатăн - хĕвех кĕрсе выртатчĕç. Эпир лăш курмасăр ĕçлесе ывăннăскерсем, вилнĕ пек çывăрнăран, туймастăмăр. Вĕсем супăне кăшласа, хире чĕре сури тума тесе чикнĕ апата çисе яратчĕç. Поварсем хире яшкапа пăтă илсе килейменни те пулнă. Вара икĕ кун та выçă ĕçлеме тиветчĕ. Тусан кĕнĕрен куçсем шыçăнатчĕç. Хуплакан куçлăх та пулăшмастчĕ. Çулла пуç тăрринче пĕр шелсĕр хĕвел çунтарать. Çакăн пек йывăрлăха пурте чăтайман. Хиртен тракторпах район центрне çити каятчĕç, ăна вокзал умне лартса килĕсене таратчĕç, бухгалтеринче тата кассăра ĕçшĕн татăлмаллине те пăхса тăмастчĕç. Механизаторсен аллинче кĕмĕл ан пултăр тесе ĕç укçине кашни уйăхра мар, ĕççи вĕçленсен кăна панă.

Савăнмалли самантсем те пулнă. Çеçкеллĕре хăмаран çапса тунă клуб пурччĕ /каярахпа ăна сÿтсе кирпĕчрен купаларĕç/. Хиртен канма килсен, общество мунчинче çăвăнса тасалсан культура çуртне каяттăмăр. Пирĕн пек хусах каччăсемпе хĕрсем ялта 400-тен те кая марччĕ. Шăмат кунсенче кино кăтартатчĕç, ташă каçĕ йĕркелетчĕç. Эпĕ ачаллах купăс каланă та, ăна мана тÿрех тыттаратчĕç. Çутăласпа çеç саланаттăмăр. Çакăнтах чылайăшĕ паллашса çемье çавăрнă. Хамăн та чуна пăлхатакан самантсем пулман мар-тăр. Анчах атте-аннерен пил илмесĕр татăклă утăм тума шухăшламан. Çамрăксем туслă пурăннă - хирĕçмен, çапăçман. Кайса курас килет те çав вырăнсене. Ун чухнехи ертÿçĕсене те. Хăшĕсем леш тĕнчене те куçма ĕлкĕрчĕç пулĕ. Хам та сакăр вуннă енне кармашатăп.

Çак сăмахсем хыççăн Геннадий Ефимович пĕр кана шăпланчĕ. Ăнланатăп - унăн куçĕ умĕнче иртнĕ мĕн пур йывăрлăхсемпе савăнăçлă самантсем йăлтах кинори евĕр шăва-шăва иртеççĕ.

Николай ЛАРИОНОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.