Комментировать

20 Июл, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 28 (1307) № 20.07.2023

«Манăн пурнăç Гальăсăр урăх çулпа виçесĕр начар каятчĕ»

«Мана Мускав консерваторине вĕренме илесси пирки кăларнă директор хушăвĕпе тепĕр кунне паллашрăм. Ăна васкавлăн кăларса çакнине ăнланса çапла пĕтĕмлетрĕм: музыка историйĕпе тата гармонийĕпе çыхăннă предметсăр пуçне идеологи тĕллевĕллипе экзамен тытманччĕ-ха».

Пианистка портречĕ Çапла çырса хунă аса илĕвне консерватори пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш чăваш пианистки Галина Максимова 1995 çулта. Консерватори директорĕ Генрих Нейгауз ăна вĕренӳре йăнăш тăвасран асăрхаттарса пулăшсах пынă. Борис Григорьева качча тухнă Галя 1939 çулта, диплом илме хатĕрленнĕ чухне, пĕрремĕш ывăлне çуратнă. Ăна пăхмалла тесе Нейгаузран патшалăх экзаменне пĕр çулталăка малалла куçарма ыйтнă. Директор начар пулса тухасран сисчĕвленсе çав çулах экзамен пама сĕннĕ. Галя комиссие Роберт Шуман «Концертне» каласа кăтартнă, Святослав Рихтер иккĕмĕш фортепианăпа унăн аккомпаниаторĕ пулнă. «Чăвашсем — музыкăна питĕ юратакан халăх, — çапла пĕтĕмлетнĕ Галина Степановна хăйĕн аса илĕвне. — 1920 çулсенче, Вăта Тимĕрçенте ªУльяновск облаçĕ, Чăнлă районĕº пурăннă чухне, яш-хĕр каçсерен юрланине юратса итлеттĕм. Эпир, шăпăрлансем, кăмака çине хăпарса лараттăмăр та туй епле иртнине сăнаттăмăр. Икĕ сĕрме купăсçă ªпĕри суккăрº савăнăçлă кĕвĕ янăраттарса, урапа тӳнклеттерсе ташлаттарни асăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Нумай çул иртсен иккĕмĕш упăшкана — Леонид Фейгин композитора — чăваш юррисене шăрантарса, такмакласа, кĕввисене ĕнĕрлесе кăтартрăм та, «Чăваш эскизĕсем» сюита — симфони оркестрĕ, «Ноктюрн» тата «Чăваш ташши» — сĕрме купăспа фортепиано, «Икĕ чăваш ӳкерчĕкĕ» кларнетпа фортепиано валли çуралчĕç. Чăвашсен талантлă художникĕсене те аса илетĕп. 1930 çулсенче, хамăн каникула Ильинкăри кану çуртĕнче ирттернĕ чухне, мана, шенкер кĕпе тăхăннăскере, Моисей Спиридонов художник ӳкерчĕ. Тен, питĕ ăнăçлă пулса тухнăран портрет упранса юлчĕ…» Галина Степановна Мускаври Серов тăкăрлăкĕнче пурăннă чухне пӳлĕмĕнче «ун чухне никамах та пĕлмен, питĕ пултаруллă» Иван Дмитриев художник сахал мар пулнине те, хăй рояль умĕнче ларнине çуллă сăрăпа ӳкернине те асăнать. «Халĕ, Лондонра пурăннă чухне, хваттерте çакăнса тăракан çав портрет мухтавлă та сăпайлă художника тата çамрăклăхăма аса илтерет», — çав ĕç пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă пианистка. Вăл Чăваш ӳнер музейĕнче упранать. Аса илӳре ашшĕне — чăвашсен пирвайхи композиторĕсенчен пĕрне, сĕрме купăсçа, фольклориста, педагога Степан Максимова — халалланă сыпăк та пур. «Атте — мана музыкăна вĕрентнĕ пĕрремĕш учитель, — палăртнă хĕрĕ. — Фортепианăпа çăмăл пьесăсем выляма пуçларăм та атте сĕрме купăс каланă чухне аккомпаниатор пулса тăтăм. Вĕренӳре вăл ачисенчен çирĕп ыйтатчĕ те — хăракалаттăмăр. Аттен синкерлĕ шăпи пирки аса илме те йывăр. Çамрăклăхĕ иртнĕ, консерваторире вĕреннĕ хыççăн çуралса ӳснĕ Чăваш Еншĕн ĕçлемелле чухне, Çурçĕрти лагерьте 10 çул асап курчĕ. Унтан таврăнсан С.Максимов композитор çулне Шупашкарта та пӳлнĕ: ăна оркестрăн иккĕмĕш сĕрме купăсçисен ушкăнĕнче çеç вырăн панă. Атте пĕрре Мускава килсен упăшкапа Леонид Фейгинпа паллашрĕ — музыка çинчен нумай калаçрĕç. Аттене кĕçĕн мăнукĕ Алеша питĕ килĕшрĕ, ăна чĕркуççи çине пĕрмай лартса сиктерчĕ. Унтанпа аттене кураймарăм, вăл 1951 çулта вилнĕ. Шупашкарти 1-мĕш музыка шкулĕ атте ячĕпе хисепленнĕшĕн савăнатăп». «Çитменнине — чăваш!» Лондонран Галина Максимова Шупашкарта пурăннă Юрий Илюхин музыковед патне çапла çырса янă: «Пурнăç тăнăç тăрать. Вăхăта ытларах килте ирттерме кăмăллатпăр, час-часах Иоганнес Брамс, Вольфганг Моцарт, ытти композитор соначĕсене шăрантаратпăр — пысăк савăнăç кӳреççĕ. Мускавра пулайманран, тăвансемпе тĕл пулайманран питĕ тунсăхлатăп. Акăлчан чĕлхипе çав-çавах калаçма вĕренеймерĕм, ватăлнăçемĕн вĕсен вырăнне чăваш сăмахĕсем аса килеççĕ. 1917 çултан пуçласа анне ачасене вĕрентнĕ Кăнна Кушки ªТутарстанº тата Вăта Тимĕрçен ªУльяновск облаçĕº ялĕсем, илемлĕ чиркӳ куçа курăнаççĕ, хăлхара Мăнкун чанĕ янăрать…» Галина Степановнăн «Пурăнса ирттерни çинчен» ятлă аса илĕвĕ пуçласа «Лик Чувашии» журналăн 1997 çулхи 2-мĕш номерĕнче кун çути курнă. Леонид Фейгин 1990 çулта çырса пĕтернĕ, 1993 çулта Мускавра пичетленĕ «Моя жизнь» мемуарне республикăн Наци библиотекине вăхăтра çитереймен-тĕр — илсе паллашаймарăм. Мана ытларах кĕнекен «Галя» сыпăкĕ кăсăклантарчĕ. Кунта Леонид Вениаминович хăйĕн арăмĕ, чăваш пианистки Галина Максимова çинчен çырнине пĕлтĕм. Унпа паллашас тĕллевпе Раççей патшалăх библиотекине ыйтупа тухрăм — копилесе ярса пачĕç. Л.Фейгин юратнă мăшăрĕ утса тухнă чылай тапхăра, республикăра пурăнакансене кăсăклантаракан пĕлтерĕшлĕ самантсене Раççей музыкин историне кĕртсе Чăваш Еншĕн те ырă ĕç тунă. «1947 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Чкалов урамĕнчи чухăн пӳлĕме кĕтĕм те яланлăхах юлтăм /Леонид — 24 çулти каччă, пĕрремĕш упăшкинчен уйрăлнă икĕ ачаллă Галя 33 çулта пулнă. — Авт./, — аса илнĕ вăл. — Мана çӳллĕ мар хĕрарăм, питĕ йăрăскер, йăл кулса кĕтсе илчĕ. Пĕрре курнипех ăна кутăн арçын çеç килĕштерсе пăрахмĕ. Самантлăха çеç шухăша кайса мана тĕл пулсан тӳрех пуçа пăрнă хĕрсене пурне те «тав турăм». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Ачасем ăшă та çепĕç туйăм çеç сапалаççĕ

Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнче çуралса ӳснĕскер мĕн ачаран вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. 1982 çулта пĕлӳ çурчĕн алăкне пĕрремĕш хутчен уçса кĕрсенех лартнă çак тĕллеве. Людмила Кузнецова çамрăк та илемлĕ вĕрентекен çапла витĕм кӳнĕ-ши, шкул пурнăçĕ илĕртнĕ-ши — халĕ хăй те пĕлмест. Анчах ачаран тĕвĕленнĕ шухăш-кăмăл çулсем иртсен те сĕвĕрĕлмен. Ирина Орлова кун-çулне педагогикăпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ӳкĕнмест, пурнăçри хăйĕн чăн вырăнне тупнă тесе чунран ĕненет.

Маттур хĕрача Шкулта тăрăшса вĕреннĕ вăл. Мĕн пур предмета килĕштернĕ. Пуринпе те ĕлкĕрсе пынă. Çав вăхăтрах активистсен йышĕнче пулнă. Шкулти кирек епле мероприятие те хаваспах, савăнсах хутшăннă. Спортпа туслăскер уйрăмах çăмăл атлетикăна кăмăлланă. Çуран кăна мар, хĕлле йĕлтĕр сырса та сахал мар чупнă. Республика шайĕнче иртекен ăмăртусенче шкул кăна мар, район чысне те пĕрре кăна мар хӳтĕленĕ. Çамрăк натуралистсен тата алă ĕçĕн кружокне, карате секцине çӳреме ӳркенмен. Çавна май ачаран тĕрлеме те, çыхма та хăнăхнă. Çут çанталăк тусĕсемпе çывăхри улăх-çарана, вăрман-катана çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе çӳренĕ, тăван тавралăх илемне чуна хывнă. Шкул хаçачĕ те унăн аллипе çырăннă. — Класри кашни ачана мĕнле те пулин тивĕç шанатчĕç. Мана яланах летописец вырăнне çирĕплететчĕç. Эпĕ еплерех çырни килĕшнĕ-тĕр, ӳкерме те кăмăллаттăм. Çавăнпах стена хаçачĕ кăларма шанатчĕç. Унсăр пуçне класра тĕрлĕ мероприяти ирттерессишĕн те эпĕ яваплăччĕ. Вĕсене хаваслă тума тăрăшаттăмăр. Ял халăхĕ валли час-часах уяв йĕркелеттĕмĕр тата. «Паян концерт пулать», — тесе пĕлтерӳ çырса çапаттăмăр. Кӳршĕ ялсене те çитнĕ, — ачалăх çулĕсене аса илсе калаçрĕ Ирина Николаевна. Мĕн ачаран тăван чĕлхе илĕртнĕ ăна. Чăваш çĕршывĕнче çуралнă, чăваш сывлăшĕпе çитĕннĕ, чăваш çăкăрне çисе ӳснĕ- çке. Кил-йышпа та, тус-тантăшпа та яланах чăвашла хутшăннă. Пушшех те, шкулта пиллĕкмĕш класс таран мĕн пур предмета тăван чĕлхепе вĕреннĕ. Тăван сăмах илемне туйнă-тăр. Чунра та, юнра та пулнă вăл. Çавăнпах çамрăка чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулас ĕмĕт çунатлантарнă. Шăпах вăл ăна Чăваш патшалăх педагогика институтне чăваш филологи уйрăмне илсе çитернĕ. Пилĕк çултан алăра юратнă профессипе ĕçлеме ирĕк паракан документа — диплома — тивĕçнĕ. Акă ĕнтĕ çирĕм виççĕмĕш çул Шупашкарти 24-мĕш вăтам шкулта вăй хурать. Чăваш чĕлхи урокĕсене ирттернипе пĕрлех вун иккĕмĕш çул кĕçĕн классене те вĕрентет. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Чунтан тăрăшса ĕçлесси — таса тивĕç

Кăçалхи Акатуйра Трак енри Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсен стендне курма пулчĕ. Ăна ятарласах Вĕрентекенпе наставник çулталăкне халалласа хатĕрленĕ. Çĕршыв шайĕнче палăрнă педагогсенчен çитес çул 80 çул тултаракан Ганна Андреевăн кун-çулĕ питех те кăсăклă.

…1941 çул. Ун чухне Ганна çĕр çине килмен-ха. Хаяр вăрçă алхасма тытăннă — пирĕн çĕршыв çине нимĕç эшкерĕсем тапăнса кĕнĕ. Фронтри тата тылри халăхăн пĕр тĕллев пулнă — юн çиене хăвăртрах çапса аркатса юратнă çĕршыва мирлĕ пурнăç таппи çине тăратмалла. Хаяр вăрçа Çĕнтерӳпе вĕçлессе кашни çын кĕтнĕ, тулли шанăçпа пурăннă… Ял-хулари мĕн пур вăй питти вăрçă хирне ăсаннă. Вĕтĕр-шакăрпа ватăсем, хĕрарăмсем çеç юлнă. 1943 çулта Çĕрпӳ районĕнчи Уйкас ялĕнчи Петр Андреева та фронта илеççĕ. Çур çултанах чăваш салтакĕ Смоленск хулишĕн пынă хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăррăн çапăçса пуç хурать. Ун чухне мăшăрĕ Феоктиста Ивановна 28 çулта çеç пулнă-çке. 92 çула çитиччен пурăннăскер юратнă мăшăрне мĕн çĕре кĕричченех кĕтсе пурăннă. Шел, шăпа мĕскĕн чăваш хĕрарăмне çак телее паман. Хуçалăхри мĕн пур йывăрлăх Феоктиста Ивановнăпа Клавдия, Шура, Фаина хĕрĕсемпе Алексей ывăлĕ çине тиеннĕ. Нуши-тертне пайтах курма тивнĕ, анчах чăтнă, тӳснĕ. Никам çине те шанман. Шанмалли те пулман. Ганна Петровна 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче, шартлама хĕл сиввинче, кун çути курнă. «Йывăрлăхсенчен хăраман. Вĕсен умĕнче пуç усман, хĕрĕме ырă туйăмлă çын ятне парас тенĕ, çавăнпа ăна Ганна тесе чĕнтĕмĕр», — çав тапхăра çапларах аса илнĕ амăшĕ хăй пурăннă чух. Хаяр вăрçăра пуç хунă ашшĕне курма тӳр килмен хĕр пĕрчине. Вăхăт майĕпен шунă. Часах ялти тантăшĕсемпе пĕрле Ганна та Уйкасри пуçламăш шкул сукмакне такăрлама тытăннă. «Манăн питех те шкула каяс, хăвăртрах çырма-вулама, шутлама вĕренес килетчĕ, — каласа парать ачалăх çулĕсем пирки Ганна Андреева. — Аппасемпе пиччен ырă тĕслĕхĕ те хавхалантарнă пулĕ çав тапхăрта». Уйкасра тăватă çул пĕлӳ пухсан хĕрача юнашар ялти Апакассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкула çӳреме пуçлать. «Апакасси шкулĕ чăннипех илемлĕ вырăнта ларать, — çăмах çăмхине сӳтет ырă пĕлĕшĕм. — Шкул çурчĕ хамăрăн килтенех курăнатчĕ. Пĕлӳ керменне çитме çул урлă кăна каçмаллаччĕ». Çакăн хыççăн Уйкас хĕрĕ вăтам пĕлӳ илме Виçикасси шкулне такăрлама тытăнать. «Ун чухне асăннă шкула таçтан та пĕлӳ илме çӳретчĕç, Трак енри Енĕшкасси, Çавалçырма, ытти чылай ялтан та каччăсемпе хĕрсем килетчĕç. Пуринпе те туслă пулнă эпир, тăрăшса вĕреннĕ». Акă алăра аттестат. Мĕн тумалла-ха? Амăшĕ ватă, пĕчченех. Яла юлмалла-и е хулана çул тытмалла-и? Çапах та хĕр вĕренĕве мала хунă. Мал ĕмĕтлĕскер И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет/ ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕмешкĕн ыйту кайса панă. Тăрăшни, вăй-хал хуни сая кайман /аттестатра лайăх паллăсем çеç-çке/. Вăл тĕрĕслев экзаменĕсене ăнăçлă тытса аслă шкул студентки пулса тăнă. «Вĕренме кĕнишĕн епле савăнмăн? Аннен хĕпĕртĕвне тата епле пытарăн? Хам суйласа илнĕ нимĕç чĕлхине тарăннăн вĕренме тăрăшрăм. Пĕрремĕш курсранах пĕрле пĕлӳ илекенсемпе, общежити пӳлĕмĕнче пурăнакан хĕр-тантăшсемпе нимĕçле перкелешеттĕмĕр. Юлашки курссенче вара асăннă чĕлхепе таса та яка калаçма вĕренсе çитрĕмĕр». <...>

Юрий БОРИСОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.