Комментировать

20 Июл, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 28 (6478) № 20.07.2023

«Авлансан яваплăх икĕ хут ӳсрĕ»

Паян пирĕн тĕпелĕн сумлă хăни — Патăрьел çĕрĕ çинче кун çути курнă чăваш эстрада çăлтăрĕ Сергей ЛЕКЕРОВ. Нумаях пулмасть, иртнĕ çул вĕçĕнче, вăл ашшĕ пулса тăчĕ. Унпа ытларах çак туйăм, çемье пирки чуна уçса калаçрăмăр.

Ĕмĕтри сăнар

— Сергей, санпа иксĕмĕр 10 ытла юрă хайларăмăр. «Хусах» ятлă сăвă çырса пани асрах-ха. Тин кăна «Хăмăт ир тăхăнма…» тесе юрлаттăн, хĕрсен пуçне çавăрттараттăн… Халĕ ав хăвăн пуçна çавăрса янă: авлантăн, ашшĕ пултăн. Кала-ха, атте пулма çăмăл-и?

— Ашшĕ пулма питĕ килĕшет. Паллах, ку питĕ пысăк яваплăх. Мăшăрпа ача çураласса чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Хĕрĕме питĕ юрататăп. Ăна Ева ят хурас терĕмĕр.

— Ку ят мĕнпе илĕртрĕ сире?

— Ăна мăшăрăм Катя суйларĕ. Эпĕ унпа килĕшрĕм. Халĕ ку ят манăн чуна питĕ çывăх.

— Пĕчĕкскере еплерех юратнине каласа пар-ха. — Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче 7 уйăх тултарчĕ. Ыталатăп, чуптăватăп, ачашлатăп ăна. Евăн тути çинчен йăл кулă каймасть, пĕрмай кулать. Çĕрле апат çиме 2-3 хут вăранать. Тин çеç упаленме пуçларĕ.

— Ача çуралнă хыççăн пурнăçу улшăнчĕ-и?

— Эпĕ — ял ачи. Тăван килтен, аттеаннерен уйрăлса Шупашкара вĕренме килнĕ. Нумаях пулмасть хам та çемье çавăртăм. Манăн халĕ икĕ хĕр: пĕри — ача, тепри — мăшăрăм. Çавăнпа яваплăх икĕ хут ӳсрĕ.

— Хĕр çуралнине пĕлсен кулянмарăн-и? Чылай арçын ывăл кĕтет-çке-ха. — Питĕ савăнтăм. Маншăн чи пĕлтерĕшли — ача сывă пулни. Тус-тăван: «Сăнран сана хывнă», — тени питĕ савăнтарать. Амăшĕн илемне те илнĕ.

— Кашни арçыннăн ĕмĕтĕнче пулас арăмĕн сăнарĕ пур ахăртнех. Сан вăл еплерехчĕ?

— Сăнпа, кăмăлпа хитрине шырарăм. Мăшăрăм чăннипех те ĕмĕтри сăнар. Ăна питĕ юратса качча илтĕм. Пирĕн хушăра ăнланманлăх çук.

— Юратса авлантăм терĕн. Юрату вара саншăн мĕн вăл?

— Ку туйăма кашни хăйĕн пек ăнланать. Маншăн юрату – килти ăшăлăх, кирек ăçта кайсан та киле таврăнас килни, çумра юратнă çын пулни, килте яланах вĕри апат пăсланни. Хваттер алăкне уçатăп та ман умра ачана йăтнă мăшăрăм тăрать. «Пирĕн атте киле килчĕ», — тени кăмăла çĕклет. Вĕсене ыталатăп. Алла çусан хĕрĕме çупăрласа йăтатăп. Ачапа ытларах мăшăрăм ларать. Канмалли кунсенче эпĕ яланах çемьепе.

— Мăшăрна социаллă сетьре сăн укерчĕксенче кăна куратăп. Чиперук. Кашни çемьен — хăйĕн юрату историйĕ.

— Социаллă сетьре унăн сăн ӳкерчĕкне курсан чăтаймарăм — «Эсĕ питĕ хитре» тесе çыртăм. Вăл ăна вуларĕ, анчах хурав памарĕ. Тепĕр икĕ уйăхран каллех çыртăм. Мускава ĕçсемпе каяссине пĕлтерчĕ. Тепĕр икĕ уйăхран аппăшĕсемпе Турцие канма каясси пирки хыпарларĕ. «Таврăнсан ман пата çыр», — терĕм. Анчах каллех çырмарĕ. Çапла çур çул мана асăрхаманçи турĕ. Пĕррехинче хăйĕн валли пĕтĕмлетӳ тунă вăл: «Юрĕ, ку каччăпа тĕл пулам-ха, еплереххине курам». Унпа кафере калаçса лартăмăр.

— Паттăрсен тăрăхĕнче кун çути курнă каччă япăх хĕре арăм тума пултарайман…

— Эпĕ Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳртре çуралнă. Мăшăрăм — Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпаран. Чĕлхе çăтса ямалла тутлă апат пĕçерет. Авланиччен эпĕ ун пек апат çисе курман. Хăна-вĕрле пухнă чухне аппăшĕсемпе сĕтел йăтăнса анмалла апат-çимĕç хатĕрлеççĕ.

— Эсĕ лайăх упăшка, атте иккенне ăнлантăм. Эсĕ лайăх кĕрӳ-и?

— Хунямапа хуняçа мана савăнсах кĕтсе илеççĕ, мунча хутса хураççĕ. Вĕсене пулăшма нихăçан та хирĕçлемен.

— Тăван кил ăшши нимĕнпе те танлашаймĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


Пулăшакансемсĕр 2-3 гектар пахча çимĕç çитĕнтерме хĕн

Çуллахи кун, ялти чылай çемьенни пекех, Петуховсен те пушă вăхăт çукпа пĕрех. Патăрьел округĕнчи Çĕнĕ Ахпӳртре тĕпленнĕскерсем тĕп ĕçсĕр пуçне çĕр çинче вăй хурса тупăш тăваççĕ. Елена Викторовнăпа Алексей Александровичăн кĕрĕк арки йăвалама çуккине кура вĕсен ачисен çумне те куршанак ир çыпăçать-мĕн.

50 банка компот хупаççĕ Амăшĕ хиртен таврăнсан иккĕмĕш класран вĕренсе тухнă Аделина ирхине тăнăранпа мĕн-мĕн тунине черетпе каласа парать. Кăçал кĕркунне парта хушшине ларма хатĕрленекен Ксения та аппăшĕнчен юласшăн мар. Кăçал çăва тухнăранпа вăл хăйсен садпахчинче мĕн чухлĕ çырла татман-ши? Хурлăхан — ахальли, йĕпли, хăмла çырли, чие… Вĕсен тĕммисем Петуховсен килĕ çумĕнчи çĕр лаптăкĕнче йышлă çитĕнеççĕ. Кашни çул компот кăна 40-50 банка таран хупаççĕ. Пуçтарнă çырлана пĕр лар туличченех хĕл валли шăнтса хураççĕ. Витаминлă çак пуянлăх хăйсене астивмелĕх кăна мар, хулара пурăнакан тус-тăвана сăйламалăх та çитет. Сăмах май, кил ăшшин управçи Елена килен-каяна кучченеç парса ямашкăн питĕ юратать. Тăванĕсене хисепленĕрен хăнана çӳреме хăйсем те юратнине калать вăл. «Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнче çитĕнтĕм. Пирĕн çемье, Юркинсем, яланах выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Икшер ĕне, виçшер вăкăр усраттăмăр. Выльăх пуçĕ йышлă пулнăран кĕтĕве те нумай кун каймаллаччĕ. Йăмăкпа çу каçа кĕтӳ пăхса хăшкăлаттăмăр çапла. Тен, çавăнпа ялти шкултан вĕренсе тухсан, хулана професси пĕлĕвĕ илме çул тытсан унтах юлма ĕмĕтленеттĕм. Анчах шăпа, пулас упăшкан кăмăлне шута хуни мана тĕп хуларан чылай аяккарах вырнаçнă тăрăха, Патăрьел çĕрĕ çине, çавăрса çитерчĕ. Алексей — çемьери тĕпкĕч. Ашшĕ-амăшĕн çулĕсем самай пухăннине кура пулăшмаллине ăнланатчĕ. Çавăнпа ялтах юлма тĕв тунă-тăр, — калаçăва пуçларăмăр Елена Викторовнăпа. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне вĕренме кĕнĕ. Спорта ачаранах юратнă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма мĕн пĕчĕкрен килĕштернĕ. Сывă пурнăç йĕркине юратасси ăна ашшĕнчен Виктор Афанасьевичран куçнă. Лесникра ĕçлекен арçын вăрманта пĕр талăкра питĕ нумай çухрăм хыçа хăварни пайтах пулнă. Учитель пулас килни вара Лена Юркинăн чунĕнче пуçламăш классенче пĕлӳ илнĕ чухнех тĕлкĕшнĕ. Ахальтен мар час-часах тантăшĕсемпе е пĕччен вылянăскер хăй ăсталанă журнала йĕркене кĕртме кăмăлланă. «Алексейпе хулана кайсанах паллашрăм. Вăл Мускав автоçул институчĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕренетчĕ. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитмесĕр качча тухма тĕллев пулман. 4-5 çул туслă çӳресен, алла диплом илсен туй кĕрлеттерсе пĕрлешрĕмĕр. Качча тухсанах хам илнĕ специальноçпах ĕçе кӳлĕнме май килчĕ. Çĕнĕ Ахпӳрт шкулĕнче ачасене физкультура вĕрентме пуçларăм. Паянхи кун та çавăнтах тăрăшатăп. Ялти шкулта ачасем çав тери йышлă мар. Классем те пысăк мар. Çавăнпа та ачасем ашкăнчăк, чарусăр теме çук, вĕсем вĕрентекене итлеççĕ», — палăртрĕ Елена Викторовна. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


1 пин çын пухăннă корпоративра та ĕçленĕ

Ăна Чăваш Енре кăна мар, Мускавра та, Санкт-Петербургра та, Хусанта та, Чулхулара та кĕтеççĕ. 26-ри Константин Евгеньев — диджей. Вăл туйра, юбилейра, корпоративра… юрă-кĕвĕ янăраттарса çынсен кăмăлне çĕклет.

Çĕнтерӳ кунĕнче халăха савăнтарнă Каччă ку енĕпе 9-мĕш çул тăрăшать. Халĕ унăн аталанмалли, хăйĕн ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртмелли май тата ытларах. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче каччă социаллă контракт çырса патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. — Хăй вăхăтĕнче манăн аттепе анне Архангельск облаçне ĕçлеме тухса кайнă. Атте нефть уçласа илекен компанире тăрăшнă. Пиччепе иксĕмĕр çак тăрăхра çуралнă. Эпĕ 5 çулсенче пулнă чухне Чăваш Ене, Красноармейски тăрăхне, куçса килтĕмĕр. Манăн анне ку районта çуралса ӳснĕ. Çемьепе Красноармейски салинче тĕплентĕмĕр, унти 2-мĕш шкулта пĕлӳ пухрăм. Кайран ăçта вĕренме каясси пирки нумай шухăшламарăм: манăн Чăваш Енрех юлас килчĕ. Шупашкар чăннипех илемлĕ хула. Кун пирки пурне те каласа кăтартатăп, — калаçăвне пуçларĕ Константин. Шкул пĕтерсен яш программист профессине алла илес тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн информатикăпа шутлав техникин факультетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ вăл Шупашкарти электромеханика колледжĕнче техника енĕпе пĕлĕвне тарăнлатать. Апла пулин те каччă пуласлăхне ытларах диджей ĕçĕнче, музыка енĕпе курать. Пурăна киле кофейня уçас шухăш та пур унăн. — Веçех шкул çулĕсенче пуçланчĕ. Юлташпа иксĕмĕр пысăк колонка пуçтартăмăр. Эпĕ пĕрмай музыка итлеме кăмăллаттăм, ăна яланах хытă кĕрлеттереттĕм. Урамра ĕçленĕ чухне колонкăна та йăтса тухаттăм, пурте илтмелле музыка яраттăм. Уявсенче, калăпăр Çĕнтерӳ кунĕнче, вăрçă темипе çыхăннă юрăсене янраттараттăм. Кӳршĕаршă, иртен-çӳрен çакна ырлатчĕ. Шупашкара куçса кайсан мана ăнсăртран санаторие ĕçе чĕнчĕç. Малтанхи диджей ĕçрен кайнă-мĕн. Ку Çĕнĕ çул умĕн пулса иртнĕрен васкаса урăх çынна шыранă. «Эсĕ музыкăпа кăсăкланатăн вĕт, ĕçлесе пăх», — сĕнчĕ юлташ. Çапла унта 2 çул тăрăшрăм. Паллах, малтанхи вăхăтра аппаратурăпа мĕнле ĕçлемеллине лайăхах та пĕлмен. Кайран опыт пухрăм, урăх диджейсемпе паллашрăм, — чунне уçрĕ çамрăк. — Пирĕн ĕç вăл — аппаратура умĕнче юрă ярса тăни кăна мар, унран ытла çынна хаваслă кăмăл-туйăм парнелени. Диджей тунсăхлă тăрсан камăн савăнас килĕ? Пурăна киле Константина тĕрлĕ уява илем кӳмешкĕн йыхравлама тытăннă. Вăл ытларах туйра ĕçлеме кăмăллать. Ку хăна-вĕрле уява яланах çĕкленӳллĕ кăмăлпа пырса кĕнипе çыхăннă. Ара, туй — калама çук пысăк савăнăç. Пĕрлешекенсен тăванĕсемпе юлташĕсем вĕсемшĕн чăннипех хĕпĕртеççĕ. Унсăр пуçне çамрăк диджей пысăк корпоративсенче ĕçлеме юратать. Мĕншĕн тесен пысăк лапамра чылай çын савăнать, вĕсем патне сахал мар артист килсе юрлать. Константин 1 пин çын таран пухăннă корпоративра та ĕçлесе курнă. Нумаях пулмасть вăл Чăваш Енри пĕр пысăк предприяти йĕркеленнĕренпе 30 çул çитнине халалланă уявра халăха савăнăç парнеленĕ. Чи асра юлнă уяв вара — Мускавра иртнĕ туй. Унта 40 çын пулнă. Константин шухăшĕпе, праçникре миçе çын пуçтарăнни мар, вĕсем уявра мĕнле савăнни чылай пĕлтерĕшлĕрех. Канаш тăрăхĕнчи туй та асĕнчен тухаймасть. Кафе-ресторанта çынсем ытларах 5-6 сехет савăнаççĕ пулсан унти çамрăксем çур çĕр иртни 2-3 сехетченех юрласа ташланă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Социаллă контракт косметологи студийĕ уçма пулăшнă

Илемлĕх рецепчĕ мĕнре? Телейлĕ тата савăк кăмăл-туйăмпа çӳренинче. Тата, паллах, ӳте лайăх пăхнинче. Ку енĕпе çынсене косметолог пулăшать. Вăл тĕрлĕ маска, пилинг тăвать, чирчĕртен хăтăлма май парать. Йĕпреç поселокĕнчи Алевтина Анисимова та хăйĕн студине килекенсене çамрăкрах курăнма пулăшать.

Хаçатра ĕçленĕ Вăл профессипе — журналист. Алевтина журналистикăпа шкулта вĕреннĕ вăхăтрах кăсăкланнă. Унăн пĕрремĕш статйитĕрленчĕкĕсем Йĕпреç тăрăхĕнчи «Çĕн-терӳшĕн» хаçатра пичетленнĕ. Хастар пике республикăра тухса тăракан хаçат-журналпа та тачă çыхăну тытнă. Сăмахран, хăй вăхăтĕнче «Çамрăк çемьесене паракан пулăшусем» ятлă пысăк статйи «Çамрăксен хаçатĕнче» те кун çути курнă. Ăна кăларăмăн пĕрремĕш страницинчех вырнаçтарнă. Пике шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне çул тытнă, унта журналистика уйрăмĕнче вĕреннĕ. Кашни çулах тăван районти хаçат редакцийĕнче практика тухнă. 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне тĕп редактор Алевтинăна корректор тивĕçĕсене пурнăçласа пыма сĕннĕ. Хĕр кун пирки çывăх çыннисемпе, университетри преподавательсемпе канашланă. Çапла хаçат редакцине ĕçе вырнаçнă. Çав вăхăтрах вăл университетра журналистика факультетĕнче ăс пухнă. Çамрăк пичет кăларăмĕнче 11 çул ĕçленĕ. Çав тапхăрта карьера картлашкипе хăпарнă: корректортан редактора çити ӳснĕ. Анчах тĕрлĕ сăлтава пула унăн ĕçрен кайма тивнĕ. Паллах, ку утăма тума çăмăл килмен. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн ĕçне чăннипех юратнă. — Эпĕ ахаль ларма хăнăхман. Çапах ĕçрен кайнă хыççăн çур çул килтех ларма тиврĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кайсан мана профессипе нимĕн те тупса параймарĕç. Пирĕн çемье сахал тупăшлă пулнăран унти специалистсем социаллă контракт çырма сĕнчĕç. Эпĕ хăш енĕпе ĕçлемелли пирки пуç ватма тытăнтăм. Пандеми вăхăтĕнче маска тăхăнса çӳренипе пиччен пичĕ çине шатра тухатчĕ. Эпĕ ăна сыватас тесе косметологипе кăсăкланма пуçларăм. Кун пирки тĕрлĕ сайтра, социаллă сетьре тĕпчеме тытăнтăм. Санкт-Петербургра пурăнакан пĕр паллă косметологăн соцсетьри страници уйрăмах илĕртрĕ. Унта хама кирлĕ чылай кăсăклă информацие тупрăм. Çавăнпах косметологи енĕпе ĕç пуçарма шухăш çуралчĕ. Бизнес-план хатĕрлесе комисси членĕсен умĕнче хӳтĕлерĕм те мана 350 пин тенкĕпе тивĕçтерчĕç. Ăна кăçалхи нарăс уйăхĕнче счет çине куçарса пачĕç. Çак укçапа косметолога ĕçре мĕн кирлине йăлтах туянтăм. Паллах, хамăн кĕсьерен те кăларма тиврĕ. Студи хăтлă та илемлĕ пултăр тесе çемçе диван, косметика упрамалли стеллаж, журнал сĕтелĕ, тĕкĕр туянтăм. Хаваслă та лăпкă юрă-кĕвĕ итлеме музыка аппаратури те илнĕ, — пĕлтерчĕ 33-ри Алевтина. — Раççейре косметологсем валли ятарласа кăларнă продукцие саккас патăм. Ăна туянас тесен специалистăн диплом пуррине кăтартса çирĕплетмелле. Рекламăпа пӳлĕм тара тытма та, визитка хатĕрлеме те укçа уйăртăм. Унсăр пуçне мана ятарлă пĕлӳ илме 30 пин тенкĕ хушса пачĕç. Эпĕ «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн курс витĕр тухрăм. Шупашкара косметик-эстетиста вĕренме кайрăм. Унта пĕлĕве 3 уйăх тарăнлатрăм, бровиста та вĕрентĕм. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.