Хыпар 78 (28106) № 18.07.2023
Куравăн пĕлтерĕшĕ çуллен ÿсет
Утă уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Çĕрпӳ округĕнче республикăн «Уй кунĕ» куравĕ вун çиччĕмĕш хут иртрĕ. Михайловка территори уйрăмĕнче агропром специалисчĕсем, селекционерсем, АПК шкулĕсенче вĕренекенсем, Чăваш Енрен тата тулашран пухăннă хăнасем çĕнĕ техника-оборудованипе, ял хуçалăх культурисен паха сорчĕсемпе, вĕсене çитĕнме пулăшакан биопрепаратсемпе, сăтăрçăсенчен хӳтĕлемелли хими им-çамĕпе, фермăсенче усă куракан ытти ресурспа паллашрĕç.
Федерацин 17 субĕектĕнчен (Владимир, Воронеж, Киров, Чулхула, Самар, Тула, Ульяновск облаçĕсем, Мускав хули тата облаçĕ, Санкт-Петербург, Луганск халăх тата Пушкăрт, Мари, Мордва, Тутар, Удмурт, Чăваш республикисем) унта 79 экспонент — пĕлтĕрхинчен 20 ытларах — хутшăнчĕ. Вăрлăх туса илекен 21 хуçалăхпа институт ял хуçалăх культурисен 240 сорчĕпе гибридне кăтартрĕ, выльăх апачĕ хатĕрлес, ĕнесен продуктивлăхне пысăклатас ыйтусемпе — «çавра сĕтел» хушшинчи калаçусем, ял хуçалăх специалисчĕ пулма хатĕрленекен студентсемпе мастер-классем ирттерчĕç. «Курав лаптăкĕ çуллен сарăлать, пĕлтерĕшĕ ӳсет, — хак пачĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. — «Уй кунне» йĕркелеме аграрисем темиçе çул каяллахинчен ытларах ыйтаççĕ. Çавнашкал мероприятисен витĕмĕ пысăк пулнăран çĕр ĕç культури хăпарать, уй-хир çум курăкран, сăтăрçăсенчен тасалать, тухăç ӳсет. Агротехнологие пăхăнса ĕçлесен тупăш нумайрах илеççĕ, ĕç укçине ӳстереççĕ. «Уй кунне» малашне те ирттерме, унта çĕнĕлĕх кĕртме пулăшăпăр». ЧР Пуçлăхĕ пысăк техникăпа пĕрлех пĕчĕк тракторсене те кăтартни самай пĕлтерĕшлине палăртрĕ. «Вĕсене туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма хăйсен ĕçне йĕркеленисене пĕлтĕр субсиди пама тытăнтăмăр, — палăртрĕ Олег Алексеевич. — Патшалăх пулăшăвне тивĕçекеннисен списокĕнчен кивĕ техникăна — мотоблока — кăлартăмăр, мĕншĕн тесен унпа сухаланă, тăпрана кăпкалатнă, ытти ĕçе пурнăçланă чухне «тилхепинчен» тытса тӳрĕ пыма йывăр. Пĕчĕк тракторсенчен кăкарса усă курмалли машинăсене субсидилесе вара хальхи технологипе усă курма хавхалантаратпăр. Вĕсем çĕре лайăхрах тата хăвăртрах кăпкалатма, тупăш нумайрах илме май параççĕ. Агротехнологие пăхăнса, тăпра пулăхне пысăклатса кашни сотăй çĕртен услам ытларах илме тăрăшмалла. Лайăх пăхсан çĕр-аннемĕр тăрантаратех». Олег Николаев «Ростсельмаш» компани техникипе паллашнă чухне унăн представителĕ республикăра дилер центрĕ тăвассине пĕлтерчĕ. «Ăна ĕçе кĕртесси пирки эпир компанипе пĕрле маларах калаçса татăлнăччĕ, — палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ. — Пуçарнă сăмаха паян çирĕплетрĕç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Тăван çĕршыва юратни çинчен каласа кăтартма
«Эпир — Курган облаçĕнчен. Нумаях пулмасть ятарлă çар операцийĕнчен таврăнтăмăр. Тăван çĕршыва юратни, унăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешме хатĕрри пирки каласа кăтартас тĕллевпе тата патриотизм воспитанийĕ парас ĕç-хĕлпе туллинрех паллашма Чăваш Ене килтĕмĕр», — пĕлтерчĕç Атăлçи тата Урал округĕсенчи регионсенчи патриотизм воспитанийĕн сферинче тăрăшакансен форумĕн хăнисем Александрпа Владимир.
Роспатриотцентр тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çамрăксен политикин управленийĕ йĕркеленĕ вĕрентӳ форумĕ Шупашкарта утă уйăхĕн 14-17-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта Атăлçи тата Урал округĕсенчи 20 регионти 700 ытла çын хутшăнчĕ. Мероприятин тĕп теми ĕç мухтавĕн хулисем тата совет халăхĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи ĕç паттăрлăхĕ пулчĕ. Форум Чăваш патшалăх филармонийĕнче уçăлчĕ. Анлă канашлăва хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, Чăваш Енри патриотизм воспитанийĕн тĕп çул-йĕрĕ пирки каласа кăтартрĕ. «Нумай нациллĕ Раççей çирĕплĕхĕн тата пĕрлĕхĕн никĕсĕ — граждансен чун-чĕринче патриотизм туйăмĕсене вăйлатни. Чăваш Енре патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе ача садĕнчен пуçласа аслă шкул таранах тĕрлĕ ĕç пурнăçланать», — терĕ вăл. Чăннипех те, Чăваш Республикин форума хутшăнакансене кăтартмалли те, каласа памалли те сахал мар пулчĕ. Республикăра, сăмах май, çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе ачасен тата çамрăксен общество организацийĕсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсен ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ятарлă канаш йĕркелесе пырать. Патриотизм «вăрлăхне» Чăваш Енре шкулчченхи учрежденисенчех «акма» пуçлаççĕ. Ача садне çӳрекенсем çулсерен «Шкулчченхи ӳсĕмрисен балне» тата «Çамрăк армеецсен парадне» хутшăнаççĕ. Патриотизм мероприятийĕсенче шкул ачисемпе студентсем те хастар. Шкулта вĕренекенсем валли Паттăрлăх урокĕсене, олимпиадăсене, сочиненисен конкурсĕсене, музейсемпе предприятисенче экскурсисем йĕркелеççĕ. Патриотизма халалланă ăслăлăх-практика конференцийĕсем хыççăн кĕнекесем кăлараççĕ. Республикăри 59 шкулта 217 кадет класĕ уçнă, унта 5 пин ытла ача пĕлӳ илет. Çулсерен кадет класĕсенчен вĕренсе тухакансен 70 яхăн проценчĕ çар пĕлĕвĕ паракан заведенисене вĕренме кĕрет. Чăваш Енре шырав юхăмĕ те анлă сарăлнă. Шкул ачисен тата студентсен шырав отрячĕсенче 725 ытла çын шутланса тăрать. Пĕлтĕр вĕсем, сăмахран, 10 экспедици йĕркеленĕ, Хĕрлĕ çарăн 56 салтакне шыраса тупнă. Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри студентсен шырав отрячĕсен VII слечĕ иртнĕ. Çĕршывăн 43 регионĕнчи 150 ытла шыравçă Шупашкарта тĕл пулнă, пĕрпĕрин опычĕпе, тĕллевĕсемпе паллашнă. Хыççăнах Атăлçи округĕнчи Сăр тата Хусан хӳтĕлев линийĕсем иртнĕ регионсенчи çамрăк шыравçăсен форумне йĕркеленĕ. Унта 200 ытла çын хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн шырав отрячĕсене пулăшма грант çирĕплетнĕ. Виçĕ çулта 29 грант панă. Шыравçăсем тата тавра пĕлӳçĕсем тăрăшнипе республикăри шкулсенче музейсем уçăлаççĕ, çĕнĕ экспонатсемпе пуянланаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен шучĕ 400-тен те иртнĕ. Чăваш Енре ыр кăмăллăх юхăмне аталантарассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Волонтерсен йышĕнче 68 пине яхăн çын шутланать. Çамрăксене волонтер ĕçĕпе кăсăклантарма Ресурс центрĕ йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ыр кăмăллăх аталанăвĕн канашĕ ĕçлет. Вĕрентӳ организацийĕсенче 300 ытла волонтер отрячĕсемпе центрĕсем йĕркеленĕ. Республикăри ачасемпе çамрăксен тата çар-патриотизм пĕрлĕхĕсене «Юнарми» ялавĕ пĕрлештерсе тăрать. Чăваш Енри çамрăк армеецсем Пĕтĕм Раççейри «Тăван çĕршыв паттăрĕсем», «Гвардеец», «КаДетство», «Зарница» проектсене çулсерен хастар хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра юхăм 18 пин ытла çамрăк армееца — Чăваш Енри мĕн пур муниципалитетри 388 отряда — пĕрлештерет. Олег Николаев палăртнă тăрăх, патриотизм воспитанийĕн ĕç-хĕлне çирĕп йĕркепе пурнăçлани çĕршыв историне хисеплекен, Тăван çĕршыва юратакан тата ăна хӳтĕлеме хатĕр çамрăксен шутне ӳстерме май парать. Çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăрмаллине Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Гаврилов та çирĕплетрĕ: «Паян пĕтĕм çĕршыв тата мал курăмлă общество патриотизм воспитанийĕн пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕ пулнине ăнланать. Вара тин пирĕн çĕршыв малашлăхĕ шанчăклă алăра пулĕ». Федерацин çамрăксен политикин ĕçĕсен агентствин Роспатриот программин ертӳçи Иван Радько Чăваш Енре çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕç çӳллĕ шайра пулса пынине палăртрĕ. «Чăвашсен опычĕ питĕ хăйне евĕрлĕ. Унпа çĕршывĕпех паллаштарăпăр, — терĕ вăл. — Чăваш çĕрĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартма тыл ĕçченĕсем пысăк тӳпе хывни лайăх курăнать. Çакна республикăри палăксенче, астăвăм вырăнĕсенче кăна мар, патриотизм воспитанийĕн мероприятийĕсенче те асăрхама пулать». <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Малтан тăшмана вăйсăрлатнă, кайран атакăна çĕкленнĕ
Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче, 80 çул каялла, Тĕнчен иккĕмĕш вăрçин чи пысăк çапăçăвĕсенчен пĕри — Курск патĕнчи çапăçу — пуçланнă, аллă талăка тăсăлнă. Хĕрлĕ çар Курск пĕккинче фашистсен эшкерĕсене тытса чарас тĕллевпе утă уйăхĕн 5-23-мĕшĕсенче — хӳтĕленӳ, унта пухнă тăшмана çапса салатассишĕн утă уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа çурлан 23-мĕшĕччен тапăну операцийĕсем ирттернĕ. Вĕсене пирĕн республикăран çар ретне тăнă темиçе пин çын хутшăннă.
Тупписем инçерех пенĕ 1943 çулхи çулла Орел тата Белгородпа Харьков плацдармĕсене йышăннă тăшман Курск пĕккинче пуçтарăннă пирĕн чаçсене, Тĕп фронта тата Воронеж фронтне кĕнĕскерсене, çавăрса илес хăрушлăх тухса тăнă. Вермахт ертӳлĕхĕ Курск патĕнче хăватлăн тапăнса шалалла кĕрессипе çыхăннă информацие пирĕн разведка тĕпчесе пĕлнĕ. Стратеги тĕлĕшĕнчен меллĕ майпа усă курассишĕн Курск пĕккинчи çуллахи çапăçусене хатĕрленме тытăннă. Пирĕн тĕп вăя çапса аркатма, çапăçусенче каллех çиеле тухма, вăрçа хăйсен еккипе яма ĕмĕтленнĕ. «Цитадель» операци ирттерсе Курск пĕккине çурçĕр тата кăнтăр енчен кĕрсе, тăваттăмĕш кун хире-хирĕç тухса Хĕрлĕ çар чаçĕсене çавăрса илме, унтан çапса салатма тĕллев лартнă. Çакăн хыççăнах «Пантера» операци йĕркелесе пирĕн Кăнтăр-хĕвел анăç фронтĕнчи çарсене тылран çапса аркатма тата çурçĕр енчи чаçсене тапăнса тĕп вăйсене пĕтĕрме палăртса хунă. — Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп штабĕн çар историйĕн ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ тĕпчесе пĕлтернĕ тăрăх, «Цитаделе» тăшманăн 50 дивизийĕ, çав шутра танксемпе хăй тĕллĕн çӳрекен штурмламалли техникăн — 16, «Центр» çарсен ушкăнне кĕнĕ 9-мĕш тата 2-мĕш армисем, танксен 4-мĕш çарĕ, «Кăнтăр» çар ушкăнĕсен васкавлă «Кемпф» ушкăнĕ, Люфтваффен 4-мĕш тата 6-мĕш флочĕсем тата 900 пин ытла çын хутшăннă, — терĕ Алексей Бойков тавра пĕлӳçĕ. — Çак армадăра 10 пине яхăн артиллери хатĕрĕпе миномет, 2700 танкпа штурмламалли техника, 2050 яхăн самолет шутланнă. Вермахт пирĕн чаçсене кĕске хушăрах пăчлантарас тĕллевпе 5-мĕшĕнчен пуçласа çапăçăва броньлĕ техника нумай кĕртнĕ: «Пантера», «Тигр», штурмламалли «Фердинанд»… Вĕсен бронĕ пирĕн танксенчен хулăнрах пулнă, тупписем пирĕннинчен инçерех пенĕ. 75 тата 88 миллиметрлисем 1,5-2,5 километра е пирĕн Т-34 танка вырнаçтарнă 76 миллиметрлă тупăран 2,5 хут инçерех пенĕ. Снарядăн малтанхи хăвăртлăхĕ пысăкрах пулнăран пирĕн броньлĕ техникăна ытларах шăтарнă. Хăйсем тĕллĕн çӳрекен «Хуммель» тата «Веспе» гаубицăсенчен тӳррĕн персе те совет танкĕсене сахал мар салатнă. Вĕсенче пысăк пахалăхлă Цейс оптикипе усă курнă. Урăхла каласан, нимĕçсен промышленноçĕ çара лайăхрах танксемпе тивĕçтернĕ. Кунсăр пуçне çапăçăва çĕнĕ йышши «Фокке-Вульф-190А», «Хенкль190А», «Хенкель-129» самолетсене кĕртнĕ. Вĕсен умне совет истребителĕсене Курск пĕккинчен хăвалама, нимĕç танкĕсен умне тухса тăракан хӳтĕленӳ тăрăхĕсене сывлăша сирпĕтме тĕллев лартнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пуканесен тĕлĕнмелле тĕнчинче...
Кĕçĕн Таяпа вулавăшĕнче куçа илĕртекенни чылай
Юмах тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ Елчĕк округĕнчи Кĕçĕн Таяпа библиотекине пырса кĕрсен. Илемлĕ хуплашкаллă кĕнекесем, тĕрлĕ темăпа йĕркеленĕ куравсем, тата… пуканесем.
Вĕсем библиотекăра сахал мар. Акă, пĕр кĕтесре тĕрлĕ наци çи-пуçĕллисем вырăн тупнă. Тутар, якут, туркмен хĕрĕсем, аркăллă кĕпе тăхăннă чикан майри хăйне евĕр¬лĕ, илĕртӳллĕ. Вулав залĕн¬че — чăваш тумĕллĕ пикесем. Тĕрлесе илемлетнĕ кĕпе тăхăнтартнăскерсенчен чарăнмасăр иртеймĕн. Сĕтел çинче — вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен кĕнекисен тĕп сăнарĕсем. Лев Толстойăн «Война и мир» романĕнчи Наташа Ростова, Уильям Шекспирăн «Ромео и Джульетта» романĕнчи Джульетта, Антон Чеховăн «Вишневый сад» хайлавĕнчи Любовь Раневская… Управçă пуканесем, джутран тунă кĕпе тăхăннисем, Çăварни пуканисем… шутласа та, асăнса та пĕтереймĕн. Вĕсене вулавăшра 38 çул вăй хуракан Светлана Агеева ăсталанă, тумлантарнă. Свет¬лана Васильевна Елчĕк тăрăхĕнченех, Çĕнĕ Пăва ялĕнче кун çути курнă. Ача чухнех кĕнекепе, хаçат-журналпа туслă пулнă, ялти библиотекăран тухма пĕлмен. Çавăнпах-и, тен, шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă. Би¬блиотекарь профессине ал¬ла илнĕ хĕре направленипе Кĕçĕн Таяпа ялне ĕçлеме янă. Ĕçе чунтан парăннă специалист «Чи лайăх библиотекарь» ята икĕ хутчен тивĕçнĕ, Кĕçĕн Таяпа вулавăшĕ пĕрре мар «Чи лайăх библиотека» пулса тăнă. Елчĕк тăрăхĕнче ят-сумлă ĕçченсен сăн ӳкер¬чĕкĕсене Хисеп хăми çине вырнаçтарасси йăлана кĕнĕ. Светлана Агеевăн сăнĕ те администраци умĕнче тăрăшуллă та сумлă ытти çыннăннипе юнашар пĕрре мар çакăнса тăнă. Библиотекăн кĕнеке фончĕ 9 пин экземплярпа танлашать, вулакансен йышĕ — 530 çын. — Вырăнти халăх ытларах чăвашла вулама кăмăллать. Тивĕçлĕ канурисем кĕнекепе уйрăмах туслă. Çуллахи каникулта ялта шăпăрлансен йышĕ те ӳсет, шкул ачисем вулавăша список йăтсах килеççĕ. Каркаларта библиотека çук, унта тухса çӳретĕп. Хăш кун килессине пĕлтеретĕп те çынсем кĕнеке ылмаштарма пыраççĕ, — ĕç саманчĕсемпе паллаштарчĕ Светлана Васильевна. Пултаруллă хĕрарăм теми¬çе çул ĕнтĕ «Ăстапи» кружок ертсе пырать. Унта ялти маттур хĕрарăмсем çӳреççĕ, пул¬тарулăха тĕрлĕ енлĕн ата¬лантараççĕ. Мĕн кăна тума пĕлмеççĕ пулĕ вĕсем! Çекĕл¬пе чечексем, çемçе теттесем çыхаççĕ, фоамиранран иле쬬лĕ çеçкесем ăсталаççĕ, тĕр¬леççĕ, алмаз тĕррипе ӳкер¬чĕксем тăваççĕ. — Пĕтĕмпех пуканерен пуç¬ланчĕ… Пĕр конкурса хутшăнмашкăн чăваш кĕпиллĕ пукане хатĕрлемеллеччĕ. Пĕр пуканене тумлантартăм та ялти хĕрарăмсен те хăйсем валли çакăн пек илем ăсталас шухăш çуралчĕ. Ялта чăвашла тумлантарнă 15 пукане те пур пулĕ халĕ. Кайран хĕрарăмсем хăйсем валли чăваш кĕпи çĕлес сĕнӳпе тухрĕç. Пусма туянса çĕлерĕмĕр, тĕрлесе илемлетрĕмĕр, масмак ăсталарăмăр. Халĕ кружока çӳрекен кашни хĕрарăмăн чăваш тумĕ пур. Вĕсемех — вырăнти фольклор ансамблĕн хастарĕсем, тĕрлĕ мероприятире хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Нина Михайлова, Анна Сави¬нова, Маргарита Галкина, Та¬мара Зиновьева, Валентина Иванова питĕ маттур. Пукане¬семпе тĕрлĕ курава хутшăнатпăр. Республика кунĕнче илемлĕскерсем Шупашкара та «çитрĕç». Вĕсене Елчĕкри ярмăрккăра, Таяпа Энтри ял уявĕнче те курма май пулчĕ. Шкулта вĕрентекенсем уçă уроксем ирттерме ыйтаççĕ те хирĕçлеместпĕр, парса яратпăр. Пуканесем хитре, çак илеме çынсене кăтартас килет, — кăмăллăн калаçрĕ библиотекарь. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Пилĕк хут телейлĕрех
Шупашкар округĕнчи Лапсар поселокĕнчи Никифоровсен çемйи, ыттисемпе танлаштарсан, пилĕк хут телейлĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Екатерина пилĕк хут амăшĕ пулса тăнă.
Çамрăк çак хĕрарăм çине пăхсан вăл вăтăр çулта тата нумай ача амăшĕ теме те йывăр. Лăпкă та ачаш йăл кулăллăскер ашкăнакан пĕчĕк ачисемпе сасă хăпартса калаçмасть, вăхăт çитменни çинчен те ӳпкелемест. Вăл — кил вучахĕн управçи, тĕпренчĕкĕсене ăшăлăхпа юрату парнелекен. Çитменнине, пилĕк ачан амăшĕ ывăннине нихăçан та кăтартмасть, ывăлĕсемпе хĕрĕсем ывăнтармаççĕ те тейĕн. Профессипе вăл — парикмахервизажист, анчах халĕ — кил хуçи арăмĕ. Упăшки стройкăра бригадирта ĕçлет. Тĕлĕнмелле те, Екатерина вун ултă çултах нумай ачаллă амăшĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Никифоровсен кунĕ ирхине çиччĕрен пуçланать: çăвăнаççĕ, ирхи апат хатĕрлеççĕ. Ачасем апат çинĕ вăхăтра амăшĕ кил-çурта тирпейлет. Çемье каçсерен уçăлса çӳреме тухать. Ачасемпе мĕн чухлĕ вăхăт ирттерни çинчен ыйтсан Екатерина кула-кулах: «Эпĕ яланах ачасемпе. Паллах, эпĕ килти ытти ĕçе тунă вăхăтра кăна вĕсем пĕр-пĕринпе выляççĕ», — терĕ. Ăçта кайса кĕрĕн — ĕлкĕрмелле. Кирек мĕнле хĕр пекех Екатерина та телейлĕ çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ. — Манăн ачасем юратăва, пулăшăва туйса ӳсчĕр. Вĕсене аталанма тата хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлама май туса парассишĕн тăрăшатпăр. Çемье бюджетне перекетлес тĕллевпе укçатенкĕпе те тирпейлĕн усă куратпăр. Çынсем, тен, нумай ачаллă çемье çине урăхларах та пăхаççĕ пулĕ. Хăшĕ-пĕри савăнса ăмсанать, тепри, тен, ӳпкелет те. Анчах нумайăшĕ хисепленине туятăп, — терĕ кил хуçи арăмĕ. Екатерина Юрьевна хăйне çирĕп воспитани пани çинчен каласа кăтартрĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ ăна яланах шаннă. Вĕсем яваплă пулма, ыттисене хисеплеме, çывăх çыннисене пулăшма вĕрентнĕ. Вăл ачасене воспитани парасси пысăк ĕç тесе шухăшлать. Хăйĕн пĕчĕк чухне пулманнине тĕпренчĕкĕсене пама тăрăшать, çав вăхăтрах кирек ăçта та виçене пĕлмеллине палăртать. Екатерина романсем вулама та вăхăт тупать. Çакă ăна кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн канма пулăшать иккен. Ытти çамрăк амăшĕсене мĕн сунать-ши Екатерина Никифорова? <...>
Ирина АВАНСКАЯ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...