Комментировать

2 Окт, 2014

Илемлĕ сăнсенче - пурнăç ÿкерчĕкĕсем

Пирĕн ентешсен ĕçĕсем фотоальбомра кун çути курнă

Аллăмра - «Призвание - фотограф» альбом. Ăна пирĕн ентеш, Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Челябинск хулинче пурăнакан, Раççейри чи паллă фотограф Сергей Васильев пухса хатĕрленĕ.

«Хальхи тата пурнăçран уйрăлнă маçтăрсен ĕçĕсене пĕр фотоальбома пухасси - манăн тахçанхи ĕмĕтĕм. Вĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарас, тĕнче курăмне çынсене кăтартас килчĕ. Кăçал çак ĕçе пурнăçа кĕртме май тупăнчĕ», - çырнă çĕнĕ кăларăм пуçламăшĕнче фотохудожник. Кĕнеке икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ пĕтĕм тĕнчери паллă ăстасен ĕçĕсемпе паллаштарать, иккĕмĕшĕ «Фотографсем хăйсене сăнлаççĕ» ятлă.

Фото ÿнерĕ йĕркеленнĕренпе 175 çул çитнине халалланă альбомра 30 çĕр-шыври 140 фотографăн 500 ытла ĕçĕ вырăн тупнă. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтешĕн, «Хыпар» Издательство çурчĕн фотожурналисчĕн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Геннадий Верблюдовăн сăн ÿкерчĕкĕсем те пур. Вĕсенче 2013 çулта Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнче Универсиадинчи ăмăрту вăхăтĕнчи кăсăклă самантсем сăнланнă. Акă ишевçĕ финиша çитме васкать, гимнастка хăйĕн ăсталăхĕпе пурне те тĕлĕнтересшĕн. Атлета та штангăна парăнтарма çăмăл мар, хĕрсен кĕрешĕвĕ те чуна çÿçентерет, шалçапа сикекенĕн ниме пăхмасăр çÿлелле ăнтăлмалла - çапла хаклама пулать сăн ÿкерчĕксене.

Альбомра çавăн пекех Чăваш Енри паллă ытти фотографăн ĕçĕсем те пур. Вячеслав Романовăн «Тĕл пулу», «Хĕвел анăç» тата «Ман тĕнче» сăн ÿкерчĕкĕсем пире ялта иртнĕ шухă çамрăклăха илсе кĕреççĕ. Семен Игнатьевпа Борис Ивановăн ĕçĕсем те куракана пурнăçăн хăй евĕрлĕхĕпе паллаштараççĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.