Комментировать

6 Июл, 2023

«Атте-анне пилне ăса хывнăран эпир телейлĕ»

«Эпир пĕр çулта çут тĕнчене килнĕ. Пĕр-пĕринчен икĕ кил урлă çитĕннĕ. Шкулта пĕрле вĕреннĕ. Хĕрпе каччă çулне çитсен çемье çавăрнă», — кăмăллăн калаçрĕ Николай Иванович. Пурнăçăн анлă çулĕпе 63 çул юнашар утакан Ершовсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕ.

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн çур ĕмĕр пĕрле пурăнакан мăшăрсене чысласси Чăваш Енре ырă йăла пулса тăчĕ. Ку таранччен кун пек наградăна республикăра 203 çемье тивĕçнĕ. Ĕнер тата пилĕк мăшăр Правительство çуртĕнче патшалăхăн пысăк наградине илчĕ. «Пире хисеп тунăшăн пысăк тав. Пурне те сире пирĕн пек ачăрсен ырлăхне курма, ватлăхра савăнса пурăнма сунатăп», — терĕ Николай Ершов орденпа чыслани пирки калакан хушăва алла тытсан.

Ершовсем Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче пурăнаççĕ. Виçĕ хĕр те икĕ ывăл ÿстернĕ вĕсем, пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани панă. Халĕ ĕнтĕ ачисем те мăнуклă пулнă. Пысăк уявсенче Таисия Христофоровнăпа Николай Ивановичăн икĕ хутлă çурчĕ кĕрлесе кăна тăрать. Ершовсен ачисен çемйисемпе ашшĕ-амăшĕн килне пухăнасси çирĕп йĕрке пулса тăнă.

Таисия Хрситофоровнăпа Николай Иванович иккĕшĕ те 7-мĕш класс пĕтерсенех «Слава» хуçалăхра ĕçлеме пуçланă. Николай Иванович малтан выльăх пăхнă çĕрте, ферма заведующийĕнче, кайран нумай çул осеменаторта вăй хунă, халăх хуçалăхне аталантарнăшăн нумай наградăна тивĕçнĕ. «Пĕр кун та колхоз ĕçĕнчен юлман вĕсем. Анне — ĕç ветеранĕ, «Амăшĕ-героиня» ята тивĕçнĕ. Пирĕн атте ВДНХ куравĕнчен тăватă медальпе таврăннă», — каласа кăтартрĕ хĕрĕ Ирина. Калаçăва Ершовсен иккĕмĕш хĕрĕ Антонина та хутшăнчĕ: «Аттепе анне — питĕ тирпейлĕ çынсем. Пире те çапла пулма хăнăхтарнă, Турă çулĕпе утма вĕрентнĕ».

Çĕрпÿ хулинчи Абрамовсем 51 çул пĕрле пурăнаççĕ. Валерий Михайлович каланă тăрăх, ашшĕ-амăшĕн — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен — пилне ăса хывнăран вĕсене телейлĕ çемье пулма пулăшать. «Туслă пурăнăр, юратăва упрăр, çемье вучахне ан сÿнтерĕр. Иккĕн выртса виççĕн тăрăр. Çак сăмахсем ялан пирĕн асра, — терĕ Валерий Михайлович. — Пысăк наградăна тивĕçрĕмĕр. Апла тăк эпир атте-анне хушнине пурнăçларăмăр».

Улатăр округĕнчи Сюзюкинсен çемье стажĕ 58 çултан иртнĕ. Анастасия Петровна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Патăрьел тăрăхне эвакуаципе килнĕ. Вăрман комбинатĕнче ĕçлеме пуçласан пулас мăшăрĕпе Борис Никоновичпа паллашнă. Çав вăхăтранпа вĕсем пĕр-пĕринчен пачах та уйрăлман. Хальхи вăхăтра мăшăр тивĕçлĕ канура пулин те ахаль лармасть, пыл хурчĕ ĕрчетет.

Тăвай округĕнчи Платоновсем ултă ача пăхса ÿстернĕ. Мăшăр 54 çул каялла çемье çавăрнă. Николай Андреевич таврара ăста утарçă пек палăрнă. Галина Петровна — общество ĕçĕн хастарĕ. Вăл пуçарнипе Нÿшкасси ялĕнчи хĕрарăмсем ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли эмел, апат-çимĕç, япала пухнă, окоп çурти хатĕрленĕ.

Ершовсем те, «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçнĕ ытти мăшăр та ĕçченлĕхĕпе, тараватлăхĕпе, хастарлăхĕпе ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. «Çур ĕмĕр ытла пĕр мăшăр пулса пурăнакан çак çынсем — çамрăк ăрушăн çутă тĕслĕх, — палăртрĕ Олег Николаев. – Вĕсем çулсем иртсен те юрату хăвачĕ чакманнине, шанăçпа ĕненÿ сÿнменнине çирĕплетнисĕр пуçне пурнăçри йывăрлăхсене пĕрле парăнтарма çăмăлрах пулнине те ĕнентереççĕ».

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн ертÿçи Наталья Николаева пĕр-пĕрне алăран тытса награда илме тухакан мăшăрсем çине пăхнă май мăнаçлăх туйăмĕ çĕкленнине палăртрĕ. «Ĕçре, вĕренÿре çитĕнÿ тума пулать. Çемье çирĕплĕхне упрама, шанчăклă мăшăр пулма вара ансат мар. Ку ĕçе вĕренмелле», — терĕ Наталья Алексеевна. Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин мăшăрсен умĕнче çемье ăшшине упранăшăн, ырă йăла-йĕркене тытса пынăшăн, çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулма пултарнăшăн пуç тайнине пĕлтерчĕ. «Телейлĕ пулма сăлтав кирлĕ мар», — терĕ вăл.

www.hypar.ru

Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: