Комментировать

6 Июл, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 26 (1305) № 06.07.2023

«Улшăнусенчен хăрамастăп: эпĕ вĕсене юрататăп!»

Шупашкар хĕрĕ Анастасия Соловьева III Пĕтĕм Раççейри управленецсен «Строительство отраслĕн лидерĕсем» конкурсĕн çурма финалне тухнă.

Асăннă тупăшу — строительство отраслĕнче вăй хуракансен хушшинчи уçă конкурс. Унта хутшăнакансен çак тытăмри патшалăх е коммерци организацийĕсенче тĕрлĕ шайра ертÿçĕ пулса ĕçлемелле. Конкурса перспективлă лидерсене тупса палăртас, вĕсене çĕнĕ пĕлÿ, практика опычĕ, хăнăху илме пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ. Тупăшăва Пĕтĕм Раççейри наци строительство политикин центрĕ, РФ Строительство тата ЖКХ министерстви, отрасль институчĕсем, пĕрлĕхĕсем, союзĕсем ирттереççĕ. Конкурса хутшăнакансен профессири çитĕнĕвĕ урлă çак тытăмсен Раççей обществинчи илĕртÿлĕхне, кирлĕлĕхне кăтартма тăрăшаççĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ертÿçĕсен кадр резервне хатĕрлеççĕ, отрасле çирĕп аталанма эксперт ĕç ушкăнĕсем хатĕрлеççĕ, мĕншĕн тесессĕн конкурс çĕнтерÿçисем — пултаруллă та перспективлă ертÿçĕсем. <...>

М.МАКСИМОВА

♦   ♦   


«Сахăр миххинчен çĕлесе пачĕ»

Республикăн музыка пĕрлĕхĕ консерватори пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш чăваш пианистки Галина Максимова çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Юрий Илюхин музыковед: «Галина Максимова — пĕрремĕш чăваш пианистки», — тетчĕ. Галя вун пилĕк çулта чухнех Иосиф Сталин Кремльте курнă концертра фортепиано каланă, Чăваш патшалăх хорĕ Чулхулара, Мускавра лартнă концертсенче аккомпаниатор пулнă. Галинăн çăмăл мар пурнăçĕ, икке пайланнă юратăвĕ чăваш хĕрарăмне халĕ те калаçтарать.

Сад, фортепиано сасси… Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ачасене музыка сăпрайĕсем калама вĕрентнĕ, симфони оркестрне ертсе пынă Степан Максимов тата кунти педагогика курсĕнче вĕреннĕ хыççăн хĕрсен училищин ертÿçин пулăшуçи пулнă, вĕсене чиркÿре юрлама хăнăхтарнă Капитолина Эсливанова хăйсен пĕрремĕш ачине Гальăна музыкăпа кăсăкланас туртăма çураличченех панă. «Революци ª1917º хыççăн эпир Чĕмпĕртеччĕ, — 1995 çулта Лондонра çырса пĕтернĕ аса илĕвĕнче палăртать Галина Степановна. — Анне мана тата йăмăка Нинăна Кăнна Кушкине ªТутарстанº илсе кайрĕ, ачасене вĕрентрĕ, кунта Зоя çуралчĕ. Каярахпа Вăта Тимĕрçене ªУльяновск облаçĕ, Чăнлă районĕº куçсан Вера пурнăçа килчĕ. ª1919 çулта вĕсен ашшĕне çав ялти шкула ертсе пыма шаннă. — Авт.º. Виçĕ чăваш ялĕ — Ирçел, Вăта Тимĕрçен тата Анатри Тимĕрçен — пĕр-пĕринпе юнашарах. Анне Вăта Тимĕрçенте 1920 çулсенче пĕлÿ пачĕ, атте Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăнчĕ, пире курма яла сайра хутра таврăнатчĕ. Мăнкун ытти праçникрен çутăрах, савăнăçлăрах иртетчĕ. Чиркÿ чанĕсем эрне тăршшĕпех хаваслăн янăратчĕç, çынсем илемленетчĕç, ачасем пĕр-пĕрне тĕрлĕ тĕслĕ çăмарта парнелетчĕç, ăна кустармалла вылятчĕç. Петĕр кукка ªамăшĕн шăллĕ. – Авт.º чиркÿре пире кашăкпа пылак эрех ĕçтеретчĕ. Чăваш халăхĕн тумтирĕ-эрешĕнчен мана ытларах кĕмĕл тенкĕллĕ, шĕвĕр тăрăллă тухья, лаптак пуçлă хушпу, ама тата тевет килĕшетчĕç. Лапталла вылянă чухне хĕрсем ăна е кăна хыватчĕç те мана, çерем çинче лараканскере, тăхăнтартатчĕç — хама телейлĕ, мăнаçлă туяттăм!» Шкулăн 1920 çулсенче икĕ йывăç пÿрт, пĕрремĕшĕнче — класс, иккĕмĕшĕнче çывăрмалли икĕ пÿлĕм, кухня, кăмака пулнă. Максимовсен ачисем кăмака çинчен пуçа усса амăшĕ йывăç кĕреçепе çăкăр пĕçерме лартнине час-часах пăхса выртнă. Вырсарни кун хĕрарăм кишĕртен, суханран, чăх çăмартинчен кукăль тунă. Çитĕннĕçемĕн хĕлле Чĕмпĕрте Галя ашшĕпе пĕрле пĕчĕк пÿлĕмре пурăннă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан çичĕ класлă шкулта тата Александр Пузырев тытса тăнă шкулта фортепиано калама хăнăхнă, çуллахи каникула ирттерме Вăта Тимĕрçене таврăннă. Тĕлĕнмелле: кунти шкулăн фортепиано та пулнă. Пĕррехинче Галя пÿлĕмрен сада тухакан чÿречене уçнă та аллине театрти пианист евĕр вылятса унпа «Чикан серенадине» калама тытăннă. «Ахăртнех, çакă чун-чĕреме артист хавалĕ кĕрсе вырнаçнине, фортепиано калас туртăм вăй илнине çирĕплетрĕ, — кăсăклă саманта манса хăварман Галина Степановна. — Выçлăх хăш çул килнине ас тумастăп ĕнтĕ. ª1921 çулхи нарăс уйăхĕнче пуçланнă, çулла çынсем вилме тытăннă. — Авт.º. Çуркуннерен пуçласа çу каçиччен çумăр çумарĕ, саранча хура пĕлĕт евĕр килсе тÿпене хупăрларĕ, тырра тапăнса тĕшĕрчĕ. Çынсем ăна сăнчăрпа çапа-çапа пĕтерме хăтланчĕç, часах сĕтел çинче çăкăр юлмарĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Хÿтлĕх, ăшăлăх çулĕ

«Хĕр пĕрчи качча каясшăн-ха пирĕн», — шÿтлет тăхăр çулсенчи пепкине ачашшăн хăй çумне çупăрланă май арçын. Хĕрача хăйне ашшĕ çумĕнче хÿтлĕхре те хăтлăхра туйни куç кĕрет — вăл пĕр шухăшсăр сиккелет, чупкалать… Пĕрре ашшĕне аллинчен пырса тытать, тепре амăшĕ патне каяс кăмăллĕ пуррине систерсе йывăр алăка уçса пама ыйтать. Чăнах та, кăмăллакан «йĕкĕчĕ» пур-тăр унăн — хĕр пĕрчи питне хĕрлĕ тĕспе пĕветме те ÿркенмен. Çакăнтан ытти лару-тăрура тĕлĕнмен те пулăттăмăр. Ара, ÿснĕ май ача-пăча яланах аслисене евĕрлет вĕт. Хитре çи-пуç тăхăнма ăнтăлать, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак пар вĕсене… Анчах та хайхи хĕрачан ашшĕ пачăшкă пулнине кура унăн тыткаларăшĕ те урăхларах пулмалла пек туйăнать. Александр атте вара, тĕн çынни пулсан та, хăй те нумай енпе тĕлĕнтерме ăста-мĕн.

Ăнсăртран Ăнсăртран тĕл пултăмăр унпа, Патăрьел салинчи чиркÿ настоятелĕпе. Калаçу хăй тĕллĕнех тахçанах палланă çын пек сыпăнчĕ. «Мăшăр тупма ĕмĕтленекен» хĕр пĕрчи вара — унăн иккĕмĕш ачи. Аслă хĕрĕ — вун çиччĕре. Тĕлĕнтермĕшĕ вара — Александр атте нимĕн тума та чарманни. Сăмахран, чиркĕве пит-куçа сăрласа кĕнĕшĕн хĕрарăмсене ытти чухне сăмах лекет. Александр атте çакăншăн шарламасть. Çÿлерех каларăм ĕнтĕ — хăйĕн пепки те епле капăрланать авă. Тĕлĕнмелли ку кăна та мар-ха. Пачăшкăсен мăшăрĕсем тумтирпе чăптанса çÿренине хăнăхнă эпир. Александр аттен мăшăрне вара ăнăçнă темелле — Турă амăшĕн «Державная» турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ хĕрарăм илемне кăтартма сĕнет. «Мĕншĕн пытармалла çут çанталăк панă илеме? — тĕлĕнет вăл. — Чăн та, Турă панине улăштарнине ырламастăп эпĕ. Халĕ пикесем акă тутине ÿстереççĕ, кунтисене хăпартаççĕ, — аллине кăкăр тĕлне тытса кăтартать вăл. — Чăн илем кăна хитре, çакна манмалла мар. Хитре хĕрарăм çумĕнче арçын та хăйне урăхларах, мăнаçлăрах, туять. Çавăнпа капăр кĕпе тăхăннинче нимĕн начарри те курмастăп. Манăн матăшкăна, калăпăр, тĕн çыннисем пухăннă чух питĕ пăхаççĕ. Ыттисен те мăшăрĕсене çапла тăхăнма чармалла мар тесе шухăшлатăп». Вулакан тĕрĕс ăнлантăр тесе тÿрех каласа хăварам — хĕрхĕрарăм кĕп-кĕске юбка-кĕпе, шăлавар тăхăнасси пирки пымасть сăмах. «Хĕрарăмăн яланах темĕнле вăрттăнлăх пулмалла, уçнă кĕнекене вулама кăсăклă мар. Кĕске аркă акă йăлт кăтартать — кăсăкли мĕн пултăр унта? Шăлавар тăхăннă хĕрарăм та çаплах — пĕтĕм чăмăрлăх арçын куçĕ умĕнче. Кĕпе вара пачах урăхла». Александр аттепе калаçнă май тĕлĕнме чарăнмастăп. «Çапла тумалла мар», «ку тĕрĕс мар» текен сăмахсем çук унăн калаçăвĕнче. Айккинчен, тĕслĕхсемпе çирĕплетет вăл çак шухăша. Кÿренмелле те мар пек капла. Чиркĕве хĕрарăмăн шăлаварпа кĕмелле марри пирки вăл каллех тĕслĕх илсе кăтартать. Сăмах май, тĕслĕхĕсем йăлтах — хăйĕн пурнăçĕнчен. Джинс йышши шăлаварпа çÿреме юратакан хĕр чиркĕве тăтăшах килсе çÿренĕ. Çурта çутнă, кĕлĕ вуланă. Шăлаварпа кĕнĕшĕн ăна никам та нимĕн те каламан. Пĕррехинче хайхискер темĕн шухăш тытнă — ĕç вĕçленнĕ хыççăн кунта тирпейлекен хĕрарăмсене пулăшма кăмăл тунă. Çурта юлашкисене тасатнă, урай çунă. Юлашкинчен ăна хĕрарăмсем пĕрле чей ĕçме чĕннĕ. Ак хайхи! Сĕтел хушшинче ларакансем пурте — кĕпесемпе. Хĕр кăна — шăлаварпа. Тепĕр хут аса илтерес килет — çакăншăн ăна никам та нимĕн те каламан. Хĕр хăех лайăх марланнă. Çакăн хыççăн хăй шăлавар чиркÿре кăна мар, пачах та тăхăнма пăрахнине каласа кăтартнă вăл тĕн çыннисене.

Рита АРТИ

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.