Тантăш 25 (4845) № 29.06.2023
СПОРТ ÇИРĔПЛĔХЕ ЮРАТАТЬ
Вăл тăхăр çулта çеç-ха. Анчах Раççей шайĕнче тĕрлĕ çитĕнӳ тума та ĕлкĕрнĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе кăçалхи çур çулта кăна вунă ытла ылтăн медале тивĕçнĕ. Çавăн пекех халĕ унăн икĕ чемпион пиçиххийĕ тата çак енĕпех пĕрремĕш разряд пур. Сăмах Елчĕк округĕнчи Елчĕк шкулĕнче иккĕмĕш класра вĕренекен Миша Миллин пирки пырать.
ТĔП ТРЕНЕР – АШШĔ
Чăнах та, иккĕмĕш класра вĕренекен арçын ача Раççей шайĕнче пысăк çитĕнӳсем туни савăнтарать, мăнаçлантарать. Ирĕклĕ майпа кĕрешес вăрттăнлăхсене ăна ашшĕ уçса пырать. Ку ахальтен мар. Константин Александрович хăй вăхăтĕнче спортăн çак енĕпе кăсăкланнă. Вăл Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕреннĕ, хăй тĕллĕнех тренировкăсене çӳренĕ, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çитĕнӳсем тунă. Халĕ спортăн тĕрлĕ енне хăйĕн ывăлĕнче малалла аталантарать. Ирĕклĕ майпа кĕрешме ар- çын ача пĕрремĕш класранах пуçланă. Ашшĕ — унăн тĕп тренерĕ вырăнĕнче. Пĕррехинче ывăлĕ хутшăнакан ăмăртура ªун чухне вăл шкул чысне хӳтĕленĕº унăн та пулма тӳр килнĕ. Вăл мĕнле кĕрешнине, кавир çинче хăйне еплерех тытнине ашшĕ айккинчен сăнанă. «Миша, кун пек юрамасть. Малашне хам та санпа пĕрле тренировкăсене çӳрĕп», — тенĕ вăл арçын ачана. Çавăн хыççăнах Мишăн пĕр кун сиктерми тренировкăсем пуçланнă. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Научиться можно только тому, что любишь!
Чтобы стать профессионалом в какой-либо сфере, нужно непрерывно учиться, расширять свой кругозор. И развивать свои навыки необходимо не только теоретически, но и практически.
Талантливые ребята из Чувашии никогда не стоят на месте: принимают участие в олимпиадах, конкурсах, соревнованиях. Софья Мастяева приглашена для участия в программе «Физика. Старт в науку», которая пройдет в образовательном центре «Сириус» в сентябре. ЮНЫЙ ФИЗИК Софья перешла в 8-ой класс Физико-математического лицея №3 города Чебоксары. Ее любимые школьные предметы – математика, физика и биология. В новом учебном году у девочки начнется изучение химии, с которой она уже немного познакомилась на дистанционных углубленных курсах изучения предмета на платформе «Сириус». Также Соня выполняла проект в лицее, который был тесно связан с этой наукой. «Не сомневаюсь, что и химия войдет в список моих любимых предметов», – делится юное дарование. Школьница долгое время увлекалась танцами, посещала студию «Авангард». Сейчас интересуется рисованием, пробует разные техники и способы: маркеры, акварель, гуашь, создает графические изображения на планшете. Девочке проще дается изучение точных и естественных наук, в отличие от гуманитарных. Она занимается с репетитором по физике, который умеет об˜яснить предмет так, что не полюбить эту науку просто невозможно! Папа Сони – радиоинженер на одном из оборонных предприятий Москвы. Он разрабатывает различные электронные устройства, которые приносят пользу человечеству. Хорошо знает физику и математику и часто помогает дочери в изучении этих предметов: об˜ясняет темы, решает вместе с ней задачи. «Мой папа послужил для меня примером», – признается Софья. Школьница испытывала силы в большом количестве олимпиад и конкурсов. «Их далеко не один десяток. Проще указать, в каких конкурсах я не принимала участие», – говорит девочка. Каждый год она старается охватить все доступные состязания. В этом году заключительные этапы многих из них проводились в одни и те же дни, но это не смутило юное дарование. Лицеистка сумела занять немало призовых мест. <...>
Юлия КОЛЬЦОВА.
♦ ♦ ♦
День краеведения
Если бы меня спросили, что такое музей, я бы сказала, что это место, где можно встретиться с прошлым. В музее хранится то, что существовало задолго до нашего появления, и даже то, что осталось от былых времен и в наше время имеет большую историческую и культурную ценность. Поэтому перед экскурсией в музей чувствуешь волнение от предстоящей встречи с чем-то необычным и особенным.
Воспитанники лагеря «Улыбка» под руководством педагогов совершили экскурсию в Краеведческий музей села Пандиково. В музее функционируют 4 отдела: общий зал, квартира сельского учителя дореволюционного времени, этнический уголок, комната Боевой Славы. В общем отделе представлены стенды о работе школы. Методист музея Светлана Дагакова радушно встретила ребят и провела очень интересную и познавательную экскурсию по разным экспозициям, которые помогли понять и воочию увидеть быт наших предков. В чувашской избе ребята познакомились с предметами, связанными с печью: кочергой, старинной посудой и другой бытовой утварью. <...>
Саша СЕЛЯНКИНА, 8-й класс. Красночетайский округ, Большеатменская школа.
♦ ♦ ♦
Витре тулнине сисмерĕм
Çуллахи каникулăн пĕр уйăхĕ сисĕнмесĕр иртсе те кайрĕ. Лагерьти хаваслă вăхăтсем чылайлăха асра юлĕç. Мана унта кăçал питĕ килĕшрĕ. Уйрăмах Нептун кунĕ хăйне евĕр иртрĕ. Пĕр-пĕрне шывпа сапрăмăр, тĕрлĕ вăйă вылярăмăр.
Пĕр кунхине лагерьте вожатăйсене шырарăмăр. Таçта çухалнă — пĕри те çук. Паллах, ку вăйă çеç, пире пăрахса ăçта кайччăр вĕсем! Тупрăмăрах! Бассейна шыва кĕме кайни те асра юлчĕ. Каникулта эпĕ хуларан килнĕ юлташпа Миша Ивановпа вылятăп. Вăл пулла çӳреме юратать. Эпĕ те унран юлмастăп. Кӳлĕ хĕрринчен таврăнсан иксĕмĕр каçченех вылятпăр. Урамра хĕвеллĕ те ăшă пулнăран пӳрте кĕрес те килмест. Пушă вăхăтра «Тетте», «Тантăш» хаçат-журнала вулатăп. Ăна эпир иксĕмĕр те çырăннă. Хуларан килнĕ Мишăна «Тетте» журналпа асламăшĕ туслаштарнă. Вăл унти юмахсене шăллĕне вуласа парать. Çуллахи каçсенче эпир çемьепе кĕнеке вулама тата диктант çырма тăрăшатпăр. Вăхăта усăллă ирттерни аван çав. Мана уйрăмах аттепе аннене диктант çыртарма килĕшет. Çак кунсенче эпĕ çывăх çыннăмсене Петр Можаровăн «Хăйма вăрри» калавне вуласа патăм. Ку хайлав пире питĕ хумхантарчĕ. Хăйне кӳрентернине выльăх та йывăра илет. <...>
Арсений ПЛЕТКИН. Комсомольски округĕ, Нĕркеç шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Çитес çул та хутшăнасчĕ
Йĕпреç округĕнче иртнĕ «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт вăййисенче пирĕн шкул команди кăçал та пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.
Л.С. Константинов паттăрăн ятне чыслăн тытса пыракан Çăкалăх шкулĕ 2010 çултан пуçласа паянхи кунччен – çĕнтерӳçĕсен йышĕнче. Çак кунсенче Çĕрпӳ округĕнче тăватă куна пынă республика шайĕнчи «Орленок» тата «Зарница» çарпа спорт вăййисене хутшăнтăмăр. Ачасене тупăшăва Александр Кошелев хатĕрлерĕ. Пирĕн командăра пурĕ 8 вĕренекенччĕ: Сергей Абрашев, Надя Ананьева, Аня Артемьева, Денис Васильев, Владик Ильин, Дима Кондратьев, Никита Никитин тата эпĕ. «Зарницăра» пурĕ 27 команда тупăшрĕ. Тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр: теори ыйтăвĕсене хуравларăмăр, шывра ишрĕмĕр, стройпа утрăмăр. Ăмăртăва килнĕ ачасем хăйсен пултарулăхĕпе чăтăмлăхне тĕрĕслерĕç. Чи малтан винтовкăран перессипе тупăшу иртрĕ. Пирĕн командăри Сергей Абрашев 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Эпир унăн çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртерĕмĕр. Çавăн пекех Денис Васильев та çĕнтерӳпе савăнтарчĕ. Вăл автомата салатса пуçтарассипе 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. <...>
Ирина КОШЕЛЕВА. Йĕпреç округĕ, Çăкалăх шкулĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...