Комментировать

29 Июн, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 25 (6475) № 29.06.2023

«Историсем, çынсем маншăн çĕр айĕнчи пуянлăх пек»

«Чăваш Ен» ПТРКн ятарлă корреспонденчĕ Вероника Павлова пĕчĕк чухне кам кăна пулма ĕмĕтленмен-ши? Юрăç, композитор, археолог… Шăпа журналистикăна илсе çитернĕшĕн чунран хĕпĕртет вăл. Çивĕч куçлă, вичкĕн хăлхаллă, харсăр хĕр хăйне кунта шыври пулă пекех туять.

Журналист çулĕ

— Вероника, тин кăна «Пирĕн хушăри паттăрсем» кăларăмсен ярăмĕшĕн ЧР Çамрăксен патшалăх премине илтĕн. Ахальтен çакăн пек пысăк чыса тивĕçмеççĕ. Санпа çывăхрах паллашар-ха.

— Эпĕ Вăрнар районĕнчи Малтикас Ялтăра ялĕнче кун çути курнă. Атте Владимир Евсеевич малтан — колхозра, кайран йывăç комбинатĕнче столярта ĕçлерĕ. Унăн алли питĕ ăстаччĕ. Пурăннă пулсан, чăн та, манăн кăларăма хутшăнма тивĕçлĕ геройччĕ. Шел, вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл кăшман акмалли техника шухăшласа кăларнă. Хамăр патран кăна мар, кӳршĕ ялсенчисем те ыйтма килетчĕç. Шăллăмпа çав саманта, ака уйăхне, питĕ кĕтеттĕмĕр: техникăна тавăрса панă чухне пирĕн валли пĕр хутаç канфет илсе килетчĕç. Атте уйран уçламалли электричество аппарачĕ те ăсталанăччĕ. Пирĕн валли тетте тума та ӳркенмен вăл. Анне Тамара Васильевна колхозра поварта ĕçлетчĕ. Кайран, атте хытах чирлесен, нумай çул ăна пăхрĕ. Халĕ вăл тăван килте пĕчченех пурăнать. Шăллăм Виктор манран 2 çул кĕçĕн. Вăл Питĕрте. Анне йывăрлăха пăхмасăр пире аслă пĕлӳ парассишĕн питĕ тăрăшрĕ. Шăллăмпа иксĕмĕр те И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУран вĕренсе тухрăмăр. Вăл строительство факультетне пĕтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕ чылай чухне ачисем вĕсен ĕмĕтне пурнăçласса кĕтеççĕ вĕт. Аннен çамрăк чухне юрăç пулас килнĕ. Мана пĕчĕкренех юрă-кĕвĕпе туслаштарчĕ. 5-мĕш класс хыççăн Шупашкара Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейне музыка класне вĕренме ячĕ. Тата пĕчĕкрех чухне археолог пулас килетчĕ. Телевизорпа Египетри мумисене тĕпчени, темĕн чавса кăларни çинчен курсан экспедицисене çӳресси пирки ĕмĕтленсе лараттăм. Лицейре фортепиано енĕпе пĕлӳ илнĕ чухне нотăсене вĕренме юратмастăм. Кĕвĕ çырасси ытларах илĕртетчĕ. Анчах манран композитор «пиçсех» пĕтеймерĕ. 10-11-мĕш классенче вырăс филологийĕ енĕпе ăс пухрăм.

— Журналистика çулĕ çине епле килсе тухрăн?

— Лицейре Геронтий Никифоров чăваш чĕлхине чунне парса вĕрентетчĕ. Вăл хавхалантарнипе сăвă-калав çырас тесе аппаланаттăм. Хăш-пĕр хайлав «Тантăш» хаçатра пичетленчĕ. Çапах ун чухне журналистикăна суйласси пуçра та пулман. Аслă шкултан вĕренсе тухсан ăçта ĕçе вырнаçасси тĕтреллĕччĕ. Пĕр вăхăт банк кол-центрне лекессишĕн питĕ тапаçлантăм. Ĕнерхи студентăн укçа çук-ха та — кăшт ытларах ĕçлесе илме талпăннă ĕнтĕ. Питĕре те кайса пăхрăм. Хамăн вырăна тупаймарăм та таврăнтăм. Шупашкарта реклама менеджерĕ пулма сĕнетчĕç. «Выбирай» журналта кĕске вăхăт тăрăшрăм. Пырса кĕреттĕм те пĕр-пĕр çĕре мĕн çинчен те пулин кăсăкланса ыйтса пĕлме пуçлаттăм: «Картина питĕ хăйне евĕр» е «Сирĕн люстра питĕ хитре, ăçта туяннă?» Çынсем каласа пама тытăнатчĕç. Эпĕ вак-тĕвек япалара чăнах та кăсăклăх курнине хăшĕ-пĕри ĕненместчĕ те-и тен? Анчах калаçса кайсан эпĕ сĕнекен пĕр-пĕр компани таварне туянатчĕç. Ку тытăмра карьера тума шанчăк пурччĕ, анчах реклама ĕçĕ мана илĕртместчĕ. Шупашкарта вăхăтлăха Гагарин урамĕнчи тăван патĕнче пурăнтăм. Пĕррехинче хваттере хăнăхнă çулпа таврăнмарăм, урăх çĕртен кайрăм. Утса пынă чухне пĕр çурт çине «ГТРК «Чувашия» тесе çырнине асăрхарăм. Çавăнта кĕрсе ĕç пирки кăсăклансан çылăх пулмĕ терĕм. Чăвашла çырма пĕлнине каласан телефон номерне хăварма ыйтрĕç. Часах мана сюжет ӳкерме каймашкăн чĕнчĕç. Ун чухне «Эревет» ача-пăча ансамблĕ пысăк хуларан çĕнтерӳпе таврăннăччĕ, мана журналистпа пĕрле вĕсемпе паллашма ячĕç. Машинăна ларсанах блокнот туртса кăлартăм та хĕрсе кайсах ыйтусем хатĕрлеме пуçларăм. Çулла стажер пек çӳренĕ хыççăн кĕркунне мана ĕçе йышăнчĕç. Сюжетсене икĕ чĕлхепе — чăвашла тата вырăсла — хатĕрлетĕп. Кун пек ĕçлеме çăмăлах мар. Çăмăллатма сĕнсен те чăвашла кăна çырма килĕшмерĕм. «Çамрăк чухне йăнăшма намăс мар, халь хăнăхмасан кайран пушшех кăткăс пулĕ», — терĕм ăшăмра. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Çынна ĕç мар, хуйхă час ватăлтарать»

«Хăш чухне пурнăçра тĕлĕнмелле тĕлпулусем пулаççĕ. Ултă çул каялла Шупашкарти Пионерсен çуртĕнче Сергей Карягина куртăм. Унпа сăмахласа лартăмăр — пӳлĕме Марина Карягина пырса кĕчĕ. Мĕн тери хĕпĕртерĕм! Мĕншĕн тесен Сергей Афанасьевич манăн учитель пулнă, эпĕ вара — Маринăн вĕрентекенĕ. Çавăн чухне мана Марина тĕлĕнмелле ыйту пачĕ: «Мария Петровна, Ленин орденне илнĕ çыннăн хĕрĕ пулма çăмăл-и?» Аттепе юнашар чухне эпĕ ку ыйтăва нихăçан та хускатман. Ун чухне тӳрех хуравлама та пĕлеймерĕм», — тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Мария Урукова.

Чи асамлă вăхăт

Мария Петровнăн ачалăхĕ амăшĕн саппунĕ аркипе ăшăнса тĕвĕленнĕ, ашшĕн юратăвĕпе тĕрекленнĕ, çамрăклăхĕ колхозра ĕçлесе çирĕпленнĕ, пуласлăхĕ тăван ялта никĕсленнĕ. «Юратма пĕлекенсем телейлĕ», — теççĕ халăхра. Чăннипех те, Мария Уруковăн чĕринче юрату тулса тăкăнать. Çак туйăма ăна ашшĕпе амăшĕ парнелесе хăварнă. Çут çанталăка, тăван тăрăха, ентешĕсене, вĕсенчен те ытларах — ачапăчана юратни ăна пуласлăхне учитель профессийĕпе çыхăнтарма хистенĕ. Çак çул çине тăриччен Мария Петровна пурнăç тути-масине аванах астивнĕ. 1948 çулта Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче кун çути курнă вăл. Петрпа Ольга Табаковсем 4 хĕр те 1 ывăл çитĕнтернĕ. Амăшĕ хĕрĕсене алăпа та, машинăпа та тĕрлеме вĕрентнĕ. Пĕррехинче килтисем Маньăна çухатнă. Каç та пулнă, анчах çемйипех шырасан та хĕрачана тупайман. Ăнсăртран шăллĕ лупас айне кĕрсе тин тухнă чăх чĕппине курнă. Вăл çӳлтен персе аннă иккен. Хăпараççĕ те — унта чăх чĕпписен çумĕнче мăшлатса çывăракан хĕрачана тупаççĕ. 2-мĕш класра вĕреннĕ чухне Маня тусĕпе Таня Нибаевăпа чутах çурхи шывпа юхса кайман. Ял канашĕн чӳречинчен пăхса ларакан председатель Тимофей Нибаев вĕсене курса чупса тухнă та иккĕшне те çăлса хăварнă. Шкул сумки вара пăрлă шывпа юхса кайнă. «Ачалăхăм ырăпа çеç асра юлчĕ. Питĕ лайăх çемьере ӳснĕ эпĕ. Атте-анне пире питĕ юрататчĕ. Малтан Валя, ун хыççăн — эпĕ, унтан Лидяпа Роза çуралнă. Шăллăм Гена çемьери чи ачашиччĕ. Пĕртен-пĕр арçын ача пулнăран эпир ăна пурте питĕ юрататтăмăр. Атте каланккăна улăмпа хутнă чухне унпа юнашар ларма юрататтăм. Вăл улăмран питĕ хитре пуканесем туса паратчĕ. Кукамай кӳршĕ Анат Туçа ялĕнче пурăнатчĕ. Çав тери ăслă çынччĕ. Вĕсем патне кайма юрататтăм. Пĕррехинче пĕчченех кайрăм. Мана хуранра пĕçернĕ çăмах яшки çитерчĕç. Ай, мĕнле тутлăччĕ! Киле кайма тухрăм. Кукамай ял пуçне çити ăсатса ячĕ. Ялтан тухса пĕр çухрăм пек утсан ман ума пăру пек пысăк йытăсем сиксе тухрĕç. Çиччĕн тан! Тăрук хăлхара кукамай сасси янăраса кайрĕ: «Йыттăн куçĕ суккăр тесе кала-кала ут, йытăсем вара хăйсемех хăпаççĕ». Çав сăмахсене пăшăлтатса утрăм. Хам йытăсем çине пăхма та хăратăп. Кайран çаврăнса пăхрăм та — вĕсем çав вырăнтах тăрса юлнă. Çапла кукамай сăмахĕсем мана йытăсенчен çăлса хăварчĕç. Шкулта вĕреннĕ вăхăт — чи асамли. Пире РФ тава тивĕçлĕ учителĕ Мария Кудрявцева тĕслĕх кăтартнă. Вăл вĕрентсе каланă сăмахсем паянхи кун та асран тухмаççĕ. Эпĕ те ун пек учитель пулма тăрăшнă. Пирĕн шкул питĕ кивĕччĕ. Хĕлле классене вутăпа хутса ăшăтатчĕç, çапах сивĕ пулнипе чылай чухне тумтире хывмасăрах лараттăмăр. 1962 çулта çĕнĕ шкул тума тытăнчĕç. Анчах эпир унта вĕренсе ĕлкĕреймерĕмĕр. Çапах практика вăхăтĕнче шкул тунă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Пĕр кунхине мана: «Эсĕ тирпейлĕ ĕçлетĕн, кирпĕчсен хушшине хитре «расшивка» тăватăн», — тесе иккĕмĕш хута тăратрĕç. Ĕçленĕ вăхăтра çĕрĕшнĕ хăма çине пуснине сисмен те. 6 метр çӳллĕшĕнчен персе антăм. Мана район больницине мĕнле илсе çитернине астумастăп. Эпĕ виçĕ эрнерен кăна тăна кĕнĕ. Ун чухне çамрăксем вербовкăпа каятчĕç. Эпĕ те шкултан вĕренсе тухсан хĕр тусăмпа Липецкри металлурги заводне тунă çĕре кайрăм. Унта çур çул ĕçленĕ хыççăн Шупашкара таврăнтăм, хулари хăю тĕртекен фабрикăна вырнаçрăм. Каярахпа бригадăна ертсе пыма тытăнтăм. «Цехри чи лайăх бригадир» ята та тивĕçрĕм. Çапах манăн пĕлӳ илес ĕмĕт нихăçан та сӳнмен. Йывăр аманнă хыççăн вĕренме юрамасть тесен те килтисене каламасăрах Чăваш педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕтĕм. 1974 çулта диплом илтĕм. Пурнăçăма шкулпа маларах çыхăнтарнăччĕ. 1971 çулхи кăрлач уйăхĕнче мана Анат Туçа шкулне физика учителĕ пулма чĕнчĕç. Çавăнтанпа шкулта ĕçлерĕм», — аса илчĕ Мария Петровна. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш Ен 103-мĕш çуралнă кунне анлăн паллă турĕ

Кăçал Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 103 çул çитрĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн республикăна чылай хăна килчĕ. Мероприятисенчен ытларахăшĕ Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта иртрĕ.

Регионсенчи хĕрарăмсем те сасăланă Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ ЧР Культура министерстви тата «Пĕрле» ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе йĕркелекен «Эпĕ — хĕрарăм» конкурса Республика кунĕнче пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Вăл кăçалхипе виççĕмĕш хут иртрĕ. Хальхинче унта 614 хĕрарăм хутшăннă. Тĕрлĕ енĕпе маттур хĕрарăмсем хăйсем çинчен видеоролик хатĕрленĕ. Финала 40-ĕшĕ тухнă. Сасăлав интернетра иртнĕ. «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс материалĕсемпе унта 144 пин çын паллашнă. Сăмах май, сасăлакансен йышĕнче республика тулашĕнче пурăнакансем те пулнă. Çакна кура Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева малашне конкурса регионсен хушшинче йĕркелеме палăртнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Гранприе, малти вырăншăн диплома тивĕçнĕ хĕрарăмсене саламланă май хăшĕ-пĕрин видеороликĕпе хăй те паллашнине палăртнă, кашниех хăйĕн çинчен каласа пама хăюлăх çитернине хăйне евĕр çĕнтерӳпе танлаштарнă. Конкурсра — 10 номинаци. Дина Трякова «Эпир — XXI ĕмĕр çамрăкĕсем!» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă. Йĕпреç округĕнчи Пучинке культура çуртĕнче ĕçлекен пултаруллă çамрăк Дина чăваш тĕрри-эрешĕпе, хĕрарăмсен капăрлăхĕпе кăсăкланать. Çемьере вăл — упăшкипе пĕр шухăшлă пулма пĕлекен мăшăр, ачисемшĕн — чунне паракан амăшĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Декорацисемпе тумсем хатĕрлени аннешĕн парне пулчĕ»

Евгений НИКОНОРОВ — пултаруллă сценограф, педагог тата чăн-чăн чăваш арĕ. Вăл — Мускаври художниксен союзĕн тата РФ театр ĕçченĕсен союзĕн членĕ. Евгений Васильевич Раççейри тĕрлĕ театрта классиксен пьесисем тăрăх лартнă спектакльсене илемлетнĕ. Мускавра пурăнакан ентешĕмĕртен эксклюзивлă интервью илес тесе унăн мастерской-студине ятарласа çитрĕм.

Ӳкерме юратнă

— Эпĕ паян Мускаври Хĕрлĕ тӳремрен аякрах мар вырнаçнă мастерскойра хăналанатăп. Кун пек таса та çутă мастерскоя пĕрремĕш хут куратăп. Больницăра операци тумалли пӳлĕм пекех тирпейлĕ кунта. Евгений, çак чаплă студин хуçипе çывăхрах паллашас килет.

— Эпĕ — чăваш ачи, Шупашкарта театра юратакан çемьере кун çути курнă. Анне Зоя Сергеевна Элĕк районĕнчи Тури Карачура ялĕнче çуралнă. Кукаçи питĕ ăслă çын пулнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, чĕрĕ-сывă таврăннă. Çуллахи каникулсене эпĕ ялан тенĕ пек ялта ирттереттĕм. Унтах чăвашла калаçма вĕрентĕм. Анне Шупашкарта телевиденире ĕçлетчĕ, вăл режиссер тата чылай телекăларăм авторĕ, телеертӳçĕ пулнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Анне Чăваш патшалăх пукане театрĕнче те ĕçленĕ, ăна пуçарса яраканĕсенчен пĕри пулнă. Ялсемпе хуласене гастроле кайсан манăн аттепе паллашнă. Вăл та артист пулнă. Эпĕ — çемьери пĕрремĕш ача. Йăмăкăм пур. Пирĕн хваттер телевиденипе юнашар пулнăран анне патне кашни кун ĕçе чупаттăм. Атте — Тăвай районĕнчен. Унăн ашшĕпе амăшĕ ир çĕре кĕнĕ.

— Шкул çулĕсене пирĕнтен кашниех ăшă туйăмпа аса илет…

— Шкулта аван вĕрентĕм. Пултарулăха аталантарас тесе Шупашкарти Пионерсен çуртĕнчи изостудине çӳреттĕм. Унта ӳкерме хăнăхрăм. Пĕр хушă студие çӳреме пăрахрăм, кайран унта кайма именнипе хула тăрăх уçăлса çӳреттĕм. Аттепе анне вара эпĕ студире тесе шутланă. Кукăль туянса çиеттĕм. Анне «Пĕрле ӳкеретпĕр» кăларăма ертсе пыратчĕ. Элли Юрьев ӳнерçĕ унăн яланхи хăниччĕ. Вăл сенкер экран урлă ачасене ӳкерме вĕрентетчĕ. Эпĕ те камера умне унпа пĕрле вырнаçса лараттăм. Элли Юрьев питĕ çирĕп кăмăллă çынччĕ. Тасалăха юрататчĕ. Тирпейлĕхе юратасси мана унран та куçнă пулĕ. Йĕри-тавра йĕрке пур тăк пуçра та веçех йĕркеллĕ. Кайран Шупашкарти ача-пăча искусствин 1-мĕш шкулне вĕренме кĕтĕм. Кун хыççăн Шупашкарти ӳнер училищинче пĕлӳ пухрăм. Диплом илсен салтака кайрăм. Унтан таврăнсан Раççейри С.Г.Строганов ячĕллĕ художествопромышленноç институтне çул тытрăм, архитектурăпа дизайн факультетĕнчи интерьер, курав тата реклама уйрăмĕнче ăс пухрăм. Çапла архитектор-дизайнер специальноçне алла илтĕм. Институтра вĕреннĕ чухне театр студийĕсенчен тухма пĕлместĕм. Актер, режиссер пуласси пирки ĕмĕтленме пуçларăм. Çав çулсенче Мускаври пур театрта та пулса куртăм.

— Мĕнпе илĕртрĕ-ха сире театр?

— Телее, Михаил РоманенкоКушковскин «Гармония» театр студине вĕренме кĕтĕм. Вăл театр сценине хăйĕн хваттерĕнчех йĕркеленĕччĕ. Хăй те унтах пурăнатчĕ. Юрий Беленький продюсер та хăй вăхăтĕнче ку студипе туслашнă. Ĕлĕкхи театр шкулĕ пире нумай опыт пачĕ. Михаил Юрьевич актер çеç мар, ӳнерçĕ те. Вăл — тĕлĕнмелле режиссер тата педагог. Студире паллашнă çынсемпе эпĕ паянхи кун та тачă хутшăнатăп. Евгений Урбанский, Станислав Жданько актерсем те унăн вĕренекенĕсем. Студире лартнă спектакльсенче вылярăм, пĕчĕк этюдсем хатĕрлерĕмĕр. Ытти театр студийĕсене те çитме ĕлкĕреттĕм. Мускаври мĕн пур театр училищине заявлени патăм. Шел, ниçта та кереймерĕм. Çапах Николай Бурляев режиссер, çыравçă киношкулĕнче ăс пухрăм. Борис Юхананов актер, режиссер, сценарист студи-мастерскойĕнче те ăсталăха туптама тӳр килчĕ. Мускаври «Школа современной пьесы» театра уçнă Иосиф Райхельгауз режиссер студийĕнче çур çул вĕрентĕм. Туссем мана ВГИКра лартнă спектакльте этюда хутшăнма чĕнчĕç. Федор Достоевский пьесипе хатĕрленĕ «Белые ночи» постановкăра пĕр пĕчĕк роль пачĕç. Кайран аван вылянăшăн ырларĕç. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


«Агроном профессийĕ ялта кашни кунах кирлĕ»

Александрпа Анастасия Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче [халĕ Чăваш патшалăх аграри университечĕ] пĕр курсра, пĕр ушкăнра агронома вĕреннĕ. 3-мĕш курса çитсен икĕ çамрăк чĕринче юрату хĕмленме тытăннă. Кĕçех Павловсен çемйи çуралнă. Халĕ Александрпа Анастасия Елчĕк тăрăхĕнчи Тип Тимеш ялĕнче пурăнаççĕ.

Тĕп килте тĕпленнĕ Саша Настьăна лăпкă кăмăллă пулнипе килĕшнĕ. Диплом илсен тепĕр çулхине, кăрлач уйăхĕнчи 30 градуслă шартлама сивĕ кун, çамрăксем пĕрлешнĕ. Туйне ресторан-кафере мар, чăвашсен ĕлĕкхи йăлине тĕпе хурса килтех ирттернĕ. Хĕр килĕшме килнĕ чухне Елчĕксем чăваш тумĕпе пынă. Туй хыççăнах Павловсем Шупашкарта пурăннă, ĕçленĕ. Саша маршрутка водителĕ пулнă, Настя сутуçăра тăрăшнă. Çуркунне вара вĕсем Сашăн тăван ялне, Тип Тимеше, куçса килнĕ. «Хулара сывлăш çитмест, тăвăр пек туйăнатчĕ. Пилĕк çул вĕренсе те унти пурнăçа хăнăхса çитеймерĕм. Саша та пĕрмай «ял» тетчĕ», — мĕншĕн яла куçса килнине çапла ăнлантарчĕ Анастасия. Академире вĕреннĕ чухне те вăл тăван кĕтесĕшĕн питĕ тунсăхланă. Настя Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ. Унта Шупашкартан çулĕ çывăхах мар, çавăнпа тăтăшах кайса çӳреймен. Çамрăк çемье тĕп киле куçса киличчен Александрăн амăшĕ Вера Михайловна пĕчченех пурăннă. Саша — çемьери чи кĕçĕн ача. Вăл 8 уйăхра чухне ашшĕ йывăр чирлесе куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Павловсем 6 пĕртăван ӳснĕ. Шел те, пĕри вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Виççĕшĕ хулара пурăнаççĕ, пĕри Елчĕкре тĕпленнĕ. Вĕсем пурте тĕп киле хăнана килсе çӳреççĕ. Пытармалли çук ĕнтĕ: чылай çамрăкăн хулара аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн унтах ĕçлесе пурăнас килет. Сашăпа Настьăн вара кун пек туртăм нихăçан та пулман, вĕсене яланах ял илĕртнĕ. «Атте-анне те хирĕç пулмарĕç. Анне хăй те Елчĕкре çуралса ӳснĕ. «Хăвăрăн кăмăлăр», — терĕç çывăх çыннăмсем», — кăмăллăн калаçрĕ Анастасия. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.