Комментировать

1 Окт, 2014

Ампар ăшши – çулталăка

Пуçлăхсем шукăль çÿренине курма хăнăхнăран-и, ĕç тумне тăхăннă, рабочисемпе пĕрле тар тăкакан Александр Клементьева ыттисенчен уйăрса та илеймерĕм. Уй-хиртен машина-трактор турттаракан çĕр улмине суйласа управа хываççĕ, сутмалăх хатĕрлеççĕ. Ĕç вĕресе тăрать, шултра та таса çимĕçпе михĕсем хăвăрт тулаççĕ. Рабочисен ларса канма та вăхăт çук. Тулли техникăна тытса тăраймăн – уйра çĕр улми комбайнĕсем кĕтеççĕ. Кашни ĕç пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Пĕри чăхăмлани ыттисене ура хурать.

– Хĕрÿ тапхăрта мĕнле чун-чĕрепе кантурта чÿречерен пăхса ларăн? Манăн ĕç вырăнĕ – халăхпа юнашар, – терĕ ертÿçĕ.

Хуçалăхри лару-тăрăва, çынсен шухăш-кăмăлне витĕр курса-пĕлсе тăнăран вун пĕр çул Куславкка районĕнчи «Куснар» агрофирмăна ăнăçлă ертсе пырать вăл. Юлашки çулсенче хуçалăхăн усă куракан лаптăксем палăрмаллах пысăкланнă. Кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2 пин гектар çинче çитĕнтернĕ. Çу кунĕсем Куславкка тăрăхĕнче шăрăх та типĕ килнипе тухăç ытлашши пысăк пулайман. «Çапах гектар пуçне вăтамран 23 центнертан кая мар тухрĕ, – каласа парать Александр Валерьевич. – Кĕлете 4 пин тонна ытла тулă, ыраш, урпа хыврăмăр. Уй-хире тăватă комбайн тухрĕ. Вырма вăхăтĕнче çумăрлă тăни «сарă ылтăна» вăхăтра пуçтарса илме чăрмантараймарĕ. Малтанах тырă суткаларăмăр-ха, Шупашкарти элеватора ăсатрăмăр. Халĕ хакĕ чакса кайнипе тытăнса тăратпăр. Чĕр тавар тирпейлекенсем тырă килограмне 5 тенкĕпе туянаççĕ. Ку хакпа тăкаксене саплаштарса тупăш илме йывăртарах. Тата хуçалăхра уй-хир ĕçĕсем те вĕçленмен, суту-илÿпе аппаланма вăхăт хĕсĕкрех. Мĕн пур техника, халăх çĕр улми уйĕнче.

Агрофирмăн «иккĕмĕш çăкăр» 200 гектар йышăннă. «Удача», «Колобок»,«Ред Скарлет» сортсене çитĕнтереççĕ кунта. Çу шăрăх та типĕ тăнине пăхмасăр çĕр улми аван. Уйрăмах «Колобок» текенни. Вăрлăха Чул хула облаçĕнче туяннă-мĕн. Кăçал малтанхи хут лартса пăхнă. Çитес çул унăн лаптăкне 6 агрегатпа татах ÿстересшĕн. «Иккĕмĕш çăкăр» гектар пуçне вăтамран 300 центнера яхăн тухать. Çу каçипех лаптăксене 6 агрегатпа шăварса тăни те тухăçа ÿстерме пулăшнă. Çĕр улми анисем Енĕш юхан шывпа юнашар вырнаçни ĕçе çăмăллатнă, тăкака чакарнă.

– Кăçал хресченшĕн тухăçлă та ăнăçлă çулталăк. Республикăри чылай хуçалăхра тыр пул, пахча çимĕç ăнса пулнă. Тухăç пĕлтĕрхинчен самай пысăкрах. Кĕр хĕвеллĕ те типĕ тăрать. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме пулăшать. Кун пек çанталăкра çимĕçе юр айне хăварсан намăс, – сăмахлать Александр Клементьев. – Пирĕн те çĕр улми нумай юлман. Халĕ уйра ăна 4 комбайн кăларать. Çав шутра виççĕшĕ «Гримми» текеннисем. Вĕсен ĕç хăвăртлăхĕ пысăк. Уйран ултă техника çĕр улми турттарса тăрать. Хĕрÿ тапхăра 22 çынна явăçтарнă. Вĕсене кунне икĕ хут вĕри апат çитеретпĕр, тивĕçлипе тÿлеме тăрăшатпăр. Çумăр çумасан икĕ-виçĕ кунран ĕç-хĕле вĕçлетпĕрех.

Типĕ çанталăкра техника кал-кал ĕçлет, çимĕç ытлашши вараланмасть. Чăн та, иртнĕ çул çанталăк хресчен чăтăмлăхне тĕрĕслерĕ тейĕн. Çумăр вĕçĕмсĕр çуса тăнипе пахча çимĕç юр айне те юлчĕ. Куснарсене те хăватлă техника пулăшайман. Пылчăкра çине çинех чăхăмланипе ĕç кайман. Куснарсем иртнĕ çул нушаланнине пăхмасăрах çĕр улми лаптăкне чакарман. Хуçалăх ÿсен-тăран отраслĕпе аталанса пырать. Тырă, çĕр çулми – тупăш çăл куçĕ.

Акмалли лаптăксем, тухăç ÿссе пынă май кăçал агрофирма 3 пин тонна тырă кĕмелĕх хранилище тунă. Çĕр улми хумалли те пĕчĕк мар. Ăна тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн 5 пин тонна ытла управа хывма пулать. Çĕнĕ технологипе тунă хранилищĕсенче сывлăш температурине ятарлă приборсем йĕркелесе тăраççĕ.

– Вĕсене предприяти вăйĕпе çĕклени хыснана самай пушатрĕ. Анчах уйран кĕнĕ пурлăха йĕркеллĕ упраймасан çука юлма пулать, – теççĕ хуçалăхра. – Строительство тăкакĕн пĕр пайне бюджетран саплаштарма шантараççĕ-ха.

Лайăх хранилищĕсем республикăра сахалрах. Çавăнпа хуçалăхсенче пахча çимĕçе кĕркунне йÿнĕпех сутса пĕтерме тăрăшаççĕ. «Куснар» хуçалăхра вара управа ытларах хываççĕ. Хĕлле, уйрăмах çур енне, ÿсен-тăран палăрмаллах хакланса каять. Шăпах тупăш илмелли тапхăр. Тата ун чухне техника та, çынсем те ирĕклĕрех.

– Çанталăк йĕпе-сапана кайсан та сутма пулĕ-ха, хĕвеллĕ кун чухне унпа вăхăта сая ярас килмест. Паян çурхи кун кăна мар, кĕрхи те çулталăк тăрантарать. Кĕркуннехи кашни типĕ кун çĕр çыннишĕн хаклă, – палăртрĕ Александр Клементьев.

Хуçалăхра кĕрхи ыраш 530 гектар акса хăварнă. Халĕ пушаннă уйсенче çĕртме тăваççĕ. Йĕпе-сапа пуçланиччен уй-хир ĕçĕсене йăлтах вĕçлесшĕн.

– Кăçал хуçалăхсенче кĕр ĕçĕсем хушăнчĕç. Çав шутра Куснарсен те. Районĕпе кĕрхи культурăсем 3 пин гектар ытла акса хăвартăмăр. Кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Халĕ тĕп ĕç – çĕр улми, пахча çимĕç пуçтарса кĕртесси. Çанталăк уяр тăрать. Ĕç-хĕле вăхăтра вĕçлесси хамăртан килет, – терĕ Куславкка районĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Юрий Забраев. – Çывăх вăхăтра уйсем пушанас шанăç пысăк.

Лариса Никитина.

Сăн ÿкерчĕкре: Александр Клементьев* механизаторсем çĕр улми пуссинче.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.