Комментировать

1 Окт, 2014

Парăмсен тыткăнĕнче

Бюджетпа, Пенси фончĕпе татăлманнисен списокĕнче - «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсем, СУОР, ыттисем

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсен республикăн консолидациленĕ бюджечĕн тупăшĕсене ÿстерессин, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ĕнерхи ларăвĕ самай çивĕч иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ-ха, анчах çивĕчлĕхе сăлтавлаканни вăл мар, Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина тата Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева пулчĕç.

Ольга Никина бюджетăн тупăш пайне пурнăçласси иртнĕ çулхипе танлаштарсан 106-107% пулнине палăртнă май налуксене палăртнă чухлĕ пухатпăрах тесе шантарчĕ. Апла пулин те пысăк темиçе предприяти тĕлĕшпе ыйтусем капланса çитнине пытармарĕ. Çав шутра - СУОР, «Трактор завочĕсем» концерн подразделенийĕсем тата ыттисем. Трактор тăвакансене илес тĕк - кăçалхи 8 уйăхра вĕсем тÿлекен НДФЛ виçи палăрмаллах чакнă-мĕн, пĕлтĕрхи шайăн 40% чухлĕ çеç тÿленĕ. Унта тĕрĕслев ирттернĕ май «хушма налук» виçине 30 млн тенкĕ ытла палăртнă. «Промтрактор-Промлит», «Промтрактор-Вакун», агрегат завочĕ тăкаксене пысăклатнă май налук чакать.

«Чи кăмăлсăрри - паян çак предприятисенче панкрутлăх сĕмĕ палăрни», - пăшăрханса каларĕ Ольга Михайловна. Парăмсен тĕп пайĕ - Пенси фондне хывман тÿлевсем.

Списока тăсма та пулать-мĕн. Калăпăр, ЖБК-2. Унăн парăмĕ 6 млн тенкĕ ытла пулнă. Анчах ертÿçине комиссие чĕнсен çак виçе 700 пин тенкĕ таран чакнă. Уйрăм харпăрлăхри компанисем кăна мар, бюджет тытăмĕнчи учрежденисем те налук тÿлес енĕпе уксахлаççĕ. «Тĕп налукçă» унашкаллисен ретĕнче Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсене асăнчĕ - темиçешер миллион тенкĕлĕх парăма кĕнĕ.

Бюджет, унăн тулашĕнчи фондсен умĕнче пысăк парăмлă предприятисен ертÿçисене ларăва чĕннĕ май Михаил Игнатьев кашнинех сăмах пачĕ. Промышленноç тракторĕсен завочĕн экономика тата финанс енĕпе ĕçлекен директорĕ Андрей Можанов компани кăçал тĕрлĕ налука мĕн чухлĕ тÿленине палăртнă май çак тиев «трактористсемшĕн» йăтайми пулманнине йышăнчĕ, «лару-тăрăва тÿрлетме май пур». Апла тăк мĕншĕн парăмсем капланнă? Ку чи малтанах предприяти инвестици шучĕпе чылай тăкакланнипе сăлтавланнă. Калăпăр, комбайн производствине Красноярскран кунта куçармашкăн чылай укçа кирлĕ пулнă. Унсăр пуçне завод 45 тоннăллă гусеницăллă трактор, çăмăл бульдозер производствисене йĕркеленĕ - ку тăкакланмасăр пулмасть. Тепĕр самант: Никарагуа валли 200 трактор, 10 комбайн хатĕрлесе ăсатмалли саккаса пурнăçлаççĕ. Техникăн пĕр пайне ăсатнă ĕнтĕ, саккаса юпа уйăхĕнче пурнăçламалла. Анчах çак продукцишĕн укçа çулталăк вĕçĕнче тин килет-мĕн. Халĕччен завод уйăхсерен 20-25 трактор туса кăларнă - сахал. Авăн уйăхĕнче 35 трактор хатĕр пулать, юпа уйăхĕнче - 40. Йĕркеллĕ ĕçлеме уйăхсерен 50-60 трактор туса кăлармалла, 70 тумашкăн та майсемпе вăй пур. Анчах производствăна çапла тăруках ÿстересси чăрмавлă - поставщиксем ĕлкĕреймеççĕ.

Çийĕнчен «Промтрактор» кризис тапхăрĕнче пысăк кредит илнĕ - уншăн тÿлемелле. Кредитăн хушăнса кайнă проценчĕсем тăрăх кăна уйăхсерен 100 млн тенкĕ патнелле хывмалла. Çак тÿлев пулмасанах кал-кал ĕçлесе каймалла та вĕт...

Ахальтен мар Михаил Игнатьев 32 млрд тенкĕлĕх çав кредит шăпипе пайăррăн кăсăкланчĕ: «Реструктуризаци ыйтăвне тишкерместĕр-и?» Ку енĕпе çĕр-шыв ертÿçисем çапла тумашкăн ирĕк панине аса илтерсе çак ыйтупа вĕсемпе хăй те калаçнине палăртрĕ. Андрей Можанов Михаил Васильевича концерн предприятийĕсене федераци шайĕнче пулăшма тăрăшнăшăн тав турĕ, реструктуризаци панкрутлăх критерийĕсенчен хăтарассине çирĕплетрĕ. ЧР Пуçлăхĕ коллективри кăмăл-туйăмпа та интересленчĕ: çынсем пăрахса каймаççĕ-и? «Ку енĕпе тимлĕ пулма тивет. Завод историйĕ пуян, кунта ĕçлекенсен ăрăвĕ çитĕннĕ - çивĕчлĕх пулмасса шанатпăр», - пулчĕ хурав.

Кунашкал калаçу Михаил Игнатьева тивĕçтерчĕ пулас, анчах Пенси фончĕн уйрăмĕн ертÿçине - çук. «Пенси тата Соцстрах умĕнчи пĕтĕм парăмăн 46% - концерн тÿпи, - ларăва хивре сĕм кÿчĕ Роза Кондратьева. - Пенсионерсен шăпи - «Трактор завочĕсен» аллинче. Парăмсене татмасан тракторсем илĕпĕр, пенсионерсен выçă ларма тивĕ...»

Халь Михаил Игнатьевăн та ун майлă пулма тиврĕ: «Пенсионерсене хисеплемелле - хамăр та пенсионерсем пулатпăр вĕт».

Вăл хăй вăхăтĕнче хăшĕ-пĕри концерн тытăмĕнчи заводсене пайăн-пайăн сутса яма сĕннине аса илтерчĕ: «Çапла тунă тăк тракторсен производстви пĕтетчĕ. Кирек мĕнле пулсан та панкрута кăларма юрамасть - унсăрăн пин-пин çын ĕçсĕр юлĕ». Пĕлме: «Промтракторта» паян 2,5 пин çын ĕçлет, концернăн республикăри мĕн пур площадкинче - 7 пине яхăн.

Агрегат завочĕ тÿлевсемпе вăхăтра татăлайманни те производство такăннипех сăлтавланнă. Вăл ĕçлекен рынока китаецсем, итальянсем тухнă - конкуренци пысăк. Çийĕнчен заводăн суд йышăнăвĕсем тăрăх нумай тăкакланма тивнĕ - «çав йышăнусем пĕтĕм укçана шăлса кайрĕç». Çапах, заводăн ĕç тăвакан директорĕ Константин Марков каланă тăрăх, саккассем пур, çĕнĕ продукци туса кăларас енĕпе те ĕçлеççĕ. Каллех Роза Кондратьева сăмах хушрĕ: «Агрегатчиксен Пенси фончĕ умĕнчи парăмĕ - 73 млн тенкĕ. Пуш уйăхĕнченпе пĕр пус та тÿлемен!» Михаил Игнатьев вара кунашкаллишĕн пуçлăха дисквалификацилеме пултарасси пирки систерчĕ: «Анчах эпир ку инструментпа усă курмастпăр, производство ĕçлетĕр тетпĕр...» Константин Марков пĕтĕмпех ăнланнăн пуçне сĕлтрĕ.

СУОРтан явап тытаканни финанс директорĕ Владимир Иванов пулчĕ. Тепĕр тесен унăн сăмахĕ тÿрре тухнăн мар, пачах тепĕр майлă - хавхалануллă - илтĕнчĕ: «Ĕçлесе илекен укçа ÿссе пырать, пирĕн патра паян пĕтĕмпе 2,6 пин çын ĕçлет». Ăна Михаил Игнатьев вырăна лартрĕ - НДФЛ тĕлĕшпе кăна ОООн 30 млн тенкĕ парăм пулнине аса илтерчĕ: «Çак укçа - сирĕн мар, эсир ăна 13% виçипе ĕçлекенсенчен тытса юлнă та - çавăрттаратăр». Финанс директорĕ юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пĕтĕмпех тÿлесе тататпăр тесе шантарсан тин Владимир Иванова тапăнма пăрахрĕç.

Черетре вара - ЖБК-2 директорĕ Валерий Николаев. Ăна сăмах пачĕç те - пухăннисемшĕн кĕтмен хурав пулчĕ темелле: «Пирĕн пĕр пус та парăм çук - йăлтах тÿленĕ». «Виçĕ кун каялла 700 пинччĕ...» - ĕненесшĕн пулмарĕ Ольга Никина. «Ĕнер йăлтах тÿлерĕмĕр», - пĕлтерчĕ Валерий Петрович. Çийĕнчен хăй ертсе пыракан çĕнĕ предприятире /виççĕмĕш çул ĕçлет/ вăй хуракансен шучĕ ÿссе пынине палăртрĕ, паян унта 700 çын вăй хурать-мĕн. Кăçал компани туса кăларнă продукци хакĕ 1 млрд тенкĕ урлă каçать. Çак лару-тăрура Михаил Игнатьевăн кăмăллăн кулса илмелли çеç юлчĕ ĕнтĕ: «Апла тăк сире тав тăватăп».

Кирек мĕнле пулсан та комисси ĕçĕн усси курăмлă. Çакна ФНСăн республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан уççăнах палăртрĕ: «Хăш-пĕр предприяти ертÿçисем хăйсене комисси ларăвне чĕнсенех йăшăлтатма пуçлаççĕ». Ку хутĕнче те çаплах пулнă темелле: пĕрисем авă парăма татма та ĕлкĕрнĕ, теприсем тÿлеме шантараççĕ. Вăл е ку предприятие панкрута кăларни никама та кирлĕ мар, республикăшăн производство кал-кал ĕçлени усăллă. Вĕсем ĕçлеççĕ тĕк - бюджет та пуянланать, социаллă ыйтусене татса пама укçа пулать. Пĕтĕмлетÿллĕ сăмахĕнче Михаил Игнатьев та çак самантсене палăртрĕ, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесе пымашкăн сунчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.