Комментировать

14 Июн, 2023

Хресчен сасси 23 (2962) № 14.06.2023

Кĕр кĕрлерĕ Акатуй

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн округсенче Ĕçпе кану уявĕсем иртеççĕ. Кăçал та çĕр ĕçченĕсем ырă çак йăлана пăрахăçа кăлармарĕç.

Канашсем, сăмахран, Асхва ялĕнчи стадионра пухăннă. Унта муниципалитетри 24 территори уйрăмĕ хутшăннă. Кашниех хăйĕн тăрăхĕ пирки курав хатĕрленĕ. Çурхи ĕçсене чылай хуçалăхра вăхăтра ирттернĕ. Канашсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акас ĕçе туллин пурнăçланă. Округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарнă май чи хастар ĕçченсене Хисеп хучĕпе чысланă. Кăçал ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕтĕмĕшле 31 пин гектар çинче акса-лартса хăварнă. Вĕсенчен кĕрхисем — 6 пин, çурхисем 15,9 пин гектар йышăнаççĕ. Çĕр улми — 150, пахча çимĕç — 10, выльăх апачĕлĕх куккурус — 320, пĕр çул ÿсекен курăк – 786, техника культурисем 5,3 пин гектар йышăнаççĕ. Вăл шутра — горчица, рапс, хĕвел çаврăнăш.

Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн муниципалитетри хуçалăхсене тата предприяти ĕçченĕсене Хисеп тата Тав хучĕсем, сертификатсем панă. Чылайăшĕ Канаш округĕн пуçлăхĕн Хисеп хутне илме тивĕçнĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май чи хастар ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене те палăртнă. Иван Протасов тата Валерий Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Экспорт калăпăшĕ чакнă

Ял халăхне хумхантаракан ыйтусенчен пĕри – сĕт хакĕ йÿнелни. Çак ыйтăва май уйăхĕнче иртнĕ пĕрлехи информаци кунĕнче те хускатнăччĕ.

ЧР ял хуçалăх министерстви хуравлать:

— Май уйăхĕнче муниципалитет округĕсенчен илнĕ юлашки информаци тăрăх, республикăра халăхран пухакан 1 литр чĕр таварăн вăтам хакĕ 15,4 тенкĕпе танлашнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 39,1% сахалрах. Сĕт хакĕ чакнин сăлтавĕ темиçе те. Вĕсенчен пĕри — çĕршывра ăна туянакансен йышĕ чакни, çав хушăрах ăна туса илесси ÿсни. Пилĕк çулта сĕт суса илесси 2,2 миллион тонна ÿснĕ. Чăваш Енре иртнĕ çул — 461,7 пин, 2018 çулта 411,8 пин тонна сĕт суса илнĕ. Унсăр пуçне санкцие пула экспорт калăпăшĕ чакнă. Халăхран туянакан сĕт хакĕ йÿнĕ пулни уйрăмах çуркуннепе çуллахи тапхăрта сисĕнет. ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви ял хуçалăх ĕçченĕсемпе фермер хуçалăхĕсене тата хушма хуçалăх тытакансене чĕр тавара сутмашкăн ярмăрккăсемпе суту-илÿ ретĕнче вырăнсем йĕркелени пирки аса илтерет. Вĕсене тÿлевсĕр е çăмăллăхлă майпа тара илме пулать. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх тытакансене патшалăхăн тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕпе усă курма сĕнеççĕ. Хăйсен ĕçне йĕркелекенсем техника туянса тăкакланă укçа-тенкĕн 40 процентне тавăрма пултараççĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Старта чи вăйлисем тухĕç

Кăçал Республика кунĕнче иртекен чи паллă спорт мероприятийĕсенчен пĕри — юртлă лашасен чупăвĕ. Чи вăйлă рысаксем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн Çĕнĕ Шупашкарти лашасен спорт шкулĕнче вăй виçĕç. Юлан утçăсем — ярăнчăк урапа хуçисем — хăвăртлăхĕпе тата ăсталăхĕпе тĕлĕнтерĕç.

Паян республикăн кăнтăр округĕсенче лаша тытакан йышлă. Лаша спорчĕ вăй илсе пырать. Пирĕн урхамахсем Мускаври, Ĕпхÿри, Чĕмпĕрти, Хусанти ипподромсенче тупăшаççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Уйрăмах спортăн çак тĕсне çамрăксем явăçни савăнтарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн лашасен чупăвне мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланса çула тухрăмăр. Шăмăршă, Патăрьел, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тăрăхĕнчи юлан утçăсемпе тата вĕсен урхамахĕсемпе çывăхрах паллашрăмăр.

Шăмăршă округĕнчи Александр Максимов ача чухнех лашасемпе «чирленĕ». Вĕсемсĕр пĕр кун та пурăнаймасть вăл. Ĕçпе кану уявĕсенче пĕрмаях лаша утланса тупăшнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен зоотехника вĕренсе тухнă хыççăн рысаксемпе интересленме пуçланă. Тĕрлĕ çулта Тутар тата Пушкăрт республикисенчи, Мускаври, Словакипе Германири ăмăртусене хутшăннă. Республика кунĕнчи спорт уявĕнче тăватă çулти «Рацинаш» ăйăрпа вăй виçме хатĕрленет. «Характерĕпе ырă кăмăллă хăй, хăш-пĕр чухне выляма юратать. Ăмăртăва тăрăшсах хатĕрленетпĕр, лашана халĕ Хусанти ипподрома илсе каясшăн-ха», — палăртрĕ Александр. Ăмăртура лайăх кăтарту пуласси юлан утçăран та килет. Унăн мĕнле енсемпе палăрса тăмалла? Лаша хăвăртлăхне ан чакартăр тесе тилхепене тĕрĕс тытса пымалла. Лашана лайăх туймалла: унăн юртăпа чупмалла, сиксе кайни йĕркене пăсни шутланать. Паллах, тупăшура тĕрлĕрен пулать, пĕлÿ опытпа хушăнать. Лаша усрасси çăмăл ĕç мар. Пăхмалла, апатлантармалла, вĕрентмелле. Ăна усрама укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Пĕр-пĕр ăмăртăва хутшăнмашкăн юлан утçă валли кăна 250 пин тухса каять. Ку — лаша хакне шутламасăр. Çак ĕçе çамрăксем туртăнни, кун йышши мероприятисем йĕркелени савăнтарать, çунатлантарать. Сăмахран, Шăмăршă тăрăхĕнчи Петр Майоров, Олег Хлюкин тата Леонид Кошкин çак ĕçе чунтан парăннă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА 

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.