Комментировать

1 Окт, 2014

Тăван тăрăхра - çĕнĕ курав

Раççей ÿнер академийĕн член-корреспонденчĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин хальхи вăхăтра Питĕрте ĕçлесе пурăнать. Ентеш тăван тăрăха килмессерен тĕлĕнтерсе хăварать. Хальхинче Анатолий Петрович Сĕнтĕрвăрринчи Ю.А.Зайцев ячĕллĕ ÿнер галерейинче хăйĕн ĕçĕсен куравне йĕркелерĕ. Галерейăра художникăн 80 ытла ĕçĕ упранать. Автор коллекцие пуянлатсах тăрать. Çитес вăхăтра кунта ентеш ĕçĕсен икĕ залне уçма хатĕрленеççĕ.

Презентацие художник тăванĕсемпе юлташĕсем, унăн пултарулăхне хисеплекенсем йышлăн пухăнчĕç. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Борисов уçрĕ. Культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Э.Упракина, Çĕнĕ Шупашкарти историпе ÿнер музей комплексĕн директорĕ А.Ильин, В.Бритвин художник, А.Мордвинова искусствовед тата ыттисем тухса калаçрĕç.

Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренекенсем Сĕнтĕрвăрринче пленэра хутшăнчĕç. Студентсен çав кун ÿкернĕ çĕнĕ ĕçĕсем галерейăра вырăн тупрĕç. Вĕсенче куракансем тăван тăрăхри илемлĕ вырăнсене палласа илчĕç. Уява Çĕнĕ Салари М.Муравьев ячĕллĕ халăх хорĕн ансамблĕ юрă-ташăпа пуянлатрĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.