Комментировать

9 Июн, 2023

Шыв хĕрринчи кану инкекпе ан вĕçлентĕр

Çуллахи кунсем çитсенех чылайăшĕ шыв хĕрринче канасси пирки шухăшлать. Чăнах та, шăрăх вăхăтра ăçта çавăн пек лайăх уçăлма пулĕ-ха тата? Анчах, шел те, хăрушсăрлăх йĕркине пурте асра тытмаççĕ, ку вара инкек патне илсе çитерме пултарать. Кимĕпе тухакансен е шывра чăмпăлтатма кăмăллакансен мĕн асра тытмалла-ха? Инкеке çаклансан мĕн тумалла, камран пулăшу ыйтмалла? Çакăн пирки Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн çынсене шыв обьекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕпе, ЧР пĕчĕк кимĕсемпе ĕçлекен тĕп инспекторĕпе Герман Майковпа калаçрăмăр.

Малтан çанталăка пăхмалла

— Герман Геннадьевич, республикăри пĕчĕк кимĕсен инспекцийĕ пирки тĕплĕнрех ăнлантарăр-ха. Мĕнле ыйтусем тухса тăраççĕ сирĕн ума паян, çуллахи вăхăтра?

— Чăваш Республикинчи пĕчĕк кимĕсен инспекцийĕ Шупашкарта вырнаçнă. Çавăн пекех пирĕн инспекторсем Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисенче тата Етĕрне, Çĕмĕрле хулисенче, Пăрачкав салинче Сăр шывĕ хĕрринче, ĕçлеççĕ. Пирĕн чи малтанах шыв çинче пĕчĕк кимĕсемпе тĕрĕс усă курнине сăнамалла. Кунта пĕчĕк кимĕсене шута илесси, кашни çулах техтĕрĕслев ирттересси... кĕреççĕ. Çакнашкал тĕрĕслеве пĕчĕк кимĕсен пилĕк çулта пĕрре тухмалла. Пирĕн республикăра 9 пине яхăн пĕчĕк кимме шута илнĕ. Унпа çӳреме ирĕк паракан удостоверени кирлĕ. Çавăнпа çынсем ятарласа хатĕрленĕ шкулсенче вĕренеççĕ. Шупашкарта ун валли 4-5 вырăн пур. Экзаменне пирĕн инспекцире тытаççĕ. Çакă та кăсăклă: хăшĕ-пĕри ятарлă шкулта мар, хăй тĕллĕн вĕренет. Асăрханă тăрăх, хăйсем хатĕрленекеннисен пĕлĕвĕ ятарлă шкула çӳрекенсенчен тарăнрах, экзамена та вĕсем лайăхрах тытаççĕ. Эпир çынсене çыран çинче, шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалли пирки аса илтерсе тăратпăр. Ачасемпе профилактика занятийĕсем ирттеретпĕр.

— Техника çителĕклĕ-и?

— Çителĕклĕ. Пирĕн инспекцин 12 пĕчĕк кимĕ. Инспекторсем ăçта вырнаçнине маларах каларăм ĕнтĕ. Çав вырăнсенче вĕсен пурин те пĕчĕк кимĕсем пур: çуллахи тапхăр валли те, хĕллехи валли те. Пирĕн инспекторсем, пайăррăн каласан, Атăл тата Сăр юхан шывĕсене пăхса тăраççĕ.

— Шыв çинче çӳрекенсене тĕрĕсленĕ май штурвал умне ӳсĕрле ларакансене асăрханă-и?

— Ун пеккисем пулкалаççĕ. Вĕсем ушкăнпа пуçтарăнса /кам çемьепе, кам юлташсемпе/ шыв çине канмашкăн тухаççĕ. Чылай чухне Атăлăн тепĕр çыранне каçаççĕ, унтах çĕр каçаççĕ, пулă тытаççĕ. Çавнашкал самантсенче, шел те, эрех-сăра тутанаççĕ. Çавăнпа таврăннă чухне пĕчĕк кимĕсен штурвалĕ умне ӳсĕрле ларакансем пулаççĕ. Иртнĕ çуллахи тапхăрта хăватлине сыпнă хыççăн штурвал умне ларнă тăватă çын çакланчĕ. Кăçал пĕр çын лекрĕ. Ун пек чухне эпир протокол çыратпăр. Унсăр пуçне наркологи экспертизи ирттереççĕ — материалсене миравай суда ярса параççĕ. Штраф тӳлеттереççĕ е пĕчĕк кимĕпе çӳреме ирĕк паракан правăна туртса илеççĕ. Пĕчĕк кимĕсен хуçисене шыв çине тухас умĕн çанталăк мĕнле пулассине пăхма сĕнетĕп. Интернета кĕрсе çанталăк мĕнле пулассине кашниех пĕлме пултарать. Сăмахран, ирхине лăпкă çанталăк чухне эпир çемьепе пĕчĕк кимĕпе канма тухатпăр. Кăнтăрла е каç енне çанталăк улшăнать: çил вăйланать, çумăр çăвать. Çавăнпа каялла килнĕ вăхăтра шыв хăпарнăçемĕн хумсем те пысăкланаççĕ. Ку вара пĕчĕк кимĕсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Нумаях пулмасть çакнашкал лару-тăру пулнăччĕ. Шăматкун лайăх çанталăк тăнă та — пĕр ушкăн Атăлăн тепĕр енне канма кайнă. Унта çĕр каçнă, пулă тытнă. Вырсарникун таврăнма шутланă. Анчах палăртнă кун çанталăк пăсăлнă — çил тухнă тата çумăр лӳшкенĕ. Канакансем шыв çине тухнă, килтисене кĕçех çитесси пирки пĕлтернĕ. Анчах 1 сехет çурă, 2 сехет иртнĕ. Килтисем кĕтсе ывăннă та çăлавçăсем патне 112 номерпе шăнкăравланă, пулăшу ыйтнă. Эпир, инспекторсем, тата çăлавçăсен службин ĕçченĕсем пĕчĕк кимĕсемпе Атăла тухрăмăр. Пăхса çаврăнтăмăр — веçех лайăх, никама та асăрхамарăмăр. «Çухалнă» ушкăна çыран хĕрринче тупрăмăр. Хайхискерсем çанталăк япăххине пула каялла кайнă, анчах килтисене пĕлтермен. Калаçу ирттертĕмĕр. «Çанталăк лайăхланасса кĕтĕр, килтисемпе калаçăр», — терĕмĕр. Тата тепĕр асăрхаттару пур. Пĕчĕк кимĕсемпе гидроциклсем пляж çумĕнчен питĕ пысăк хăвăртлăхпа иртсе кайнине асăрхатпăр. Çавна пула хум хăпарать. Шыва кĕрекенсене вăл пысăк хăрушлăха кĕртсе ӳкерет. Мĕншĕн тесен шыва кĕрекен çыннăн хум айне пулас хăрушлăх палăрмаллах ӳсет. Кун пек чухне вăл шыв çăтса илет, унăн сывлăшĕ пӳлĕнет, хăй хăраса ӳкет, çавăнпах путма пултарать. Тем тесен те, йĕркене пăхăнмаллах: пĕчĕк кимĕсен, гидроциклсен пляжран 100 метр аякра çӳремелле. Çынсем шыва кĕнĕ çĕртен иртсе пынă чухне хăвăртлăха чакармалла. Çавăн пекех таврана каç сĕмĕ çапсан питĕ тимлĕ пулмалла. Пĕлтĕр Муркаш тăрăхĕнче пĕчĕк кимĕпе Атăла тухнă тăватă çын вилчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çур çĕр иртсен, тĕттĕмре, пĕчĕк кимĕпе юхан шыв урлă питĕ пысăк хăвăртлăхпа каçас тенĕ, анчах малти пысăк кимме асăрхаман — пырса çапăннă. Тăваттăшĕ те сусăрланса вырăнтах вилнĕ. Нумаях пулмасть Куславкка округĕнчи Курăчкин ялĕнчен инçе мар, пĕчĕк кимĕпе çырантан 300 метр кайса упăшкипе арăмĕ пулă тытнă. Вĕсем йĕркене пăсса пысăк кимĕсем çӳремелли çул çинче чарăннă. Баржа килнине курсан арăмĕ упăшкине асăрхаттарнă, урăх çĕрелле куçма сĕннĕ. Анчах арçын пысăк кимĕ хăех иртсе каясса шаннă. Шел, çак çăмăлттайлăх инкекпе вĕçленнĕ. Хĕрарăма çăлса хăварнă, анчах арçынна шывран туртса кăларайман. Тархасшăн, пĕчĕк кимĕпе шыв çине тухсан йĕркене пăхăнăр.

Ятарласа хатĕрленĕ вырăнта

— Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче шыва кĕмелли сезон уçăлчĕ. Анчах çак вăхăт çитичченех республикăра 8 çын шывра путса вилчĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — ачасем.

— Чăнах та, шыва кĕмелли тапхăрпа пĕрле шкул ачисен каникулĕ пуçланать. Яла хуларан та ачасем килеççĕ. Çуллахи вăхăтра шăпăрлан урамра та хăйĕншĕн интереслĕ вырăнсем шырать. Темшĕн ытларах чухне ăна шыв хĕрринче тупать. Чăваш Енри хуласенче паянхи кун тĕлне 9 пляжа хатĕрлесе çитернĕ: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче. Тата муниципалитет округĕсенче ятарласа уйăрнă 126 вырăн пур. Вĕсенче хăрамасăрах шыва кĕме пулать. Унта çыран хĕррине те йĕркене кĕртнĕ. Çавăнпа тепĕр хут калас килет: çуллахи тапхăрта шыва кĕмешкĕн пляжсене, ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене кăна каймалла. Çу уйăхĕнче Канаш округĕнче инкек пулчĕ. Виçĕ хĕрача уроксем хыççăн лайăх çанталăка ытараймасăр урама выляма тухнă. Çӳресен- çӳресен вĕсем юхан шыв хĕррине çитнĕ. Кунта малтан аслисем шыва кĕнĕ. Вĕсене кура 8-9 çулсенчи ачасем те чăмпăлтатас тенĕ пулмалла. Шывĕ çав вырăнта тарăнах мар. Анчах юхан шыва яланах пĕлсе пĕтереймĕн. Паян ăшăх пулнă çĕртех ыран тарăнланма пултарать. Хĕрачасем шыва кĕнĕ, пĕр-икĕ утăм айккинелле пусса питĕ тарăн çĕре /икĕ метр ытла/ тӳрех лекнĕ. Тата шыв юхăмĕ те пысăкланнă. Инкек мĕнле пулнине халĕ никам та калаймасть. Иртнĕ çулсенчи тĕслĕхсене пăхса çапла калама пулать: тен, пĕри тарăн вырăна лекнĕ, тепри ăна çăлма пынă, вĕсем тапаçланнине кура виççĕмĕшĕ те пулăшма пынă. Çапла майпа виççĕшĕ те путса анса кайнă. Мĕншĕн çавăн пек пулса тухнă-ха? Ачасене тимлĕ пăхманнипе. Çуллахи тапхăрта аслисем хăйсен ĕçĕсемпе аппаланаççĕ. Çав вăхăтра ачасем урамра хăйсем тĕллĕн выляса çӳреççĕ. Паллах, вĕсене пĕве-кӳлĕ илĕртет. Шăпах çавăнта инкек-синкек сиксе тухма пултарать те. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачасемпе ытларах калаçмалла, хăрушсăрлăх йĕркине ăнлантармалла, ăçта выляма каяссине пĕлтерсех тăма ыйтмалла. Унсăр пуçне киле вăхăтра килмесен çийĕнчех шырама тытăнмалла. Каларăм ĕнтĕ: ятарласа йĕркеленĕ вырăнта шыва кĕнĕ чухне путма пуçласан та пулăшакан пулатех. Сăмахран, пĕлтĕр пляжсенче, ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче 24 çынна вилĕмрен çăлнă. Вĕсен йышĕнче 16 ача пулнă. Ачасене шыва кĕме пĕччен ямалла мар. Пахчари пĕве те пĕчĕк ачашăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Иртнĕ çулсенче унашкал тĕслĕхе те шута илнĕччĕ. Ашшĕ-амăшĕ йăран çинче çум çумланă вăхăтра пĕчĕкскер пĕвене кĕрсе ӳкнĕ, ăна вăхăтра асăрхаса çăлайман. Çавăнпа ачасене куçран вĕçертмелле мар.

— Ытларах камсем путаççĕ? Мĕнле сăлтава пула?

— Путнисен 85 проценчĕ ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕнĕ. Çитменнине, çав йышран 75 проценчĕ ӳсĕр пулнă. Çакнашкал инкеке ытларах 25-45 çулсенчи арçынсем çакланаççĕ. Нумаях пулмасть Патăрьел округĕнче 27 çулти арçын ятарласа хатĕрлемен вырăнта ӳсĕрле шыва кĕнĕ. Шел те, пĕверен тухайман. Ачасем путса вилнин сăлтавĕ — ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕни тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитменни.

— Сывлăх енчен пăхсан, пурин те шыва кĕме юрамасть ĕнтĕ?

— Кун пирки эпир ытларах хĕлле, Кăшарни уявĕнче аса илтеретпĕр. Çуллахи тапхăрта медицина ĕçченĕсем çилсĕр, хĕвел вăйлă пăхман, 20-25 градус ăшă çанталăкра çеç шыва кĕме сĕнеççĕ. Шыв температури 18-19 градусран кая мар пулмалла. Шăрăх çанталăкра пахчара ĕçлесе ăшша пиçнĕ хыççăн хăшĕ-пĕрин тӳрех пĕвене чăмса уçăлас килет те пулĕ. Анчах ун пек хăтланма юрамасть, мĕншĕн тесен шăнăр туртас хăрушлăх пур. Çанталăк ăшăтма тытăнсан малтанлăха çиелти шыв çеç ăшă, шаларах кĕрсен вара сивĕ. Тарланă хыççăн сивĕ шыва лексен шăнăр туртнине пула çынсем каялла тухаймаççĕ. Çавăнпа шывра малтан кĕлеткене хăнăхтармалла, вара хăрушлăх чакать. Медицина ĕçченĕсем çапла та калаççĕ: шывра 20-25 минутран ытла пулма юрамасть. Кайран çырана тухса ăшăнмалла, канмалла, ун хыççăн кăна шыва тепĕр хут кĕме юрать. Çӳллĕ çыранран е чупса пырса шыва сикме юрамасть. Тата ачасем выляма, шывра чухне пĕр-пĕрне пусса антарма юратаççĕ. Ун пек тумалла мар. Пĕлнĕ çĕрте шыва лăпкăн кĕрсен инкек пулмĕ.

— Путма пуçланă çынна асăрхасан мĕн тумалла? Çын хăй ишме пĕлмест пулсан тата?

— Çын пĕр сăмахсăр путать. Унăн пырне шыв лекнипе сывлăшĕ пӳлĕнет, çавăнпа пулăшу ыйтса кăшкăраймасть. Ун пеккине асăрхасан, ишме пĕлместĕр пулсан, вăтанмасăр пĕтĕм вăйран кăшкăрмалла, пулăшу ыйтмалла. Çав вăхăтрах йĕри-тавра пăхăр: тен, вĕрен татăкĕ выртать? Шăлавар пиçиххийĕпе е кĕпене хывса путакана пăрахса парсан та, тен, ăна туртса кăларма май пулĕ. Ишме пĕлекен юлташсем те чупса килсе пулăшу пама пултарĕç. Ишме вĕреннисен вара инкеке лекнĕ çынна пулăшмаллах. Анчах асра тытăр: путакан çын вăйлă хăранипе лайăх шухăшлаймасть, хăйĕн патне пыракана çатăрласа тытать, пĕрле путарма пултарать. Çавăнпа ăна çурăмран хул айĕнчен çавăрса тытса е çӳçрен туртса кăлармалла. Инкеке лекнĕ çынна курсан çăлавçăсем патне шăнкăравламалла: кĕсьери телефонпа – 101 е 102, килти телефонпа — 01 тата 112. Çăлавçăсем яланах шăнкăрав илеççĕ, вăхăтра пулăшма тăрăшаççĕ.

— Ишме пĕлни пурне те кирлĕ. Çакна вĕренес текенсен мĕнрен пуçламалла?

— Эсир пурте асăрханă, пляжра ачасем валли ятарлă чикĕ тăваççĕ. Ку — шыв тарăнăшне палăртакан вырăн. Ачасем вĕрсе хăпартнă матрассемпе, ункăсемпе е алла тăхăнмалли ятарлă хатĕрсемпе ишнине асăрханă пулĕ. Вĕсем, паллах, пулăшаççĕ. Анчах шанчăклă тееймĕн. Пĕр енчен, сывлăшĕ тухма пултарать. Тата матрассемпе юхан шыв тăрăх çырантан айккинелле каяс хăрушлăх пур. Çавăнпа питĕ асăрхануллă пулмалла.

— Калаçăва вĕçленĕ май вулакансене мĕн сунас килет?

— Шыв хĕрринчи кану инкексĕр ирттĕр. Тимлĕхе ан çухатăр. Хăвăра упрăр, ыттисене те пăхсах тăрăр.

www.hypar.ru
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.