Комментировать

8 Июн, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 22 (1301) № 08.06.2023

Сакăр вуннăра конкурсра çĕнтернĕ

«Анне бригадăра ĕçлетчĕ. Мана та, вун икĕ çулти хĕрачана, йывăр пурнăç аслисен ретне тăратрĕ. Çавăнтан вара ĕмĕр тăршшĕпех колхозра вăй хутăм», – терĕ Кайри Шĕнерпуçĕнче пурăнакан Раиса Николаева.

Вăрттăн çу çинĕ Раиса Димитриевна 1939 çулта Урхас Кушкă ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Çичĕ ачаран икĕ пиччĕшĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Пилĕк хĕр хушшинче Раиса тăваттăмĕшĕ пулнă. Ялти шкулта 5 çул ăс пухнă хыççăн ăна малалла вĕренме пӳрмен. Çити-çитми пурнăç 12 çулти хĕре ĕçе кӳлĕнтернĕ. Ашшĕ пулман, вăрçă пуçлансан фронта кайнă та тепĕр çулах аманнă. 1942 çулта суранланнă аллине тутăрпа çыхса çакнăскер яла таврăннă. Пĕр хушă каннă хыççăн, йăнăшакан суранĕ тӳрленмесĕрех, каллех Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тăнă. Ашшĕ те йышлă çемьере ӳснĕ. Вĕсем, тăватă пĕртăван, вăрçăра пуç хунă, тепĕр пиччĕшĕ фронтран таврăнсан вилнĕ. «Атте 1943 çулта вăрçă хирĕнче пуç хунă. Эпир, 5 хĕр, аттесĕр юлнă. Тăхăнма йĕркеллĕ тумтир пулман. Килте çăпата тăвакан çукран ăна туянма тивнĕ. Пĕррехинче Мăнкун валли анне икĕ мăшăр çăпата илсе килчĕ: пĕри ман валли, тепри – аппана. Аппа ячĕпе илни пĕрне те юрамарĕ, пĕчĕкреххи лекнĕ пулнă. Манăн урара вара çыпăçуллă, виçсе тунă тейĕн. Икĕ мăшăр çăпата пур тесе савăннипе тăрăслаттарса сикрĕм вĕт. Эпир шкула та çăпатапа çӳренĕ. Таканне çапса парайман пуль, çуркунне йĕпе урапах урокра ларни аса килет. Савăнмалли пулман. Хамăра хамăр кулкаласа хавхалантарнă. Апат-çимĕçрен те начарччĕ. Алă шăнса кӳтиччен крахмал пуçтараттăмăр та 2-3 витре хырса хураттăмăр. Йышлă çемьене нумай кирлĕ пулнă ĕнтĕ. Алă суранланатчĕ, юнланса тăратчĕ. Анне Анфиса Евдокимовна кăшт çăнăх хушса пĕçерсе паратчĕ. Çăва тухсан кăшкар ути кĕпçи çисе савăннă. Ытамĕпе пуçтараттăмăр та ачасемпе урамрах çиеттĕмĕр. Пурнăç самайлансан выльăх усранă та пирĕн сĕт пулнă. Анне услам çу шăратма лартсан вăрттăн çиеттĕмĕр. Пахчари кантăра сыхлама хушса хăваратчĕ. Çăкăр çине çу сĕреттĕмĕр те тухса чупаттăмăр. Мăйăр яланах пулнă, ăна юратса шĕкĕлчеттĕмĕр. Пĕррехинче анне пирĕнтен: «Мĕншĕн çăва нӳхрепрен илсе тухнă чухне тăкса утрăр?» – тесе ыйтрĕ. Тĕлĕнтĕмĕр: эпир тĕкĕнмен, ун пек нихăçан та хăтланман. Анне патшалăха пама хатĕрлесе хунă çăва хамăр урамри çынах вăрласа тухнине кайран пĕлтĕмĕр. Пĕррехинче упăшкипе арăмне курсан: «Витрине илсе килсе парăр», – терĕмĕр. Пĕлмĕш, илтмĕш пулчĕç. Кăшт вăхăт иртсен тырă вырса таврăнакан аппасем пахчари çĕр улми йăранĕнче çу витри тупнă. Ăна вăрлакансем пырса пăрахнă. Нушаллă пурнăç çынсене темĕн те тутарнă çав», – аса илчĕ Раиса Николаева йывăр вăхăта. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

♦   ♦   


Сисĕмлĕх туйăмĕ малта пыма пулăшать

Ĕç çынна илем кӳрет теççĕ. Специалист хăйĕн вырăнĕнче чухне, шанса панă тивĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласан, ĕçе чунран юратнăран ăна тăтăшах çĕнĕлĕх кĕртсе пуянлатса пырсан çын та вырăна илем кӳрет паллах. Социаллă тытăмра 40 çул ытла вăй хуракан Ренада Федорова та çак йышран. Кирек хăçан та хăйĕн тивĕçне чунран пурнăçлать вăл. Пĕр вырăнта тапăртатса тăма юратманскер малтан мала талпăнать. Ахальтен мар Шупашкарти халăха социаллă пулăшӳ кӳрекен комплекслă центр Ренада Вениаминовна ертсе пынипе пĕр кăсăклă проект хыççăн теприне пурнăçа ăнăçлă кĕртнĕ. Республикăри хĕрарăмсен союзĕн хастарĕ общество пурнăçĕнче те пысăк ĕç туса пырать.

Шкул сукмакĕ Ренада Федорова Красноармейски районĕнчи Пулайкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ашшĕ Вениамин Владимирович колхоз садĕнче вĕлле хурчĕсем пăхнă. Амăшĕ Лидия Михайловна та колхозра вăй хунă. Иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем пулнă. «Çемьере тăватă ача эпир. Эпĕ — виççĕмĕшĕ. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса çитĕннĕ паллах. Пире выльăх патне питех кăларнине ас тумастăп. Анчах кăштах çитĕнсенех колхозра ĕçленĕ. Ĕне, пăрушка пурччĕ килте. Вĕсене сада илсе каймаллаччĕ. Кашни ир пиллĕкре тăрататчĕ анне. Пур çĕре те ĕлкĕрнĕ. Ун чухне садра та, çырма-çатрара та — йĕри-таврах курăк çулатчĕç. Ача-пăча пуçтараттăмăр çав утта. Халĕ вара… пырса кĕме те май çук — хыт хура кашласа ларать. Садран та нимĕн те тăрса юлман. Пирĕн килтен 100 метртах клуб пурччĕ. Эпĕ кĕçĕн класра унта вĕрентĕм. Манран икĕ çул кĕçĕнрех шăллăм вара Чатукассине утатчĕ. Тăваттăмĕш класа эпĕ те унтах кайрăм. Ача нумайччĕ çав — пĕр ӳсĕмрисемех виçĕ класс вĕренеттĕмĕр. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пионера илни те асăмрах. Шупуç вăрманне таврара вырнаçнă темиçе шкул та пухăнчĕ. Эпир те 3-4 çухрăм параппан çапса утрăмăр. Пионера илсен отряд канашĕн председательне суйларĕç. Олег Кошевой ячĕллĕччĕ вăл. Каярах пирĕн дружина Володя Дубинин ячĕпе хисепленчĕ», — шкул çулĕсене аса илет çак дружинăра темиçе çул председатель пулнăскер. Сăмах май, çак дружина районти Хисеп кĕнекине те кĕнĕ. Пур çĕрте те малтисен йышĕнче пулма, ыттисене пулăшма, тĕрлĕ ĕç йĕркелеме çамрăкранах вĕренсе пынă Ренада Вениаминовна. Ĕмĕт чĕннипе Шкул хыççăн хастар та маттур хĕрача ĕçе вырнаçнă, çав вăхăтрах университетра каçхи уйрăмра филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Анчах та чĕлхе мар, урăххи илĕртнĕ ăна — юридици пĕлĕвĕ. Çак ĕмĕт Пулайкасси пикине Казахстана илсе çитернĕ. Справочник тăрăх юридици техникумĕ ăçта пуррине тишкернĕ вăл — çывăхра тупăнман, аякра кăна. Апла пулин те унта кирлĕ хутсене ăсатнă. Вĕренме йыхравлакан телеграмма килсен вара савăннипе куççульленнĕ те. Ашшĕпе амăшĕ те хĕрне инçе çула тухма чарман. «Аслисем пĕчĕкренех шаннă пире. Вуннăра килте пулмалла тенĕ тĕк — итленĕ эпир. Пире вăрçнине, хыттăн ятлаçнине пачах ас тумастăп. Эпир те атте-аннене хисепленĕ, вĕсен сăмахĕнчен иртмен. Паллах, ачине аякка кăларса янă чухне пăшăрханнă ĕнтĕ, анчах шаннă, укçа парса ямашкăн та хăраман. Ачисене вĕрентме тăрăшнă. Вун саккăрта пулнă эпĕ ун чухне. АлмаАтана Мускавран самолетпа вĕçмеллеччĕ. Билет çук теççĕ. Таçта хыçалта иккĕн калаçни хăлхана кĕчĕ: пĕри теприне кассăра кăштах укçа памалла тесе вĕрентет. Паспорт ăшне 10 тенкĕ хурса патăм. Хăрама та пĕлмен вĕт-ха эпĕ. Мана, чăн та, билет тупса пачĕç. Самолета кĕтĕм те — çурри пушă. Пурнăçăн тӳнтер енĕсем те пуррине çавăн чухне хам курса ĕнентĕм. Казахстанра пĕр ушкăнра 13 наци ачи вĕренеттĕмĕр. Хăшĕ-пĕри вырăсла пит чаплах та пĕлместчĕ. Политэкономи предметне хам та чухласах пĕтереймен пулĕ-ха ĕнтĕ, апла пулин те ман пата пыратчĕç те ăнлантарса пама ыйтатчĕç. Хирĕçлемен паллах. Студотрядпа практикăна куккурус пуçтарма та, сахăр кăшманĕ çумлама та, кăларма та кайнă. Кашни тăрăх хăйне май хитре. Казахстанри пек тӳпе вара эпĕ урăх ниçта та курман. Вăл кăн-кăвак. Пĕр пĕлĕт татки те çук. Çеçен хир çуркунне хĕп-хĕрлĕ мăкăнь чечекĕпе витĕнет. Мĕн тери илем! Тĕве уйрăм пăхсан пысăк-ха, чиперех те мар пек, йышпа чупнă чухне вара çак чĕр чунсем те илĕртеççĕ», — студент çулĕсенче те асра юлни темĕн чухлех хастар хĕрарăмăн. Унта та активист пулнă чăваш хĕрĕ. Профком председательне суйланă ăна. «Ушкăн çав тери вăйлăччĕ пирĕн. Çурри хĕрлĕ дипломпа тухрăмăр. Аслă пĕлӳ илмешкĕн Свердловска вĕренме яма направлени паратчĕç. Манăн питĕ киле таврăнас килнĕ пулĕ. Казахстанра та юлмарăм, малалла вĕренме те каймарăм», — тăсăлать сăмах çăмхи. <...>

Татьяна НАУМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.