Комментировать

7 Июн, 2023

Хресчен сасси 22 (2961) № 07.06.2023

Заявкăсене малалла йышăнаççĕ

Хальхи вăхăтра агропромышленноç комплексĕнче тăрăшакансем валли тĕрлĕ енлĕ 78 пулăшу пăхса хăварнă.

Иртнĕ çулхипе танлаштарсан вĕсен шучĕ улттă таран ÿснĕ. Кăçал çак тĕллевпе патшалăх бюджетĕнчен 5,1 миллиард тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенке аграрисем патне çитерес тĕлĕшпе пирĕн республика федерацин Атăлçи округĕсенчи ытти регион хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнать.

Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕ пирки ăнлантарас енĕпе Патăрьелсем малти ретре тăраççĕ. Чăваш Енĕн Ял хуçалăх министерствине ку тăрăхран субсиди илме пĕтĕмпе 103 заявка тăратнă. Хыççăнах Элĕк тата Хĕрлĕ Чутай округĕсем. Çав хушăрах пĕр заявка та тăратман муниципалитетсем те пур. Вăрнар, Куславкка, Комсомольски, Пăрачкав, Çĕрпÿ округĕсенчи хăй тĕллĕн ĕçлекенсем компенсаци илмешкĕн пĕр документ та тăратман. Заявкăсене пăхса тухнă хыççăн 30,2 миллион тенкĕ субсиди уйăрма йышăннă. Ялта пурăнакансене ытларах ĕне туянма уйăракан пулăшу интереслентерет иккен. 160 çын заявка тăратнă. Вĕсене 266 пăру туяннă тăкаксене саплаштарма 18,5 миллион тенкĕ куçарса парĕç. Унсăр пуçне ял хуçалăх техникине туянакансенчен, ĕне усракансенчен, хурт-хăмăр ĕрчетекенсенчен, качакапа сурăх тытакансенчен те заявкăсем килнĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви хăй тĕллĕн ĕçлекенсенчен субсиди илмешкĕн 501 заявка илнĕ. Вĕсенчен 276-шне ырланă, 135-ĕшне тÿрлетме каялла тавăрса панă, тĕрĕслевре – 75. Документсене йышăнас ĕç малалла пырать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Яла çĕклесси – пирĕн тĕп тĕллев

Красноармейски округĕнчи Яманак ялĕ Шупашкар хулинчен 48 çухрăмра вырнаçнă. Ку тăрăхри «Красное Сормово» хуçалăх пирки чылайăшĕ илтнĕ-тĕр. Коллективра паян 60 çын вăй хурать, вĕсенчен çурри ытла — çамрăксем. Чылайăшĕ студент вăхăтĕнчех кунта практикăра пулнă, хуçалăх кăмăла кайнăран ĕçлеме юлас текенсем те тупăннă.

«Ялта ĕçлесе пурăнма çамрăксен хăйсен шалти туртăм, кăмăл-туйăм пулмалла. Çамрăксем ялта ĕçлеме юлсан ял хуçалăхне кăна мар, яла та çĕклеме пултарăпăр», — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне «Красное Сормово» хуçалăх ертÿçи Святослав Иванов. Аякран ĕçлеме килекен специалистсене кунта укçапа та, пурăнмалли кĕтеспе те пулăшаççĕ. Акă, сăмахран, пĕлтĕр хуçалăх шучĕпе çамрăк мăшăр валли çурт çĕкленĕ. Часах вĕсем унта пурăнма куçĕç. Палăртнă вăхăта ĕçлесе татсассăн çурт мăшăрăн харпăрлăхне куçĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли общежити те пур.

26 çулти Владимир Кузьмин хуçалăхра пиллĕкмĕш çул тăрăшать. Кунта вăл салтакран килнĕ хыççăн вырнаçнă. Çĕр ĕçне ăна ашшĕ-амăшĕ ачаран хăнăхтарнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех йĕкĕт кашни çул йĕтем çинче тар тăкнă. Паянхи кун вăл хуçалăхри пур техникăпа та ĕçлеме пултарать: трактор-и, комбайн-и — алли пурин патне те пырать. Владимир Кузьминăн ашшĕ Валерий Михайлович та çак хуçалăхрах тĕп инженерта вăй хурать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Ял хуçалăхне аталантарассишĕн

Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евлалия Васильева çуралнăранпа август уйăхĕнче 100 çул çитет. Çак паллă пулăма халалласа Чăваш патшалăх аграри университетĕнче тĕлпулу иртрĕ.

Унта республикăри хуçалăх ертÿçисем, АПК ветеранĕсем, преподавательсемпе студентсем хутшăннă. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кун йышши ĕç паттăрĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине, вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пулас ăрăва паллаштарса тăмаллине каланă. «Ывăнма пĕлмен ĕçчен хĕрарăм, хăйĕн ĕçне чĕререн парăннă, умри тĕллевсем патне çирĕппĕн утнă, ял хуçалăхне аталантарассишĕн пĕтĕм вăя парса ĕçленĕ», — аса илчĕç Евлалия Васильева пирки залра пухăннисем. Евлалия Ивановна Муркаш районĕнчи Юнкă ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. 1945 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Алла диплом илсен икĕ çула яхăн Шупашкар районĕнчи «Путь Ленина» хуçалăхра агрономра ĕçленĕ. Унтан Елчĕк районĕнчи Ворошилов ячĕллĕ хуçалăха куçнă. Кунта вăл вун икĕ çул ытла вăй хунă. Палăртмалла: вăл ертсе пынипе колхозри çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмеллине, тăпра пулăхне тата культура уйрăмлăхĕсене кура удобренисемпе усă курассине ĕçе кĕртнĕ. Технологисене пăхăнни хуçалăха ял хуçалăх культурисен тухăçлăхне ÿстерме пулăшнă. «Колхоз Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравне çуллен хутшăннă, пĕрремĕшпе иккĕмĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Пирĕн делегаци кашнинчен тенĕ пекех çăмăл е йывăр тиевлĕ машинăпа таврăннă. Хуçалăх лайăх тупăш кÿрекен тĕш тырă, нумай çул ÿсекен курăк, çĕр улми, пахча çимĕç, выльăх апачĕлĕх кăшман вăрлăхне туса илсе сутнă. Кантăр питĕ пысăк услам кÿретчĕ, пĕри – маларах, тепри каярах пулакан виçĕ-тăватă сорт туянса акаттăмăр. Ун чухне кантăра вырса çапмалли шанчăклă техника пулман, ăна алăпа пухса, тылăпа тылласа сÿс тунă. Агрономи кабинечĕпе лаборатори пулнă, унта вăрлăхпа тăпра пахалăхне, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсемпе выльăх апатне тĕпчеме тĕслĕх илмелли оборудовани вырнаçтарнă, метеорологи пункчĕ ĕçлетчĕ. Ятарласа уйăрнă лаптăксенче культурăсене сăнаттăмăр. Парти обкомĕ тата Министрсен Канашĕ колхоз никĕсĕнче çитĕнÿсемпе паллаштаракан хуçалăх туса хума йышăнчĕ. Унăн паха опычĕпе район, республика шайĕнче йĕркеленĕ семинарта е пуху-канашлура паллаштарнă, делегацисем пирĕн пата тĕрлĕ хуçалăхран ятарласа килсе курнă. «Победăра» ĕçленĕ çулсенче колхозниксен пурнăçне лайăхлатма май килчĕ, ĕçе механизацилерĕмĕр, çынсем улăм витнĕ пÿртсенчен шăвăç тăрăллисене пурăнма куçрĕç, социаллă пурнăçпа культура об±екчĕсем хăпартрăмăр…» — аса илĕвĕнче палăртнă Евлалия Ивановна, 1950-1963 çулсенче «Победăн» тĕп агрономĕнче вăй хунăскер. Шăпах çак вăхăтра Елчĕкпе Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи «Победа» тата А.Г. Николаев ячĕллĕ колхозсене 1942-1977 çулсенче ертсе пынă Василий Зайцевпа паллашнă. «Çут çанталăк панă, тĕлĕнмелле пултаруллă, çĕр ĕçне питĕ лайăх пĕлнĕ çынпа юнашар вăй хума пÿрнĕшĕн шăпама тав тăватăп», — тенĕ вăл. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.