Комментировать

2 Июн, 2023

Хыпар 59-60 (28087-28088) №№ 02.06.2023

Улькка ЭЛЬМЕН: Сăнарсем туртса кĕрсе каяççĕ, хама та итлемеççĕ

«Писательсен союзĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ май тĕрлĕ мероприяти, тĕлпулусем ирттеретпĕр, писательсен рейдне тухатпăр. Пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă çыравçăсен çуралнă тăрăхĕсенче пултăмăр. Шкулсене тухса çÿретпĕр, союз çинчен каласа кăтартатпăр. Ĕç кăсăклă та, канăçсăр та. Канмалли кунсенче те ялан ĕçлĕ пулмалла», — терĕ ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ, çыравçă, Иван Ивник, Анатолий Емельянов ячĕллĕ литература премийĕсен лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ольга Куликова [Улькка Эльмен]. Вулакансене Ольга Геннадьевнăн сăн ÿкерчĕкĕсен альбомĕнчен хăшĕ-пĕринпе паллаштарар.

АЧАЛĂХ. Вăрнар районĕнчи Авшак Эльмен ялĕнче çитĕнтĕм. Хама виççĕре астума пуçларăм /сăн ÿкерчĕкре шăпах 3-ре/. Çемьере пилĕк ачаччĕ. Эпĕ вуннăра чухне анне çĕре кĕчĕ. Виççĕн тăрса юлтăмăр — 13-ри аппа, эпĕ тата атте. Вăл вăрçă инваличĕ пулнă. Аслисем ÿссе килтен тухса кайнăччĕ. Аннесĕр тăрса юлсан çулталăкран ĕнене сутрăмăр, пăхма йывăрччĕ. Ярмушкари шкулта вĕреннĕ чухне «Ăраскал» радиокăларăма çыру вĕçтернĕччĕ. Сăвă шăрçалаттăм. Район хаçатĕнче пичетленнĕччĕ. Ытларах чухне кун кĕнекине çырса пыраттăм. Çынсене сăнама кăмăллаттăм. Хăшĕ-пĕрин тыткаларăшĕ килĕшмесен шухăша унта куçараттăм. Хутпа, ручкăпа «калаçаттăм». Ялта ĕçлемесĕр пурăнма çук. Ача чухнех фермăра ĕне сурăм, пăру пăхрăм, хирте утă çултăм. Ачалăхри юлташсемпе халĕ те хутшăнатпăр, тĕл пулатпăр. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


«Ăслă туяна» пĕр çул хатĕрленĕ

Шупашкарти 49-мĕш шкулта вĕренекен Александр Герасимов нумаях пулмасть Пĕтĕм Раççейри «Пысăк чĕнÿсем» конкурсра призерсен йышне кĕнĕ. «Çĕнтерÿçĕ пулма 2 балл çеç çитмерĕ. Мĕн тери кÿренмелле», — куляннине пытармарĕ вăл. Çапах çакнашкал пысăк та сумлă конкурсра призер пулни те капашсăр çитĕнÿ вĕт.

Япăх куракансемшĕн кулянать

Пултарулăх ăмăртăвĕнче çĕршыври темĕн те пĕр шухăшласа кăларма пултаракан ăслă ачасем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарнă. «Чи малтанах шухăш çуралчĕ. Унтан вăл аталанса пычĕ, вара проекта çаврăнчĕ», — каласа кăтартрĕ Саша. Конкурса вăл шкулти технологи вĕрентекенĕ Валерий Кудряшов сĕннĕ темăпа хутшăннă. — Манăн шухăшпа, питĕ усăллă проект суйларăм — япăх куракансем валли хулара çÿреме хатĕрленĕ навигаци. Туя ĕнтĕ вăл, анчах ахальли мар. Пирĕн патра япăх куракансем валли инфратытăм хавшакрах. 49-мĕш шкултан инçех мар япăх куракансен интернат шкулĕ вырнаçнă. Çавăнпа эпĕ вĕсене куркалатăп. «Ăслă туя» хатĕрлесси çавăнтан пуçланчĕ те. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Раççейре ун пеккине кăлармаççĕ. Аякран илсе килсен те вĕсем питĕ хаклă, эпĕ вара йÿнĕрех тума май тупрăм. Унта датчиксем вырнаçтартăм. Çавăнпа çул çинче чăрмавсем пулассине туйма май пур. Чăрмав мĕн чухлĕ пысăкрах, туя çавăн чухлĕ вăйлăрах чĕтренет тата сасси те хытăрах янăрать. Çак ĕçре мана хамăн наставник тата пирĕн шкултан вĕренсе тухнă Алексей пулăшрĕç. Манăн анне те айккинче юлмарĕ, — пĕлтерчĕ Саша. Сăмах май, Ольга Валерьевна 49-мĕш шкулта обществознани, истори, право вĕрентет. «Ăслă туя» хатĕрлеме маттур шкул ачи пĕлтĕр, 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне, пуçланă. Çулталăка яхăн çак проекта лайăхлатассишĕн ĕçленĕ. «Туяна» тĕрĕслеттерме япăх куракансен интернат шкулне çÿренĕ. — Паллах, ку инновациллĕ производство мар, анчах хакĕ енчен чылай лайăхрах, нумай тăкакланмалла пулмарĕ, — терĕ Саша. Унăн ĕçĕпе паллашнă хыççăн интернат шкулта çамрăк гени патне пырса «ăслă туя» хатĕрлесе пама ыйтакансем пулнă. Анчах ку хăвăрт пулакан ĕç мар, çавăнпа каччă килĕшме тăхтанă. Çапах çакнашкал хатĕр ăсталас енĕпе вăл малалла ĕçлес тĕллевсем пуррине палăртрĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА

♦   ♦   


Халăха пĕрлештерекен уяв

«Питравран куккук авăтма пăрахать», «Куккук пырне сыр ларнă», — теççĕ халăхра. Çав вăхăтрах Питрав [утă уйăхĕн 12-мĕшĕ] çитсен çур çу иртнĕ теççĕ. Ĕлĕк чăваш хĕрĕсем Çимĕкрен вăййа тухма тытăннă, Питравра вара ăна ирттерме чарăннă.

«Пирĕн тăрăхра та, Елчĕк тăрăхĕнчи Çирĕклĕ Шăхальте, хĕрсем Çимĕкре вăйă калама /вăйă юррисене шăрантарнине çапла палăртаççĕ вĕсем. – Авт./ пуçланă. Вăйă вырăнĕсем пур. Çамрăксем хĕреслĕ урамсенче, тăкăрлăксенче пухăннă. Халĕ те çав йĕркене пăхăнма çĕнĕрен тытăнтăмăр. Ĕлĕкрех чухне Питравра вăйă ирттерме пăрахнă. Питравра «çур кун — çулла, çур кун — кĕркунне» тенĕ. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: авал чăваш халăхĕ пĕтĕмпех çут çанталăкпа çыхăнтарнă. Тарăн философи, мифологи пытаннă унта. Пирĕн халăхăн ăс-хакăлĕ çав тери пуян.

Эпир, Çирĕклĕ Шăхальсем, халĕ çулсеренех вăййа тухатпăр. Питравра юрлатпăр, ташлатпăр, халăхпа пĕрле савăнатпăр. Çамрăксем, паллах, тухасшăнах мар. Аслăраххисем пуçтарăнатпăр, çапах çамрăк ăрăва та явăçтарма тăрăшатпăр. Эпĕ яла куçса килнĕренпе кăçал вунă çул çитрĕ. Малтан хулара пурăнтăм. Аттепе анне ку тĕнчерен уйрăлсан тăван кил вучахне сÿнтерес мар терĕм. Хапха çине çăра çакни, тем тесен те, илемсĕр, килĕшÿсĕр. Пура илсе йывăçран ÿнер лаççи хăпартрăм. Унта ĕлĕкхи ăпăр-тапăр упранать. Вăл маншăн — музей. Тĕпĕ-йĕрĕпе калас тăк, Çирĕклĕ Шăхальсем 25 çул вăййа тухман. 2019 çулта вара виççĕн-тăваттăн пухăнса вăйă пăрахнă вырăна, Кивçурт теççĕ ăна, пуçтарăнтăмăр. Ял пуçланнă вырăн вăл. Унта, ваттисем каласа хăварнă тăрăх, 15 çурт ларнă. Каярахпа вĕсем çав вырăнтан çырма урлă тепĕр енне куçнă. Мĕншĕн тесен унта çăл куç тапса тăрать. Халĕ çав çăл куç патне купель лартнă, пластик пăрăх хунă. Мана, паллах, ун пек туни килĕшмест. Хамăн шухăша пĕлтерсен хăшĕ-пĕри кăмăлсăр та пулнăччĕ. Тÿпе айĕнчи музей вăл. Ăна мĕн тума пăсмалла?» — шухăш-кăмăлне палăртрĕ чăвашлăх темипе ĕçлекен ирĕклĕ ÿнерçĕ Валерий Краснов. Вăл Ирĕк Килтĕш хушма ят илнĕ. Валерий Алексеевич — Раççей ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ. Вăл каланă тăрăх, Питравра Çирĕклĕ Шăхальсем, ытти чăваш ялĕсенчи пекех, мĕн ĕлĕкрен така пуснă, сăра вĕретнĕ, чăкăт пĕçернĕ. Çак йăласене халĕ те тытса пыма тăрăшаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Шăпчăк сассиллĕ Кĕлчечек

«Роза Степанова юрлакан юрăсем чуна пырса тивеççĕ», «Шăпчăк евĕрлĕ сассине итлес те итлес килет», — теççĕ ун пирки.

— Роза Витальевна, çакăн пек каланине хăвăр та илтнĕ ĕнтĕ. Юрлас пултарулăх ăçтан вăй илсе аталаннă?

— Эпĕ мĕн пĕчĕкрен çав ăсталăха курса, пултарулăх тĕнчин сывлăшĕпе сывласа çитĕннĕ. Шупашкар районĕнчи Шемшер ялĕнче Ильинсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Анне Клавдия Ивановна та, атте Виталий Ильич та, вĕсен çывăх çыннисемпе тăванĕсем те юрра-ташша юратнă. Аннесем 11-ĕн пĕртăван пулнă. Анчах пĕри 6 çултах вилнĕ. Асли вăрçăран таврăнайман. Тăххăрăшĕ çемьеллĕ пулнă. Пурте юрланă. Асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Беларуçра пуç хунă. Унăн вил тăприне 2012 çулта шыраса тупрăм. Аттен пĕртăванĕсем — виççĕн. Нина акка питĕ хитре юрлатчĕ. Вăл йăмăкне музыка енĕпе вĕренме те сĕннĕ. Анчах Римма акка, вăтаннипе-ши, кайман. Кайран çакăншăн хăйне вăрçатчĕ. Иксĕмĕр тĕл пулсан ялан пĕрле юрлаттăмăр. «Роза, санпа питĕ юрлас килет», — тетчĕ. Успени уявĕнче, çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче, кукаçипе кукамай патĕнче мĕн пур тăван пухăнатчĕ. Çав уяв саманчĕсем халĕ те куç умĕнчех. Куккасем, аннен йăмăкĕ купăс, баян, аккордеон калатчĕç. Вĕсем варринче тăратчĕç, ыттисем тавралла пĕр-пĕрне пилĕкрен тытса кăшăл тăватчĕç. Эх, юрлатчĕç вара! Çав ăсталăх юнпа та куçнă пуль ĕнтĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче спектакльсенче вылянă, пĕр концертран та юлман. Юрă урокĕсен вĕрентекенĕсем яланах ман валли çĕнĕрен те çĕнĕ юрă суйлатчĕç. Савăнсах юрлаттăм. Шкул пĕтерсе хулана килсен пĕлтерÿ асăрхарăм. Профтехвĕрентĕвĕн «Асамат» юрăпа ташă ансамблĕнче юрлама çамрăксене чĕнеççĕ. Çавăнта кайрăм, юрлама пуçларăм. Пĕррехинче Николай Эривановăн «Сăрнай» ушкăнĕ кукамайсен ялне Успение пынă. Вĕсем юрланине илтрĕм те... Хыççăнах Çĕнĕ Шупашкарти химиксен культура керменне çул тытрăм. Паллашса унта çÿреме пуçларăм. Эпир вунă хĕрарăм тăватă сасăпа юрлаттăмăр. Питĕ килĕшетчĕ. Юрă — манăн тĕнче.

— Сцена çине пĕччен тухас шухăш тата хăçан çуралчĕ?

— Николай Карлин композитор Николай Эривановпа питĕ туслăччĕ, Николай Лазаревич патне час-часах пырса çÿретчĕ. Вăл мана: «Роза, санăн пĕччен юрламалла», — тесе темиçе хут та каланă. Юлашкинчен çапах ушкăнран туртса кăларчĕ. Хăйĕн юррисене мана сĕнме пуçларĕ. Эпĕ унăн нумай юррине пĕрремĕш юрланă. «Ăçта-ши çав çуркунне?», «Çичĕ чÿрече», «Пулăпăр-ха пĕрле», «Чечексем»... Халĕ пурне те астуса та çитерейместĕп. Тутар Республикинчи Çĕнĕ Йĕлмелте, Порфирий Афанасьев поэтăн тăван ялĕнче, сцена çине пуçласа пĕччен тухрăм. Ун хыççăн вара сăвăçсемпе, композиторсемпе, аранжировщиксемпе паллашма тытăнтăм. Юрий Сементер поэтпа акă ĕнтĕ 20 çул ытла туслă çыхăну тытатпăр. Унăн сăввисемпе хайланă юрă манăн питĕ нумай. «Мĕнле юрă кирлĕ — тепĕр кунах çырса паратăп», — тет вăл. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   


Мускав каччи хĕр шыраса Пушкăртстана çитнĕ

Кашниех шăпа пÿрнĕ çынпа çемье çавăрма ĕмĕтленет. Ăна тĕл пулнине вара чун хăех систерет. Апла тăк шалти сасса итлеме тата кĕтме пĕлмелле. «Сана пурнăçра ăннă», — пĕлĕшсем çапла калаççĕ мана. «Эпĕ юратнă çынпа пĕр çулпа утма тивĕçлĕ», — тетĕп», — палăртрĕ Мускавра пурăнакан Татьяна Болконская. Илĕртÿллĕ те пултаруллă хĕре Чăваш Енре те, Пушкăртстанра та куç хывакан пайтах пулнă. Çемье çавăрма та ыйтнă. Анчах чĕрере юрату кăвайчĕ чĕртеймен çынпа телей тупма пулать-и вара?

Чыславра ташланă

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче журналиста вĕренсе тухсан çуралнă тăрăхне, Пушкăртстана, таврăннă вăл. Республикăри радиора, телекуравра ĕçленĕ. Чăвашсем çинчен уйрăм кăларăмсем хатĕрленĕ. Унтан ытти халăх кун-çулĕ, йăли-йĕрки, культури çинчен каласа кăтартнă. Çавăншăн итлекенсенчен, куракансенчен тав сăмахĕ нумай илтнĕ.

«Манăн ĕçе çĕршыв шайĕнче пысăк хак панине курас-туяс килчĕ. Урăхла каласан, Пĕтĕм Раççейри конкурсра статуэткăна тивĕçмешкĕн ĕмĕтленеттĕм. Çакă маншăн чи сумлă награда вырăнĕнче пулнă. 2009 çулта «Этномир» радиокăларăмпа «СМИротворец» конкурса хутшăнтăм. Темиçе тапхăр витĕр тухсан йĕркелÿçĕсем Мускава чыслава чĕнчĕç. Çĕнтерÿçĕсен йышне кĕни паллă, анчах миçемĕш вырăна тухнине вăрттăнлăхра тытаççĕ. Ун чухне виççĕмĕшĕнчен çÿлерех хăпарасси хама та иккĕлентерчĕ. Темĕнле пулсан та чи-чисен йышне кĕрес шанăç çухалать-и вара? Кĕтнĕ самант çитсен уйрăм номинаципе телекуравра ĕçлекенсене чи малтан чĕнсе кăларчĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă журналист валли кăна статуэтка хатĕрленине тÿрех куртăм. Ыттисене памаççĕ… Кăмăл пăсăлнине кура хам сисмесĕрех шухăш авăрне путрăм. Çав вăхăтра радио ĕçченĕсене наградăлама пуçланă. Манăн хушамата икĕ-виçĕ хутчен каланă. Такам тĕксен тин тăна кĕтĕм. «Эсĕ Пушкăртстанран вĕт. Сана чĕнеççĕ», — тăрăшсах ăнлантарчĕç мана. Пĕрремĕш вырăн йышăннине, тахçанхи ĕмĕт пурнăçланнине тавçăрсан савăннипе ташша ятăм. Чăнах, университетра пĕрле вĕреннĕ юлташ та çирĕплетме пултарать. Вăл залра хыçалти ретре ларатчĕ. Ăна хамах чĕннĕччĕ. Чупнă çĕртех ташласа, йăл кулса сцена çине хăпартăм», — аса илчĕ чăваш пики. Тÿпене çити хăпартакан çав хавхалану çулсем иртсен те вăй панине никам та хирĕçлеймĕ.

«Орнамент» телекăларăмсем кĕске фильм майлă пулса тухнине палăртрĕ вăл. Ĕç ушкăнĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитнĕ. Куракансене таврари чи интереслĕ çынсемпе паллаштарнă.

Экономика лару-тăрăвĕ улшăннăран организаци хăйĕн ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртнине кура хыпарсен кăларăмне вырнаçма шухăш тытнă вăл. Пĕрле нумай çул ĕçлекенсенчен пĕри вара ăнăçу сунас вырăнне «пултараймастăн» теме пăхнă. Хăйĕн вăйне ĕненекен çынна тытса чарайăн-и? Хыпарсен кăларăмĕ те шăл çемми пулнă уншăн. Тăрăшсан пур чăрмава та çĕнтерме пултарнине çирĕплетет унăн тĕслĕхĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.