ОМС тытăмĕн цифра трансформацийĕ
Тĕллев – управлени тухăçлăхне ÿстересси
Раççей Федерацийĕн Правительстви хатĕрленĕ экономикăна çĕклемелли ĕçсен планĕпе килĕшӳллĕн обязательнăй медицина страхованийĕн тытăмĕн [ОМС] тата медицина организацийĕсен финанс çирĕплĕхне тивĕçтерес тĕллевпе 2020 çулта ОМС сферин цифра трансформацийĕ вăй илчĕ.
Хальхи йышши информатизаци хатĕрĕсемпе усă курни ОМС тытăмĕн ĕç-хĕлне кăна мар, сывлăх сыхлав отрасльне пĕтĕмĕшле витĕм кӳрет. Федерацин ОМС фончĕ сывлăх сыхлавĕн цифра трансформацийĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме хастар хутшăнать. Модернизаци тĕллевĕсем пысăк та анлă, йышăну питĕ вăхăтлă. ОМС фончĕн мĕн пур тĕп тытăмĕ пĕрлешсе «Гостех» цифра платформи çине куçĕ.
Информаци уçлăхĕн аталанăвĕнче пысăк çитĕнӳ тăвас, çавăн пекех отрасль управленине вăйлатас тени сывлăх сыхлавĕн мĕн пур тытăмĕн, ăна пăхăнса тăракан органсемпе учрежденисен кăна мар, пĕрлехи информаци базине туса хунипе çыхăннă.
Анлă цифра трансформацийĕ — импорта ылмаштарассипе, информаци хăрушсăрлăхĕпе, Раççей ОМС тытăмĕн пĕрлехи информаци платформин шанчăклăхне ӳстерессипе, ытти ведомство хатĕрленĕ сервиссемпе усă курассине вăйлатассипе çыхăннă кулленхи ыйтусене татса памалли çĕнĕ мел. «Гостех» платформăра страхланă çынсен пĕрлехи регистрĕ, медицина пулăшăвĕн персонификаци учечĕн пĕрлехи тытăмĕ, цифра медицинин профилĕ, федераци управĕнчи даннăйсен интеллектуаллă цифра сервисĕсем ĕçлĕç.
2022 çулта регионсенчи даннăйсен базисене Страхланă çынсен пĕрлехи регистрне кĕртнĕ. Системăра хальхи вăхăтра 144,5 миллион çыннăн даннăйĕ упранать. Вĕсен шучĕ 200 миллиона çитмелле. Базăна системăлас ĕçе Чăваш Республикинчи ОМС фончĕ те хутшăннă.
2022 çулта ОМС фончĕ Раççей Федерацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствипе пĕрле «Госуслуги» порталта страхланă граждансен çĕнĕ сервисне ĕçлеттерсе янă. Портал улшăнусем кĕртнĕ хыççăн çĕнĕ çичĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшу ĕçĕсемпе пуянланнă. Халĕ граждансем хăйсем тĕллĕн пĕр кунра цифра полисĕ илме, страхлакан компание е медицина организацине суйлама пултараççĕ.
«Гостех» платформăра страхланă çынсен цифра медицина профильне ĕçе кĕртнĕ. Халĕ гражданин сывлăхĕпе çыхăннă мĕн пур информаци пĕр вырăнта упранать. Цифра медицина профилĕ — медицина тытăмĕнчи даннăйсен федераци шайĕнчи управĕ. Ăна йĕркелени аналитика валли анлă майсем уçать.
Федераци шайĕнче Цифра медицина профилĕнчи даннăйсемпе управлени йышăнăвĕсем тума, суб±ектсенчи медицина организацийĕсем медицина пулăшăвĕ пама усă курĕç. Чăваш Республикинчи ОМС фончĕн представителĕсем — тĕрĕслев ĕçне тата медицина пулăшăвĕн пахалăхĕн экспертизине тухăçлă йĕркелеме, тухтăрсем — вилĕм хăрушлăхĕ пуррине палăртма, профилактика тата скрининг тума, пациентсем сиплев тĕлĕшпе консультаци илме пултарĕç.
ОМС тытăмĕн анлă цифра трасформацийĕ сывлăх сыхлавĕн тĕп ыйтăвне — граждансен сывлăхне упрассине — татса пама май парĕ.
Ульяна ПЧЕЛКИНА, ОМСăн Чăваш Енри фончĕн ĕçченĕ