Çамрăксен хаçачĕ 21 (6471) № 01.06.2023
Мотоцикл туянас вырăнне салтаксене пулăшнă
Денис Егоров çĕршыва юрăхлă каччă пуласшăн. Ахальтен мар вăл кадет формине тăхăнса çÿрет, пуласлăхне те çынсене çăлассипе çыхăнтарасшăн. Пысăк чунлă йĕкĕт ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма май тупать. Çав вăхăтрах ăна сцена та илĕртет.
Ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче лармасть
— Денис, кăçал эсĕ шкулпа сыв пуллашатăн. Умра — экзаменсем. Хăвăн чи çутă ĕмĕтӳ — МЧС ĕçченĕ пулас килни — пирки пĕлтертĕн. Ку професси мĕнпе килĕшет?
— Ку — питĕ пархатарлă ĕç. Çынсене инкекре пулăшас, çăлас, пушар сӳнтерес килет. 8-мĕшне куçсан кадет класĕнче вĕренме тытăнтăм. Ун пекки пирĕн шкулта пĕрре кăна. Кăçал 9-мĕш класс пĕтертĕм, Шупашкара вĕренме каясшăн. Пĕлӳ çуртне кашни кун формăпа çӳрерĕм. Тунтикуна Тăван çĕршыв гимнне итленинчен пуçлаттăмăр, стройпа утаттăмăр. Эпĕ спортпа питĕ туслă. Çакă мана хама килĕшекен профессие алла илме пулăшасса шанатăп. Кашни кун турникрен туртăнатăп. Çулла — футболла, хĕлле хоккейла выляма кăмăллатăп, йĕлтĕрпе ярăнатăп. Ялта хоккейла лайăх вылякансене пухса команда йĕркелетпĕр. Ăмăртусене те пĕрре мар хутшăннă. Грамота та сахал мар. Анчах, манăн шухăшпа, çĕнтернинчен ăмăртăва хутшăнни пĕлтерĕшлĕрех. Лайăх вĕренме тăрăшаттăм. Мана уйрăмах ОБЖ, истори, географи, биологи, информатика предмечĕсем килĕшетчĕç.
— Эсĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ пĕрре мар ăсатнă. Ку шухăш мĕнле çуралчĕ?
— Елчĕк тăрăхĕнчи Илья Григорьев пирĕн ентешсем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатать. Вăл маншăн тĕслĕх пулса тăчĕ. Ку ĕçе эпĕ те явăçма шухăшларăм, салтаксене питĕ пулăшас килчĕ. Пирĕн шкултан вĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ яркаланă. Сăмахран, маскировка сеткине хатĕрлесе ăсатнă, çыру сахал мар çырнă. Эпĕ хамран пулăшу пултăр тесе мотоцикл туянма пухнă укçана уйăртăм. Кăçалхи хĕлле отопитель туянтăм та «Ахмат» отряд валли парса ятăм. Ăна ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăннă ентеш урлă ăсатрăм. Курупка çине хам ăçтан пулнине çыртăм, телефон номерне те палăртрăм. Салтаксенчен шăнкăрав кĕтрĕм. Кайран хамăр республикăра туса кăларакан лимонада, 26 упаковка, парса ятăм. Эпĕ салтаксене пулăшни çинчен пĕлсен ман пирки телевиденипе те кăтартрĕç, хаçатсенче те çырчĕç.
— Отопитель те, лимонад та туянма укçа кирлĕ.
— Хам ĕçлесе илетĕп. Эпĕ интернет-лавкка тытса тăратăп. Унта арçынсене ĕçлеме кирлĕ мĕн пур хатĕре — шуроповертран пуçласа бензопăчкă таран — халăха сĕнетĕп. Районта пурăнакансем кăна мар, ют тăрăхрисем те туянаççĕ. Сăмахран, Тутарстанран та, Чулхуларан та, Ухтаран та илме килчĕç. Саккас паракан çын хамăр республикăри урăх округра пурăнать тĕк вырăна килсе пама та пултаратпăр. Почта урлă ăсатма та май пур. Блогерсемпе çыхăнса ĕçлетĕп. Вĕсем урлă интернетлавккана рекламăлатăп. Поставщикрен туяннă тавара, конкурентсемпе танлаштарсан, йӳнĕрехпе сутатăп. Çапла çынсене илĕртетĕп. Атте-анне ĕнси çинче лармастăп, хам валли укçа çителĕклĕ ĕçлесе илетĕп. Ку ĕçе аттепе 2 çул каялла пуçарса ятăм. Эпĕ сĕнекен таварсемпе «Контактри» «Инструмент 21» ушкăнра та паллашма пулать.
— Вăл строитель пуль-ха?
— Атте Андрей Валерьевич — фермер. Пирĕн хуçалăх пысăк. 15 вăкăр усратпăр, 2 лаша, ĕне тытатпăр. Хăй вăхăтĕнче сурăх та пулнă. Анне Майя Валерьяновна суту-илӳ енĕпе ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕхе çемйипех пăхатпăр. Шкултан килсен киле панă ĕçсене тăватăп та аттене пулăшма васкатăп. Халĕ ĕçĕ йывăрах мар: тислĕке алăпа тиеместпĕр, пирĕншĕн çакна погрузчик пурнăçлать. Шывне моторпа уçлатпăр. Выльăха тăрантарма утă нумай кирлĕ. Ăна 12 гектар çĕр çинче туса илетпĕр. Килте пахча ĕçĕсене тума пĕтĕм техника пур. Сăмах май, хам та тĕрлĕ транспорта алла илтĕм. Асатте — машинăпа, атте тракторпа çӳреме вĕрентрĕ. Мотоцикла хамах парăнтартăм. Манăн квадроцикл та пурччĕ — ăна хĕресне атте парнеленĕччĕ. Эпир питĕ илемлĕ вырăнта — Шăмăршă тăрăхĕнчи Васанта — пурăнатпăр. Манăн асатте Валерий Петрович — ЧР тава тивĕçлĕ лесовочĕ. Вăл пурнăçне вăрман ĕçне халалланă, халĕ те ĕçлет. Вăрман пирĕнтен 3 километрта кăна вырнаçнă. Унта асаттепе мĕн пĕчĕкрен çӳренĕ эпĕ. Вăл мана çырла-кăмпана, тĕрлĕ ӳсен-тăрана уйăрма вĕрентрĕ. Унпа пĕрле çӳренĕ вăхăтра мĕнле кăна чĕр чуна курман-ши? Пĕрре çул урлă хир качаки чупса каçрĕ. Вăрмана çемйипех çӳреме кăмăллатпăр. Асанне Людмила Александровна — тивĕçлĕ канăва тухиччен бухгалтерта тăрăшнă. Аппа Юля Шупашкарта пурăнать, больницăра вăй хурать. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Чăваш ачисем Мускаври Акатуйра юрлĕç
Çак фестивале хутшăнакан ачасен Грецире, Китайра, Португалире, Грузире тата ытти патшалăхра сцена çинче юрласа курма май пур. «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурсра тĕрлĕ çулта çĕнтернĕ Анастасия Егоркинăн, Анна Андреевăн, Ксения Гришинăн, Анна Окликовăн хамăр çĕршыври кăна мар, чикĕ леш енчи пысăк залсенче те пултарулăхĕпе савăнтарма май килнĕ сăмахран. Чăвашра «ахахсене» тупас ĕç малалла пырать. Иртнĕ эрнере фестивалĕн гала-концерчĕ пирĕн республикăра кăçалхипе 19-мĕш хут иртрĕ. Унта хутшăннă пĕчĕк артистсенчен хăшĕ-пĕри çитес вăхăтра Мускава парăнтарĕ.
Иосиф Кобзонпа — пĕр сцена çинче «Чăваш Ен ахахĕсем» конкурс-фестивале пирĕн республикăра 2000 çулта пуçарнă. Ăна вăл вăхăтра Шупашкар районĕн администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ пулнă Маргарита Павлова йĕркелесе яма шутланă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Бреус усламçă пулăшма килĕшнĕ. Хăй вăхăтĕнче Сергей Николаевич, Тверь тăрăхĕнче çуралнă вырăс, пирĕн республикăна направленипе ĕçлеме килнĕ. Унтанпа унăн пурнăçĕ Чăваш Енпе тачă çыхăннă. — «Пĕр çын сурать — типсе ларать, халăх сурать — кӳлĕ пулать», — теççĕ. Сергей Николаевича чунран тав тăватăп. Вăл пирĕн ачасене аталантарма пулăшассине каласан питĕ савăннăччĕ. Çапла пирĕн конкурс республика кăна мар, Раççей шайне тухрĕ. Ачасем хамăрăн халăхăн пуян культурипе ытти çĕрте паллаштарма пултараççĕ. Фестивальте çĕнтернĕ хĕрачасем Иосиф Кобзонпа пĕр сцена çинче юрласа курчĕç. «Чăваш Ен ахахĕсем» — çĕр-çĕр шăпа историйĕ. Ачасем кайран пурнăçне искусствăпа, музыкăпа çыхăнтармаççĕ пулсан та фестивале хутшăнни вĕсен чĕринче яланлăхах çырăнса юлать, — палăртрĕ Маргарита Яковлевна. Малтанах фестиваль районта кăна иртнĕ пулсан кайран республика шайне тухнă. Юрă конкурсне тĕрлĕ муниципалитетри ачасем хутшăнма тытăннă. Çавăн хыççăн Сергей Бреус пултаруллă шăпăрлансене урăх регионсене, çĕршывсене илсе çӳреме тытăннă. Малтан ачасем паллă поэт, совет мультфильмĕсем валли чылай юрă çырнă Юрий Энтинăн пултарулăх центрĕ йĕркелекен проектсене хутшăнма пуçланă. Çак центрпа паянхи кун та тачă çыхăну тытаççĕ. Пĕлтĕр «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивальте палăрнă ачасем, сăмахран, çак центр йĕркеленĕ «Юрий Энтинăн интерактивлă ача-пăча музыка театрĕ» проекта хутшăннă, ятарлă курсра юрă-ташă ăстисемпе тĕл пулса пĕлĕвне тарăнлатнă, унтан Юрий Энтин çырнă сăвăлла юмахсем тăрăх лартнă спектакльсенче вылянă. Сăмах май, ку проекта культура пуçарулăхĕсен Президент фончĕ пулăшнипе пурнăçа кĕртнĕ. Çак центрăн директорĕ Константин Мулин пирĕн республикăна час-часах килет. Вăл — «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивалĕн кĕтнĕ хăни. — Эпир кунта чăваш ачисене «вăрлама» килетпĕр, — шӳтлесе калаçрĕ Константин Юрьевич. — Çак фестивале чи лайăх ачасене пухаççĕ. Эпир вара килетпĕр те вĕсенчен тĕлĕнсе пĕтерейместпĕр. Кайран çав ачасене малалла аталанма пулăшатпăр, хамăрăн проектсене хутшăнтаратпăр. Эпĕ — Мускавра çуралса ӳснĕ вырăс. Анчах Чăваш Ене яланах тулли кăмăлпа килетĕп. Мана уйрăмах Шупашкар тăрăхĕнчи Апаш килĕшет, вăл хăйĕн патне туртакан вырăн пулса тăчĕ. Кунта пулнă хыççăн ĕçлеме вăй-хăват тупăнать. Манăн килте чăваш ялавĕ те пур. Эпир чăваш ачисемпе Америкăна, Португалие, Грецие тата ытти çĕре кайнă чухне ăна яланах пĕрле илсе çӳренĕ. Çак шăпăрлансене пулăшса пыракан Сергей Бреус та пирĕншĕн чăваш пекех. Фестивале яланах шанăçпа килетпĕр, «Хамăр пата тата кама илсе каятпăрши?» — тетпĕр. Чăн та, пурте ахах. Чăваш ачисемшĕн Мускаври ача-пăча юррин «Солнышко» центрĕн ĕçченĕсем те çывăх пулса тăнă. Унăн директорĕ Эдуард Дмитриев Константин Мулинпа пĕрле чăваш ачисен пултарулăхне хаклама Шупашкара килнĕ. — Эпĕ Чăваш Республикинче — виççĕмĕш хут. Хама хăна пек мар, юлташ пек туятăп. «Чăваш Ен ахахĕсем» фестивале хутшăнакан ачасене халĕ сăнран кăна мар, ятран та пĕлетпĕр. Вĕсем эпир йĕркелекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ. «Чăваш Ен ахахĕсем юлташĕсене йыхравлаççĕ» фестивале пуçарасси пирки те сăмах пулчĕ. Çак шухăш пурнăçа кĕрессе шанатăп. Эпир ку енĕпе пулăшма хатĕр. Манăн шухăшпа, фестивальте хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарса çĕнтерекен ачасем пурнăçра çухалса каймаççĕ, вĕсем кайран çĕршыва усă кӳрĕç, — палăртрĕ Мускаври хăна. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Шел, анне шăрантарнă юрăсене вĕренсе юлаймарăм»
Светлана РЫБКИНА — Мускавра тĕпленнĕ чăваш хĕрарăмĕ. Вăл — педагог, психолог. Шупашкара килсен унпа тĕл пулса чуна уçса калаçса лартăмăр.
Çемьере — чи асли
— Светлана, калаçăва ачалăхран пуçлар пуль. — Красноармейски районĕнчи Пысăк Чуллă ялĕнче çуралнă. Эпĕ 5 çул тултариччен пирĕн çемье Иркутскра пурăннă. Эпĕ ку тĕнчене килсен пĕр уйăхран анне атте патне Çĕпĕре 7 талăк пуйăспа кайнă. Ун чухне атте комсомол путевкипе Иркутскра ĕçленĕ. Кайран Шупашкара таврăнтăмăр. Колхоз пасарĕ хыçĕнче «засыпушкăсем» пурччĕ. Çырма тĕпĕнчи шурлăхра чупса çӳреттĕмĕр. Сиксен аялтан шурă кăпăк тухатчĕ, çĕлен-калта, шапа нумайччĕ. Пĕрре те хăраман. Атте Çĕнĕ Шупашкарти культура çуртĕнче киномеханикре ĕçлеме пуçласан çав хулана пурăнма куçрăмăр. Вăл ятарласа Ленинградри культура институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Анне Шупашкарти 1-мĕш больницăри буфетра сутуçăра вăй хуратчĕ. Шупашкарта шăллăм Саша çут тĕнчене килчĕ. Çĕнĕ Шупашкарта вара Сергей çуралчĕ. Эпĕ çемьере — чи асли. Эпир 5 пĕртăван ӳсрĕмĕр. — Апла эсĕ аннӳне кĕçĕннисене пăхма пулăшнă? — Маншăн ача пăхасси пĕрре те йывăр пулман. Саша паян Читара пурăнать. Вăл авланнă, полковник. Шел те, шăллăм Сергей ку тĕнчере çук. Вăл чĕрепе аптăраса тусĕн куçĕ умĕнчех вилнĕ. Çамрăк мăшăрĕ тин çуралнă ачипе тăрса юлчĕ. Сергей шӳтлеме юрататчĕ. Каçхине ял халăхĕ пирĕн кил умĕнчи пĕренесем çине канма пухăнсан шăллăм вĕсене хырăм хытиччен, курăк çинче йăваланиччен култаратчĕ. Сергей вилсен анне виççĕмĕш шăллăма Славике яла чĕнсе илчĕ. Вăл аннене чылай çул пăхса пурăнчĕ. Çывăх çыннăма 6 çул каялла ĕмĕрлĕхех çухатрăмăр. Халĕ Славик Мускава вахта мелĕпе ĕçлеме çӳрет. Тĕп килтех пурăнать. Арăмĕ чирлесе вилчĕ. Пĕртăвансенчен чи кĕçенни — Марина. Вăл пирĕн — чи пултарулли, спортсменка, 2 хĕрпе 2 ывăл амăшĕ. Пĕр ывăлĕ Росгвардире ĕçлет, çар операцине икĕ хутчен кайса килчĕ. Маринăн та мăшăрĕ ку çĕр çинчен ир кайрĕ. — Атте-анне сăмахпа кăна мар, ĕçпе те вĕрентни паха… — Атте пирки каламалли нумай. Пуçламăш шкула Çĕнĕ Шупашкарта вĕренсе пĕтертĕм. Асатте вилсен яла куçрăмăр. Аттепе анне пысăк çурт лартрĕç. Пирĕн пӳрт музей пекехчĕ. Эпир çывăрма выртсан та атте ĕçлетчĕ. Пăчкă-мăлатук сассипе çывăрма выртса çав сасăпах вăранаттăмăр. Атте каннине астумастăп та. Вăрмана кăмпа татма çӳретчĕ, помидор-хăяр йӳçĕтетчĕ. Çамрăк чухне атте Вутлан ялĕнче киномеханикре вăй хунă. Клуба кино курма çӳрекен чиперука, аннене, тӳрех куç хывнă вăл. Вĕсем пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ. Шел, атте нумай пурăнаймарĕ, чирлесе çĕре кĕчĕ. Йывăç тӳнтернĕ вăхăтра пĕр турачĕ аллине амантнă. Çавăн хыççăн сусăрланса чире кайрĕ. — Кашни çыннăн ачалăхĕ мĕнле те пулин самантсемпе асра юлать. — 12-13 çулта чухне аннепе фермăна кайма тухрăмăр. Вăл дояркăра ĕçлетчĕ. Уй урлă 2 çухрăм каймаллаччĕ. Хир варринчен иртсен, ял патне çывхарнă чухне, пире 5-6 пысăк кĕрт йытти тапăнчĕ. Сырса илчĕç, хăрлатма пуçларĕç — малалла кайма памаççĕ. Хăра-хăра майĕпен утрăмăр. Анне курткине, фланель халатне хывса мана чĕркерĕ, хăй аялти кĕпе вĕççĕн кăна тăрса юлчĕ. «Света, йытăсем тапăнсан çĕр çине вырт та ан хускал», — терĕ. Мана ыталарĕ те пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн малалла утрăмăр. Пăч тĕттĕмччĕ, чӳк уйăхĕччĕ пуль ун чухне. Тăрук малта икĕ çын мĕлки курăнса кайрĕ. «Эй! Кам унта!» — тесе кăшкăрса ячĕ анне. Лешсем сасă пачĕç. Икĕ арçын çывхарчĕ, хăйсем — туяпа. Йытăсене хăваласа ячĕç. «Мелан, эсĕ мĕскер?» — тĕлĕнсе ыйтрĕç арçынсем. Анне кĕпе вĕççĕн кăна, сиксе чĕтрет, вĕсене курсан макăрсах ячĕ. Ăна халачĕпе курткине тăхăнтартрĕç те пире яла çити ăсатса ячĕç. Халĕ çакна аса илетĕп те çӳçенсе каятăп. Анне мĕн тери хăранă ĕнтĕ ун чухне! Эпĕ ача пулнă та ытлах ăнланман. Анне маншăн хăйĕн пурнăçне пама хатĕр пулнă вĕт. Халĕ те çакна аса илсен куççуль тухать. — Эсĕ юрлама юрататăн. Ку пултарулăх камран куçнă сана? — Эпĕ мĕн ачаран юрланă. Аннерен тĕслĕх илнĕ пуль çав. Вăл ялан юрлатчĕ. Туя ăна пуçлама шанатчĕç. Шел, анне шăрантарнă юрăсене вĕренсе юлаймарăм. Тĕрлĕ хулара пурăннăран эпĕ 10 çул тултариччен чăвашла калаçман. Яла куçса килсен çеç урамри, шкулти ачасемпе тăван чĕлхепе хутшăнма пуçларăм. Чăваш чĕлхине çине тăрса вĕрентĕм. 10-мĕш класс хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕмешкĕн хатĕрлентĕм. Общежитие вырнаçрăм. Улатăр пикисемпе пĕр пӳлĕме лекрĕм. Пирус туртакан, эрех ĕçекен, хăйсене çăмăлттай тытакан хĕрсене курсан шухăша улăштартăм. Паллакан хĕр мана пуçламăш классен вĕрентекенĕсене хатĕрлекен факультета заявлени пама сĕнчĕ. Документсене унта кайса патăм. Математикăпа экзамен тытма хатĕр пулманран пĕрремĕш çулхине вĕренме кĕреймерĕм. Хурланнипе куççуль тухрĕ. Пĕр çул шкул çумĕнчи интернатра вăй хума тиврĕ. Анне мана фермăра ĕçлеттересшĕнччĕ, атте вилсен хăйĕнпе пурăнтарасшăнччĕ. Ун çумĕнче çулталăк пурăнтăм та тепĕр çул çине тăрса хатĕрленсе института вĕренме кĕтĕм. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Митта Ваçлейĕ вырăс сăмахĕсемпе хутăш калаçнине илтмен»
«Манăн анне чăвашсен паллă поэчĕпе Митта Ваçлейĕпе пĕртăван. Вăл — унăн аппăшĕ. Вĕсем саккăрăн пулнă. Анчах кĕçĕнни Якку 14 çулта чухне чирлесе çĕре кĕнĕ. Шăпах ăна асăнса мана çапла ят панă», — хăйĕн сăмахне çапла пуçларĕ Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан Яков Степанов.
Ним айăпсăр — тĕрмене
Ултă ывăл та икĕ хĕр çитĕннĕ çемьерен виççĕшĕ паллă çыравçă /Ваçлей, Петĕр, Куля/ пулнине пĕлетпĕр. Аслă ывăлĕ Ваçлей ним айăпсăр тĕрмере 17 çул ларнă. Петĕре те 1941 çулта вăрçа яратпăр тесе илсе каяççĕ те Çĕпĕре ссылкăна ăсатаççĕ, вăл унтах вилнĕ. Ытти ывăлĕ, кĕçĕннисĕр пуçне, вăрçăра пуç хунă. Миттасен икĕ хĕрĕ çеç нумай пурăннă. Яков Степанов — шăпах аслă хĕрĕн Çинккан /Ефросинья/ ывăлĕ. Çинкка ял йĕкĕтнех качча тухнă. Мăшăрĕпе Михаил Степановпа 8 ача, 6 ывăл та 2 хĕр, çуратса ӳстернĕ. Вĕсем килĕшӳллĕ мăшăр, ялта хисеплĕ çемье пулнă. Степановсен мăн аслашшĕнчен пуçласа паянхи ăручченхи пур арçын та салтак тивĕçне пурнăçланă. Мăн аслашшĕ Хĕветĕр Микулай патша патĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. 45 çул тултарсан çеç яла таврăннă вăл. Салтака пĕр çул çуран кайнă, таврăннă чухне те çавăн чухлĕ утнă. Чăннипе, вăл чиркӳ кĕнеки çинче Çтаппан ятпа пулнă, анчах ялта ăна ĕмĕр тăршшĕпех Хĕветĕр салтак тесе чĕннĕ. Хĕсметрен таврăннă çĕре ватăлнă пулсан та çемье çавăрнă, йышлă ача-пăчаллă пулнă. Хĕветĕрĕн пĕтĕм ывăлĕ, мăнукĕ, кĕçĕн мăнукĕ салтак тивĕçне пурнăçланă, тĕнчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вăрçисене хутшăннă. Яков Степановăн ашшĕ, Михаил Федотович, Хĕветĕр салтакăн мăнукĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕрремĕш кунах кĕнĕ. Амансан госпитальте 9 уйăх выртнă, кун хыççăн 1947 çулччен Киров хулинче салтаксем валли пахча çимĕç ӳстерсе пурăннă. Хĕветĕр салтакăн кĕçĕн мăнукĕ Никита паянхи кун пирĕн çĕршыва нацистсенчен хӳтĕлет. Вăл Украинăри ятарлă çар операцине пĕрремĕш кунранпах хутшăнать. Вăл аманнă, сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă. Никита «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть ăна федераци телеканалĕпе кăтартрĕç. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Хусанти диплома илсен яла агрономра ĕçлеме таврăннă
Елчĕк тăрăхĕнчи Тип Тимешре тĕпленнĕ Виктор та, Екатерина та аслă шкулта вĕренсе диплом илнĕ. Вĕсем ялта пурăнсан та хăйсем валли тивĕçлĕ ĕç тупнă. Ӳркенмен çын пур çĕрте те çанă тавăрса тăрăшать çав. Виктор кӳршĕ Тăрăм ялĕнчи «Рассвет» ЯХПКра тĕп агрономра вăй хурать. Екатерина вара — Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентӳпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ.
Ашшĕнчен 6-ра юлнă Виктор шкулта аттестат илсен Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институчĕн Канашри филиалĕнче менеджера вĕреннĕ. Çав вăхăтра та чунĕ тăван тăрăхнех, ялаллах, туртнă. Диплом илсен вăл хулара хăйĕн профессийĕпе ĕç шыранă. Анчах пур çĕрте те çамрăка: «Опыт кирлĕ», — тенĕ. Çитменнине, менеджерпрофессинеилнĕспециалист нумай. Виктор тăван ялне таврăнма шутланă. Унта шăпах кӳршĕ ялти хуçалăхра агроном кирлĕ пулнă. «Ĕçлес кăмăл çук-и?» — тесе ыйтрĕç. Ку енĕпе вара манăн пĕлӳ çукчĕ. Çапах хама тĕрĕслесе пăхма сĕнчĕç. Ара, никам та агроном пулса çуралмасть вĕт. Паллах, чи малтан йывăртарахчĕ. Ялта ӳснĕрен ӳсен-тăран культурисене палланă-ха ĕнтĕ. Интернет пулăшрĕ. Ятарлă литература та вулаттăм. Хуçалăх ертӳçиЮрий Мясников профессийĕпе — агроном. «Эпĕ каланине тĕрĕс туса пырсан йăлтах йĕркеллĕ пулать», — тетчĕ. Вăл пулăшса пычĕ. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçе хăнăхрăм. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче ку хуçалăхра тăрăшма пуçланăранпа 15-мĕш çула кайрĕ», — ĕçлеме пуçланă тапхăра аса илчĕ Виктор. «Рассвет» хуçалăхра вăй хума пуçласанах вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине /халĕ — Чăваш патшалăх аграри университечĕ»/ куçăнмармайпа вĕренме кĕнĕ. Пурăна киле ăна тĕп агрономтивĕçĕсене шанса панă. Ялти йывăр ĕç Викторшăн пĕрре те ют мар. Вăл колхозниксен çемйинче çуралса ӳснĕ. Виçĕ ачаран — чи асли. Амăшĕ Лидия Вячеславовна вырăнти хуçалăхра бухгалтерэкономист, кассир пулнă. Ашшĕ Валерий Алексеевич 29 çулта чухне вилнĕ. «Анне 27-ре виçĕ ачапа тăрса юлнă. Эпĕ 6 çулта пулнă. Шăллăм Сергей аттерен — 5-ре, йăмăкăм Ольга çулталăкра юлнă. Аннене йывăр килнĕ ĕнтĕ. Çапах çынран юлман, пире çĕтĕк япаласемпе çӳретмен, ура çине тăратнă. Эпир пĕчĕк пулнă та, атте вилнĕшĕн хурланма пĕлмен пуль. Ӳссе пынăçемĕн вăл çуккинетуйма, уншăнтунсăхламапуçларăм. Атте пулманнипе пире, ачасене, ытларах ĕç лекнĕ паллах. Аннене пулăшаттăмăр. Эпĕ шыв йăтаттăм, шăллăм витерен тислĕк кăларатчĕ. Йăмăк кăмака хутатчĕ. Выльăх-чĕрлĕх сахал мар усранă: ĕне, сысна, сурăхсем… Çынран кая юлма тăрăшман. Эпĕ Хусанти аслă шкулта вĕреннĕрен шăллăм манран маларах салтака кайрĕ. Вăл таврăнчĕ те, 20 кунран мана çара илчĕç. Сергей çемйипе хулара ĕçлесе пурăнать. Ольга качча кайнă, çемйипе хулара тĕпленчĕ», — çемйипе паллаштарчĕ Виктор. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...