Комментировать

31 Мая, 2023

Фондăн тĕп çулĕ — тĕрĕслĕх, тимлĕх, хисеп

Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» патшалăх фончĕн филиалĕ уçăлчĕ.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас тĕллевлĕ фонда Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчи указĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Унăн филиалĕсем çĕршывăн кашни регионĕнче çу уйăхĕн 30, 31-мĕшĕсенче уçăлнă, çĕртмен 1-мĕшĕнчен граждансене йышăнма пуçлаççĕ.

Фондăн Чăваш Енри филиалĕ тĕп хулари Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта СВО ветеранĕсен ыйтăвĕсене «пĕр чӳрече» мелĕпе татса парĕç. Филиалта медицинăпа социаллă экспертиза специалисчĕсем, социаллă ĕçченсем, психологсем, юристсем ĕçлĕç. Çавăн пекех сусăрсене тата вĕсен тăванĕсене реабилитаци хатĕрĕсемпе усă курма, утса çӳрейми чирлисене пăхма вĕрентĕç, ветерансене ĕçе вырнаçма, вĕренсе çĕнĕ професси илме пулăшĕç, вĕсен куллен тĕл пулакан тĕрлĕ ыйтăвне татса парĕç. Центрта ачасем валли вылямалли пӳлĕм те пур.

Президент указĕ тухнăранпа икĕ уйăха яхăн кăна вăхăт иртрĕ. Кĕске çак тапхăрта çурта юсама, сĕтел-пукан, оборудовани туянма, çын нуши-тертне чĕре патне илсе пулăшма тăрăшакан специалистсене тупса шанчăклă команда йĕркелеме, палăртнă вăхăтра центра ĕçлеттерсе яма пултарнă. Ĕç-хĕл тухăçлăхне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та палăртрĕ.

«Çĕршыв Президенчĕн хушăвне туллин пурнăçларăмăр, — терĕ вăл. — Шел те, паянхи ăрăвăн неонацизмпа, фашизмпа тĕл пулма тӳр килчĕ. Хăйсене ытти халăхран мăнăрах шутлакансене Украина пулнă территорие пухнă. Вĕсен тĕллевĕ — çапăçусем, санкцисем, информаци вăрçи урлă Раççее, унăн суверенитетне тĕп тăвасси. Анчах та пирĕн çĕршыв парăнмарĕ, халăх вăй-хала пĕрлештерсе хирĕç çĕкленчĕ, çирĕппĕн малалла утать. Президент çĕршыв чиккисене сыхлама, çынсене хӳтĕлеме тĕллев лартрĕ. Эпир ăна пурнăçлама пултаратпăр. Юлашки вăхăтра тĕнчери чылай патшалăх Раççей майлă пулнине кăтартма пуçларĕ. Ази, Африка, ыттисем пирĕн çĕршывпа тачăрах хутшăнма тытăнчĕç. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма эпир, тĕрĕссипе, малтанхи кунсенчех пуçланă. Вăхăт иртнĕ май ку ĕç-хĕле пĕр вырăнта тата пĕр йĕркепе туса пымалли палăрчĕ. Çак тĕллеве малашне фонд пурнăçлĕ. Пирĕн кăткăс çак лару-тăраран тата та вăйлăрах пулса тухмалла».

Ятарлă çар операцине хутшăннă В.Емельянов саппасри майор палăртнă тăрăх, çĕршыв граждансене çакăн пек майпа пулăшни чăннипех те пĕлтерĕшлĕ. «Эпир пысăк улшăнусен саманинче пурăнатпăр. Эпĕ хам та, манăн çарти юлташсем те пĕрлехи программăпа пулăшу паракан фонд йĕркеленишĕн кăмăллă, патшалăх ертӳлĕхĕн çак утăмне ырлатпăр», — терĕ вăл. Сăмах май, ентеше çар тивĕçне пурнăçланă чухне паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.
Ольга Мокинăн мăшăрĕ çар операцийĕнче пуç хунă. Тăлăх арăм фонд уçнă ятпа йĕркеленĕ уява ачисемпе килнĕ. Ольга Геннадьевна куççуль витĕр хăйсене манманшăн, вĕсен хуйхи-суйхине çăмăллатма тăрăшнăшăн, йывăр лару-тăрура пулăшнăшăн тав турĕ.

Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, ветерансемпе тата çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунисен çемйисемпе тĕл пулса калаçма, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан фонд филиалĕн пункчĕсене кашни муниципалитетра йĕркеленĕ, вĕсенче граждансене социаллă координаторсем йышăнĕç. Патăрьел, Комсомольски, Пăрачкав, Етĕрне, Елчĕк округĕсен тата Улатăр хулин пуçлăхĕсем калаçăва видео çыхăну мелĕпе хутшăнчĕç, хăйсен тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: