Çамрăксен хаçачĕ 20 (6470) № 25.05.2023
Кирек мĕнле техникăпа та çÿреме пултарать
Вăл машинăн кирек мĕнле маркин рулĕ умне те ларма пултарать. «Хăть мĕнле трактора та, комбайна та хускатса çÿреме хирĕç мар», — çапла калать Патăрьел округĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче пурăнакан пултаруллă çамрăк Анастасия Мартышкина.
Пĕрремĕш курсрах палăрнă
Тĕрĕссипе, çакăн пек черченкĕ пÿ-силлĕ хĕрте пысăк вăй тапса тăнине пĕрре курсанах ăнланма пулать. Хитре кĕлетки кăна мар, чунĕнчен тухакан темĕнле асамлă вăй та ун патне илĕртет. Анастасия 1997 çулта çак ялтах пурăнакан Евгенипе Людмила Мартышкинсен çемйинче кун çути курнă, шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ. Аппăшĕ Ирина, мĕн пĕчĕкренех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн шухăшне пурнăçланă. Настя вара амăшĕн çулне суйласа экономика енĕпе вĕренме кайнă. 2015 çулта Патăрьелти 2-мĕш шкула пĕтерсен вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Шкулта ăс пухнă чухнех пур çĕре те хутшăнма тăрăшнă хĕре унта та тÿрех асăрханă. Аслă шкулта «Спорт волонтерĕсем» юхăм йĕркеленнĕ. Ăна ытларах аслă курссенче вĕренекен студентсем ертсе пынă. Настя 1-мĕш курса килсенех «Наци кросĕнче» тата çăмăл атлетика ăмăртăвĕнче волонтер пулнă, ку ăна хăйне кăтартма май панă. Çавăн хыççăн ăна юхăма ертсе пыма шаннă. 2017 çулта Анастасия Мартышкина Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ. Ун чухне тин кăна вĕренме килнĕ студентăн пултарулăхне шанманнисем те пулнăтăр. Ахăртнех, черченкĕ хĕр пысăк ушкăна епле ертсе пырассинче иккĕленнĕ. Анчах темиçе мероприяти хыççăн Настя чăннипех те ертÿçĕ пулма тивĕçли палăрнă. Волонтерсем ăçта кăна хутшăнман-ши? Студентсен хушшинче федераци шайĕнче иртнĕ баскетбол ассоциацине хутшăннине Настя халĕ те хăпартланса аса илет. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ туни хĕре тата пысăкрах ÿсĕмсем патне талпăнма хавхалантарнă. 2017 çулхи çулла студентсем спорта юратакансем валли тĕрлĕ проект хатĕрлесе «iВолга» форума хутшăннă. Вăл икĕ тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче Настьăн проекчĕ мала тухнă, иккĕмĕшĕнче вара унран иртекенсем пулнă. Анчах ку хĕре пушшех хавхалантарнă: апла чарăнма кирлĕ мар, малалла аталанмалла! <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Чĕрĕ музейра» 2000 ытла хунав ешерет
160-а яхăн гектар çĕр. 5 гектарне таса кÿлĕ йышăнать, унта 12 çăл куç тапса тăрать. Тĕрлĕ ÿсентăранăн 2000 ытла хунавĕ ешерет, йывăç-курăкăн 1300-е яхăн сортне курма пулать. Çакăн пек тĕлĕнтермĕш кĕтес ăçта тетĕр-и? Шупашкартах. Вăл — Раççей ăслăлăхĕсен академийĕн Н.В.Цицин ячĕллĕ Тĕп ботаника сачĕн филиалĕ.
Кану вырăнĕ мар
Çурхи ăшă кунсем çитсен ку садра çăтмахри пекех. Хăшпĕр йывăç йĕкелĕпе илĕртет, теприсем — çеçкипе. Чечексен кĕтесĕ уйрăмах тыткăна илет. Акă хĕп-хĕрлĕ, кĕрен çеçкесемпе витĕннĕ рододендрон тĕммисем. Садăн чăн-чăн мăнаçлăхĕ! Çу уйăхĕн вĕçĕнче, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче шăршипе сăмсана кăтăклакан илемлĕ йывăç-курăк пайтах кунта. «Уçăлса çÿрекенсенчен, калчахунав туянма килекенсенчен чылайăшĕ ботаника садне паркпа арпаштарать-тĕр. Ку çут çанталăкăн хăйне хăй çитĕннĕ вăрманĕ пулманнине чылайăшĕ пĕлмест те-и тен? Палăртсах калам: ботаника сачĕ — кану вырăнĕ мар, вăл — ăслăлăх ĕçĕсене пурнăçлама ятарласа уйăрнă лапам. Сад территорине ирĕклĕн кĕрсе çÿреме юранине кура кунта килекен çынсен хăйсене йĕркеллĕ тытмалли пирки манмалла мар. «Дача валли мĕн йăкăртса тухма пулать-ши?» — çак шухăш пуçра ан пултăр, унсăрăн нумай çул тăрăшса пăхнă хăш-пĕр ÿсен-тăрана çухатасси инçех мар. Ботаника сачĕ пуян: эмел курăкĕсем, тутлă шăршăллă чечеккурăк, декоративлă чечексем ÿсеççĕ кунта. Вăл хăйне евĕр «чĕрĕ» музей пекех. Тĕрлĕ континентра çитĕнекен культурăсене кунта илсе килсе вĕсен акклиматизацине сăнаççĕ, биометри кăтартăвĕсене тĕпчеççĕ, сезона кура епле улшăннине, хĕллехи тапхăра мĕнле чăтса ирттернине тимлеççĕ. Çакăн пек тĕпчевсем тунă май наука статйисем çырса вĕсене ятарлă журналсенче, ăслăлăх статйисен пуххисенче пичетлеççĕ. Гербари фондне те йĕркеленĕ. Ятарласа типĕтнĕ, типтерлĕ çĕлесе хунă курăк-чечекĕн 500-е яхăн тĕсĕ архив докуменчĕ пекех паха материал шутланать. Ун тăрăх ÿсентăранăн ДНКне те тĕпчеме пулать. Ботаника сачĕн канашĕ-сĕнĕвĕпе республикăри ял-хулана ешĕллетес çĕрте усă кураççĕ. Çавăн пекех пирĕн ăсчахсен статйисемпе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи вĕрентÿ заведенийĕсенче вăрман хуçалăхĕн специалисчĕсене, ландшафт дизайнерĕсене, агрономсемпе хула строителĕсене, экологсене хатĕрлекен факультетсенче усă кураççĕ», — çапла каласа кăтартрĕ Ботаника сачĕн директорĕ Константин Самохвалов. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Анне, эпĕ аварие лекрĕм»,
е Ултавçăсен меслечĕсем пирки
Хальхи вăхăтра ултавçăсем пирки «кашни утюгранах» тенĕ пек каласа кăтартаççĕ. Апла пулин те вĕсен серепине çакланса шăнман пăр çине ларса каякансен йышĕ ÿссех пырать. Ултавçăсенчен мĕнле сыхланмалла? Вĕсенчен шар курас мар тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР ШĔМĕн общество йĕркине сыхлассипе ĕçлекен полици пуçлăхĕн заместителĕпе Юрий Митрофановпа калаçрăмăр.
275 миллион тенкĕ куçарнă
— Юрий Николаевич, паянхи куна пирĕн ентешсем ултавçăсенчен шар курнă миçе тĕслĕхе шута илнĕ?
— Ку çивĕч ыйтупа çыхăннă информацие телевиденипе те кă— тартаççĕ, хаçат-журналта та, интернетра та вуласа пĕлме пулать. Анчах çынна улталанă тĕслĕхсене кашни кун тенĕ пекех шута илетпĕр. Кăçалхи 4 уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, çакнашкал преступленисен шучĕ 20% ÿснĕ. Шел пулин те, ултавçăсем кÿнĕ тăкак та ÿсет. Кăçал республикăри çынсем 275 миллион тенкĕсĕр юлнă. Ку калама çук пысăк хисеп. Шел те, юлашки вăхăтра ултавçăсене 500 пин тенкĕрен ытларах куçарнă тĕслĕх нумайланнă. Шар курнисемпе калаçатпăр та: «Эпир çынсене улталани пирки илтнĕ-ха, анчах ку хамăра пырса тивессе шухăшламан», — теççĕ. Вĕсем ултавçа мĕнле майпа шанса укçа куçарса панине ăнлантарса параймаççĕ.
— Ултавçăсен серепине кам ытларах çакланать: çамрăксем е аслă ÿсĕмри çынсем?
— Ытларах чухне — хĕрсемпе хĕрарăмсем, кинемейсем. Ÿсĕм пирки калас тăк, унччен ватăсем нумайрах шар куратчĕç. Мĕншĕн тесен вĕсем компьютерпа, интернетпа ытлашши туслă мар. Хальхи вăхăтра та ватăсем ултавçăсен вăлтине çакланаççĕ, анчах вĕсем асăрхануллăрах, пурнăç опычĕ те пысăкрах. Паян 35-50 çулсенчи çынсем ытларах шар кураççĕ. Вĕсем хăйсене никам та улталаймасть тесе шухăшлаççĕ.
— Ултавçăсем мĕнле меслетсемпе усă кураççĕ?
— Пĕтĕм преступление тишкернĕ хыççăн ултавçăсем усă куракан чи анлă сарăлнă 5 меслете палăртрăмăр. Вĕсенчен пĕри — çын патне шăнкăравласа хăйĕнпе банк ĕçченĕ е йĕрке хуралçи тесе паллаштарни. Вĕсем пулăшасшăн пек кăтартаççĕ-ха. Тĕрĕссипе вара тĕллевĕ урăхла — укçа сăптăрса илесшĕн. Акă, сăмахран, нумаях пулмасть арçынна унччен туяннă медикаментшăн компенсанци паратпăр тесе улталанă, куншăн укçа куçарса пама ыйтнă. Çапла вăл çур миллионсăр юлнă. Тепĕр тĕслĕх: çак кунсенче пĕр районти администрацире тăрăшакан çын патне хăйĕнпе полици ĕçченĕ тесе паллаштарнă ултавçă шăнкăравланă. Вăл должноçри çын Украина çарне пулăшма укçа-тенкĕ куçарнă тесе хăратса укçа ыйтнă. Чи анлă сарăлнă тепĕр меслет — çын патне «банк ĕçченĕ» шăнкăравлать, унтан «йĕрке хуралçи» çыхăнăва тухать. Çав ултавçăсем такам çыннăн счет çинчи укçине хапсăнать е унăн ячĕпе кредит илме хăтланнă тесе суяççĕ. Çапла ăна хăйне кредит илтерсе укçана «хăрушсăр счет» çине куçармаллине калаççĕ. Çынсем тÿрех банка çул тытаççĕ. Çак кунсенче пĕр арçын темиçе банкра кредит илнĕ. Унта ĕçлекенсем унпа ултавçăсем çыхăнман-и, укçа мĕн тĕллевпе кирлĕ тесе ыйтнă. Ултавçăсем вара малтанах «инструкци» ирттереççĕ: банк ĕçченĕсене ĕненмелле мар, вĕсем хăйсем те ку ĕçе явăçнă тесе ĕнентереççĕ. Ыйтусем парсан кредит мĕн те пулин туянма кирлĕ тесе хуравлама ыйтаççĕ. «Анне, эпĕ аварие лекрĕм» схема пирки те каламасăр хăварма çук. Ку çĕнĕ меслет мар пулсан та витĕмĕ вăйлă. Ашшĕ-амăшĕ линин леш енче ачи калаçать, вăл чăнласах та инкеке лекнĕ тесе шухăшласа пач палламан çынна укçа тыттарса ярать. Тавар сутма май паракан тÿлевсĕр сайтсем урлă шар куракан та чылай. Юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче инвестици, криптовалюта çинче тупăш тăвасси анлă сарăлчĕ. Ултавçăсем пысăк тупăш шантарса вĕсене нимсĕр тăратса хăвараççĕ. Тепĕр анлă сарăлнă меслет: соцсетьре укçа кивçен ыйтни. Аккаунта çĕмĕрсе çав çын ятĕнчен тусĕсем патне пулăшу ыйтса çыраççĕ.
— Ултавçăсем тĕлĕрмеççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шухăшласа кăлараççĕ. Халĕ çынсене суяс тесе видео урлă та çыхăнăва тухаççĕ тенине илтрĕм.
— Хальхи вăхăтра çынсем пурте тенĕ пек тĕрлĕ мессенджерпа /«Ватсап», «Вайбер» тата ытти/ усă кураççĕ, «Контактра», «Одноклассникире» лараççĕ. Ултавçăсем вĕсемпе те усă кураççĕ. Сăн-пите, сасса улăштарса калаçнă тĕслĕхсем пур, анчах питĕ сахал. Тăван, юлташ ятĕнчен çыхăнăва тухса укçан пулăшма ыйтнă ултав нумай. Эпир цифра ĕмĕрĕнче пурăнатпăр. Шел те, пирĕн даннăйсем 100 проценчĕпех вăрттăнлăхра упранаççĕ теме çук. Çавăнпа информаци тĕрĕс-и е çук-и — çав çынпа çыхăнса тĕрĕслемелле. Ятарлă çар операцийĕ пирки те каласа хăвармалла. Ултавçăсем çакăнпа усă курмалли тĕрлĕ меслет тупнă. Сăмахран, хăратса укçа сăптăраççĕ. Тепĕр чухне çыннăн счечĕ çине темĕнле укçа куçма пултарать. Вăл ăçтан тупăннине пĕлмесен çакăн пирки банкра е пуçлăхран ыйтса тĕпчемелле. Ултавçăсем юри, кайран хăратма тесе, çапла хăтланма пултараççĕ. Пирĕн республикăра кунашкал тĕслĕхсене шута илнĕ. Çавăнпа асăрхаттарам: счет çине куçнă ют укçапа усă курсан ку ăна вăрланипе тан пулнине манмалла мар. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Хĕр-хĕрарăма талăкра 24 сехет илемлĕ пулма пулăшать
Вăл хĕр-хĕрарăмăн çут çанталăк панă илемне кăтартма тата вĕсене телейлĕрех пулма пулăшать. Лариса Маслячкина — перманент макияжĕн мастерĕ. Ирхине куç харшине сăрласа ывăнсан, тута формине улăштарас килсен хĕрарăмсем ун патне пыраççĕ.
Пĕлĕвне сахал мар тарăнлатнă
Вăрнар поселокĕнче пурăнакан Лариса Владимировна ку енĕпе пĕлтĕрхи кĕркунне ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн ĕçне аталантарма ăна патшалăх пулăшнă, социаллă контракт çырнă хыççăн 350 пин тенкĕ уйăрнă.
— Эпĕ — Канаш тăрăхĕнчен. Хăй вăхăтĕнче Вăрнара техникума бухгалтера вĕренме килтĕм те кунтах çемье çавăртăм. Мăшăрпа ывăлпа хĕр ÿстеретпĕр. Декрет отпускне кайиччен хамăн профессипе кăшт ĕçлерĕм. Кайран, декрет отпускĕ вĕçленнĕ хыççăн, лавкка уçрăм, унта сумка, енчĕк сутрăм. Паллах, малтанах ку тупăшлă ĕç пулчĕ. Анчах коронавирус алхаснă вăхăтра йывăрлăхсем тупăнчĕç те ăна хупма тиврĕ. Çапла 7 çул ĕçленĕ хыççăн вăхăтлăха пĕр организацие ĕçе вырнаçрăм. Пĕлĕшсенчен социаллă контракт çырса патшалăхран пулăшу тивĕçме май пуррине пĕлтĕм. Çапла халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытрăм. Манăн малтанхи ĕç йывăр кăна мар, шалăвĕ те сахал тухатчĕ. Эпĕ ачасемшĕн нимĕнле пособи те илмен. Учета тăрсан вара ку тÿлеве пачĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пĕр-пĕр профессие тÿлевсĕр вĕренме сĕнчĕç. Эпĕ перманент макияжĕн мастерĕ пулма шутларăм. Ку маншăн питĕ кăсăклăччĕ. Мĕншĕн тесен темиçе çул каялла хам та мастер патне кайса тута формине кăшт улăштарнăччĕ, куç харшине сăрлаттарнăччĕ. Тен, ку енĕпе ĕçлеместĕп те пуль тесе шутларăм, çапах тÿлевсĕр вĕренме май пур чухне ăс пухасах килчĕ. Пĕлÿ ытлашши пулмасть терĕм, — каласа кăтартрĕ 36-ри хĕрарăм. Çĕнĕ професси Лариса Владимировнăна юратнă ĕçне тупма пулăшнă. Вăл хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленсе перманент макияжĕн мастерĕнче тăрăшма шухăшланă. Социаллă контракт çырас умĕн кирлĕ документсене пуçтарнă, бизнес-план хатĕрленĕ. Проекта хÿтĕленĕ хыççăн комисси членĕсем вăл ăнăçлисен йышне кĕнине пĕлтернĕ. Вăхăт иртсен вара счет çине укçа та куçнă.
— Эпĕ тÿлевсĕр вĕреннипе кăна çырлахмарăм. Шупашкарти мастерсем патне ăсталăх класне пĕлĕве тарăнлатма çÿрерĕм. Ĕçĕ килĕшет. Малтанах, паллах, йывăртарахчĕ. Халĕ вара хăнăхрăм, — аса илчĕ çамрăк мастер. Вăл патшалăх уйăрнă укçапа кирлĕ хатĕр-хĕтĕр, тара тытнă пÿлĕме хăтлăх кĕртме шкап, кушетка, сĕтел-пукан, перманент тумалли тĕрлĕ пигмент /куншăн сахал мар укçа тăкакламалла/, машинка /вăл та 40 пине яхăн тенкĕ тăрать/ туяннă. Маларах вара пÿлĕм тара тытнăшăн хуçине укçа тÿленĕ, унта юсав ĕçĕсем ирттернĕ. — Манăн пĕрремĕш клиентсем пĕлĕшсем пулчĕç. Малтанхи тапхăрта, паллах, йÿнĕрехпе ĕçлерĕм. Тăкаксене саплаштарман пулсан та чи кирли — ăсталăха ÿстертĕм. Ман пата килекен йышлă пулчĕ, клиентсăр лармарăм. Пĕчĕккĕн шикленÿ те çухалчĕ, опыт та пухăнчĕ, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
Патшалăх панă çĕр лаптăкĕ çинче выльăх ĕрчетеççĕ
Вăрнар районĕнчи Çăкаллă Явăшра çуралса ÿснĕ Алина Максимова хĕр чухнехи хушамачĕ ялта, Шупашкар тăрăхĕнчи Тренкассинче, тĕпленесси пирки тĕлĕкре те тĕлленмен. Пурнăç сукмакĕ мĕнле авкаланассине, ăçта çитерессе малтанах пĕлместпĕр-çке. Йĕппи хыççăн — çиппи. Хĕр качча кайсан мăшăрĕпе Анатолий Алексеевпа пĕр шухăшлă пулса Тренкассинче тымар янă. Кил хуçин кукамăшĕ тата тăванĕсем унта пурăннăран çак шухăш патне пырса çитнĕ вĕсем.
Кукамăшĕн ялĕнче тĕпленнĕ
«Ача чухне медсестра пулас килетчĕ. Эпир, ял ачисем, хулана питех тухса çÿреймен. Вĕренме кайсан ют çĕрти пурнăçа мĕнле хăнăхмалла? Çакă шухăшлаттарнах. Пĕррехинче Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан тăванăм хăнана килчĕ те: «Алина, атя хамăр пата. Вăрман техникумĕнче вĕренĕн», — терĕ. Çапла Атăл хĕрринчи хулана бухгалтера вĕренме кайрăм. Астакасси каччипе Анатолипе çавăнта паллашрăмăр», — çемье çинчен калаçу пуçарсан ачалăхĕпе çамрăклăхне аса илчĕ кил хуçи мăшăрĕ Алина Витальевна. Техникумран вĕренсе тухсан Алина Сĕнтĕрвăрри районĕн тĕп больницинче бухгалтерта ĕçлеме пуçланă. Пулас упăшки Анатолий автобус водителĕнче тăрăшнă. 2003 çулта çемье çавăрсан çамрăк мăшăр хулара хваттер тара илсе пурăннă. «Çурт-йĕр çавăрасси çемьешĕн яланах тĕп ыйту шутланать. Анатолий — çемьери икĕ ывăлтан асли. Эппин, пирĕн тĕп килтен уйрăлса тухмалла. Яла кайса çурт хăпартма та пулатчĕ-и тен? Тренкасси — хуняман Юлия Александровнăн тăван ялĕ. Ача чухне мăшăрăм унта кукамăшĕ патне час-часах кайса çÿренĕ. Вăл тĕп хуларан инçе мар, хăтлăх кĕртнĕ Çĕнĕ Тренкасси поселокĕ те аталансах пынине курнă. Ку тăрăхра 2-3 хутлă нумай хваттерлĕ çурт сахал мар. Çапла эпир те çав вырăна куç хыврăмăр. Аслă ачасем Никитăпа Кристина пĕчĕк чухне унта хваттер туянтăмăр. 2011 çулта Тренкассине куçса килтĕмĕр», — калаçу сыпăнчĕ кунта тĕпленнĕренпех шкулта секретарьте ĕçлекен Алина Алексеевăпа. Мăшăрĕ Анатолий Михайлович малтанах ку тăрăхра вырнаçнă чăх-чĕп фабрикинче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Тутаркасси ялĕнчи ял хуçалăх предприятийĕнче водительте тăрăшать. Ялта çитĕннĕскер çĕр ĕçĕнчен ютшăнмасть. Çемье пысăк: Алексеевсем виçĕ ача ÿстереççĕ. Анатолий хăй çемье тĕрекĕ пулнине туйса çуркуннерен пуçласа уйра кĕрхи ĕçсем вĕçлениччен иртен пуçласа каçченех ĕçре. «Эпир мăшăр ир-ирех килтен тухса вĕçтернине хăнăхнă ĕнтĕ. Çавăнпа çуллахи кунсенче хваттерти, выльăх-чĕрлĕх патĕнчи, пахчари мĕн пур ĕçе ачасемпе пурнăçлама тăрăшатпăр», — палăртрĕ Алина Витальевна. Алексеевсем выльăх-чĕрлĕх те, чăх-чĕп те тытаççĕ. Хушма хуçалăхĕ Тренкассинчен инçех мар ялта, Чулкассинче, вырнаçнă. Темиçе çул каялла нумай ачаллă Алексеевсене çĕр лаптăкне унта уйăрса панă. Ÿркенмен çемье 10 сотка çĕр çинче майĕпен хуçалăх йĕркеленĕ. Унта хуралтăсем çавăрнă, пысăках мар пÿрт туса лартнă. «Патшалăх çĕр лаптăкĕ парсанах унта тирпейлесе пахча çимĕç туса илме тытăнтăмăр. Каярахпа вите-сарай турăмăр, выльăхчĕрлĕх ĕрчетме пуçларăмăр. Çак ĕçе пуçарма аслă ывăл Никита та хавхалантарчĕ. Ĕне туянса ăна пăхма та хатĕр вăл. Мĕн пĕчĕкрен ялти ĕçсене юратса пурнăçлать. Кукамăшĕ патне кайсан та ахаль лармасть, утă типĕтсе пуçтармалла-и, йăран çумламалла-и — нихăçан та ÿркенсе тăмасть. Тĕрĕссипе, ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнинче аннен Валентина Михайловнăн тÿпи те пысăк. Атте колхоз бригадирĕччĕ, вăл Никитăна пуртă-сава тыткалама вĕрентрĕ. Хальхи вăхăтра аслă ывăл Шупашкарти строительство техникумĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет. Занятисене кайиччен выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма пулăшать. Чылай чухне выльăх картишĕнчи ĕçсене пĕчченех пурнăçласа килет», — Алексеевсем тĕпренчĕкĕсене ĕçре воспитани пани палăрать. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...