Комментировать

24 Мая, 2023

Хресчен сасси 20 (2959) № 24.05.2023

Малашлăх - пĕр шухăшлă çынсенче

«Хальлĕхе мухтанмалли темех çук-ха, ку должноçра виçĕ уйăх анчах ĕçлетĕп. Ял халăхĕ, старостăсем ÿкĕте кĕртнипех çак ĕçе пикентĕм. Пĕрле ĕçлетпĕр, пулăшатпăр терĕç. Вĕсен шанăçне мĕнле тÿрре кăлармăн-ха?» — пĕлтерчĕ Патăрьел округĕнчи Аслă Чемен территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Станислав Капитонов хăйĕнпе сăпайлăн паллаштарнă май.

Йĕкел сутса мотоцикл туяннă

Станислав Васильевич Аслă Чемен ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Тăван ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Икĕ çул хĕсметре пулнă. Тăван çĕршыв умĕнчи çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн яла таврăннă. 1990-1995 çулсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче зоотехника вĕреннĕ. Алла диплом илсен çамрăк специалист КПССăн 25-мĕш сћезчĕ ячĕпе хисепленекен колхоза ĕçлеме килнĕ. Сĕт-тавар фермин ертÿçинче икĕ çул çурă тăрăшнă. Колхоз саланса юхăннă хыççăн урăх ĕç пирки шутлама тивнĕ. Çак вăхăтра Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетĕнче «географи» специальноçпа ятарлă курссенче пĕлÿ илнĕ. Анчах пĕр урок та ирттерсе курма тÿр килмен унăн. «Хамăн пурнăçра тĕрлĕ должноçра вăй хутăм. Апла-и, капла-и — ĕçсĕр нихăçан та ларман. 2004 çулта мана Аслă Чемен администрацийĕн пуçлăхне суйларĕç. Çăмăллăхлă майпа газ кĕртме май паракан программипе килĕшÿллĕн çуртсене кăвак çулăм çитересси çак тапхăрти чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕриччĕ. Ку енĕпе чылай ĕç тунă. Рабочисене газ пăрăхĕсене яма меллĕ пултăр тесе урамсене çÿп-çапран тасатнă, тирпейленĕ. Газпа халăха 80 процент тивĕçтернĕ», — аса илчĕ темиçе çул каяллахине Станислав Капитонов. Ку должноçран кайнă хыççăн вăл хушма хуçалăхра тăрăшнă, пĕр хушă Мускав хулине ĕçлеме çÿренĕ. Çемьере Капитоновсем пиллĕкĕн çитĕннĕ: виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Станислав — чи кĕçĕнни.

— Ачалăх çулĕсем савăнăçлă иртнĕ. Аттеаннене хушма хуçалăхра пулăшма та, уроксем тума та, урамра футболла, хоккейла выляма та, йĕлтĕрпе чупма та вăхăт тупнă. Унсăр пуçне çулла колхоз пайĕсене çумлама çÿренĕ. Атте Василий Михайлович 40 çул ытла тăван колхозра тимĕрçĕре вăй хунă, анне Лидия Филипповна унтах тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Пире, ачисене, çĕр ĕçне юратма, хисеплеме хăнăхтарнă. Шел те, сакăр çул каялла инкеке пула вĕсем вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Пĕрремĕш укçа ĕçлесе илнĕ самант куç умĕнчех. Пирĕн ял вăрман çывăхĕнче вырнаçнă май кĕркунне йĕкел пуçтарма çÿреттĕмĕр. Ăна вăрман хуçалăхне 39 пуспа параттăмăр. Миххе çуран е велосипедпа илсе анаттăм. Йĕкел самай пухăнсассăн атте «Урал» мотоциклпа тиесе килме пулăшатчĕ. Шкултан, уроксем хыççăн тÿрех вăрмана чупнă. Тар кăларса ĕçлесе илнĕ укçапа атте мана «Минск» мотоцикл туянса пачĕ. Эпĕ ун чухне 8-мĕш класс ачиччĕ, — ачалăхри телейлĕ самантсене куç умне кăларчĕ арçын. Станислав Васильевич тăван ялтах тĕпленнĕ, çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе Екатерина Алексеевнăпа виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсен икĕ хĕр те пĕр ывăл, икĕ çулти мăнукĕ пур. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦   ♦   


Кайăк грипĕ «вĕçсе» килмĕ-ши?

Çĕршывра кайăк-кĕшĕк грипĕ алхасать. Раççей ял хуçалăх надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун çак чир вучахне 33 вырăнта тупса палăртнă. Вăл шутра 6-шĕ — килти, 27-шĕ тискер тата декоративлă кайăксен хушшинче. Грипп паллисене Чăваш Енпе юнашарти Мари Элта та тупнă. Çак инфекци пирĕн республикăна çитес хăрушлăх та пур. Кайăк грипĕ мĕнле палăрать? Хушма хуçалăх тытакансемпе предприяти ертÿçисен ку чиртен сыхланассипе мĕнле профилактика мероприятийĕсене пăхăнмалла? «Хресчен сассин» ыйтăвĕсене ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр ШАКИН хуравлать.

— Александр Валерьевич, кайăк грипĕ мĕнпе хăрушă?

— Кайăк грипĕ — ерекен чир. Унăн вирусĕ килти тата тискер кайăк-кĕшĕке сиен кÿрет. Грипп çынсене куçнă тата чирлеттернĕ тĕслĕх те пĕрре мар пулнă. Паян грипп чирĕпе çыхăннă эпизооти лару-тăрăвĕн ăнăçлăхĕ республикăра пĕлтерĕшлĕ вырăнта тăрать. Ку енĕпе хушма хуçалăхсемпе предприятисен ятарлă йĕркене çирĕп пăхăнса тăмалла. Чир халăхра е регионта сарăлсан чăх-чĕпе пĕтерме тивет. Çакă экономикăна питĕ пысăк сăтăр кÿме пултарать. — Чире пуçараканни мĕн-ши? — Тĕп çăл куç — чирлĕ кайăк-кĕшĕк. Чир апат, шыв, тислĕк, инвентарь, çын тумтирĕ тата атăпушмакĕ, транспорт тата тулашри ытти объект урлă куçать. Кайăк грипĕ кăнтăра вĕçсе кайнă кайăксем каялла таврăннипе çыхăннă. Килти кайăка вăл çут çанталăкри вĕçекен е ишекен кайăкран куçать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА

♦    ♦    


Атăл - пирĕн пуянлăх

«Симĕс марафон — Раççей шывĕ» çемье фестивальне Шупашкарта пурăнакан 8 пин ытла çын хутшăннă.

Фестивале йĕркелекенсем — РФ Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви, Перекет банкĕ, Шупашкар хулин администрацийĕ, ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви. Уяв Атăлăн икĕ çыранĕнче иртнĕ. Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов, Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Анастасия Трутнева, Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, «Раççей шывĕ» акци лидерĕ Илья Разбаш хутшăннă.

Михаил Ноздряков фестивале хутшăнакансене саламланă май Атăл Чăваш Еншĕн те, Раççейшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă: «Эпир Çĕр çинчи чи лайăх вырăнта пурăнатпăр. Çакна хăнасем те курса ĕненчĕç пулĕ тетĕп. Пирĕн пуянлăх — пирĕн Атăл. Атăл Раççейшĕн — çĕршыв пуянлăхĕн, хăвачĕн, илемĕн, мăнаçлăхĕн палли. Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Экологи» наци проекчĕсен тĕллевĕсен шутне Атăла сыватассине кĕртни те ăнсăртран мар».

Мускав çыранĕнчи тÿремре ачасемпе çитĕннисем валли ăсталăх класĕсем, конкурссем йĕркеленĕ. Куçман пурлăх фестивалĕ, «Финанспа туслă пул», «Крафтмаркет», автомобильсен куравĕ, йога тата ташă занятийĕсем, ытти мероприяти хăнасене хапăл туса йышăннă. Раççей экологи пĕрлĕхĕн ертÿçи Андрей Миронов шыв ресурсĕсене сыхласа хăварнин пĕлтерĕшĕ пирки лекци вуланă. Спорт мероприятийĕсене 2700 ытла çын хутшăннă. 500 яхăн спортсмен 10 çухрăм чупнă, 1500-шĕ 4,2 çухрăма парăнтарнă. Çавăн пекех 700 ытла ача старта тухнă. Пуçласа «Симĕс марафонра» спорт туризмĕн «Çурçĕр утти» дисциплинипе ăмăрту йĕркеленĕ, 60 çултан аслăраххисен хушшинчи «Кĕмĕл ÿсĕм» тупăшура ятарлă номинаци тата призлă вырăнсем çирĕплетнĕ. Финиша чи малтан çитнисем медальсене тивĕçнĕ. Атăлăн сулахай çыранĕнче çав вăхăтра хула пляжне тирпейленĕ. Субботнике 568 волонтер хутшăннă. Пурĕ икĕ КАМАЗ çÿп-çап пухнă. Атăл кунне халалласа ирттернĕ «Раççей шывĕ» акцие республикăри муниципалитетсенче 5 пине яхăн çын хутшăннă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.