Комментировать

22 Мая, 2023

Тавралăх симĕслентĕр, çу инкексĕр ирттĕр

Вăрмансене чĕртсе тăратасси, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттересси, шыв-шур таврашĕнче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси — çак ыйтусене ĕнер пĕрремĕш вице-премьер Михаил Ноздряков ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухрĕç.

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал республикăри вăрмансене чĕртсе тăратма федераци бюджетĕнчен 16,24 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа 900 гектара яхăн лаптăкра йывăç-тĕм лартмалла. Хальхи вăхăтра 11 вăрман хуçалăхĕнче те хĕрÿ ĕç пырать.

Хăрнă тата каснă йывăçсен лаптăкĕнчен 16 процент ытларах çĕр çинче вăрман чĕртме тĕллев пуррине пĕлтерчĕ министр. Виçĕ çулта, сăмах май, Чăваш Енре 4 пин ытла гектар çинче вăрман ĕрчетнĕ. Калчасемпе хунавсене хамăр тăрăхрах ÿстереççĕ. Кăçал, Эмир Бедертдинов каланă тăрăх, 11 питомникра 4,4 миллион ытла тĕп çитĕнтерме палăртнă. Питомниксем 162,7 гектар йышăнаççĕ. «Калчасемпе хунавсене кÿршĕ регионсене сутмалли майсем çуки?» — кăсăкланчĕ Михаил Ноздряков. Эмир Бедертдинов кăнтăрти республикăсем туяннине çирĕплетрĕ. Апла тăк, Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, ку енĕпе самай пысăк тупăш кÿрекен ĕç-хĕл пуçарма пулать. Министра кун пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ.

«Тавралăха симĕслетес ĕçе волонтерсем, çут çанталăка юратакансем пысăк тÿпе хываççĕ, — терĕ министр. — Сăмахран, халăх «Астăвăм сачĕ» акцие хастар хутшăнчĕ. Пысăк йыш 50 гектар çинче 105 пин хунав лартса хăварчĕ. Вăрмансене симĕслетес тĕлĕшпе кĕркунне малалла ĕçлĕпĕр. Çавăн пекех «Раççей шывĕ» акци те республикăра ăнăçлă иртрĕ. Атăлăн сулахай çыранĕнче икĕ КАМАЗ çÿп-çап пухăнчĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, паллах, сахалрах. Çакă çынсем тирпейлĕрех пулма вĕреннипе, тасалăха ытларах тимлĕх уйăрнипе çыхăннă ахăртнех».

Çуркунне — вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсемшĕн кăна мар, шкул пĕтерекенсемшĕн те чи хĕрÿ тапхăр. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çывхараççĕ. Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Лукшин пĕлтернĕ тăрăх, 9-мĕш тата 11-мĕш классенчен вĕренсе тухакансен пĕлĕвне тĕрĕслемелли тапхăр çу уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçланать, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕçленет. Кăçал 9-мĕш класс пĕтерекен 14 пине яхăн ача, 11-мĕшĕнчен вĕренсе тухакан 5 пин ытла çамрăк патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытĕ. Экзамен тытма информатикăна, обществознание, географие, физикăна суйласа илнисем ытларах.

Алексей Лукшин ППЭ ирттермелли пунктсем шкул пĕтерекенсене йышăнма хатĕррине пĕлтерчĕ. Вăл çавăн пекех экзамен пункчĕсем валли ятарлă техника /сканер, моноблок, принтер тата ытти те/ çителĕклĕ туяннине палăртрĕ. Экзаменсене хатĕрленсе ирттерме Чăваш Республикин Информаци тĕрĕслевĕн центрĕн, Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсене, Патшалăх экзаменĕн комиссийĕн членĕсене, предмет комиссийĕсен эксперчĕсене, общество сăнавçисене, медицина ĕçченĕсене явăçтарĕç.

Михаил Ноздряков ачасен психика сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. «Ашшĕ-амăшĕ те пăшăрханать, вĕрентекенсем те пăлханаççĕ. Ачасем те питĕ кăткăс лару-тăрура. Инкек-синкек сиксе ан тухтăр. Çавăнпа вĕсене сăнасах тăмалла, кирлĕ чухне вăхăтра пулăшу памалла», — терĕ вăл.

Çанталăк ăшăтнă май çынсем юхан шывсемпе пĕвесем патне ытларах туртăнма пуçлаççĕ. «Шывăн турачĕ çук», — тенĕ. Асăрханулăх пирки мансан унта шар курасси часах. Республикăри çăлавçăсем кăçалхи шыва кĕмелли тапхăра инкексĕр ирттерсе ярассишĕн тăрăшаççĕ.

Чăваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, шыв об±екчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе профилактика мероприятийĕсем йĕркелеме пуçланă. Водолазсем пĕвесемпе юхан шыв тĕпĕсене тĕрĕслеççĕ, тасатаççĕ. Патшалăх комитечĕн вĕрентÿпе методика центрĕнче çăлавçă матроссене хатĕрлеме пуçланă. Вĕсем çынсем йышлă пухăнакан юхан шывсемпе пĕвесен таврашĕнче хурал тăрĕç, патруле тухĕç. «Муниципалитетсенче шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем тума палăртнă. Кăçал 9 пляж тата ятарлă 126 вырăн уçăлĕ. Ытти çĕрте шыва кĕме чарнине кăтартакан хăмасем, баннерсем вырнаçтармалла», — терĕ Сергей Павлов.

Пĕлтĕр, вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăри шыв об±екчĕсенче 25 инкек пулнă, 27 çын путса вилнĕ. Çак шутран тăваттăшĕ — ачасем. Чи пысăк хисепсем — Муркаш, Шупашкар округĕсенче, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенче. Путакансенчен 18-шĕ ÿсĕр пулнă. Ятарласа уйăрман вырăнта шыва кĕнĕ, пулă тытнă, пĕве хĕрринче çÿренĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни — инкек сăлтавĕсем пулса тăнă.

Михаил Ноздряков çаксем «питĕ салху фактсем» пулнине палăртрĕ. «Ыйту кăткăслăхне пурте лайăх ăнланатпăр, — терĕ вăл. — Инкек-синкекрен сыхланма тăрăшмалла. Ку ĕçе волонтерсене те явăçтарсан аванччĕ. Сăмахран, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» питĕ пысăк ушкăн пур».