Комментировать

19 Мая, 2023

Хыпар 53-54 (28-81-280882) №№ 19.05.2023

Туристсем Чăваш Ене килĕштереççĕ

«Хамăр тăрăхра та илемлĕ вырăн нумай. Эпĕ çакна Шупашкарта пурăннă чухне асăрхаман. Мускава куçса кайсан тин туйса илтĕм. Сăмах май, тĕп хулара кăна мар, округсенче те курса тĕлĕнмелли темĕн чухлех», — терĕ Мария Иванова юлашки çулсенче Чăваш Ене килекен туристсен шучĕ ÿсни пирки калаçу пуçарнă май.

Кăçалхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан пирĕн республикăна 2,2 хут ытларах çын килсе курнă.

Чăваш Республикин Общество палатин членĕ Сергей Кудряшов çирĕплетнĕ тăрăх, туризм Раççей Федерацийĕн регионĕсен экономикин пĕлтерĕшлĕ пайĕсенчен пĕри пулса тăрать. «Федерацин Туризм агентстви 2020 çулта Раççей тăрăх йĕркеленĕ çул çÿревсене субсиди памалли программа — туризм кэшбэкне — хатĕрленĕ. РФ Правительстви туризм аталанăвĕн çĕнĕ стратегине пурнăçлама тытăнчĕ. Унта ют çĕрсенчен пирĕн çĕршыва килсе куракансен йышне 2025 çул тĕлне 30 миллион çынна çитерме тĕллев лартнă. Çавăн пекех Раççей халăхĕ хамăр çĕршыври регионсене курма çÿресси çултан-çул вăйланса пырать. Пĕлтĕр ку кăтарту 2,2 миллион урлă каçнă. Уйрăмах çынсене наци республикисем илĕртеççĕ. Вĕсем туристсемшĕн хăйне евĕрлĕ культурипе, йăли-йĕркипе, историйĕпе кăсăклă», — каласа кăтартрĕ Сергей Кудряшов.

Чăваш Ен туристсемшĕн мĕнпе интереслĕ-ха? Шупашкар заливĕнче тĕл пулнă Александр Васильев акă Шуршăлпа паллашассишĕн Пензăран ятарласа килнĕ, Андриян Николаев космонавт çуралса ÿснĕ тăрăха курас, вăл çÿренĕ вырăнсенче утас килни ăна аякри çула илсе тухнă. Çавăн пекех вăл Çĕрпÿ тата Куславкка хулисене çитсе курасшăн. Тихвин мăнастирĕ, Лобачевский çурчĕ, аваллăхпа çыхăннă ытти об±ект кăсăклантарать ăна. Улатăрти чиркÿсем, Сĕнтĕрвăрринчи купсасен çурчĕсем пирки каласан хăна вĕсемпе те кăсăкланса кайрĕ, çийĕнчех интернетра информаци шырама пуçларĕ, унта та çитсе курас шухăш çурални пирки кăмăллăн пĕлтерчĕ.

Алина Егорова — Коми Республикинчен. Музей ĕçченĕ пулнăран вăл аваллăх управçисемпе кăсăкланать. Кунсăр пуçне унăн чун-чĕринче йăх-несĕл туртăмĕ вăйлă пулнине пĕлтерчĕ. Алинăн мăн аслашшĕ Куславкка тăрăхĕнчен пулнă, пĕчĕк чухнех вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Коми çĕрне куçса кайнă. «Ахăртнех, унран куçнă чăваш юнĕ мана Чăваш Ене туртать. Кашни çул отпускра Шупашкара килетĕп, тĕп хулари, çавăн пекех район центрĕсенчи музейсене çитетĕп. Мана уйрăмах чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан япаласем, тĕрри-эрешĕ, капăрлăхĕ упранакан вырăнсем килĕшеççĕ», — каласа кăтартрĕ вăл. Пирĕн тăрăха килекенсем хăйсем тĕллĕн курса çÿреме те, туркомпанисен пулăшăвĕпе те усă курма та пултараççĕ. Шупашкартан республикăри кирек кăш хула-округа автобуспа çитме пулать. Çавăн пекех пуйăс та, пăрахут-кимĕ те çÿрет. Автомашина тара илме те майсем пур. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

♦   ♦   ♦ 


ФАП пулассине ĕненмен

«Ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса парас умĕн министерствăран ман пата килчĕç те: «Çĕнĕ ФАП хăпартсан малалла ĕçлеме килĕшетĕн-и?» — тесе пусăм тусах ыйтрĕç. Ун чухне эпĕ тивĕçлĕ канăва тухнăччĕ, ĕçлеме пăрахманччĕ-ха, анчах пуçра ун пек шухăшсем пурччĕ. Самана улшăннă май çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, эпĕ те лайăх условисенче çĕнĕ ФАПра ĕçлесе курма ĕмĕтленеттĕм. Çавăнпа аслисене: «Килĕшетĕп», — тесех хуравларăм», — калаçу сыпăнчĕ пирĕн Вăрмар округĕнчи Анаткас ялĕнчи ФАПра чирлисене йышăнакан Ираида Игнатьевăпа.

Ача çураттарма та тивнĕ

Ираида Ивановна çак округри Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Фельдшера вĕренсе тухсан 1979 çулта районти ача çуратмалли больницăра ĕçленĕ. Анаткас кинĕ пулса тăрсан Вăрмара çÿреме йывăр пулнăран 1981 çулта çав ялти фельдшерпа акушер пунктне вырнаçнă. Кăçал унăн ĕç стажĕ 44 çула çитнĕ. Профессие юратсан çеç пĕр вырăнта çакăн чухлĕ çул вăй хума пулать.

«Ĕмĕтленнĕ профессиех алла илтĕм. Уншăн пĕртте ÿкĕнместĕп. Йывăрлăхсăр пулман паллах. Эпĕ яла куçнă чухне медпункт çырма хĕрринчеччĕ. 1990 çулччен çавăнта ĕçлерĕм. Санитаркăпа шыв çырмаран ăсса йăтаттăмăр. Кайран колонкăран илсе килме тытăнтăмăр. Йывăç çурта кăмака хутса ăшăтмаллаччĕ. Пĕррехинче юнашар ялти пилĕк тытса аптăранă хĕрарăма медпунктрах ача çураттарма тиврĕ. Унтан район центрне КАМАЗпа илсе кайрăмăр. Васкавлă пулăшу чĕнме çăмăлах марччĕ. Çитменнине, асфальт çул пулман. Машина пĕрер сехетрен тин çитетчĕ, кĕркунне-çуркунне пылчăклă çанталăкра вăл путса ларатчĕ. Пĕррехинче кĕркунне çулталăка çитмен ача чирлесен район больницине леçме тиврĕ. Çĕнĕ куртка тăхăннăччĕ хам, шурă тутăр çыхнăччĕ. Амăшĕпе ачине кабинăна лартрăмăр, хам — трактор кузовĕ çинче. Вăрмара çитнĕ тĕле пылчăкланса пĕтрĕм. Тепрехинче хĕрарăм юн кайнипе аптăранăччĕ. Çурма çула çитсен трактор путса ларчĕ. Ăна кăларма тепĕр транспорт шырама тиврĕ. Ача çураттарма лашапа та илсе кайнă. Маншăн иккĕмĕш фельдшер пункчĕ шкул çумĕнче пулчĕ. Вăл та кивĕ йывăç çуртчĕ. Шалта питĕ сивĕччĕ. Çав вăхăтрипе пăхсан, халĕ пурнăç условийĕсем ырă енне самай улшăнчĕç. Паянхине ĕлĕкхипе танлаштарма та çук», — аса илчĕ Ираида Игнатьева. «Больницăри пекех вĕт кунта» Ираида Ивановна — ĕç ветеранĕ. Унăн участокне виçĕ ял кĕрет: Анаткас, Çитмĕш тата Ямпай. Хальччен икĕ ял çеç пулнă тăк та 1 пин ытла çыннăн сывлăхне пăхсатĕрĕслесе тăнă вăл. Вăхăтра пĕрремĕш пулăшу панă: прививка тумалла-и, уколпа сиплемелле-и, суран çыхмалла-и — кашнин патне ĕлкĕрме тăрăшнă фельдшер. Халĕ халăх йышĕ чакнă. Ку таврара 581 çын пурăнать. Ырă кăмăллă специалист патне унăн участокĕ шутланман Кĕлкеш, Тупах ялĕсенчи çынсем те çÿреççĕ. <...>

Елена ЛУКИНА

♦   ♦   


Пурнăçпа тан утас тесен...

Çĕнĕлĕхсене вăхăтра ăса хывмалла

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче ака уйăхĕнче «Фермер шкулĕ» ĕçлеме пуçлани çинчен «Хыпар» пĕлтернĕччĕ. Ăна мĕнле тĕллевпе уçни тата вĕрентÿ епле пыни çинчен Андрей Макушев ректор хуравларĕ.

Паха опытпа та паллашĕç

— Шкул кăçал та фермер-предпринимателе ятарлă пĕлÿ парать. Чăваш Ен ăна тăваттăмĕш хут ĕçлеттерекен вунă регион йышĕнче. Ку енĕпе çĕршывра эпир — малти вырăнсенче. Федераци суб екчĕсен пысăкрах пайĕнче шкулăн икĕ-виçĕ тапхăрне çеç йĕркеленĕ-ха. Иртнĕ çулхисенчен кăçалхи ушкăн йышĕ пысăкраххипе уйрăлса тăрать: парта хушшине 52 çын ларчĕ. Хальхинче вĕрентÿ программинче çĕнĕ специальноçсем— «Сурăх ĕрчетесси» тата «Ял туризмĕ». «Çырла çитĕнтерессине» вара виççĕмĕш хут кĕртрĕмĕр. Пурнăç пĕрремĕшĕпе иккĕмĕшĕ республикăна питĕ кирлине кăтартса пачĕ.

— Вĕрентÿ епле пырать?

— Çирĕплетнĕ тематика планĕпе килĕшÿллĕн. Специальноçсене пĕтĕмĕшле тишкерсе тухрĕç, халĕ вĕсене пайăррăн вĕреннипе пĕрлех хуçалăхсене çитсе производствăпа паллашаççĕ. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Патăрьел питомникĕ» обществăра çырла туса илес ĕçе тишкерчĕç. Ăна лартса çитĕнтерессине тĕпчеме Тутарстанри Мăн Яки ялне те кайĕç. Мари Элти Вăтам Азяково, Шупашкар округĕнчи Станьял ялĕсене, Чулхула облаçĕнчи Бор хулипе Ивановское тата Курцево, Муркаш округĕнчи Юнкă тата Треньккă ялĕсене çывăх вăхăтрах çитсе «Ял туризмне» епле йĕркеленипе кăсăкланĕç, паха опытпа паллашĕç.

— Совет тапхăрĕнче республикăра сурăх йышлă ĕрчетнине, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕ унăн производствине хак парса тĕпчев сахал мар пичетленине астăватăп. Вĕсем хăйсен пĕлтерĕшне халĕ те çухатман-тăр.

— Сурăх ĕрчетме, ăна пăхма, ăратне лайăхлатма, унпа çыхăннă ытти предмета вĕрентме пирĕн ăслăлăх ĕçĕ çителĕклех. Преподавательсем те пур. Тен, сурăх ĕрчетессине бизнеспа тачă çыхăнтарас тĕлĕшпе кăна вĕсен практика сахал. Аш тата çăм курттăммăн туса илекен хуçалăх хальлĕхе республикăра темиçе кăна. Тутарстанра вара ытларах. Çавăнпа производствăна кăтартма унта илсе кайăпăр. Тен, хăш-пĕрне «тутар ăрачĕ» кăсăклантарĕ? Ăна пирĕн фермерсем Чăваш Енре ĕрчетмешкĕн тĕллев лартма пултараççĕ. Иртнĕ çулсенче сурăх йышлă усракан хуçалăх шучĕ пирĕн патра та хушăнчĕ. Вĕрентÿре аталанаканнисен паха опычĕпе те усă куратпăр. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


«Ай-хай: хавас вăйăçăм: çулталăкран çаврăнать»

Троицăран çамрăксем вăййа тухма тытăннă. Вăйă сăвви, юрри-кĕвви тата ташши кашни ялăн хăйне евĕрлĕ пулнă. Вĕсене хальхи вăхăтра сцена çинче лартакан мюзиклпа та танлаштарма пулать. Ваттисем каласа кăтартнă тăрăх, Трак тăрăхĕнчи Вăрманкассем çывăхри вăрманти пысăк уçланка кайнă. Ăна халĕ те «Хĕрсен уçланки» теççĕ. Унта çамрăксем Вăрманкаспа Шупуçран кăна мар, Пулайкассипе Чатукасси тăрăхĕнчен те пуçтарăннă.

«Шупашкарти музыка училищинче вĕреннĕ вăхăтра вăйă йăли-йĕркипе çыхăнтарса диплом ĕçĕ çырнăччĕ. Ĕлĕк çамрăксем вăййа епле ирттерни çинчен кукамайăн йăмăкĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Кĕçĕн Арапуçра çуралса ÿснĕ Елена Царева каласа кăтартнăччĕ. Елена Капитоновна 1925 çулта çуралнă. Пурнăçран темиçе çул каялла уйрăлчĕ вăл. Пултаруллă хĕрарăм йăлтах лайăх астăватчĕ.

Елена Капитоновна аса илнĕ тăрăх, Кĕçĕн Арапуçсем те Троицăра вăййа тухма пуçланă. Вăйă Питравччен тăсăлнă. Вăййа тухма хĕрсем çĕнĕ кĕпе çĕленĕ, хитре саппун хатĕрленĕ. Вĕсене пĕрешкел тĕрĕсемпе илемлетнĕ. Пуян хĕрсен тухьясем, теветсем пулнă. Троица кунхине кăнтăрла çитеспе çамрăксем аслă вăййа тухма хĕреслĕ урама пуçтарăннă. Пирĕн патра аслă вăйă тесе пилĕк ял — Именкасси, Шăхаль Выçăлкки /маларах уйрăм ял пулнă вăл, халĕ Именкасси шутне кĕрет/, Каншел, Аслă Арапуç, Кĕçĕн Арапуç — çамрăкĕсем пĕрле пухăнса хырлăхри «Аслă уй» текен вырăнта вăйă ирттернĕ.

Хĕрсем малтан хăйсен кассисенче пухăннă, хулран-хул тытăнса урам сарлакăшĕпех утса кайнă. Хĕреслĕ урама çитсен вăйă карти туса вăйă юрри юрланă: «Кукăр хурăн кукрашки, кукри маях çаврăнать. Ай-хай, хавас вăйăçăм, çулталăкран çаврăнать». Çав вăхăтра ытти касран вăйă ушкăнĕсем пухăнса пынă. Вĕсем те вăйă картине хутшăнса пĕрле юрланă. Çапла ялти пĕтĕм кас ушкăнĕ пуçтарăнса çитсен хулран-хул тытăнса урам сарлакăшĕпе тăрса «Аслă уя» кайнă. Вăйă картине курма кил умне ватăсем, вĕт-шакăр тухнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри вăйă курма вăрманах пынă», — каласа кăтартрĕ Красноармейскинчи «Трак ен» халăх фольклор ушкăнне ертсе пыракан Антонина Никонорова. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, «Аслă уя» çитнĕ ушкăнсем пĕрлешсе пысăк вăйă карти тунă. Пурте пĕрле вăйă юррисене шăрантарнă. Ытти ял ушкăнĕсем çывхарнине курсан вăйă картинчисем вĕсене çапла каласа кĕтсе илнĕ: «Кунта курăк пĕтнĕ иккен, пĕтнĕ çĕре шăтнă иккен. Эпир сире кĕтнĕ иккен, кĕтнĕ çĕре çитнĕ иккен». Кусем юрласа пĕтерсен çывхарнă ушкăн вĕсене çапла юрласа хуравланă: «Кунта курăк пĕтнĕ иккен, пĕтнĕ çĕре шăтнă иккен. Эсир пире кĕтнĕ иккен, кĕтнĕ çĕре çитнĕ иккен». <...>

Роза ВЛАСОВА

♦   ♦   


Шыв кĕртеççĕ, çул сараççĕ… Чи хастаррисем – тивĕçлĕ канăва тухнисем

Халăх пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен проектсемпе пĕрре мар вырăна тухса паллашрăмăр. Хальхинче Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Шулю ялне çул тытрăмăр. Ял урамĕнче çынсем самаях пуçтарăннăччĕ çав кун. Сăлтавĕ те пурччĕ — Тĕп урамри çула асфальт тĕпренчĕкĕ сарма хатĕрленетчĕç.

Хăтлăх, пуласлăх калаçтарать

Темиçе çул каялла вак чул сарнă çул хăвăртах юрăхсăра тухнине темиçе сăлтавра кураççĕ вырăнти çынсем. Пĕрисем вак чул сахалрах хунă теççĕ, теприсем шыв пăрăхĕсем хывнă чухне çул çывăхĕнче чавнипе çыхăнтараççĕ. Ун пек-и, кун пек-и — çул чăннипех пĕтнĕ. Шулю çыннисем Тĕп урамри çула йĕркене кĕртме ыйтса Хĕрлĕ Чутай округĕн ертÿлĕхĕ патне çырупа тухнă, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе çул юсанă çĕртен йывăр тиевлĕ виçĕ машина асфальт тĕпренчĕкĕ илсе килме ирĕк панă. Урама хăтлăх кĕртесшĕн çунакан çынсем вăхăта сая ярас мар тесе асфальт юлашкине мотоблоксемпе тиеме тухнă-ха, анчах ку меслет тухăçлах маррине ăнланса машинăсенех кĕтсе илме шухăшланă. Шăпах çак самантра вĕсемпе тĕл пулса калаçма май килчĕ те.

Мĕн пăшăрхантарать ял çыннисене? Паллах, ял хăтлăхĕ, пуласлăхĕ… «Колхозсем пĕтрĕç, ĕç вырăнĕсем çук, сĕт хакĕ чакрĕ», — ÿпкелешрĕ пĕри те тепри. Урамра ача-пăча сасси янăратăр, çамрăксем çемье çавăрса ялта тĕпленччĕр, вырăнтах ĕç тупма май пултăр — халăхăн ĕмĕт-шухăшĕ ытти тăрăхра пурăнакансенчен пĕртте уйрăлса тăмасть. Шулю халăхĕн ÿпкелешмелли пурах: ялта çамрăк çемье сахал, вăй питти арçынсем вахта мелĕпе Мускава е тата ытти хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Халĕ çул сарма тухнисен йышĕнче те тивĕçлĕ канăва тухнисем ытларах, пурте тенĕ пекех 60-70-тен иртнĕ. Шăпах вĕсем общество ĕçĕнче чи пуçаруллисем, хастаррисем пулса тăраççĕ.

— Ялĕ пысăк, халăхĕ тăрăшуллă, — сăмах илчĕ уйрăм пуçлăхĕ Лидия Спиридонова вырăнти хастарсемпе паллаштарнă май. — Çулталăк пуçламăшĕнче кашни урамрах старостăсем суйларăмăр, вĕсем — манăн пĕрремĕш пулăшуçăсем. Чи маттуррисене ятранах асăнас килет: Юрий Инжебейкин, Вера Бархоткина, Раиса Инедеркина, Роза Сарбаева, Раиса Березина, Елена Картмасова, Нина Прокопьева, Иван Крыцов, Александр Кудряшов. Канашласа, пĕр-пĕрне ăнланса туслă ĕçлетпĕр. Çавăнпах-и, тен, кăçал Шулю ялĕнче пуçаруллă бюджет программипе 5 проект пурнăçа кĕртме май килĕ. Старостăсем те маттур. Акă, Вера Бархоткина 2022 çул пĕтĕмлетĕвĕпе республикăри чи пултаруллă старостăсен йышне кĕчĕ. Вырăнти влаç органĕсен кунне халалланă уявра ăна сцена çинчех чысларĕç. Тĕрĕссипе вара, кашни урамри старостăн ĕçĕ курăмлă. Вĕсем халăхпа çыхăну йĕркелеме пĕлнипех пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тума май килет. <...>

Вера ШУМИЛОВА 

♦   ♦   


Унăн архивĕ – хаклăран та хаклă пуянлăх

Халăх ĕçĕнче паллăран та паллă йĕр кунта сăмахăмăр, ăнланмалла ĕнтĕ, ырă йĕр пирки хăварнă çынсен сăнарĕ вăхăт иртнĕçемĕн татах та уçăмланать. Паллах, вĕсен пурнăçĕпе ĕç- хĕлне тĕрĕслĕх али витĕр кăларса тĕпчесен. Н.В.Никольский профессора ку енĕпе «ăннă» теме юрать. Чăн та, ăна халалласа çырнă кĕнекесем, брошюрăсем, статьясем, – шучĕпе илсен, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатнă пичет материалĕсенчен чылай сахалрах. Анчах кунта, философи категорийĕпе хакласан, шут хисепе куçни çинчен калама юрать-тĕр.

Ку енĕпе нумай тĕпчевçĕ «Хыпар» хаçат редакцийĕн пархатарлă та тĕллевлĕ ĕçне тĕрĕсех палăртать. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ (ЧПГĂИ) хатĕрлесе кăларнă ăслăлăх палăкĕ – Н.В.Никольскин çырнисен пуххин тăватă томĕ – вулакан патне çитнинче те «Хыпар» тÿпи-витĕмĕ пĕлтерĕшлĕ. Аса илтерем: институт планĕнче (2002 ç.) икĕ том кăна пулнă, эпир çичĕ томпа кăларма сĕнтĕмĕр. «Хыпар» хаçатăн 90 çулхи юбилейне хатĕрленсе ирттернĕ темиçе уйăхра кăна сахалтан та çĕр ытла материал тухрĕ: вĕсенче пуринче те тенĕ пекех Николай Васильевичăн тĕрлĕ енлĕ ĕçне хакланă. Чи пахи – Никольские курнă, унпа тĕл пулса калаçнă çынсен, унăн тăван-хурăнташĕн, ентешĕсен аса илĕвĕсем.

Вăл çуралнăранпа 125 çул çитнине уявласа правительство нумай мероприяти ирттерме йышăнчĕ. Пĕтĕмлетÿ: маларах асăннă тăватă томлăх, Н.В.Никольскин Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи музейĕ, Шупашкарти унăн ячĕллĕ проспектпа педагогика колледжĕ, Хусанти Ар масарĕнчи вил тăпри çинчи чаплă палăк, ЧР Журналистсен союзĕн премийĕ, Чăваш Енри чылай шкулпа вулавăшра ирттернĕ мероприятисем. 2011 çулта («Хыпар» хаçат 105 çул тултарнă çул) харăсах икĕ монографи пичетленсе тухрĕ: «Н.В.Никольский – ученый, просветитель, общественный деятель» (авторĕсем – В.Д.Димитриев, А.П.Леонтьев, Г.Б.Матвеев; 303 с.); «Хыпар»: минувшее и настоящее. Факты, события, личности, судьбы» (авторĕ – А.П.Леонтьев; 604 с.).

Малалла вара – çав тери анлă сарăлнă «анчах…»

Анчах юбилей кунĕсенче хăпартланса каланă сĕнÿсем, палăртнă тĕллевсем сăмах хальлĕнех юлчĕç. Паллах, Н.В.Никольскин ăслăлăх еткерĕ архивсенче тусан пухса выртмасть. Пирĕн институт тĕпчевçисем çеç мар, ытти çĕр-çĕр автор та унăн Ал çыру фончĕпе куллен тухăçлăн усă кураççĕ. Çав вăхăтрах вăл хатĕрлесе хăварнă ăслăлăх ĕçĕсем ниепле те кĕнекеленсе тухаймаççĕ-ха. (Çырнисен пуххине кĕнĕ ĕçсем хăй вăхăтĕнче тухнă). Кунсăр пуçне Николай Васильевичăн ăслăлăхри, патшалăхпа общество пурнăçĕнчи çул-йĕрне туллин хакласа пĕтĕмлетнĕ уйрăм тĕпчев ĕçĕсем çук, калăпăр: «Никольский – Хусан кĕпĕрне земство управин председателĕ», «Никольский – этнограф», «Никольский – педагог-çутта кăларуçă» т. ыт. <...>

Алексей ЛЕОНТЬЕВ

♦   ♦   


Елена МУСТАЕВА: Чăваш эрешĕллĕ кĕпе чуна çывăх

«Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан кÿршĕ яла Кульцава çÿрерĕм. Вырăс шкулĕнче вырăс программине ăса хывма тиврĕ. Историе, вырăс чĕлхипе литературине юрататтăм. Аппасемпе туслă вĕренеттĕмĕр, туслă ĕçлеттĕмĕр. Çемьере арçын ача пулманран атте пире хăйпе пĕрле ялан ĕçлеттернĕ. Пăта çапмалла-и, кăларса тÿрлетмелле-и, вутă татмалла-и — вăл пире шанатчĕ. Маншăн пăчкă-пуртă, мăлатук, пăта кăлармалли инструмент тытасси хăнăхнă ĕçчĕ», — акă мĕнле маттур ÿснĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи «Ульяновская правда» Издательство çурчĕн «Канаш» чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ Елена Мустаева. Елена Николаевна — Чĕмпĕр облаçĕн массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, вăл ЧР Культура министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ку çеç те мар, унăн ĕçне тата ытти награда илем кÿрет. Сăпайлă та пултаруллă ентешĕмĕрĕн сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашар.

АКАТУЙ. Пĕлтĕр пысăк çухату пулчĕ пирĕншĕн. Мăшăрăм Олег Мустаев пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Чертаклă районĕнче çав çулах çу уйăхĕнче Акатуйра унăн ячĕпе «Выля, хут купăс» конкурс ирттерчĕç. Унта хутшăннă кашни купăсçа хамăр çемьерен парне патăмăр. 20 ытла купăсçă пулчĕ: Самар, Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстанран. Мăшăрăм пур енчен те пултаруллăччĕ — кирек мĕнле музыка инструментне парăнтаратчĕ. Йывăçран касса кăларатчĕ, сунара, пулла, çырла-кăмпана çÿретчĕ, апат-çимĕç янтăлатчĕ… — лара-тăра пĕлместчĕ. Тăван чĕлхене, йăла-йĕркене хисеплесси юратнă мăшăрăмăн пĕрремĕш вырăнтаччĕ. Манăн та чунрах вăл. Çавăнпа ятарласа кĕпе çĕлеттернĕ чухне чăваш эрешĕсемпе илемлетме тăрăшатăп. Олег çĕре кĕрсен чун ыйтнипе хура кĕпе çĕлеттертĕм. Урăх нимĕн те тăхăнас килместчĕ… <...>

Елена ЛУКИНА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.