Комментировать

30 Сен, 2014

Шупашкарта - утакансен кунĕ

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форум уçăлнă кун, Шупашкарта утакансен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ иртĕ.

Утакансен кунĕ - Пĕтĕм тĕнчери "ТАФИСА" спорт ассоциацийĕ йĕркелекен тĕп мероприятисенчен пĕри. Унăн тĕллевĕ - çынсене хăвăрт утакансен спортне явăçтарасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентесси. Çулсерен çак ăмăрту 150 çĕр-шывра иртет, унта 12 млн çын хутшăнать. Раççейре утакансен кунне "Спорт - пурин валли те" физкультурăпа спорт обществине йĕркелеме шаннă. Çакнашкал мероприяти пирĕн çĕр-шывра пĕрремĕш хут пулĕ. Чăваш Ен тĕп хулинчи старта 15 пин ытла çын тухмалла. Республикăри паллă атлетсем ертсе пынипе вĕсем залив тавра çаврăнĕç. Ăмăрту 13 сехетре пуçланать.

Е.АНДРЕЕВ.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.