Комментировать

18 Мая, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 19 (1298) № 18.05.2023

Раççей çăлтăрĕсем регионсенче çуталаççĕ

«Мĕн чăваш юрăçисем? Çĕршыв, Мускав шайĕнче юрлама пултараççĕ-и вĕсем?» — калама пăхать хăшĕ-пĕри. Халĕ çирĕплетсех калама пулать — пултараççĕ! Çак кунсенче чăваш тĕнчинче ырă хыпар сарăлчĕ — Чăваш эстрада артисчĕсен союзĕн ертÿçи Алина Федорова «Парнелерĕм» юрăпа «РСФСРпирĕн хуласен юррисем» хит-парадра чи мала тухса «Ака уйăхĕн çăлтăрĕ» титула тивĕçнĕ! Кăшкăру палли лартмасăр епле чăттăр-ха чун?! Çĕршыв шайĕнчи çĕнтерÿ пирки каласа кăтартмашкăн Алина Никифоровнăна «Чăваш хĕрарăмĕн» тĕпелне чĕнтĕмĕр. Ара, халиччен те тава тивĕçлĕ ята тивĕçеймен Раççей «Ака уйăхĕн çăлтăрĕ» çакăн çинчен хăй каласа кăтарттăр. «Ку конкурс кăçал кăна вăй илнĕ. Çĕнтерÿçĕсене кашни уйăхрах палăртаççĕ. «Çăлтăрсем Мускавра мар, регионсенче çуталаççĕ» — çак девизпа ĕçлеççĕ хит-парад йĕркелÿçисем.

Хăйсене килĕшекен юрăçсене регионсенче шыраççĕ, кашнине тĕрлĕ тăрăх уйăрса панă-мĕн. Мана нарăс уйăхĕнчех хутшăнтармашкăн суйласа илнине пĕлмен те эпĕ. Анчах ака уйăхĕнче кăна çыхăнăва тухма пултарнă. Кĕтмен çĕртен çыхăнчĕç, конкурса хутшăнма сĕнчĕç. Наци чĕлхипе çырни кирлĕ-мĕн. Эпĕ «Парнелерĕм» юрра суйласа илтĕм». Хит-парад пуçланнă. Алина Федорова тÿрех мала ÿкнĕ. Сăмах май, сасăлав пĕр эрне кăна пырать. Анчах та вăхăт нумай та иртмен, Мари Эл юрăçи Алена Мельникова пирĕн Алинăран иртсе кайнă. Вăхăт иртнĕ. Сасăсен пуххи кÿршĕн ÿссех пынă, вăл малтан мала ăнтăлнă. Алина Федоровăн пултарулăхне кăмăллакансем çакна ним ăнланмасăр, шăппăн кăна сăнанă. Счетчик вара çаврăннă та çаврăннă, Алена Алинăна хыçа хăварсах пынă. Вĕсен хушшинчи дистанци ÿснĕçемĕн ÿснĕ. Акă! Хит-парадра каллех çÿлте — чăваш хĕрĕ!!! Ыттисем куç хупса иличчен Алина Федорова çÿле вĕçсе хăпарса кайнă. Текех ăна никам та хăваласа çитеймĕ. Королева! Пирĕн çăлтăр! Триумф! Трон çинче — пирĕн Алина! Республикăра кăна мар, тĕнчипех саланса тĕрлĕ регионра тымар янă чăвашсем çапла саламланă юратнă юрăçине — сасăлава Раççейĕпех хутшăннă. Йошкар-Олан, паллă ĕнтĕ, иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ. Самар, Иваново, Кострома виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш вырăнсене пайланă. Сывтывкар, Киров, Белгород юрăçисене лайăх енчен палăртнă хит-парад йĕркелÿçисем. Пензăран асăннă конкурса опытлă юрăçсем хутшăннă, анчах вĕсем çÿлти позицисене çывхарайман. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   ♦


Эреветлĕ-теветлĕ...

…Арçыннăн куçĕ, пăлханнипе, унталла-кунталла чупать, чĕри сиксе тухасла тапать. Нивушлĕ? Çук-çук, пулма пултараймасть! Юлашки вăхăтра пĕрремĕш вырăнтан анса курман… Анчах фестиваль-конкурс çĕнтерÿçисене палăртса Шупашкара Атăлçи тата Урал тăрăхĕсенчен пухăннă пултарулăх ушкăнĕсен ячĕсем пĕрин хыççăн тепри янăраççĕ, чăвашсен вара — çук.

Сергей Васильевич теме шанса, теме кĕтсе пĕрре ертсе пыракансем çине пăхать, тепре — зала. Мĕнле-ха капла?.. Вăл ниçта кайса кĕрейми пăлханнине куракансен хушшинчи мăшăрĕ те, ансамбле çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕ те асăрхать. Тем хушăра зал тăрук кĕрлесе каять. «Сирпĕнсе» каять тесен тĕрĕсрех те пуль. «Эревет»! «Эревет»! «Эреве-е-е-е-ет»! «Чĕре анса кайрĕ, — каласа кăтартать каярахпа ушкăн ертÿçи Сергей Федотов. — Хам мĕн хăтланнине хам та ас тумастăп: сцена çинчех те кăшкăртăм, те сиксе илтĕм… Кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман! Тĕрĕссипе, пĕрремĕш вырăншăн мар, ушкăн, республика ятне-сумне çĕклеме хутшăннă. Пирĕн пухмачра гран-при те сахал мар. Хальхинче вара çĕршыв шайĕпе иртекен пултарулăх тупăшăвĕнче 2 миллион тенке тивĕçрĕмĕр! Çак конкурса икĕ çулта пĕрре йĕркелеççĕ. Маларах «Уяв» ушкăн çĕнтернĕччĕ. Кăçал пĕрремĕш тапхăрта Чăваш Енрен тăватă ушкăн хутшăннăччĕ, видеоматериалсем «тупăшрĕç», пире суйласа илчĕç. Иккĕмĕш тапхăр акă мĕн тери савăнăçпа вĕçленчĕ! Хамăр çак гранта тивĕçни пирки нумай шухăшлатăп… Çапах та пултаруллисем нумай, мала пурте тухаймаççĕ. «Эревет» ансамбль «Нумай сăнлă Раççей» конкурсра виçĕ хутчен мала тухнăччĕ. Çапах та çĕнтерÿсен черетлĕ сыпăкĕ, ахăртнех, çакă». Кăçалхи çул ансамбльшĕн питех те тухăçлă та канăçсăр пуçланнă. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнчех чăваш ачисем Санкт-Петербурга тухса кайнă, унта Пĕтĕм çĕршыври «Ачалăх адресĕ — Раççей» ассамблейăна хутшăннă. Хутшăннă кăна мар — 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Ку — калама çук пысăк çĕнтерÿ! Унăн куçăмсăр тапхăрне çĕршыври 50 регионран 3000 яхăн ушкăн хутшăннă. Финала 550-ăн тухнă, ачасем виçĕ кун хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Сергей Васильевич калашле, çамрăк музыкçăсем сывлăш çавăрса та илеймен, черетлĕ конкурса хатĕрленме тытăннă. Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче Атăлçи тата Урал федераци округĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсен конкурс-фестивалĕ иртнĕ. Шăпах унăн лауреачĕн ятне тата Раççей «Культура» наци проекчĕн 2 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ «Эревет». Халăх инструменчĕсен ансамбльне 42 çул ертсе пыракан пултаруллă та хастар, ывăнма пĕлмесĕр ĕçлекен ертÿçĕпе, РФ Правительствин «Раççей чунĕ» преми лауреачĕпе, Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орден медалĕпе чысланă, «Пуянкасси ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ Сергей Федотовпа пултаруллă ачасем пирки сăмах пуçартăмăр. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш класран йышăнма пуçлаççĕ-мĕн ушкăна. Хăлхи çине упа пуснисене те тÿрех каялла çавăрса ямаççĕ. Тен, вăл ача юрлама пултараймасассăн та ритм тытса пыма пĕлет? Тепри нота уйăрма хăнăхаймасть, анчах хитре юрлать… Темиçе уйăх тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн кăна Сергей Васильевич хăшне-пĕрне спорт секцине суйлама сĕнет. Тепĕр чухне вара çакăн пек те пулать. Ытла та ларма-тăма пĕлмен ачапа — ара, репетици ирттерме çук вĕт, пружина лартса янă тейĕн, пĕр чарăнми сиккелет кăна — ансамбль ертÿçи «ан çÿре-ха» тесе сыв пуллашать. Пĕр вăхăтран уçăмланать — хайхи шĕвĕркке парăнма шухăшламан та, преподаватель патне вăрттăн çÿреме, балалайка калама вĕренмешкĕн тытăннă. Пĕр вăхăтран çапла пур пĕр ансамбле каялла таврăннă. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   ♦


Юратупа туптаннă ăраскал

Красноармейски вăтам шкулĕнче ĕçлекен Михайловсем пирки сăмах нумай ваклама пулать. Çакна çеç калам: юратнă ĕçĕнче вĕсем чăн телейне тупнă. Зинаида Петровнăн педагогикăри ĕç стажĕ 40 çул ытла, чыслă ĕçшĕн ăна «ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ», «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ятсем панă. Виталий Михайлович ĕçри ÿсĕмсемшĕн «РФ пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята, педагогика ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн Геннадий Волков ячĕллĕ медале, ытти вун-вун наградăна тивĕçнĕ.

Чăваш уйрăмĕ пĕрлештернĕ Зинаида Семенова-Михайлова Тутар Республикинчи Аксу районĕнчи Савкаç ялĕнчи пысăк çемьере /9 ача\ çуралнă. Зина Чăваш Ене лекни шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе литературине кăмăлланипе тÿрремĕн çыхăннă. Хăй каланă тăрăх, тăван чĕлхе урокĕсене Елизавета Моисеева питĕ ăста вĕрентнĕ. Елизавета Петровна илемлĕ те ăшă чунлă, ĕçчен те сăпайлă çын пулнă. Литература урокĕсене вара унăн мăшăрĕ Василий Музилеевич ирттернĕ. Тăван чĕлхене юратнипех ĕнтĕ мал ĕмĕтлĕ хĕрача алла аттестат илнĕ хыççăн И.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Виталий Михайлов хамăр тăрăхри Çырмапуç Карай ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннисĕр пуçне ялти тата шкулти çĕнĕлĕхсене, çитĕнÿсене, ырă пулăмсене районта тухса тăракан «Ял пурнăçĕ», республикăри «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»\, «Пионер сасси», «Молодой коммунист» хаçатсенче çутатса тăнă. Шкулта стена хаçачĕн редакторĕ пулма шаннă ăна. Чăваш чĕлхине юратса вĕреннĕскерĕн, чăваш тата вырăс литературине кăмăлласа вуланăскерĕн, педагог, журналист пулас ĕмĕчĕ пысăк пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă тăван «Раççей» хуçалăхра вăй хунă, унтан икĕ çул çарта хĕсметре тăнă. Çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçласан ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмне çул тытнă. Шăпах студент çулĕсенче паллашнă та Савкаç хĕрĕпе Çырмапуç каччи. Иккĕшĕ те хастар пулнă, лайăх вĕреннĕ, аслă шкулăн «Мерчен» ансамблĕнче юрланă. Унсăр пуçне Виталий пĕр курсра вĕренекенсен хушшинче йĕркеленнĕ «Кашăкçăсем» ансамбле çÿренĕ, студентсен «Вутчуль» театрĕнче тĕп рольсене вылянă, çавăн пекех студентсен «Сăвар» строительство отрячĕн командирĕ пулнă, Красноармейскинчи «Ял хуçалăх техники» предприятийĕн территорийĕнче çулталăкра 500 çăмăл автомобиль юсакан цеха çĕкленĕ çĕре хутшăннă. Зина юлашки курсра вĕреннĕ чухне вĕсем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. <...>

Юрий БОРИСОВ.

♦   ♦   ♦


«Çемье тилхепине хĕрарăмсем тытрăмăр»

Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Валентина Шашлова 5 ачипе, 7 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе хавхаланса пурăнать. Вĕсем çине пăхса пĕрре савăнать, тепре хăйĕн йывăр ачалăхне аса илет. Вăл Муркаш тăрăхĕнчен. Виçĕ çулта ашшĕсĕр тăрса юлнă Валя 7 класс çеç вĕреннĕ. Çити-çитми пурнăç унăн ĕмĕтне татнă. Тантăшĕсем парта хушшинче ларнă вăхăтра хĕр ача фермăра пăру пăхнă, 12 ĕне сунă. Атăл леш енчи улăхран лашапа утă, вутă турттарнă.

Амăшĕн пилĕпе

Пулас мăшăрĕпе Валентина Волгоград облаçĕнче паллашнă. Кайран Юра Вальăна шыраса Ойкас ялне пынă. «Каччă килне мана те кĕртĕç, те кĕртмĕç», – иккĕленнĕ хĕр, çавăнпа савнийĕпе çула тухма килĕшмен. Кăштахран каччă амăшĕпе тепре пынă. Ку хутĕнче Валя сăмахсăрах пулас мăшăрĕпе тата хунямăшĕпе пăрахут çине ларнă. Сĕнтĕрпуçне çитсен хут уйăрттарнă çамрăксем. Çемьеллĕ пурнăçпа савăнса пурăнмалла кăна ĕнтĕ. Çук вĕт, шăпа вĕсене уйăрнă. Пĕрремĕш пепки çуралсан çемье пуçĕ салтак атти тăхăннă. Мăшăр виçĕ çул хушши çырури сăмахсемпе йăпаннă, пĕр-пĕрне хавхалантарнă. Хĕсметрен таврăнсан Шупашкара куçнă вĕсем, анчах ку утăм ăнăçлă пулман – ял арĕ хула пурнăçне килĕштермен. Тăван кĕтесрех тĕпленнĕ те ĕмĕр тăршшĕпех совхозра вăй хунă. Юрий Ананьевич – комбайнер, Валентина Степановна – доярка, 40 çул фермăна утнă вăл. Малтан сыснасене пăхнă, лашапа выльăх апачĕ турттарнă. Каярах ĕне фермине куçнă. Маттур хĕрарăм ячĕ ĕçтешĕсем, пуçлăхсем хушшинче ырăпа сарăлнă. Валентина Шашлова «Ĕç ветеранĕ», «Ĕçре палăрнăшăн» медальсене, «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «9-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ» кăкăр паллисене тивĕçнĕ. Икĕ хут социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Ĕçре мала тухнăшăн япала çумалли машинăпа хавхалантарнă ăна. Тăрăшуллă ĕçчен пирки хаçатра нумай çырнă. «Тивĕçлĕ канăва тухсан санăн сăн ÿкерчĕкÿсен альбомне туса паратăп», – шÿтленĕ фотограф. Малта пыракан Валентина Степановнăна виçĕ хутчен округри депутатсен Пухăвĕн депутатне суйланă. Мăшăрĕпе 18 çул кăна пурăннă вăл. Юлашки ачи упăшки ку тĕнчерен кайсан виçĕ уйăхран кун çути курнă. «Çав çул хĕл калама çук сивĕ тăчĕ. Ачасем пĕчĕк. Юрать, хатĕр вут пулнă, йĕркеллех хĕл каçрăмăр. Тĕпренчĕкĕмсем шăнса вилесрен хăрарăм. Тепĕр хĕл валли çăва тухсанах хатĕрленме пуçларăм. Шĕшкĕ касса йăтаттăм, пуртăпа сыпăлаттăм. Ачасем шкул хыççăн киле панă ĕçе пурнăçлатчĕç. Каçхи 9 сехетре тин вĕсене чĕнсе кăлараттăм. Çурнă вутта часах шаршана хываттăмăр. Манăн атте те, мăшăр та пурнăçран ир уйрăлчĕç. Аннепе иксĕмĕрĕн те шăпасем пĕр евĕр килсе тухрĕç: çемье тилхепине хĕрарăмсем тытрăмăр», – шухăша путрĕ кинемей. Ачисем ăна вăй çитнĕ таран пур ĕçре те пулăшнă. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ыйхăран ирех вăратса фермăна илсе кайнă. Унтан таврăнсан вĕсем картишĕнче ĕçленĕ, апатланнă та шкула чупнă. Ачалăхĕ çапла килнĕшĕн ывăлĕхĕрĕ ÿпкелешмест, ĕçе хăнăхтарнăшăн тав тăвать. Тирпейлĕхе, пуçланă ĕçе вĕçне çитерме вĕсем юратнă çынран вĕреннĕ. Халĕ пурнăçри йывăрлăхсене амăшĕн пилĕпе çĕнтерсе пыраççĕ. Мăнукĕсем те кукамăшне тата асламăшне итлеççĕ, вăл каланине ăса хывмашкăн тăрăшаççĕ. <...>

Надежда КОЛЕСНИКОВА.

♦   ♦   


Çÿпçе тулли…

Çĕнĕ Шупашкарта И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă хула шайĕнчи «Асамат вулавĕсем-2023» иртрĕç.

Ю.Гагарин ячĕллĕ тĕп библиотекăра — вĕрентекенсен, 13-мĕш шкулта 5-8 классен хушшинче сăвва илемлĕ вулакансен пултарулăх ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Çĕнĕ Шупашкар хулин вĕренÿ центрĕ, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен пĕрлешĕвĕ тата Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕ йĕркеленĕ. «Асамат вулавĕсем-2023» тупăшăвăн тĕп тĕллевĕ — паллă сăвăçăн Светлана Асаматăн пултарулăхне вĕрентекенсемпе шкул ачисен хушшинче анлăрах сарасси, сумлă çыравçăн сăввисене илемлĕ вуласси, тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси, пĕтĕмĕшле культура шайĕпе тавра курăма ÿстерме пулăшасси. Пултарулăх тупăшăвне 10 шкултан пурĕ 33 вĕрентекен хутшăнчĕ. Вĕсем Светлана Асаматăн «Чыс та мухтав сире…» кĕнекери сăввисене пăхмасăр каларĕç. «И.Я.Яковлева», «Пурăнаççĕ тет» тата ытти нумай сăвă янăрарĕ. 14 шкултан пухăннă 53 вĕренекен хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Конкурса хутшăнакансем Светлана Васильевнăн «Çурхи çаврăм» кĕнекине кĕнĕ сăввисем тăрăх сценкăсем кăтартрĕç. Конкурса хутшăнакансем ытларах «Атьăр-халĕ, ачасем», «Кайăк», «Чĕпсем», «Тĕрек», «Тăван çĕршыв», «Çерем шăтрĕ», «Кутăн хĕр», «Вăрманта» хайлавсене сăнарларĕç. Светлана Асаматăн пултарулăхĕ иксĕлми вăйпа тапса тăрать. Унăн сăввисем чĕлхе эрешлĕхĕпе, ытарлă шухăшĕпе, вĕри туйăмлăхĕпе тыткăна илеççĕ. Мĕн чухлĕ тĕлĕнтĕрмĕш пытарăннă унта! Çилсем те ĕшенеççĕ, мăшăл-мăшăл тăваççĕ, çулçă тăкакан йывăçсем хурланаççĕ, çÿл тÿпе пĕлĕтсен кĕпине пăрса çакать… Пурнăç илемне чун-чĕре витĕр ăнланакан сăвăçăн хайлавĕсене темиçе хут вуласан та йăлăхмастăн. Ун пек чухне сăввăн кашни ÿкерчĕкĕ куç умне чĕррĕн тухса тăрать, поэзиллe сăнарлăхĕпе илĕртет, чуна тыткăнлать. Ачасем, Асамат пекех çут çанталăк илемĕпе киленме юратнăран, «Вăрманта» сăвва каласа пама кăмăл турĕç. Куракансем пĕр сăввах темиçе тĕрлĕ кăтартса пама пултарнинчен тĕлĕнчĕç. Поэт халăх чунне туйса хальхи самана ыйтăвĕсене шайлаштарма пĕлет. «Кутăн хĕр» хайлавра автор джинс шăлавар, смартфон илсе паманнишĕн ашшĕ-амăшне кÿреннĕ ачана сăнласа панă. Хăйĕн ачи-пăчине пур этем те юратать, мĕн кирлине пĕтĕмпех туянса пама тăрăшать. Çителĕклĕ пурăнма перекетлĕх кирлине вара мĕн ачаран ăша хывмалла. <...>

А.ТАКИНА, И.НИКИФОРОВА, А.ТРОФИМОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.