Комментировать

18 Мая, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 19 (6469) № 18.05.2023

«Пациентшăн чиркÿре кĕлĕ тума ыйтрăм»

Елена Димитриу — васкавлă мед пулăшу машинин водителĕ. Канмалли кунсенче самосвалпа çула тухать. Унччен вăл страхлав фирмин агенчĕ, çăлав службин диспетчерĕ, пушар автоцистернин водителĕ, ревизор пулнă. Мускав пики пĕр хушă Шупашкарта та ĕçленĕ.

Çара кайма ĕмĕтленнĕ

— Арçынсем йышлăн ĕçлекен çĕре хĕрарăмсем ăнсăртран лекмеççĕ-тĕр. Лена, сана васкавлă медпулăшу машинин рулĕ умне ларма мĕн хистерĕ?

— Ыйтăва хуравлама аякран пуçлам-ха. Эпĕ ача чухне пуканелле выляман теейместĕп, анчах машина тата ытти техника ытларахчĕ. Атте автосервис тытса тăратчĕ. Хушăран мана хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе каятчĕ. Техникăна юсакан арçынсем тимĕр-тăмăр ăшĕнче чакаланни маншăн кăсăклăччĕ. Пĕррехинче аттепе /вăл ун чухне груз тиемелли машинăпа ĕçлетчĕ/ свалкăна ларса кайрăм. Кăларса пăрахнă япаласен хушшинче вĕр çĕнĕ курăнакан çар тумтирĕ куртăмăр. Аттене ăна илме ÿкĕтлерĕм. Дачăра çав çи-пуçа тăхăнаттăм та ачасемпе вăрçăлла выляттăм. Çавăн чухне ĕмĕт тĕвĕленчĕ: çитĕнсен çара каймалла е полици ĕçченĕ пулмалла. Шкулта эпĕ хама ялан сăпайлă тытнă. Анчах, пытармасăр калатăп, манăн никам асăрхамалла мар çĕрте нихăçан та ĕçлес килмен. Çын шăпипе çыхăннă службăра вăй хурасси манăн шалти тĕнчене çывăх пек туйăнать.

— Ачалăхна аса илтĕн те — санăн çемйÿ çинчен те пĕлес килет.

— Эпĕ Мускавра çуралса ÿснĕ. Кунтах пурăнатăп. Атте Виктор Епифаниевич — румын, анне Ольга Викторовна — вырăс хĕрарăмĕ. Атте автомеханик-инженер профессине алла илнĕ. Анне хут ĕçĕн автоматизациленĕ тытăмĕнче вăй хума вĕреннĕ. Эпĕ икĕ енне те туртăнатăп: техникăна та юрататăп, шутлав-тĕрĕслев ĕçĕ те чуна çывăх. Атте енчен манăн пичче пур /малтанхи мăшăрĕнчен/. Андрей манран 7 çул аслă, вăл та автомеханик. Ачаран техникăпа çывăхланнинче унăн витĕмĕ те пур. Вăл мана мотоциклпа ярăнма вĕрентрĕ. Пĕве кĕрсен эпĕ спорт мотоциклĕпе çÿреме юрататтăм. Тунмастăп: ачалăхăм питĕ телейлĕ иртмен. Çавăнпа манăн хăвăртрах хам тĕллĕн пурăнас килетчĕ. Анчах çитĕнсен пурнăç шурă йĕрсенчен кăна тăманни уççăнах курăнать. Пĕве кĕрсен юрату та чĕрене кĕрсе вырнаçать. Вăл вара ырату та кÿрет. 22 çулта ача амăшĕ пулма хатĕрленнине пĕлсен савни ашшĕн тивĕçĕсене йышăнма хатĕр маррине каларĕ, мана пĕччен хăварчĕ. Çакă кăмăла кăшт хытарчĕ ахăртнех. Хутшăнура питĕ уçă пулмалла маррине ăнлантăм. Халĕ хĕрĕм Мария 9 çулта ĕнтĕ. Аннепе тата хĕрĕмпе пурăнатăп.

— Шкултан вĕренсе тухсан шăпа сана ăçта илсе çитерчĕ? — Анне мана куçаруçа вĕренме сĕнетчĕ. Эпĕ вара япала куçаракан çеç пулса тăтăм /кулать. — Авт./. Чăн та, Раççей патшалăх гуманитари университетĕнчен вĕренсе тухрăм. Аслă шкулта ăс пухни маншăн право пĕлĕвĕ илнипе паха — ку пурнăçра кирлĕ. Кадрсемпе ĕçлекен специалиста вĕрентĕм. Аслă курсра страхлав ĕçне кĕрсе кайрăм. Мана стреспа çыхăннă ĕçсем яланах илĕртетчĕç. 2014 çулта çăлавçăсен шкулĕнче вĕрентĕм. Пĕррехинче дачăна кайсан пĕр çуртран тĕтĕм тухнине куртăм, тÿрех пулăшма васкарăм. Çавăн хыççăн хăйсен ирĕкĕпе çăлав ĕçне хутшăнакансемпе тухса çÿреме тытăнтăм. Ача çуратсан çак экстремаллă ĕçрен пăрăнтăм, лăпкăрах пурăнтăм. Амăшĕ пулса тăрсан хĕрарăм чи малтан пепки çинчен шухăшлать. Пĕр вăхăт автошкулта вĕрентрĕм. Кайран Чрезвычайлă лару-тăрусен министерствин службинче диспетчерта ĕçлерĕм. Анчах манăн ытларах ĕçлесе илес, çул çÿрес килетчĕ. Шăпа мана Мускавра пушар хуралне илсе çитерчĕ. Анчах ун чухне хĕрарăмсен пушар машинин рулĕ умне ларма юрамастчĕ. Каярахпа саккун улшăнчĕ. Пĕррехинче мана Самар облаçне çăлав службине ĕçлеме чĕнчĕç. Килĕшрĕм. Анчах ачаллă çыннăн пепкин шухăшне те шута илмелле. Хĕрĕм Маша каялла Мускава таврăнасшăн пулчĕ, çавăнпа унта питех нумай тытăнса тăмарăм. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Эвакуаципе килнĕ кукамăшĕ чăваш ялĕнче пурăннă

Халĕ вара мăнукĕ Пÿртлĕ халăхне куншăн тав тума килнĕ

Патăрьел округĕнчи Пÿртлĕ ялĕнче мĕн те пулин ыйтмалла пулсан тÿрех Эльвира Алиуллова патне пыраççĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех шкулта ĕçленĕ. Темĕн çинчен те пĕлет. Тăван ен культурине вĕрентнĕрен ăçта кăна çитсе курман-ши? Эльвира Михайловна çак ялтах çуралса ÿснĕ, аслă шкул пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă та кунтах ĕмĕрне ĕмĕрлет. Çак кунсенчи кĕтмен тĕлпулу уншăн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулса тăчĕ. Нумаях пулмасть вĕсен килĕ умне кĕреш хул-çурăмлă çамрăк арçын велосипедпа пырса чарăнчĕ. Пăхсах паллă: инçетрен килнĕ çын. Хыçалти ларкăчĕ çине пысăк сумка хунă. Ун çинчех — çĕр каçмалли михĕ.

Ăшă çи-пуç панă

— Эпĕ — Александр Игоревич Кузьмин, Питĕр хулинчен, — паллаштарчĕ хăна хăйĕнпе. Унтан мĕн тĕллевпе Пÿртлĕ ялне çитнине тата кама шыранине каласа пачĕ. Кузьминсем пурте Питĕр хулинче çуралнă, çавăнтах пурăнаççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Александрăн кукамăшĕ Ефросинья Карповна Кузьмина /çынсем ăна Фрося тесе чĕннĕ/ çемье çавăрнă, мăшăрĕ Александр Александрович Ленинградри «Электросила» заводра ĕçленĕ. Çемьере 4 çулти ывăлĕ Костя ÿснĕ. 1941 çулта вăрçă пуçлансан утă уйăхĕнче Ленинград çыннисене эвакуацилеме тытăннă. Вĕсен шутне Фросьăпа Костя та лекнĕ. Заводра ĕçлекен Александр Александровича вара хуларан тухма та, фронта кайма та ирĕк паман. Çапла темиçе çĕр çынран 3 çемйи Чăваш Республикинчи Первомайски районĕнчи /халĕ Патăрьел округĕ/ Пÿртлĕ ялне лекнĕ. Вĕсен шутĕнче Фросьăпа ывăлĕ тата унăн йăмăкĕ Антонина Яковенко 9 уйăхри хĕрĕпе пулнă. Пÿртлĕ — пысăках мар ял, вăрçă вăхăтĕнче те çаплах пулнă. Унти халăх ытларах çĕр ĕçĕпе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăннă. Вăрçă вăхăтĕнче Пÿртлĕ ялĕ «Ударный» колхоз шутне кĕнĕ. Ял çыннисем эвакуаципе килнисене лайăх йышăннă. Çулла тухса килнĕскерсен хĕлле валли ăшă çи-пуç пулман. Ял халăхĕ вĕсене ăшă тумтирпе тивĕçтернĕ. Тĕрĕссипе, эвакуаципе килнĕ çынсене астăвакан 1-2 хĕрарăм кăна юлнă халĕ ялта. Пăлюç аппа /Герасимова/ патĕнче — Ленинградри пĕр çемье, Крахвине аппа патĕнче /Кошелева/ тепĕр çемье виçĕ ачипе пурăннă. Виççĕмĕш çемье, хайхи Яковенкăсем, камсем патĕнче пурăннине аса илекенсем пулмарĕç. Вăрçă хыççăн Крахвине аппа патне мĕн виличчен Ленинградран кашни уявпа открытка, посылка килнине ял халăхĕ пĕлет. 2006 çулта ун патне вăрçă вăхăтĕнче вĕсен килĕнче пурăннă ача хăнана килнĕччĕ. Крахвине аппа та, Пăлюç аппа та çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Çÿçе лайăх пăхсан пилĕк таран ÿстерме пулать»

Мамăк пек кăпăшка та çемçе, йăлтăркка тата хулăн çÿç пирки кашни хĕрех ĕмĕтленет пуль. Рекламăри пек хитре çÿç пултăр, вăл ан хуçăлтăр, ан тăкăнтăр тесен мĕн тумалла? Шупашкарта пурăнакан 22-ри Татьяна Шачкина «ботокс» тата «кератинпа тÿрлетни» процедурăсем туса çавнашкал ĕмĕтпе пурăнакан хĕрсене тата илемлĕрех пулма пулăшать.

350 пин тенке тивĕçнĕ

Татьяна бухгалтера вĕренсе тухнă. Диплом илсен вăл ку енĕпе ĕç тупма ĕмĕтленнĕ. Вăхăт иртсен, пĕлÿ нихăçан та ытлашши пулмасть тенĕн, пике çÿçе капăрлатма вĕрентекен мастер патне курса çырăннă. Кайран вара хăйĕн ĕçне пуçарса янă. Ку енĕпе ăна патшалăх тĕрев панă.

— Манăн анне профессипе — бухгалтер. Эпĕ те шкул пĕтерсен ку енĕпе вĕренме кайма тĕллевлентĕм. Математикăпа алгебра предмечĕсем мана питĕ килĕшетчĕç. Шупашкарти коопераци техникумĕнче пĕлÿ илтĕм. 4 çул вĕрентĕм, пĕлтĕр диплом илтĕм, унтан ĕç шыраса вакансисене чылай тишкертĕм. Ăнсăртран халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе пĕр-пĕр профессипе тÿлевсĕрех вĕренме май пурри пирки вуласа пĕлтĕм. Сайт урлă хăш вăхăтра заявка янине хам та сиссе юлаймарăм. Вăхăт иртсен мана хăйсем патне чĕнсе илчĕç. Эпĕ бухгалтерсен курсĕ витĕр тухса пĕлĕве тата ытларах тарăнлатма шухăшларăм. Çавăн чухне çĕннине чылай пĕлтĕм, — аса илчĕ çамрăкскер. Унăн ашшĕпе амăшĕ хăйсен ĕçне аталантарма патшалăх субсидине тивĕçнĕ. Вĕсем хĕрне социаллă контракт çырма сĕннĕ. Çапла Татьяна хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ, кăçалхи хĕлле патшалăхран 350 пин тенке тивĕçнĕ. — Мĕншĕн хăтланса пăхас мар? — çапла шутларăм эпĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем бизнес-план çырмаллине, кирлĕ документсем пухмаллине ăнлантарса пачĕç, ку енĕпе пулăшса та пычĕç. Веçех хăвăрт пулса иртрĕ: бизнес-проекта пĕр эрнере çыртăм, кайран ăна хÿтĕлерĕм те темиçе кунран счет çине укçа куçрĕ. Эпĕ хăш енĕпе ĕçлемеллине малтанах палăртрăм. Ятарлă курсра çÿçе капăрлатакан мастера вĕреннĕрен çак ĕçре аталанма шухăшларăм, — малалла калаçрĕ Татьяна. — Бизнес-план тăрăх, эпĕ Çĕмĕрлере тата Шупашкарта хĕрсене илем кÿме пулăшмашкăн ятарлă пÿлĕмсем уçма палăртрăм. Патшалăхран тивĕçнĕ укçапа мĕн кирлине йăлтах туянтăм: çÿçе çума — мойка, кресло, гример сĕтелĕ, шкап, комод, фен, çÿçе якатмалли хатĕр тата, паллах, тĕрлĕ процедура тумалли ятарлă хутăшсем, шампуньсемпе маскăсем… Çав хутăшсем, сăмахран, йÿнĕ мар. Хама кирлĕ япаласене тĕрлĕ лавккара шырама тиврĕ. Интернет урлă та саккас патăм. 2 эрнерен сăрлама юрать Çÿç кăтра чухне ăна тÿрлеттерес, тÿрĕ чухне вара кăтралатас килет. Ку — хĕрсен яланхи кăлтăкĕ. Çÿçе якатма шăпах «кератинпа тÿрлетни», «нанопластика» процедурăсем пулăшаççĕ. Кун хыççăн вăл тип-тикĕс пулать, йăлтăртатса тăрать. «Ботокс» процедура вара çÿçе çĕнетет, унăн тытăмне улăштарать. Урăхла каласан — сиплет. — Эпĕ ятарлă хутăш сĕретĕп те кун хыççăн пĕр вăхăт кĕтетпĕр, унтан çÿçе ятарлă утюжокпа якататăп. Хутăша çуса ярсан маска сĕретĕп. Çÿçе фенпа типĕтетĕп те вçо — клиентран телейлĕрех çын та çук. Ку е вăл процедурăна тунă хыççăн малашне çÿçе сульфатсăр шампуньпе кăна çумалла. Сульфатлипе усă курсан çÿçе сăтăрнă хутăш хăвăрт çăвăнса пĕтет. Анчах сульфатсăр шампуне те пĕлсе суйламалла. Эпĕ ку енĕпе ятарласа вĕрентĕм, çавăнпа хамăн клиентсене веçех ăнлантарса паратăп. Унсăр пуçне процедура тутарма килнĕ пикесене тĕрлĕ сĕнÿ паратăп, çак шутра — çÿçе мĕнле пăхмаллине те. «Халĕ манăн çÿçе хăçан сăрлама юрать?» — хăшĕ-пĕри çавнашкал ыйту парать. Паллах, сăрлама юрать, анчах 2 эрнерен çеç. Е çакна процедурăччен маларах тумалла. Тĕрĕссипе, ку лайăхрах та. Çÿçе кератинпа тÿрлетнĕ хыççăн ăна кăтралатма юранипе юраманни пирки те ыйтса пĕлеççĕ Сăмах май каласан, ун пек чухне çÿçе кăтралатма хăрамалла мар. Мĕншĕн тесен сульфатсăр шампуньпе çунă хыççăн вăл каллех тÿрленет. Кератинпа тÿрлетнĕ хыççăн çын çур çул таран яка çÿçпе çÿреет. Паллах, ăна мĕнле пăхнинчен нумай килет. Анчах манмалла мар: пĕрремĕш процедура хыççăн хутăш хăвăрт çăвăнса пĕтет. Иккĕмĕш хутĕн ч е вара урăхла, витĕмĕ вăйлăрах пулать. Çавăнпа ман пата пуçласа килнĕ клиентсене тепĕр процедурăна хутăш çăвăнса пĕтиччен килме сĕнетĕп. Çапла майпа яка çÿçпе ытларах çÿреме пулать, — ăнлантарчĕ пике. Сăмах май, унăн пĕрремĕш клиенчĕсем амăшĕ, çывăх юлташĕсем пулнă. Халĕ Татьяна пĕлĕвне тарăнлатмашкăн парикмахер курсĕ витĕр тухать. Ку, хăй каланă тăрăх, унăн ĕçĕ валли питĕ кирлĕ. Çитес вăхăтра пике куç харшипе ĕçлекен мастера та вĕренсе тухасшăн. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Ĕнисем кнопкăна сăмсипе пусса шыв ĕçеççĕ

Сĕтне те машина витене пырсах илсе каять

Елчĕк районĕнчи Çуткÿл ялĕнче çуралса ÿснĕ Наташа шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти коопераци техникумне финанс енĕпе вĕренме кĕнĕ. Антон вара çав вăхăтра Мускава шапаша çÿренĕ. Çав бригадăрах Наташăн ашшĕ ĕçленĕ. Çапла паллашнă çамрăксем. Вĕсем хĕрпе каччăлла нумай та çÿремен — çур çултан çемье çавăрнă. Вороновсем Комсомольски округĕнчи Янкасси ялĕнче, Антонăн тĕп килĕнче, пурăнма тытăннă. Вăл — çемьери пĕртен-пĕр ывăл, тĕпкĕч.

18-та качча кайнă

«Сĕре вăйлă юратнипе ир качча тухрăм», — терĕ Наташа йăл кулса. Вăл 18-та кăна пулнă. Качча кайсан амăшĕ ăна пушмак пăру парса янă. Хунямăшĕ ун чухне 1 ĕне усранă. Амăшĕ парнеленĕ пăрăва ÿстерсе вĕсем 2 пуçа çитернĕ. Антон авлансан та аякка шапаша çÿреме пăрахман. Кăштахран тин вăл ют региона çул такăрлатма пăрахнă, мăшăрĕпе ялтах ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнма шухăшланă. Çапла Вороновсен ĕне йышĕ пысăклансах пынă: пăрăвĕсене ÿстернĕ. «Ултă ĕнене çитсен вите тăвăрланчĕ. 2017 çулта пахча çумне фермăри пек вите туса лартрăмăр. Унта ĕнесем икĕ енĕпе тăраççĕ. Паллах, ăна тума укçи-тенки кирлĕ. 2016 çулта вĕр çĕнĕ машина илнĕччĕ, ăна сутса ярса укçине стройматериал валли ятăмăр. Хамăра çÿреме кивĕрех машина туянтăмăр. Укçа тата çитмерĕ те кредит илтĕмĕр. Ун хыççăн 5 ĕне туянтăмăр. Çапла 15 пуçа çитрĕ. Пĕлтĕр хăшĕ-пĕри чирленипе, ватăлнипе виççĕшне сутма тиврĕ. Пăрăвĕсем ÿссе пыраççĕ, вĕсенчен ĕне тăвасшăн. Анчах сĕт хакĕ чакса пыни кулянтарать. Халĕ ав 1 литрне 16 тенкĕпе кăна илсе каяççĕ. Хĕлле, хак лайăхрах чухне, сĕт парса уйăхра 100 пин тенкĕ илме пулатчĕ. Халĕ тупăш пĕчĕкленни вăйлах сисĕнет, çавăнпа кăмăл та ытлах çук. Анчах эпир выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнма хăнăхман. Усрăпăр ĕнтĕ. Ялта тата мĕн ĕçлемелле? Ĕç вырăнĕсем çук, пурăнмалла вĕт, ачасене çитермелле-тăхăнтартмалла, стройка тумалла», — сĕт хакĕ чакнăшăн пăшăрханса калаçрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Наташăпа Антон мĕн пĕрлешнĕренпе стройка ĕçĕпе аппаланаççĕ. Качча килсенех лупас тунă. Çемьере йыш хушăнма пуçласан çуртне пысăклатнă. Унта амăшĕн капиталĕн укçине янă. Кайран мунча тунă, вите хăпартнă. Халĕ ав кĕçех гараж туса пĕтереççĕ. Унта трактор тата тырă валли вырăн пулĕ. Тракторне вĕсем хăйсем, кредитсăр, туяннă. Алă-ура çавăрса ярсан кивĕ машина вырăнне çĕнĕреххине илнĕ. Вороновсем çуллахи шăрăх çанталăкра сенĕк тытса утă çинче нушаланмаççĕ.Трактор валли пĕтĕм агрегачĕ пур: утă çулмалли, тавăрмалли, тюк тумалли… Антон хĕрÿ вăхăтра ирхине техникăна хускатать те каçхине кăна киле таврăнать: пĕтĕм ĕçе пĕчченех тăвать. «Манăн арăм утă мĕн иккенне пĕлмест» — тет çемье пуçĕ шÿтлесе. Ĕнесене аппаратпа сăваççĕ. Наташа унччен, 4 ĕне усранă чухне, вĕсене алăпа сунине аса илчĕ: «Ой, алă сĕре ывăнатчĕ. Упăшка пулăшатчĕ. Аппарат туянсан хăшпĕр ĕне ăна ларттармастчĕ. Упăшка вĕсене алăпах сăватчĕ. Аппаратпа самай çăмăл. Лартса хуратăп та хам телефонран интернета кĕретĕп. Халь ТикТок пур вĕт». Вороновсем ял çыннисен çĕрĕсене тара илнĕ. Пĕтĕмпе — 5-6 гектар. Паллах, унта туса илнĕ утă 12 ĕнене хĕл каçарма çитмест, укçалла та туянма тивет. Антон та, Наташа та официаллă майпа ниçта та ĕçлемеççĕ. Вĕсем ĕнесем усраса, вăкăрсем самăртса тупăш тăваççĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.