Комментировать

30 Сен, 2014

Уйрăмлăх - çĕрпе пĕлĕт пекех

Çĕнĕ фермăна пула выльăх хушăнать

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Канаш районĕнчи Атнаш ферминче пулсах тăнăран кунта вăй хуракансем епле тертленнине лайăх ас тăватăп. Йĕпе-сапара резина атăпа пылчăк çăратчĕç, производствăн пысăк пайне алă вĕççĕн пурнăçлатчĕç. Унтанпа витене çĕнетсе-лайăхлатса пынă-ха, анчах пĕлтĕр, Çĕнĕ çул умĕн, çĕнĕ фермăна хута ярасса ун чухне тĕлленмен те.

- Эпĕ кунта 1985 çултанпа ĕçлетĕп, виççĕмĕш витене куçрăм. Ĕлĕкхине аса илес те килмест. Халĕ вара - ырлăх. Фермăран Канаш-Шупашкар трассăна çитиех асфальт çул сарнă. Витере типĕ, хăтлă. Уйрăмлăх - çĕрпе пĕлĕт пекех, - терĕ Людмила Евграфова. - Ăшă шыв алă айĕнчех. Ĕнесене апат тракторпа валеçеççĕ. Сумалли аппарат вĕр çĕнĕ, ку чухнехи йышши. Ĕç укçи лайăх тÿлеççĕ, преми те параççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухрăм пулин те хăнăхнă йыша пăрахса каяс килмест.

- Машинăпа ĕне сăвакансен ĕмĕчĕ тинех çитрĕ, - вĕсемпе пĕрле хĕпĕртет ферма заведующийĕ Елена Иванова. - Ĕлĕк доярка йышлăччĕ. Халĕ - Людмила Евграфова, Надежда Степанова, Ольга Фролова, Надежда Алексеева тата Елена Тимофеева - пиллĕкĕн. Ĕçе харăс тухмаççĕ, канакан та пур - 125 ĕнене вăхăтра сума чиперех ĕлкĕреççĕ.

Хăтлă вите, паха апат, ăратлă выльăх тата ĕç дисциплини çÿллĕ шайра пулни - акă ăçта пытаннă çитĕнÿ çăл куçĕ.

- Атнашсем районта пĕрремĕш пыраççĕ, талăксерен пĕр выльăхран 20 литр сĕт сăваççĕ. Пĕлтĕр çулталăкра кашни ĕнерен вăтамран 6300 ытла килограмм сунă, кăçалхи тĕллев - çичĕ пине çывхарасси, - тет Киров ячĕллĕ ЯХПК ертÿçи Николай Андреев.

Ял хуçалăх кооперативĕн тĕп бухгалтерĕ Любовь Никитина 8 уйăхри производство-экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çак тапхăрта выльăх-чĕрлĕх пăхакансем 428 пăру илнĕ, пĕлтĕр - 372. Кашни 100 ĕнерен пăру илессипе те ÿсĕм пур - 103%.

ЯХПК ашлăх ĕне выльăх та самăртать. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче 860 центнер аш-какай сутнă /пĕлтĕрхинчен 14% нумайрах/, выльăх йышне 1312-рен 1389-а çитернĕ /106%/. Çĕнĕ фермăна пула сăвакан ĕне йышĕ те хушăннă. Кăçал тĕш тырă 932 гектар çинчен пухса илнĕ, вăтам тухăç - 22 центнер. Уй-хиртен кĕнĕ пурлăх - йăлтах выльăх валли.

Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне хуçалăх укçа çаврăнăшне 37017 пин тенке çитернĕ, çав шутран сĕтпе çеç - 29288 пин тенкĕ /80% яхăн/.

- Пирĕн хуçалăх патшалăха сĕт нумай сутнипе ура çинче тытăнса тăма çеç мар, ку чухнехи çĕнĕ ферма тума вăй çитерчĕ, - теççĕ кооператив ĕçченĕсем.

132 çын куллен ĕçе тухать. Çутă тĕллевпе, ыранхи куна шанса. Пĕлеççĕ: Николай Степанович ертÿçĕ лайăх ĕçлекене кÿрентермест, шалу вăхăтра тÿлет. Вăтам ĕç укçи 14455 тенкĕпе танлашать.

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.