Комментировать

2 Мая, 2023

Вăрçă паттăрсене – чыс та хисеп

Чăваш Енре паян Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 4,7 пине яхăн ветеранĕ пурăнать. Шел те, вăрçăра çапăçнисен йышĕ çуллен чакса пырать. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, блокадăри Ленинградра пурăннисене, çул çитичченех концлагерьсенче нушаланнисене — пĕтĕмпе 170 çынна — парнесемпе савăнтарма палăртнă.

Кун пирки ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, парне хутаçĕнче — чей, канфет, термос, курка, эмел савăчĕ, тĕрленĕ кисет тата ЧР Пуçлăхĕ ятран çырнă салам. Парнесене валеçме пуçланă ĕнтĕ, ку ĕçе Çĕнтерÿ кунĕччен вĕçлĕç. Алена Геннадьевна çавăн пекех мĕн пур муниципалитетра ветерансен пурнăçпа йăла условийĕсене тĕпчени çинчен каларĕ. Социаллă ĕçченсем ватăсем патне киле пыраççĕ, кулленхи ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. 2011 çултанпа ветерансен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли программа ырлăхĕпе 6 пин çын усă курнă.

Çĕнтерÿ кунне уявлама хатĕрленнине пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев пусăм тусах палăртрĕ: «Паттăрсене асра тытни, хисеплени — эпир паян тума пултарнин пĕчĕк пайĕ кăна. Пирĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин кашни ветеранĕ, аслă çак уявра тимлĕх кирлĕ кашни çын патне çитмелле».

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра «куççульлĕ уява» халалланă 2,5 пин мероприяти иртĕ. Шупашкарта яланхи пекех парад пулать, урамсемпе çар техники те иртĕ. Йăлана кĕнĕ «Вилĕмсĕр полк» вырăнне вара пĕтĕм Раççейĕпе «Астăвăм стени» акци иртĕ. Унашкал стенасене кашни вĕренÿ учрежденийĕнче йĕркелĕç — кăмăл пуррисем унта хăйсен вăрçăра çапăçнă тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарма пултарĕç. Уяв 22 сехетре Çĕнтерÿ салючĕпе вĕçленĕ.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çур аки ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çуркунне кăçал пĕлтĕрхинчен иртерех килнине кура техника та уя чылай маларах тухнă, ака ĕçĕсене иртнĕ çулхинчен çирĕм кун маларах пуçланă, çавна май пурнăçланă ĕç калăпăшĕ те пысăк.

Олег Николаев çур аки кăтартăвĕсем тăрăх тыр-пул тухăçĕпе юлса пыракан хуçалăхсем удобренисемпе усă курнине тишкерме сĕнчĕ. Çакă вĕсене патшалăх енчен пулăшассине те витĕм кÿрĕ. Олег Алексеевич пĕлтĕр республикăра тĕш тыррăн вăтам тухăçĕ 30-33,5 центнерпа танлашнине аса илтерчĕ, çав вăхăтрах хăш-пĕр хуçалăх гектартан 17- 18 центнер тырă кăна пухса кĕртнĕ. Эппин, вĕсем хальхи технологисемпе, удобренисемпе усă курман.

Министр кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем туяннă удобренисен калăпăшĕ вăтамран кашни гектара 39,7 килограмм хывмалăх пулнине палăртрĕ. Хуçалăхсем çак виçене çуллен пысăклатса пыраççĕ. Чăваш Ен делегацийĕ Узбекистанра иртнĕ эрнере пулнă «Иннопром. Вăтам Ази» курава хутшăнни çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каласа кăтартрĕ. Пĕтĕмлетÿ уçăмлă: Чăваш Ен Узбекистанпа тытакан ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетмелли майсем анлă — вĕсемпе усă курмалла. Шупашкарта туса кăларакан техникăна, çав шутра ятарлă инвестконтракт мелĕпе кăларма пуçланă вăтам тата пĕчĕк хăватлă тракторсене утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Узбекистана ăсатма пуçламашкăн калаçса татăлнă.

Кÿршĕ çĕршыв хĕвел генерацине аталантарас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Хĕвеллĕ çĕршыв вĕт — хĕвел энергийĕпе усă курманни çылăх пулĕччĕ. Каллех — Чăваш Ен продукцийĕ кирлĕ сфера. Çĕнĕ Шупашкарта туса кăларакан хĕвел батарейисен пирвайхи партине унта ăсатнă та ĕнтĕ, çак оборудовани экспортне вăйлатмалла. Электротехника производстви енĕпе те пĕрле ĕçлеме пулать. Сăмах май, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче оккупацие лекекен территорисенчи электротехника туса кăларакан заводсене Узбекистана та эвакуациленĕ — ку енĕпе халĕ вĕсен те компетенцисем курăмлă. Шупашкарпа Ташкент çыхăнăвĕсене çавăн пекех медицина туризмĕ, вĕрентÿ енĕпе, ытти сферăра аталантарасшăн.

Дмитрий Иванович асăннă йышши куравсем ячĕшĕн тăвакан ĕç пулманнине палăртрĕ, унта хутшăнни региона çыхăнусене аталантарма, хамăрăн продукцие сарма пулăшать. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ республика кунашкал форумсене малашне те хастар хутшăнма палăртать. Черетлĕ пысăк пулăм — Санкт-Петербургри йăлана кĕнĕ экономика форумĕ. Вăл кăçал çĕртме уйăхĕн 14-18-мĕшĕсенче иртмелле — Чăваш Ен унта хутшăнмашкăн хатĕрленет ĕнтĕ.