Комментировать

30 Сен, 2014

Килес çулхи тухăç халех шухăшлаттарать

Çавăнпа пĕтĕм лаптăка сухалаççĕ

Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ кооперативра кĕр сухи 1200 гектар тумалла.

- Çанталăк çумăра кайиччен ăна вĕçлетĕр-и? - ыйтрăм кооператив председателĕнчен Петр Тунгуловран.

- Авăн уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 520 гектар, мĕн пур лаптăкăн 43,3 процентне, сухаларăмăр, - хуравларĕ вăл. - Механизаторсем куллен уйра, хура кĕркуннеччен ĕçе пĕтересшĕн.

- Вĕсем суха тунине пырса курасчĕ, - терĕм.

- Апашпа Паçпак ялĕсен хушшинчи уя килĕр, - телефонпа йыхравларĕ председатель.

Шупашкар-Çĕрпÿ автоçултан, Шăнкас ялĕн чарăнăвĕнчен, хуçалăх çĕрне кĕтĕмĕр кăна - куç умне çĕртме тăвакан виçĕ агрегат тухса тăчĕ. МТЗ тракторсем темиçе тĕренлĕ тимĕр плуга çăмăллăн туртаççĕ. Темшĕн мана хăмăл тăрăх шухă лашасем юртнă пекех туйăнчĕ. Вĕсен хыçĕнчен тусан йăсăрланса тăсăлать, хĕвел пайăркисене пула суха пуç тимĕрĕсем йăлтăртатаççĕ.

Руль умĕнче - хăйĕн 60 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленекен Альберт Бородов, Борис Зайцев, Михаил Григорьев механизаторсем. Пирĕнпе сăмахлама пĕр вăхăт та çук вĕсен. Тимĕр учĕсене хăвалаççĕ кăна!

Часах çĕртме пуссине вăр-вар председатель ЯХПК автомашинипе çитрĕ.

- Борис Улюкин, Виктор Викторов, трактористсенчен чи çамрăкки Михаил Серапионов та кĕр сухинче, - терĕ хăйне кооператив ертÿçине суйличчен 12 çул кунта агрономра ĕçленĕскер. - Ял хуçалăх культурисене пухса кĕртсен нумай хуçалăхра çĕре сухаламаççĕ, культиваторпа шăйăрса кăпкалатаççĕ. Эпир кĕркунне плугпа сухалатпăр, çуркунне культиваторпа çемçететпĕр. Тăпрана çавăрса пăрахсан çум курăк, ÿсен-тăран вăрлăхĕпе тунине сиенлекен хурт-кăпшанкă шăнса пĕтет.

Петр Николаевич кăмăлĕ лайăх. Ĕççи вĕçленсе пырать-çке. Ял хуçалăх культурисене 1281 гектар пухнă, кĕлете 3049 тонна тырă кĕртнĕ. Бункер виçипе тухăç кашни гектартан вăтамран 24 центнер. 158 гектар йышăннă куккуруса çулса пуçтарнă. Сенаж - 3800, силос - 1548, утă 686 тонна хатĕрленĕ. 2013 çултан юлнă утăпа сенаж та самаях.

- Çанталăк типĕ тăрсан нумай çул çитĕнекен курăкăн виççĕмĕш хутне çулса тата 2 пин тонна апат хатĕрлĕпĕр, - çак кунсенче тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. - Сăвакан 480 ĕнешĕн, 752 пуç сыснашăн, ытти выльăхшăн апат çителĕклĕ, вăл 1-2-мĕш сортлă.

Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен 17 килограмм сĕт сăваççĕ. Чи пахине çеç сутаççĕ. Шупашкарти сĕт завочĕ продукцие пахаланă тăрăх Апашсем республикăра - яланах пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсенче, завод парнине тивĕçеççĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче пĕлтĕр иккĕмĕш вырăна йышăннă.

Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5300 килограмм сĕт сунă. Кăçал 5500 сăвасшăн. Наталия Храмова, Вероника Чебоксарова, фермăри чи çамрăк доярка Анастасия Владимирова, Светлана Матвеева, Татьяна Елизарова çак тĕллеве çывхартассишĕн ăнтăлаççĕ.

Фермăсене çуллен юсаççĕ. Кăçал вĕсене çĕнетсе 8 млн тенкĕ тăкакланă, тыр-пул пухса кĕртмелли Дон-680 комбайн, КамАЗпа УАЗ автомашинăсем, ытти техника хатĕрĕ 12 млн тенкĕлĕх туяннă. Ĕç укçи вăхăтра параççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен - ЯХПК аван аталанать. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Ял хуçалăх министерстви кăçал ăна республикăри ăнăçлă ĕçлекен 100 хуçалăх йышне кĕртсе çиччĕмĕш вырăна лартнă. Килес çулсенче тыр-пул пуçтармалли комбайн, К-700 трактор, сеялка туянасшăн, тыр-пул типĕтмелли комплекс вырнаçтарасшăн. Кĕскен: предприяти ÿсĕм çулĕпе малаллах талпăнать.

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕсем

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.