Комментировать

30 Сен, 2014

«Сахалрах чирлесчĕ, нумайрах пурăнасчĕ»

Канаш районĕнчи Çÿлти Вăрманьялта фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ, Энтрияль шкулĕнче спорт залĕн уявĕ иртрĕ

Пĕрлехи информаци кунне Канаш тăрăхне çак район кураторĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, Экологипе çут çанталăк ресурсĕсен институчĕн директорĕ Владимир Барсуков, республикăри ветеринари службин пуçлăхĕ Сергей Скворцов, Шалти ĕçсен министерствин пай ертÿçи Николай Ефремов, Чăваш Енри граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен /МЧС/ комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Павлов килсе çитнĕ.

- Халăхпа сÿтсе явмалли ыйту чылай. Çапах чи пĕлтерĕшли - юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форум, - палăртрĕ Сергей Павлов. - Чăваш Ен тĕп хулине ахальтен суйласа илмен. Спорт сооруженийĕсен инфратытăмне йĕркелес, массăллă физкультурăна аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăватпăр. Кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетес ĕçе Канашсем те хăйсен тÿпине хываççĕ. Энтриялĕнчи вăтам шкулта спорт залне юсаса çĕнетме май тупрĕç. Çÿлерех асăннă форума тивĕçлĕ шайра ирттересчĕ пирĕн.

Сергей Владимирович каланă тăрăх - республикăри апат-çимĕç рынокĕнче мониторинг ирттерекен тата хаксене тĕрĕслесе тăракан ятарлă штаб йĕркеленĕ. Кашни эрнере вырăнти влаç тытăмĕсемпе видеоконференци ирттереççĕ. Хуçалăхсемпе уйрăм çынсене хулапа район центрĕсенче, Шупашкарпа Мускавра йĕркелекен кĕрхи çимĕçсен ярмăрккисене хастартарах хутшăнма сĕнчĕ министр. Калăпăр, Мускавра çĕр улми, пахча çимĕç хăвăрт сутăнать. Çак ĕçсене ЧР Апат-çимĕç фончĕ йĕркелесе пырать.

Кăçал Чăваш Енри хуçалăхсем 560 пин тонна тĕш тырă /пĕлтĕр - 396 пин тонна/ çапса тĕшĕленĕ. Çĕр улми лаптăкĕн 65 процентне пуçтарса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 80 пин гектар акса хăварнă.

Ял çыннисемпе тĕл пулнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене час-часах çĕклеççĕ. Çавăнпа район пуçлăхĕ Владислав Софронов хĕле кĕрес умĕн пÿртсене хутса ăшăтмалли хатĕрсене тепĕр хут тĕрĕслесси, çурт-йĕре страхласси çинчен аса илтерчĕ.

Халăха сиплес, сывă пурнăçа хăнăхтарас енĕпе Канашри тĕп больница /тĕп врачĕ - Р.Н.Федорова/ коллективĕ пуян опыт пухнă. Малашне вĕсем вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе участок тухтăрĕсене пухса «çавра сĕтелсем» ирттерме палăртаççĕ. Чылай çын сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăшлă, анчах ăçта каймаллине, камран пулăшу ыйтмаллине пĕлмест. Çавăнпа тухтăрсен канашĕ питĕ кирлĕ.

- Хăйне лайăх туякан çын пурнăçа ăнтарать, çемьере те килĕшÿ хуçаланать. Кăна хамăн сиплев практикинчен илсе калатăп, - терĕ Рената Николаевна.

Сывату ĕçĕнче халăха чи çывăххи - ял фельдшерĕ. Çÿлти Вăрманьялти фельдшер пунктĕнче вăй хуракан Марина Данилова кашни çын валли ăшă сăмах тупма пĕлет.

- Унччен кивĕ çуртра вырнаçнă сиплев пунктĕнче питĕ тăвăрччĕ, çапах хамăр тĕп тивĕç çинчен самантлăха та манман, - каласа парать Марина Николаевна. - Халь акă епле капăр та тăпăл-тăпăл çурт туса пачĕç. Пÿлĕмсем çутă та таса, шывшăн пусă патне чупас хуйхă пĕтрĕ. Çынсене йышăнма пур услови туса панишĕн, республика, район ертÿçисене тав тăвасшăн. Маншăн кăна мар, ял халăхĕшĕн пысăк уяв паян. Тĕрĕссипе, хăшĕ-пĕри чуна уçса калаçса ларма кĕрсе тухкалать. Çынпа тарават сăмахлани те хăйне евĕр эмел. Анат Вăрманьялĕнче пурăнакан 73 çулти Анатолий Васильевич Ярастов питĕ хĕпĕртенĕ. «Сахалрах чирлесчĕ, нумайрах пурăнасчĕ», - терĕ ватă.

- Республикăра ялсенче 100 фельдшерпа акушер пункчĕ уçасси çинчен Указ кăларнăччĕ, çав шутра пирĕн районта 10 ФАП хута ямалла. Çак тĕллеве пурнăçлатпăр эпир, - пĕлтерчĕ Владислав Софронов. - Сывă наци программи пурнăçа кĕнине ĕçпе çирĕплететпĕр. Кăçал уй-хир ĕçченĕсем 15301 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртрĕç, кашни гектартан вăтамран 20,9 центнер çапса илнĕ. Уяр кунсемпе усă курса çĕр улми кăларса пĕтерессине хăвăртлатмалла. «АСК-Канаш», «Победит» юлташлăхсенче «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ аван. Экономика кăтартăвĕсем лайăхланнă чухне социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама май пур. Вăтакас Татмăшри шкула юсарăмăр, Шăхасанта садик уçăлать, Энтриялĕнчи шкулăн спорт залне юсаса çĕнетрĕмĕр.

Энтрияль - район ертÿçин тăван кĕтесĕ вăл. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, пĕр спорт ăмăртăвĕнчен те юлман. 1500 тата 3000 метра чупассипе Совет Союзĕн чемпионки Альбина Мефодьева, тĕнче класлă спорт мастерĕ Вячеслав Степанов, шкул ачисен спартакиадин призерĕ Вячеслав Кузьмин, спорт марафонĕсенче палăрнă Александр Марков, Валерий Николаев, Алина Семенова çăмăл атлетсем çак шкултан вĕренсе тухнă.

- Пирĕн патра ăс пухнисемпе чăннипех мухтанатпăр эпир, - сăмах илчĕ шкул директорĕ Аркадий Гурьев. - Вĕсем тăрăшнипех спорт залне илемлетрĕмĕр. Таса та çутă кунта. Ĕлĕкрех физкультура урокĕсене коридорта ирттерни асран тухман. Халь сывлăха çирĕплетмелли майсем çителĕклĕ. Тав сăмахĕ каласшăн пурне те.

 

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ.

Антонина ТЯМИНА сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.