Комментировать

30 Сен, 2014

Çăмăлттайлăх кăтартăвĕ - çынсен вилĕмĕ

Кăçалхи пуш уйăхĕнче пулнă хăрушă çак авари пирки «Хыпар» хăй вăхăтĕнче çырнăччĕ - çул çинче харăсах пилĕк çын вилнĕччĕ. Халĕ çав инкекшĕн айăплин приговорĕ те паллă.

Авари федерацин М-7 автоçулĕ çинче Çĕрпÿ районĕн территорийĕнче кăçалхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче пулнă. Чулхула çынни 55 çулти Александр Терехов ГАЗ-2705 автомобиль рулĕ умĕнче пулнă май çул-йĕр правилисене пăснă, çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă та «Шевроле Клан» автомобильпе тăрăннă, унтан ГАЗ-3302 машинăна айккинчен лектернĕ.

Кăтартăвĕ чăннипех хăрушă: аварире таксист - «Шевроле» водителĕ тата унăн пассажирĕсем - 25 çулти çамрăк хĕрарăм, унăн 1 тата 2 çулсенчи ачисем, 64 çулти тепĕр хĕрарăм - вилнĕ. Уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе тишкернĕ. Суд Терехова 4 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварса колони-поселение ăсатма йышăннă, унăн 3 çул транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларма юрамасть.

Çул çинчи хăрушă инкекпех çыхăннă тепĕр ĕçе вара кĕçех Шупашкар районĕнче тишкерĕç. Ку аваришĕн Шупашкарта пурăнакан 27 çулти Сергей Белова айăплаççĕ.

Çак тĕслĕхпе те ун чухне «Хыпар» кĕскен паллаштарнăччĕ. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкар районĕнче «Шупашкар-Сурски» автоçулăн 28-мĕш километрĕнче ÿсĕр Белов «Мерседес-Бенц» автомобильпе маневр хăрушлăх кÿмессине курса ĕненмесĕрех çулăн сулахай енне тухнă, хирĕç килекен «Хендай Гетц» машинăпа çапăннă.

Корея автомобилĕнче çемье пулнă - упăшкипе арăмĕ тата вĕсен икĕ ачи. Мăшăр çавăнтах вилнĕ, йывăр суранланнă ачасене больницăна ăсатма тивнĕ.

Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - Сергей Белов маларах та судпа айăпланнă. Ун чухне ăна влаç представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнăшăн явап тыттарнă - 5 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çул çинче çăмăлттай пулнине ĕнентерекенни - çул-йĕр правилисене пăснăшăн темиçе хут та административлă майпа явап тыттарни. Çак çăмăлттайлăх пысăк инкекпе вĕçленчĕ теме юрать. Прокуратура Белова судченех хупса хурассишĕн çине тăнă, çавна май авари хыççăн уйăха яхăн иртсен ăна камерăна хупнă. Уголовлă ĕçе прокурор айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ хыççăн суда тишкерме ярса панă.

 

Н.ДМИТРИЕВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.