Халăх хорĕ унăн ячĕпе хисепленет
Йĕпреçри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорне Геннадий Степанов вăтăр çула яхăн ертсе пычĕ.
Çак ушкăна пĕрлешнĕ канăçсăр чун-чĕреллĕ ватăсемпе Йĕпреç тăрăхĕнчи ял-поселока тухса çÿреме тытăннă хыççăн Геннадий Григорьевичăн ячĕ-сумĕ палăрмаллах хăпарчĕ. Куракансем сĕннипе хора «Канăçсăр çынсем» ят пачĕç. Ушкăн Чăваш Енĕн ытти районĕнче пурăнакансене те хăйĕн ăсталăхĕпе паллаштарма пуçларĕ. «Канăçсăр çынсем» темиçе çул хушшинче Атăлпа Урал тăрăхĕнчи республика-облаçсенчи чăвашсем пурăнакан районсене те çитсе курчĕç, туслă çыхăнусем йĕркелерĕç.
Тĕслĕхрен, Эрĕнпур облаçĕнчи Михайловка ялĕнчи фольклор ансамблĕ халĕ те Хумпа Кĕтне хутлăхĕнче тĕпленнĕ йăхташĕсем патне килсе çÿрет, хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарать. Паллах, Йĕпреçсем хăйсем те парăмра юласшăн мар: майлă самант тупăнсанах инçе çула çывăхлатса Урал тăвĕсем енне тухса каяççĕ.
Ку тĕлте вара чĕрене ыраттарсах çакна çырма тивет: ветерансен халăх хорĕпе пĕрле Эрĕнпур чăвашĕсем кăмăлласа кĕтнĕ Геннадий Степанов ÿлĕмрен нихăçан та çула тухаймĕ. Ĕçтешĕсем ăна икĕ çул каялла юлашки çула ăсатрĕç. «Канăçсăр çынсем» халăх хорне çÿрекенсем ăста музыкçăна, анлă тавра курăмлă ертÿçĕне тата композитора ĕмĕр асăнса пурăнмалла пултăр тесе хора унăн ятне пама йышăнчĕç.
Г.ВАСИЛЬЕВ.