Комментировать

30 Сен, 2014

Киров театрĕ - Шупашкарта

Шупашкарта С.М.Киров ячĕллĕ драма театрĕн артисчĕсем гастрольте пулчĕç. Вырăс драма театрĕн сцени çинче виçĕ кун хушшинче тăватă спектакль кăтартрĕç.

Киров хулинчи драма театрĕ гастроле ачасем валли хатĕрленĕ "Здравствуй, дедушка Крылов!" спектакльпе уçрĕ. "Пока летит стрела Амура" мелодрама аслă ăру çыннисене çеç мар, çамрăксене те килĕшрĕ. "Юрату кирек хăш ÿсĕмри çынна та çунатлантарать, кирек хăш вăхăтра та çĕнĕ пурнăç пуçлама пулать", - çирĕплетет спектакль. "Лгунья" комеди кулăш юратакансемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Гастроле пăлхар драматургĕн Н.Йорданов пьеси тăрăх лартнă "Убийство Гонзаго" ĕç вĕçлерĕ.

Ача-пăчана вырăссен паллă çыравçин Иван Крыловăн произведенийĕсем тăрăх хатĕрленĕ ăс-хакăла аталантаракан карнавал виçĕ кун савăнтарчĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.