Комментировать

24 Апр, 2023

Фонтансем, акăшсем хулана илемлетĕç

Пассажирсене илсе çÿрессине йĕркелесси, «РЭЛАВЭКСПО — 2023» форума пĕтĕмлетесси тата Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тăвасси — çак ыйтусем ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинче пулчĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Арлашкин сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, республикăра пассажирсене илсе çÿрессине тĕрлĕ транспорт тивĕçтерет. Автобуссемпе троллейбуссемсĕр пуçне шыв, сывлăш, чукун çул транспорчĕ те ăнăçлă ĕçлет. Автобуссене илес тĕк — вĕсем пĕтĕмпе 1,2 пине яхăн, 418 маршрутпа çÿреççĕ. Çуркунне дача тапхăрĕ пуçлансан республикăра пахчаçăсем валли хушма маршрутсем уçасси йăлана кĕнĕ, унран кăçал та пăрăнман.

Хуласенче 296 троллейбус пассажирсене илсе çÿрет. Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта общество транспорчĕпе çыхăннă яваплăха муниципалитетсенчен республика шайне çĕкленĕ май халь Правительство 153 троллейбус туянас тĕлĕшпе ĕçлет. Çак тĕллеве пурнăçланă хыççăн общество транспортне çĕнетес тĕлĕшпе муниципалитет округĕсенче те ĕçлеме пуçлĕç.

Доклад «типĕрех» пулнине кура Сергей Артамонов вице-премьер, канашлăва ертсе пынăскер, уйрăм самантсене уçăмлатма, транспорт аталанăвĕнчи чăрмавсене палăртма ыйтрĕ. Юрий Викторович каланă тăрăх, транспорт тĕлĕшпе çивĕч ыйтусем çук мар. Калăпăр, перевозчиксене килĕшмен маршрутсем пур — вĕсем çинче ĕçлесшĕн мар. Ку çав маршрутсем тупăшлă пулманнипе çыхăннă. Çавăнпа, Транспорт министерствин шучĕпе, патшалăх енчен йĕркелекен тарифсемпе усă курни вырăнлă — çапла тусан перевозчиксен тупăшĕ пассажирсен йышĕнчен килмĕ.

Иртнĕ эрнере пулнă «РЭЛАВЭКСПО» форум çинчен промышленноç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Борис Марковцев каласа кăтартрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Ен йĕркелекен пысăк отрасль куравĕсем иккĕ кăна — çакă тата «Çĕр улми». Иккĕшĕ те çĕршыв шайĕнче пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ. Шучĕпе çиччĕмĕш «РЕЛАВЭКСПО» курава тата форума ку хутĕнче нихăçанхинчен нумай специалист хутшăннă — 3 пин ытла. Тата — хамăр çĕршыври 77 регионти, Беларуçри, Таджикистанри 500 организаци.

Форум, курав хамăр çĕршывра реле хÿтлĕхĕпе автоматика оборудованийĕ туса кăларассине анлăлатассине, производство локализацине, экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче çак оборудовани импортне хамăрăн продукципе улăштарассине тĕпе хурать, производительсемпе потребительсен хутшăнăвне йĕркелеме май парать. Борис Васильевич шучĕпе, тăватă кунра çак тĕллев туллин тÿрре тухнă — «РЭЛАВЭКСПО — 2023» пирĕн заводсем, предприятисем реле хÿтлĕхĕпе энергосистемăсен автоматизацине чикĕ леш енчи компанисен куçĕнчен пăхмасăр тивĕçтерме пултарнине çирĕплетнĕ.

Республика çу уйăхĕн 1-мĕшне мĕнле уявласси çинчен культура министрĕ Светлана Каликова каласа кăтартрĕ. Тĕп хулари кашни театрпа культура учрежденийĕ тенĕ пекех тивĕçлĕ мероприяти йĕркелет. Парксем те айккинче юлмаççĕ: «Амазонире» «Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ планета тăрăх утать» уяв пулать, Лакрей вăрманĕ хăйĕн праçникне «Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи çуркунне» ят панă. «Салют», П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕсен умĕнчи лапамсем те пушă пулмĕç: концертсем, викторинăсем, конкурссем — тунсăхламăпăр. Муниципалитет округĕсенче те уяв çÿллĕ шайра пулмалла. Пĕтĕмпе республикăра Çуркуннепе Ĕç уявне халалланă 600 ытла мероприяти йĕркелеме пăхнă, вĕсене 25 пин çынран кая мар хутшăнасса кĕтеççĕ.

Анчах ака уйăхĕнчи паллă кунсем те вĕçленменха. Светлана Анатольевна пухăннисене пурне те вĕсене хутшăнма йыхравларĕ. Ытларикун Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр — Иван Яковлев палăкĕ умне чечексем хуратпăр. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче филармонире Мăнкуна халалланă ыр кăмăллăх концерчĕ пулать. 29-мĕшĕ вара — Патшалăх символĕсен кунĕ, çак ятпа пысăк флешмоб ирттерме палăртнă.

Тĕп хула сити-менеджерĕ Денис Спирин Çуркуннепе Ĕç уявĕ тĕлне Шупашкара тирпейлес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленине пĕлтерчĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвĕсен павильонĕсене çăвассине вĕçленĕ ĕнтĕ, халĕ бордюрсене сăрлаççĕ, çулсен айккисене хĕлле капланнă хăйăрпа пылчăкран тасатаççĕ, çулсем çинче разметка ÿкереççĕ, çул-йĕр паллисене, светофорсене çăваççĕ. «Горсвет» çутă линийĕсен ревизине вĕçленĕ — çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче хулара таса та çутă пулĕ. Фонтансем те ĕçлесе кайĕç, заливра акăшсене курма май пулĕ.