Комментировать

21 Апр, 2023

Хыпар 43-44 (28071-28072) №№ 21.04.2023

Водитель куççулĕ...

Шупашкарта машина лартмалли тÿлевсĕр вырăнсем хĕсĕнсех пыраççĕ

Влаçсем тĕрлĕ рейтинга сăнама кăмăллаççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем хăйсен ĕçне тиркевлĕ хакласан — кунашкал рейтингпа халăха паллаштарасшăнах мар, тепĕр майлă пулсан, чиновниксен ĕçне ырă енчен кăтартма пулăшаççĕ тĕк — унашкаллисене пĕлтереççех. Акă, Шупашкар федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен тĕп хулисен хушшинче пурăнмалли чи лайăх хула ятне тивĕçнĕ.

ЧЭАЗа кайма... Пичет çуртне килеççĕ

Хайхи рейтинга Раççей Строительство министерстви хула хутлăхĕн пахалăхĕн индексĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса палăртнă. Мускавран курăнарах парать пуль — Шупашкар Атăлçи округĕнче мала тухнă. Анчах кунта пурăнакансем çак пĕтĕмлетÿпе пурте пĕр саслă килĕшеççĕ-ши? Курак хăйĕн чĕппи пирки «хура пулсан та хамăнах» тесе калать тет. Çак йĕркесен авторĕ хулара пурăнма пуçланăранпа тăватă теçетке çул çитесси те нумай юлмарĕ — шурă Шупашкара хурлама чĕлхе çаврăнмасть. Вăл чăннипех юратнă тата тăван хула пулса тăнă. Анчах юратнă тени, килĕшсемĕр, вăл пурăнма чи лайăххи пулни пирки иккĕленме юраманнине пĕлтермест.

Паллах, пурнăç пахалăхĕ нумай-нумай самант çинче никĕсленет. Пĕри кăна ан тивĕçтертĕр — «чи лайăх» тенин чăнлăхĕ тÿрех хавшать. Акă паян ирхине ĕçе килтĕм те — автомашина лартма Пичет çурчĕ патĕнче вырăн çук: кăмăл пăсăлчĕ те... Пичет çурчĕ патĕнче парковка пысăк мар, çапах машина лартмашкăн лаптăк вуçех çук тесе калаймăн — кăштах пур. Анчах вырăн йышăнса ĕлкĕрес тесен иртерех вăранмалла.

Пĕрре мар сăнанă: сакăр сехет çитичченех кунта темиçе машина килсе чарăнать. Хуçисем руль умĕнчен тухаççĕ те Пичет çуртне... кĕмеççĕ, электроаппарат завочĕ еннелле утаççĕ. Вĕсем хаçат-журнал ĕçĕпе çыхăннă çынсем мар, ЧЭАЗра ĕçлекенсем. Завод патĕнче те парковка хĕсĕк, çавăнпа вĕсем журналистсем ĕçе каярах, 9 сехет тĕлне, килнипе усă кураççĕ — Пичет çурчĕ çумĕнчи лаптăкри вырăнсене йышăнаççĕ. Завода çитмешкĕн кунтан çуран утма тивет ĕнтĕ — тем мар, ирхине кăшт уçăлмалăх кăна... ЧЭАЗ ĕçченĕсене ятлама чĕлхе çаврăнмасть — вĕсен те завод çумĕнче машина лартмашкăн вырăн çитмест. <...>

Николай КОНОВАЛОВ 

♦   ♦   


Спектакль курма тĕрлĕ халăх çыннисем çÿреççĕ

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ яланах çĕнĕлĕхпе савăнтарма тăрăшать: куракансене кăсăклантаракан çĕнĕ проектсем, вун-вун региона пĕрлештерекен фестивальсем, тĕрлĕ ÿсĕмри куракана тыткăнлакан спектакльсем... Театр ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантаракан центр пулса тăнă.

«Кадриле» чăвашлатĕç

Театрта тĕрлĕ фестиваль ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă нумаях пулмасть Иван Яковлева халалласа чăваш спектаклĕсен фестивалĕ пĕрремĕш хут иртнĕ. «Куккук куççулĕ», «Çеçпĕл», «Шурçамка» кăтартнă. Артистсемпе режиссерсен ĕçне Мускаври театр критикĕ Валентина Федорова хакланă. Сăмах май, чăваш халăхне çутта кăларнă патриархăмăра халалланă уяв каçĕ Çамрăксен театрĕнче ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Театр директорĕ Елена Николаева пĕлтернĕ тăрăх, чÿк уйăхĕнче Шупашкарта наци театрĕсен «Çеçпĕл fest» фестивалĕ пулĕ. Ку таранччен вăл «Атăлçи юмахĕсем» тата «Юмах палитри» ятсемпе иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионти театрсем пултарулăхĕпе паллаштарĕç: тĕрлĕ чĕлхепе хатĕрленĕ спектакльсем кăтартĕç. Артистсем хăйсем те ытти хулана тухса çÿреççĕ. Акă авăн уйăхĕнче çамрăксен театрĕ «Театрлă кĕркунне» фестивале хутшăнĕ. Саранскра «Куккук куççулĕ» спектакльне кăтартĕç. Çĕртме уйăхĕнче Иркутск хули «Байкал талисманĕ» фестивале пухать. Чăваш театрĕ унта «Шинель» илсе кайĕ.

Театрăн çитĕнĕвĕ сахал мар. «Чĕнтĕрлĕ чаршав» республика конкурсĕнче «Куккук куççулĕ» 2022 çулхи чи лайăх спектакль ятне тивĕçнĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Венера Пайгильдина Эльза ролĕшĕн хĕрарăм сăнарне калăплакан чи лайăх актриса пулса тăнă. Сăмах май, чăваш çыннин ют çĕршыври пурнăçне уçса паракан «Куккук куççулĕ» спектакле куракан уйрăмах кăмăллать, билетсем хăвăрт сутăнса пĕтеççĕ-мĕн. РФ искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Борис Манджиев режиссер лартнă ĕçе ытти регионти куракансем те килĕштерессе шанаççĕ. «Шинель» Пĕтĕм тĕнчери театрсен фестивалĕнче чи лайăх музыка спектаклĕ пулса тăнă.

Театрăн тĕп режиссерĕ Байрас Ибрагимов çĕнĕ спектакльсем çинчен каласа кăтартрĕ. «90-мĕш сезон — питĕ тухăçлă тапхăр. Сезон пуçламăшĕнче 9 премьера кăларма палăртнăччĕ, вĕсенчен ытларахăшне кун çути кăтартрăмăр ĕнтĕ. Черетре — «Евгений Онегин» моноспектакль. Режиссерĕ — Дмитрий Михайлов. Унăн премьери çу уйăхĕнче пулĕ. Тĕп роле калăплама Юрий Торговцева шаннă. Чăваш юмахĕ-халапĕ тăрăх спектакль хатĕрлеме ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçрĕмĕр. Вăл чăвашла-вырăсла пулĕ. Сценарине Елена Нарпи писатель çырать, юрри-кĕввипе Лолита Чекушкина композитор ĕçлет, художникĕ — Лариса Комиссарова. Çĕнĕ çул тĕлне ачасене «Снежная королева» юмахпа савăнтарăпăр. «Кадриле» чăвашлатассипе ĕçлетпĕр. Унта аслă ÿсĕмри артистсем вылĕç. Тепĕр спектакле Никита Бичурина халалларăмăр. Ачасем валли Николай Сидоров çырнă драма 2022 çулта пьесăсен конкурсĕнче мала тухрĕ. Унăн премьери 91-мĕш сезонта пулĕ», — пĕлтерчĕ Байрас Надимович. Сăмах май, Тутарстанра Бичурина халалласа балет спектаклĕ лартма палăртнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ

♦   ♦   


Çуркунне ир килнĕрен çĕр хăвăрт типет

Çанталăк ăшăтнă май çĕр те час типет. Пахчаçăсен хĕрÿ тапхăр пуçланать. Лартни-акни сая ан кайтăр, пысăк тухăç илес тесен мĕн тумалла? Кун пирки Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин çумĕ Ольга Белова каласа кăтартрĕ.

Акатпăр-лартатпăр. Кăçал çуркунне ир килнĕрен çĕр хăвăрт типсе пырать. Анчах каçхине сивĕ-ха, çĕр те йĕркеллĕ ăшăнайман. Çавăнпа тĕрлĕ культурăна йăран çине лартма-акма васкамалла мар — шăнса пĕтме пултараççĕ. Хутса ăшăтман теплицăна та калча куçарма иртерех. Каçхине сывлăш температури 8-10 градус ăшă пуласса кĕтмелле. Ака уйăхĕн вĕçнелле, тăпран çиелти сийĕ 18-20 градус ăшăнсан, ĕçе пуçăнма юрать.

Малтан сивве чăтăмлă культурăсене — кишĕр, кăшман — акма юрать. Кун пек вĕсен çимĕçĕ те маларах пулать. Каçхине шăнтма пăрахсан севок сухан лартма вăхăт. Акас умĕн кишĕр вăрлăхне шÿтерсе кăштах типĕтмелле. Нÿрĕскере тытма меллĕ, çăра акăнса сая каймасть. Ир пулакан купăстана йăран çине куçарсан хуплама манмалла мар.

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче йăран çине хăяр акма юрать. Хăвăртрах вăй илтĕр тесен вăрлăхне шÿтермелле. Типпине тăпрана вăрăнтарсан 4-5 кун каярах шăтать. Акнă йăрана агроспанпа хупламалла — калчана шăтса тухма ăшă кирлĕ. Лайăх çанталăкра кăнтăрла уçса уçăлтармалла. Пирĕн тăрăхра улмуççи, çĕмĕрт, палан çурăлнă вăхăтра çанталăк яланах сивĕ, хăш-пĕр çул шăнтать те. Çак тапхăрта уйрăмах асăрханмалла, ÿсен-тăрана сыхламалла. Калчана лайăх аталанма кăнтăрла — 20, каçхине 17-18 градусран кая мар пулмалла. Теплицăри сывлăш температури пысăк пулсан ÿсен-тăрана ытларах шăвармалла.

Пахчаçăсене çĕр улми те çĕр ăшăнсан кăна лартма сĕнесшĕн. «Старик çăпатине хывса çарран утсан çĕр улми лартма юрать», — тенĕ халăхра. Е çăка çулçи 5 пуслăх çаврăнсан ĕçе тытăнма вăхăт. Çĕр улмине вĕçĕм пĕр лаптăкра туса илсен чир-чĕр сарăлать. Çавăнпа пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. Пăрăçпа помидорăн, баклажанăн вегетаци тапхăрĕ пысăкран калчалăх акма кая юлнă ĕнтĕ. Вĕсене йăран çине е теплицăна куçарса лартсан та çимĕçĕ пиçсе çитеймест. Енчен калча сивĕпе е чир-чĕрпе пĕтсен ир пулакан вăрлăх акмалла. Хăярпа кабачок калчисене çитĕнсе çитмелĕх вăхăт пур-ха. <...>

Лариса НИКИТИНА

♦   ♦   


Юмана ыталасан шухăшлани пурнăçланать

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Алена Иванова хăйĕн шухăш-кăмăлне ĕçпе çирĕплетет. Ырă тĕслĕхĕпе ĕçтешĕсене тата студентсене хавхалантарать. Чăваш чĕлхин кунĕ çывхарнă май Алена Михайловна университетра кăçал уçăлнă этнокультура центрĕпе тĕплĕнрех паллаштарма килĕшрĕ.

Кăçатă ăшне тырă пĕрчи, тимĕр укçа яраççĕ

— Çак центра уçас шухăш хăçан çуралчĕ?

— Çулталăк çурă каялла университет ректорĕ Андрей Александров пире: «Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе тата культурипе çыхăннă интереслĕ проект пулмаллах. Ун пирки пурин те шухăшламалла», — терĕ. Вара чăваш филологийĕпе культура кафедринчи ĕçтешсемпе çине тăрсах пуç ватма тытăнтăмăр. Шухăшласан-шухăшласан çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăмăр. Проект пысăк калăпăшлă пулмалла. Унăн студентсене кăна мар, ачасене те чăваш чĕлхипе интереслентермелле. Кунсăр пуçне урăх республикăсенчен, ют çĕршывсенчен килекенсемшĕн те кăсăклă пулмалла. Эппин, пирĕн факультетра центр тумалла. «Чăваш еткерĕ» этнокультура центрĕ тăвас терĕмĕр. Дизайн пирки уйрăмах нумай пуç ватрăмăр. Ăна тума пире программистсем пулăшрĕç. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхилле пÿлĕм кăна тусан вăл илĕртÿллĕ пулмĕ. Хальхи вăхăтри çĕнĕ технологисемпе усă курса интерактивлă пÿлĕмсем тумалла, вĕсенче мультимедиа пулмалла. «Чăваш еткерĕ» этнокультура центрĕ виçĕ пÿлĕмрен тăрать. Пĕри «Мерчен» ятлă, тепри — «Шевле», виççĕмĕшĕ — «Асам». Ятне кура унта мĕнле-тĕр асамлăх пулмалла пек туйăнать. «Мерчен» тата «Шевле» пÿлĕмсенче пирĕн пултарулăх лаççисем вырнаçнă. Унта студентсемпе кулленхи занятисем ирттернисĕр пуçне тĕрлĕ ăсталăх сехечĕ йĕркелетпĕр. «Шевлере» студентсем, сăмахран, сулă тăваççĕ. Ăна çипрен ăсталатпăр, тенкĕсемпе усă куратпăр. Студентсемпе хăнасене вăл ахаль сулă маррине ăнлантаратпăр. Мĕншĕн тесен пысăк тенкĕ çинче сакăр кĕтеслĕ çăлтăр. Вăл — хĕвел палли. Пирĕн гербпа ялав çинче те çав çăлтăр пур. Çăлтăр — ĕмĕрлĕх палли. Тата хĕвел палли. «Икĕ пĕчĕк тенки «Пĕрле» ансамбль тăваççĕ», — ăнлантаратпăр студентсене. <...>

Роза ВЛАСОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.