Хресчен сасси 15 (2954) № 15.04.2023
Субботнике хутшăннă
Çак кунсенче «АгроВыбор» хастарĕсем Шупашкар округĕнче пурăнакансемпе пĕрле субботник йĕркеленĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе вице-премьер — ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хутшăннă.
Ирина ПАРГЕЕВА
♦ ♦ ♦
Тĕкĕлтурасене ĕрчетме тытăнмалла
Паха вăрлăх, çимĕç туса илесси ÿсен-тăрана шăркалантарнипе çыхăннă. Чечеклĕ ÿсен-тăрана ытларах хурт-кăпшанкă шăркалантарать. Вĕсен шутĕнче пыл хурчĕсем, тĕкĕлтурасем, сăпсасем тата ытти те.
Чечеклĕ курăксемпе йывăçсене шăркалантарма ялан тенĕ пек пыл хурчĕсемпе усă кураççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен йышĕ пысăк /пĕр çемьере 40-70 пин хурт/ тата хурт-хăмăрпа çынсем лайăх ĕçлеме пултараççĕ. Калăпăр, утарсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарнипе ÿсен-тăрана шăркалантарса лайăх тухăç илме пулать. Çак уйрăмлăх чечексене шăркалантарас ĕçре пыл хурчĕсене пĕрремĕш вырăна лартать. Анчах пыл хурчĕсен сăмсисем /хоботок/ кĕске. Вĕсем хăш-пĕр ÿсен-тăрана /люцерна, клевер, донник, вика/ çителĕклĕ таран шăркалантараймаççĕ. Тĕкĕлтурасен вара сăмси чылай вăрăмрах. Вĕсем çÿлерех асăннă культурăсене çăмăллăн шăркалантараççĕ. Тата тĕкĕлтурасем чечек çинчен чечек çине хăвăрт куçаççĕ. Ку енчен пыл хурчĕн хăвăртлăхĕ тĕкĕлтурапа танлаштарсан икĕ хут пĕчĕкрех. Уйра е пахчара ÿсен-тăрана пĕр тĕслĕ хуртсем кăна шăркалантараççĕ пулсан вĕсен тухăçлăхĕ çÿлти шая çитеймест. Çурăлнă чечексем çине темиçе тĕслĕ хурт-кăпшанкă ларни питĕ паха /ÿкерчĕкре тупă курăкĕн /мордовник/ чечекĕ çинче тĕкĕлтура та, пыл хурчĕ те пур/.
Пыл хурчĕсем çумăр çунă тата сивĕрех кунсенче /1-5 С0 / хăйсен вĕллисенчех лараççĕ, вĕçмеççĕ. Çав вăхăтрах тĕкĕлтурасем вĕçеççĕ, çанталăка пăхмасăрах чечексем çине ларса вĕсен пылак сĕткенне /нектар/ тата чечек тусанне /пыльца/ пуçтараççĕ. Анчах юлашки 40 çул хушшинче автомобильпе сывлăш транспорчĕсем /самолетсем, беспилотниксем/ тата промышленноç вăйлă аталаннине пула йывăçран лартнă, улăм витнĕ пÿртсем, лашасем пĕтрĕç. Пурнăç шайĕ те ылмашрĕ. Техника нумайланчĕ. Шел те, хальхи фермерсем клевер, люцерна, илепер курăкне питĕ сахал акаççĕ. Уйсенче тулăпа урпа, рапс чылай. Улăм урисем çук. Тĕкĕлтурасен йăва тумалли вырăнĕ те çук. Çавна пулах юлашки 35-40 çул хушшинче тĕкĕлтурасен тĕсĕ тата вĕсен çемйисен шучĕ кирлĕ чухлинчен 3-8 хут чакрĕ. Эпир тĕкĕлтурасем пĕтĕмпех вилсе ан пĕтчĕр тесе вăтăр çул каяллах вĕсене ĕрчетсе усрама тытăнтăмăр. Вĕсене ятарлă вĕллесенче тытатпăр. Клевер, люцерна, фацели, илепер курăкĕ, сильфия акса паратпăр. <...>
Иван МАДЕБЕЙКИН,
Игорь МАДЕБЕЙКИН
♦ ♦ ♦
Атте кĕлеткине лекнĕ снаряд ванчăкне халĕ те упратăп
Вырăспа пушкăрт, белоруспа чăваш, якутпа кăркăс, эрменпе тутар, çармăспа казах — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пурте ирсĕр тăшмана хирĕç хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса çапăçнă. Фронтпа тылăн пĕр тĕллев пулнă — тăшмана çапса аркатасси. «Пĕтĕмпех — фронт валли, пĕтĕмпех — Çĕнтерÿшĕн!» — çак девиз халăха хавхалантарса тăнă.
Алла хĕç-пăшал тытса çĕршыва хÿтĕленисен йышĕнче манăн атте Петр Андреев та пулнă. Вăл 1919 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Килтĕш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Шкулта 6 класс кăна вĕреннĕ. 1942 çулта фронта кайнă.
Ржев 17 уйăх окупацире пулнă. Хула патĕнчи çапăçусем чи хаяррисен шутне кĕнĕ. 1942 çулхи çулла тата кĕркунне Ржев çĕрĕ çинче çĕршер танк тăнă, бомбăсемпе снарядсем çурăлнă, минăсем сирпĕннĕ. Çĕр-аннемĕр мĕнле чăтнă-ши? Юхан шывсем этем юнĕпе хĕрелнĕ, уйхирте вилесем выртнă… Атте Ржев патĕнче çапăçнă. Виçĕ уйăх тăнă вĕсем çак вырăнта. Полкра чăвашсем татах пулнă. Çывăх çыннăм Советски районĕн 359-мĕш сапер чаçĕн иккĕмĕш гварди танк полкĕнче санитар пулса службăра тăнă. 1942 çулхи июньте вăл çапăçăва пĕрремĕш хут кĕнĕ. Унăн чи хăрушă вырăнсенче пулма тивнĕ. Пулемет татти-сыпписĕр персе тăни тата минăсем çурăлни хăратман аттене. Ăçта унăн пулăшăвĕ ытларах кирлĕ, çавăнта, пуля е осколок лекнипе аманнă тусĕсем кĕтнĕ çĕре, ыткăннă вăл. Сурансене пĕлсе тата хăвăрт çыхнă, юн юхнине чарнă, аманнисене хÿтĕрех вырăна сĕтĕрнĕ. Йывăр аманнисене брезент çине вырттарса туртнă.
Анчах кĕркунне, сентябрь уйăхĕнче, ăна хăйне те амантнă. Пуля пĕçĕрен лекнĕ. Госпиталь, тăнсăр выртни, йывăр операци… Суранран снарядăн пысăкрах ванчăкĕсене кăларса илнĕ-ха, анчах юн хытă кайнăран вĕттисене унăн кĕлеткинчех хăварма тивнĕ тухтăрсен. Вăл госпитальте 9 уйăх ирттернĕ. Ура çине тăрсан ăна киле янă. 23 çулти каччă ĕмĕрлĕхех суранланса юлнă. Тепĕр темиçе çултан снаряд ванчăкĕ хăех ÿт çине çиеле тухнă. Ăна аттен наградисемпе пĕрле халĕ те упратăп. <...>
Г.ЛАНДЫШЕВА
Материалсемпе туллин паллашас тесен...