Комментировать

17 Апр, 2023

Аталанма пулăшать

Журналистсемпе уçă калаçу форматпа йĕркеленĕ тĕлпулура Сбербанкăн Атăл-Вятка банкĕн ертÿçи Петр Колтыпин Сберăн 2022 çулхи таса тупăшĕ 300 миллиард тенкĕпе танлашнине палăртрĕ.

Сбер патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансене тĕрев пани çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, «Çемье ипотеки», «Патшалăх пулăшăвĕ», «IT валли ипотека», «Ял ипотеки» программăсем халăхра анлă сарăлнă. Пĕлтĕр 30 пин çемье патшалăх пулăшăвĕсен программисене хутшăнса ипотека илнĕ. Çапла майпа кредит илекенсенчен 30 проценчĕ çăмăллăхпа усă курнă.

Пĕлтĕр клиентсен 173 миллиард тенкине вăрласран хăтарнă. Çак тĕслĕхсенче çынсем хăйсем ултавçăсене укçа куçарма тăнă. Сбер клиенчĕсене телефонпа шăнкăравласа улталасси 15-20 хут чакнă.

Петр Колтыпин çавнашкалах хăйсен ĕçне йĕркелекенсене, бизнеса аталантаракансене тĕллевлĕ пулăшнипе тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Регионсене пулăшас тесе инфратытăма аталантарма укçа хывнине каларĕ.

Рубрика: