Комментировать

13 Апр, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 14 (1293) № 13.04.2023

Килте — ачаш та тимлĕскер, ĕçре — тĕрĕслĕхшĕн çунаканскер

Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакан Любовь Левина пĕлтĕр «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра палăрнă. «Саккун хуралĕнче» номинацире çĕнтернĕ вăл. Раççей ШĔМĕн Вăрмарти уйрăмĕн дознани ушкăнне ертсе пыраканскер сасăлав кăтартăвĕпе 1-мĕш вырăна тухнă.

«Конкурса хутшăнмашкăн ĕçтешсем ӳкĕте кĕртрĕç. «Санран пулать» тесе хавхалантарчĕç. Район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Валентина Волкова та хистесех калаçрĕ. Шухăшларăм та — хутшăнса пăхас терĕм. Видеоролик хатĕрлеме пуçларăм. Пĕрле ĕçлекенсем те, тус-пĕлĕш те нумай пулăшрĕ. Сĕнӳсем те пачĕç. Видеопрезентаци хатĕрлеме те пĕлмелле. Çĕнтересси пирки шухăшламан та, малтан хутшăнса пăхас кăмăл пулнă». Вăхăт çитменнипе пĕрре тытса хатĕрлесе çитереймен, паллах, ăна. Çапах та пурте пулăшнипе Любовь Левинăпа — полици майорĕпе, виçĕ ача амăшĕпе — паллаштаракан видео кирлĕ вырăна çитнĕ. Дознавателĕн ĕçре вăхăт нумай ирттерме тивет паллах. Уголовлă ĕçсене тишкермешкĕн, вĕсене суда ямашкăн чылай ĕçлемелле. Талăклăх дежурствăсем те час-часах лекеççĕ. Тĕрлĕ ĕç-пуçа уçăмлатнипе пĕрлех çемьере харкашу çĕклекенсемпе те, вăрлакансемпе те, ултавçăсемпе те час-часах тĕл пулма тивет. Профилактика ĕçне те вăхăт кирлĕ. Кун валли эрнере пĕр кун ятарласа уйăраççĕ. Тĕрлĕ организаци-предприятие тухса çӳреççĕ. Улталанакансемпе те калаçма тивет. Вĕсене шар кăтартнă çынсене шырамашкăн нумай мероприяти йĕркелеççĕ. Пурне те тупма йывăр, çапах та ултавçăсене палăртнă тĕслĕх сахал мар. Йĕрке хуралĕн тытăмне Любовь Николаевна 2012 çулта килнĕ, тӳрех дознаватель ĕçне кӳлĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вара хĕрача учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕлкĕрсе пыраканскер, сăмах май, вăл шкултан кĕмĕл медальпе тухнă, ачасене вĕрентес ĕмĕтпе хавхаланнă. Урамра тантăшĕсемпе те час-часах шкулла вылянă. Люба учитель тивĕçне хăй çине илнĕ паллах. Çемьере виçĕ ачаран асли пулнă май йăмăкĕпе шăллĕне те тимлесех, пулăшсах тăнă. Пĕрле ӳснĕ тусĕ шкул хыççăн Чулхула академийĕн Шупашкарти филиалĕнче вĕреннĕ. Канмалли куна килсен курсантсем формăпа çӳренине хавхаланса каласа кăтартнă. Çакна итленĕ май Любăн та унта каяс кăмăл çуралнă, ашшĕпе амăшне систернĕ çакна. Аслисем хĕрĕн шухăшне ырланă, хирĕçлемен. Çапла кирлĕ хутсене пухса, экзаменсене тытса Люба та академи студенчĕ пулса тăнă. «Пилĕк çул вĕрентĕм. Питĕ килĕшетчĕ мана. Кунта та «тăваттă» «пиллĕксемпе» вĕреннĕ. Стажировкăна хамăр районти дознани пайĕнче тухрăм. Çакăн чухне ку чăннипех те мана килĕшекен ĕç иккенне ăнланса илтĕм. Тĕрĕсех суйланă эпĕ хамăн ĕçе, профессире хама тупнă». Любовь Левина Вăрмар тăрăхĕнчи Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăрмар каччипе пĕрлешнĕ те — кунтах тĕпленнĕ. Тăванĕ-хурăнташĕ, тусĕ-пĕлĕшĕ — пурте юнашар темелле. Вĕсем çывăхра пулни виçĕ ача çитĕнтерекен çемьешĕн меллĕ паллах. Мăнукĕсене тимлемешкĕн кукашшĕпе кукамăшĕ те, аслашшĕпе асламăшĕ те пулăшаççĕ-çке. Аслисен тĕревĕ çамрăк мăшăршăн пысăк пулăшу. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   


Космос ачи

Пирĕн Тăван çĕршыв — космонавтикăна çуратнă патшалăх. Çĕрĕн искусствăллă спутникне те Совет Союзĕ пĕрремĕш вĕçтерсе янă. Чи малтан космоса та пирĕн çын Юрий Гагарин хăпарнă. Уçлăх паттăрĕсен хушшинче чăваш çынни пулни, паллах, пире мăнаçланма ирĕк парать. Тĕнче уçлăхне пирвайхи хут вĕçекенсем: пĕрремĕшĕ те, иккĕмĕшĕ те, виççĕмĕшĕ те, вĕсем пурте — «чи малтанхисем».

А.Г.Николаев космонавт-летчик ячĕ Чăваш Республикинче кăна мар, пĕтĕм тĕнчипе паллă. Вăл Тăван çĕршыв историне ĕмĕрлĕхех хывăнчĕ. Çавăнпа пĕрлех Андриян Григорьевич тĕнче уçлăхĕнче пулнипе кăна уйрăлса тăмасть, вăл çирĕм ытла ют çĕршывра пулса курнă ентеш. Космосран таврăннă хыççăн вăл Венгрире, Болгарире, Чехословакире, ГДРта, Бельгире, ФРГра, Францире, Югославире, Индонезире, Индире, Бирмăра, Цейлонра, Непалта, Японире, Америкăра, Бразилире, Кубăра, Гвинейăра, Египетра, Алжирта пулса курнă. Хăш-пĕр çĕршыва икĕ-виçĕ хут та кайса килнĕ. Америкăра вара Вашингтон, Алабама, Техас, Калифорни штачĕсенче хăнара пулса пур çĕрте те пресс-конференци ирттернĕ. Çавăнпа пĕрлех Нью-Йорк, Хьюстон, Ханствилла, Лос-Анджелес, СанФранциско, Сиэтл хулисенче çӳресе курнă. Тата ăна Болгари, Монголи халăх республикисен геройĕ, Вьетнам Социализмла Ĕç Геройĕ ячĕсене панă. Паллах, чăн-чăн космонавт пулма пит те çăмăл мар, пĕлмелли те, ĕçлемелли те нумай, чăтăм-тӳсĕм те кирлĕ. Халиччен никам та пĕлмен çĕнĕлĕсемпе те тĕл пулма лекет. А.Г.Николаев хăйĕн кĕнекисенче космос ракетисем тăвакан тĕп конструктор С.П.Королев каланă сăмахсене аса илет: «Патриотизм, паттăрлăх, сăпайлăх, питĕ хăвăрт та тĕрĕс тавçăрса илни, тимĕр пек çирĕп кăмăл, пĕлӳ, çынсене юратни — акă питĕ кирлĕ пахалăхсем. Вĕсемсĕр космонавт пулма çук». Андриян Григорьевич космоса виççĕмĕш хăпарнă пулсан та уçлăха тĕпчес ĕçсенче чи малтанхи экспериментла утăмсем тăвать. Пĕрремĕш хут вĕçнĕ чухне вăл чи пирвайхи хут карапăн кабининче хăй ларнă креслăран салтăнса нимĕнрен тытмасăр ирĕккĕн «вĕçсе» кăтартать. Ун умĕн кун пек сăнава никам та туса курман, мĕн пулассине те никам та малтан калама пултарайман. Ун чухнех А.Г.Николаевпа П.Р.Попович тĕнчере чи малтанхи хут уçлăхра икĕ космос карапĕ пĕрпĕринпе çыхăну тытса ушкăнланса темиçе талăк вĕçме пултарнине çирĕплетсе панă. Тепĕр сакăр çултан иккĕмĕш вĕçевре А.Г.Николаевпа В.И.Севастьянов космонавтсем пĕрремĕш хут космосра вун сакăр талăк вĕçсе, çĕр йĕри-тавра 286 çаврăм тăваççĕ. Пурĕ вĕсен вĕçевĕ 20 миллион километрпа танлашать. Халĕ ĕнтĕ эпир пĕлетпĕр, космос карапĕ Çĕр чăмăрĕ тавра пĕр тулли çаврăм сехет çурă яхăнра тăвать. Çапла вара 24 сехетре карап çĕр тавра вун ултă хут çаврăнать. Çĕрĕн радиусĕ 6378,169 километр тăршшĕпе танлашнине те пĕлетпĕр. Тата çĕр атмосфери хăйне евĕр фильтр шутланать. Ученăйсем шутласа пĕлнĕ тăрăх, 1018 электрон-вольт хăватлă частица пĕр тăваткăл метра, вăтамран илсен, икĕ пин çулта кăна пĕр хутчен лекме пултарать. Космосра вара çавнашкал частицăсем темĕн чухлех! <...>

Вячеслав УРПАН.

♦   ♦   ♦


Купăста

Купăста — кашни пахча хăни. Унран темĕн тĕрлĕ апат та хатĕрлеççĕ. Анчах тухăç епле пуласси, çимĕç мĕнле упранасси сортран та нумай килет.

Ринда — ир пулса çитекеннисен йышĕнчен. Пуçĕ 75-80 кунра чăмăртанса çитет, 3-7 килограмм таранах таять. Анчах та 4-5 уйăхран ытла упранмасть. Уйра та аван çитĕнет. Йăран çинчи тăпрана тăтăшах кăпкалатса тăмалла.

Казачок — ир пулакан гибрид. Калчана çĕр çине куçарнă хыççăн 50 кунранах касса çиме пулать ăна. Бактериоз чирĕсене чăтăмлă, сăтăрçăсене те тӳрех парăнмасть. Аскорбин йӳçекĕ нумай пулнипе палăрса тăрать. Анчах та типĕ çул пуçĕ çуркаланма пултарать.

Атрия çулçисем симĕсрех пулнипе палăрса тăрать. Пуçне 135-145 кунран çавăрать. Çулçисем пысăк, туни çинçе, çавна май ăна голубец пĕçерме кăмăллакансем юратаççĕ. Апатлантармасан та аван çитĕнет, анчах шăварсах тăмалла. Пуçĕсем 2-3 килограмм таяççĕ, анчах вĕсене упрама йывăртарах.

Сахарная голова — чи пылак сортсенчен пĕри. Çавăнпах йӳçĕтнĕ чухне унта сахăр хушмаççĕ. Пахча çимĕç тутине вăрах упрасан та çухатмасть. Пĕр çимĕç 2-7 килограмм таять. Тухăçа пĕрремĕш сивĕсем хыççăн та пуçтарма юрать.

Белоснежка лайăх упранать, вăрăм çулсене те аван чăтса ирттерет. Çакна шута илсех ăна пысăк лаптăксенче усламçăсем лартса ӳстереççĕ. Купăстана çурла уйăхĕнчех касса çиме пулать. Çитĕнме вăтамран ăна 127-150 кун кирлĕ. 7 уйăх таранах упранать, анчах та йĕпе-сапара пухса кĕртнĕ пахча çимĕçе типĕтмелле.

Краутман — вăтам пулакан купăста. Вăрă шăтса тухнă хыççăн çимĕçе пуçтариччен 4 уйăх та иртет. Лайăх упранать. Çуркаланмасть, тĕрлĕ кăмпа чирне лайăх тӳссе ирттерет.

Сибирячка — çанталăк улшăнăвне лайăх чăтса ирттерет, нимĕнле тăпрана та тиркемест. Пуçне 125-140 кунра çавăрать. Лайăх упранать. Сĕтеклĕ пулнине кура сĕткен кăларма та лайăх. <...>

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.