Комментировать

12 Апр, 2023

«Ворлдскиллс» лайăх, «Профессионалсем» те япăх мар

Министрсен Кабинечĕн юнкун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Правительство çичĕ саккун проектне ырларĕ, ытти йышăнăва çирĕплетрĕ.

Республикăн 2022 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун проекчĕпе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Ку кăтартусем тавра хальччен те пĕррре кăна мар калаçу пулнă, анчах йĕрки çапла — саккунпа çирĕплетмелле. Иртнĕ çулхи бюджетăн тупăшĕ 83 миллиард тенкĕ патнеллех çывхарнă — 2021 çулхинчен 7% нумайрах. Çав шутра хамăрăн тупăш курăмлă — 21% яхăн хушăнса вăл 44 миллиард тенке кăшт кăна çитеймен. Чи пысăк тăкаксем вĕрентӳпе, социаллă политикăпа, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă. Çав вăхăтрах экономика çине те алă сулман: бюджет расхучĕсен 27% яхăн — унăн тӳпи. Республикăн адреслă инвестици программине пурнăçлама 8,3 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă — виçĕм çулхинчен 1,5 хут нумайрах.

Округсемпе хуласене те тĕревленĕ — 30,7 миллиарда яхăн тенкĕлĕх. Çак укçапа муниципалитет учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕ, ача сачĕсем, шкулсем тунă, çулсене юсанă тата пăхса тăнă, пуçаруллă проектсене пурнăçланă, вырăнсенчи вĕрентӳ, медицина, культура ыйтăвĕсене татса панă, ытти ĕç тунă.

Михаил Геннадьевич республика патшалăх парăмне экономика енĕпе виçеллĕ тытса тăрас тĕлĕшпе тимлĕ пулнине пайăррăн çирĕплетрĕ. Регион парăм шайĕн пысăк çирĕплĕхĕ кăтартуллă субъектсен ретĕнчи позицие упраса хăварнă. Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх парăмĕ 10,6 миллиард тенкĕпе танлашнă, ку çулталăк каяллахинчен чылай пысăкрах. Анчах çакă кивçенпе тирпейсĕр усă курнипе мар, инфратытăм проекчĕсем валли уйăрнă бюджет кредичĕн укçи, 1,5 миллиард тенкĕ ытла, килнипе сăлтавланнă. Тата — муниципалитетсен рынок виçипе илнĕ кивçене тавăрмалли парăм обязательствисене саплаштарма бюджетран 1,1 миллиард тенкĕ ытла кредит уйăрнипе. Çапла вара паян республикăн патшалăх парăмĕн тытăмĕнче коммерци кредичĕсем вуçех те çук — «йӳнĕ» бюджет кредичĕсем кăна.

Республика бюджечĕпе пĕрле Обязательнăй медстархованин территори фончĕн бюджетне тишкересси те йăлана кĕнĕ — ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов 2022 çулта ТФОМС тупăшĕ 17,6 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнине пĕлтерчĕ — шăп та лăп планпа çирĕплетнĕ шайра. Республикăра пурăнакансем медпулăшупа усă курнине сăнлакан статистика çапларах: талăкĕпех ĕçлекен стационарсенчи 205 пин госпитализаци — 7,6 миллиард тенкĕлĕх, кăнтăрлахи стационарти сиплевĕн 80,5 пин тĕслĕхĕ — 1,9 миллиардлăх, васкавлă медпулăшу чĕннин 295 пине яхăн тĕслĕхĕ — 1 мииллиард тенкĕлĕх. Федерацин ОМС фондĕнчен илнĕ укçапа медицина кадрĕсен дефицичĕпе çыхăннă çивĕчлĕхе чакарма усă курнă: врачсене, вăтам медперсонала тӳлеме 27,5 миллион тенкĕ тăкакланă. 15 медицина организацийĕнче медперсонал йышĕ 88 çын чухлĕ хушăннă.

Республикăн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли саккунне улшăнусем кĕртесси федерацин тивĕçлĕ саккунне тӳрлетнипе çыхăннă. Вĕсем чи малтан ялсенчи старостăсене уйăрса лартмалли требованисене пырса тивеççĕ. Унччен çак ялта пурăнакан, хастар суйлав правиллĕ çын ял старости пулма пултарнă. Халь требовани урăхларах: пурăннине кăна мар, çак ялта çурт-йĕр пурри те кандидатшăн «плюс» шутланать. Çавăн пекех муниципалитетăн халăх суйлакан органĕн дупутат тивĕçне яланхи никĕс çинче пурнăçламан депутачĕ те староста пулма пултарать. Саккуна кĕртекен тепĕр çĕнĕлĕх шăпах муниципалитет пухăвĕн депутачĕн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлемелли çĕнĕ сăлтава палăртать. Депутат шута илмелли сăлтавсăр ултă уйăх муниципалитетăн халăх суйланă органĕн пĕр ларăвне те пыманни ăна мандатсăр хăварма ирĕк парать.

2023 çулта инвалидсем валли уйăрнă ĕç вырăнĕсене упраса хăварма республика бюджетĕнчен укçа уйăрас ыйту тавлаштармарĕ. Çак субсидие ĕç вырăнĕсен çурринчен кая мар пайне инвалидсем йышăнакан организацисем илĕç. Унашкаллисем Чăваш Енре йышлă мар — тăваттă кăна: «Темп», «Ритм», «Катрин», «Энергия» ОООсем. Вĕсенче пилĕк теçетке ытла инвалид ĕçлет. Çав ĕç вырăнĕсене упраса хăвармалли мероприятисем валли республика хыснинчен 2 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Донецк тата Луганск халăх республикисенчен кунта килме тивнисене вăхăтлăха вырнаçтармалли тăкаксемпе çыхăннă йышăнăва тӳрлетни те укçапах çыхăннă. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, улшăнусем çак майпа Херсон тата Запорожье облаçĕсенчен килнисем те усă курма пултарассине çирĕплетет — Чăваш Ен нушаллăскерсене пурне те тарават. Сăмах май, республикăра паян асăннă территорисенчен килнисене вăхăтлăха вырнаçтармалли 10 пункт ĕçлет. Нарăс вĕçĕ тĕлне вĕсенче 323 çын пулнă. Пĕр çынна усрамалли тăкаксем талăкра 860 тенкĕрен пуçласа 1,3 пин тенкĕ таран. Пĕлтĕрхи пуш уйăхĕнчен тытăнса кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен çав пунктсене тытса тăма 212 миллион тенкĕ ытларах тăкакланă. Тĕп пайĕ — 190,6 миллион тенки, федераци бюджетĕнчен, ытти — республика бюджечĕн укçи.

Украинăпах çыхăннă ĕç-пуçăн тепĕр ахрăмĕ — 2022 çулта Пĕтĕм тĕнчери WorldSkills International организаци Раççейĕн «Ворлдскиллс» юхăмри членлăхне чарса лартни. Çавна май, вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин каланă тăрăх, Професси ăсталăхĕн агентстви пирĕн çĕршывра, республикăра малалла ĕçлеймест. Анчах алă усма кирлĕ мар: РФ Çут ĕç министерстви Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн чемпионат юхăмĕн çĕнĕ коцепцине палăртнă. Ку енĕпе иртнĕ çулсенче пухнă опыт вăтам професси вĕрентĕвне малалла аталантарма, рабочисен профессийĕсен сумне ӳстерме пулăшать. Çак кунсенче республикăра професси ăсталăхĕн «Профессионалсем-2023» чемпионачĕн регионти тапхăрĕ иртни — шăпах çак ĕçĕн пĕр пайĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: