Комментировать

12 Апр, 2023

Хресчен сасси 14 (2953) № 12.04.2023

Паха çимĕç — çирĕп сывлăх

Шавлать, кĕрлет пасар. Мĕн кăна çуктăр кунта! Улма-çырла, пахча çимĕç, ашкакай… Апат-çимĕçе суту-илĕве çакланиччен пасарта ветеринари-санитари лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, усă курма юрăхлине çирĕплетсе документ параççĕ. Лаборатори ĕç-хĕлĕпе иртнĕ эрнере ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, республикăри патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин вырăнта паллашрĕç.

«Центральный» суту-илӳ комплексĕнче ветэкспертиза лабораторийĕ Шупашкарти выльăх-чĕрлĕх чирне хирĕç кĕрешекен станцин уйрăмĕ шутланать. Аш-какай, пулă, сĕт юр-варĕ, пыл, çăмарта… — сентре çине çитиччен тĕрĕслевçĕсен алли витĕр тухать. Лабораторире пурĕ саккăрăн вăй хураççĕ. Куллен 500 экспертиза ирттереççĕ кунта. Ĕçе тĕплĕн пурнăçлама мĕн кирли йăлтах пур: оборудовани, холодильник, вĕри тата сивĕ шыв, канализаци. Кашни çимĕçе тĕрĕслеме ятарлă пӳлĕмсем йĕркеленĕ. Специалистсен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Пахипе пĕрлех усă курма юрăхсăррине сутма килекен те пайтах. Сăмахран, кăçалхи январь-март уйăхĕсенче лаборатори ĕçченĕсем пахалăхсăр 5 кг сĕт тата сĕт юр-варне тупса палăртнă. Тĕрĕслев хыççăн 225 çăмарта, çур тонна яхăн пулă тата пулăран хатĕрленĕ çимĕç çиме юрăхсăрри палăрнă. Паллах, вĕсене пасарта сутма чарнă. Аш-какай тĕлĕшпе çăмăлрах темелле. Сурăх, ĕне выльăх, сысна аш-пăшне пасара çитерсен специалистсем таварăн документне тĕрĕслеççĕ. Çав шутра ветеринари-санитари экспертизине тухнине, клеймо пуррине те. Аша лабораторире тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ хыççăн пахалăхĕ тивĕçтерсен сутуçа ятарлă талон параççĕ. Сăмах май, пасара выльăх пусмалли пунктсенчен тата ветеринарисанитари экспертизи туллин тухнă чĕр тавар илсе килеççĕ. Документсене «Меркурий» тытăмра йĕркелеççĕ. Ак-какайпа ĕçлекен пайтаçăсен списокĕ те пур. Унта аша кам, ăçтан, мĕн чухлĕ илсе килни йăлтах паллă. «Шанма шан та, тĕрĕсле», — тенĕ. Тимлĕхе çухатсан инкек тухасси те çывăх. Тĕп пасарти лаборатори заведующийĕ Зоя Владимирова ăнлантарнă тăрăх, малтан какая тĕплĕ сăнаççĕ. Выльăх чирленĕ пулсан лимфа тĕввисем улшăнаççĕ-мĕн. Çакă палăрсан чĕр тавара тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеме хистет. Вĕсем ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлани выльăх чирĕ сарăласран асăрхаттарать, туянакансене пахалăхсăр тавартан хăтарать. — Юлашки вăхăтра республикăра чылай выльăх чирĕнчен хăпма май килчĕ. Сăмахран, йывăр тапхăрта чăх грипĕнчен те хăтăлса юлтăмăр. Иртнĕ çул Мари Элта, Тутарстанра, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенче африка чуми алхаснине пăхмасăр пирĕн тăрăхра сарăлаймарĕ вăл. Пилĕк çулта ĕнесен лейкоз чирĕнчен те хăпрăмăр. Чăн та, нумаях пулмасть Çĕрпӳ муниципалитет округĕнче Çĕпĕр мурне асăрхани лару-тăрăва çивĕчлетрĕ. Чир çулне пӳлме мĕн кирлине йăлтах тунă: çав вырăна дезинфекциленĕ тата ытти те. Кун пекки ан пултăр тесен ветеринари ĕçченĕсен уйрăмах сыхă пулмалла, — палăртрĕ Сергей Артамонов. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Хăй тĕллĕн ĕçлекенсене — çăмăллăх кредичĕ

Шупашкарта Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕн заместителĕсем Екатерина Романьковăпа Денис Константинов, банкăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Енсем хушма хуçалăх тытакан тата хăй тĕллĕн ĕçлекенсене, ял бизнесне финанс тĕлĕшпе пулăшассине, патшалăх программисене пурнăçа кĕртме Чăваш Енĕн влаç органĕпе банк хутшăнăвĕсене лайăхлатмаллине сӳтсе явнă. Раççей ял хуçалăх банкĕ хушма хуçалăх аталантаракан тата хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансене çăмăллăх кредичĕ парассипе Чăваш Ене пилотлă регион шутне кĕртнĕ. Вĕсем валли кредит условийĕсене илĕртӳллĕ тăвасшăн. Хăй тĕллĕн ĕçлекен граждансем валли банк «Сам себе хозяин» сервис хатĕрлет. Вăл хушма хуçалăхсене, хăй тĕллĕн ĕçлекенсене хуçалăх ĕçĕ-хĕлне тытса пыма пулăшĕ /регистрациленме, документсемпе справкăсем йĕркелеме, налук тӳлеме, хуçалăх ĕçĕ-хĕлне çирĕплетме/. Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çĕршыври ытти регионпа танлаштарсан Чăваш Енре ялта пурăнакан, хушма хуçалăх тытакан нумай. Хăй тĕллĕн ĕçлекенсен йышĕ те ӳссех пырать. Çакă ялта пурăнакансене бизнесне аталантарма май парать. Яваплă çынсем округсене çитсе хăй тĕллĕн ĕçлекенсене кӳрекен патшалăх пулăшăвĕпе паллаштараççĕ. Сăмахран, техника туянсан тăкакăн — 40%, ĕне илсен 70 пин тенкĕ тавăрма май пуррине ăнлантараççĕ. Ытти пулăшу та пур. «Çак категорири пайтаçăсене Раççей ял хуçалăх банкĕ пулăшнине ырласа йышăнатпăр», — пĕлтернĕ министр. Екатерина Романькова патшалăхăн электрон сервисĕпе усă курассине лайăхлатмаллине каланă. Тĕслĕхрен, ЧР Ял хуçалăх министерствин хушма хуçалăхсен кĕнекин базине банкăн кредит тытăмĕпе çыхăнтарсан хăй тĕллĕн ĕçлекенсен заявкине кĕске хушăрах пăхса тухĕç. Документ та ытлашши кирлĕ пулмĕ. Хушма хуçалăха аталантарассипе тата ăна çăмăллăх кредичĕпе тивĕçтерессипе республика Атăлçи тăрăхĕнче кăна мар, Раççейре те малтисен йышĕнче. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа Раççей ял хуçалăх банкĕ региона 11,2 млрд тенкĕлĕх 54 пин кредит уйăрнă. Кредит илнисенчен нумайăшĕ каярахпа фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Ветерансемшĕн — çĕнĕлĕх

Россельхозбанкăн Чăваш Енри филиалĕ йыхравланипе ЧР Агропромышленноç ветеранĕсен союзĕн хастарĕсем унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Шупашкарти филиалĕнче Ирина Письменская директор банк умĕнчи тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе епле ĕçлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. — Россельхозбанкăн мĕн пур акцийĕ — патшалăх аллинче, — терĕ вăл. — Унăн сăнав канашĕн председателĕ — Раççей ял хуçалăх министрĕ Дмитрий Патрушев. Пилĕк пин ытла юридици организацийĕ тата 200 пин ытла уйрăм çын филиал клиенчĕ шутланать, юридици организацийĕсене укçа-тенкĕ çаврăнăшĕн — 40 ытла, уйрăм çынсене 70 ытла продукчĕпе тивĕçтеретпĕр. Калăпăр, программăсемпе килĕшӳллĕн пирĕн банкран тĕрлĕ ставкăллă кредит илеççĕ, унта упрама укçа хураççĕ, уйăхсерен проценчĕ хушăнать. Пирĕнпе тивĕçлĕ канури çынсем те тачă çыхăну тытаççĕ. Ветерансен куçĕ умне залра вырнаçтарнă ылтăн тата кĕмĕл укçасем тухса тăчĕç. Вĕсене кирек кам та туянма пултарать. Мĕн тĕллевпе? Укçана инфляци йӳнетни паллă ĕнтĕ. Анчах ылтăнпа кĕмĕл хакне çухатмаççĕ, çавăнпа çынсем сунтăхра ахалех выртакан укçипе ылтăн е кĕмĕл укçа туянаççĕ, кирлĕ чухне сутса тенкĕ е доллар туянаççĕ. Филиал республикăра пурăнакансене Раççейпе туслă патшалăхсен, çав шутра Китай, укçипе тивĕçтерес тĕлĕшпе те ĕçлет. Республикăра пурăнакансене кредит памалли уйрăм пĕрремĕш хутра вырнаçнă. Ирина Письменская унăн ĕçĕ çинчен каласа панă чухне те специалистсем çынсене йышăнатчĕç. Пĕрремĕшĕ — ипотека кредитне, иккĕмĕшĕ потребительсенне илесшĕн иккен. Патшалăх ял çыннисем валли çирĕплетнĕ «Ял ипотекине» те Россельхозбанк парать. Сăмах май, республикăра çулталăкра тавăрса памалли ставки питĕ пĕчĕк. Акă, юридици организацийĕсене кредит паракан уйрăма кĕретпĕр. Хуçалăхсен ертӳçисене черетре тăратса хаклă вăхăта çухаттарас мар тесе кунта харăсах темиçе специалист йышăнать. Çурхи ĕçсене хатĕрленнĕ май бензин-дизтопливо, ытти ресурс туянмашкăн кредит илме филиала кăçал та чылайăшĕ килнĕ. Филиал укçа Чăваш Енрен — ют патшалăхсене, вĕсенчен республикăна куçарас енĕпе те тăрăшать. Чăн та, Ирина Письменская санкцисен витĕмне пула ку ĕçре йывăрлăх та тухса тăнине пытармарĕ. Пĕчĕк, вăтам тата пысăк бизнеса кредитпа усă курма май туса пани çинчен пĕлтерчĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.