Комментировать

28 Мар, 2023

Вăрттăн шалу бюджета сиенлет

Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн пĕтĕмлетĕвне пăхас тăк — ĕç укçипе çыхăннă парăм республикăра çукпа пĕрех. Пĕтĕмпе те 545 пин тенкĕ — пĕр предприятин 13 çын умĕнче çавăн пек парăм капланнă. Анчах чăннипе ĕç-пуç чылай çивĕчрех. Çакă Ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлес, официаллă мар майпа ĕçлессин тӳпине чакарас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ытларикун иртнĕ ларăвĕнче куçкĕрет палăрчĕ.

Инспекци ертӳçи Алексей Метелкин палăртнă тăрăх, вăл ертсе пыракан тытăм çынсене шалăва вăхăтра тӳлемен юридици тытăмĕсене, должноçри çынсене, предпринимательсене асăрхаттарсах тăрать. Çакăн усси пур — хальччен хăйсен ĕçченĕсене пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тӳленисем окладсене пысăклатаççĕ. Çав шутра — çынсене 0,5 ставкăпа «выçă» усранисем те.

Шалу парăмĕн инспекци асăннă виçи тулли ӳкерчĕке сăнламанни вара «ЖБК-2» предприятин арбитраж управляющийĕ Андрей Соколов сăмах илсен пушшех çирĕпленчĕ. Вăл каланă тăрăх, предприятин пурлăхĕ çук ĕнтĕ — ун умĕнхи арбитраж управляющийĕсем сутса пĕтернĕ. Налуксене тӳлесе татнă, нумай миллион тенкĕлĕх ытти парăм вара, çав шутра ĕç укçи, çакăнса юлнă. Çапах ĕç-пуç шанăксăр мар. Соколов ЖБК ытти тытăма куçарса панă укçана шыранине палăртрĕ – унашкалли пур. Çавăн пекех управляющи 120 миллион тенке предприятипе хуçаланнă çынсенчен субсидиарлă мелпе шыраса илес шанăçа та çухатмасть.

Чăвашстат управляющирен çынсен шалăвĕпе çыхăннă парăмсем тĕлĕшпе кăтартусем кĕтсе илейменнин сăлтавне уçăмлатнă май Соколов хăйĕн умĕнхи арбитраж управляющийĕнчен Александр Громовран ку енĕпе нимĕнле документ та илменни çинчен каларĕ. Документсăр вара патшалăх органне объективлă кăтартусем параймăн. Юрать, Ĕçлев инспекцийĕ хушша кĕнĕ — статистика органĕ кĕçех хайхи информацие илĕ.

Уйрăм отрасльсенче официаллă мар майпа ĕçлекенсен шутне чакарас тĕлĕшпе йышăнакан мерăсене сӳтсе яврĕç. Культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова хăйĕн докладĕнче сцена ăстисен ĕçĕпе çыхăннă самантсене уçăмлатать пуль тенĕччĕ те — апла пулмарĕ, вăл Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕн залне арендăна миçе хут пани çинчен каланипех çырлахрĕ. Çак йĕркесен авторĕшĕн вара, сăмахран, чăваш эстрадин тава тивĕçлĕ çăлтăрĕсем пĕр каçра темиçе туя-юбилее çитсе юрланăшăн илекен пысăк тупăшăн хăш пайне налук шучĕпе патшалăхпа пайлани интереслĕччĕ. Шел, ку тема ларура янăрамарĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова суту-илӳ сферинчи ĕç-пуçа хакларĕ. Чăваш Енре вак суту-илӳ объекчĕ йышлă — 6,5 пин. Пĕлтĕр вĕсем бюджета хывнă тӳлевсен виçи чакни палăрнă. Унашкаллисен шутĕнче «Фердинанд Моторса», «Транстехсервиса», ытти компание асăнчĕ те — вĕсем тӳленĕ налуксем пĕчĕкленнин сăлтавĕ вăрттăнлăх мар. Çав компанисем машинăсем сутаççĕ, пĕлтĕр вара автозаводсем ĕçлеме пăрахнă. Автомобильсем çук, эппин, налук, ĕç укçи те çук.

Лариса Анатольевна панкрутлăх серепинчи темиçе компание ятран асăнсах шалу парăмĕсемшĕн тиркерĕ, анчах унăн доклачĕ Олег Николаева пурпĕр тивĕçтермерĕ. Республика Пуçлăхĕ министерствăна муниципалитетсенче суту-илӳ сферинче мĕн пулса иртнине тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ — çакă чылай усăллăрах пулĕччĕ. Унта пĕтĕмпех йĕркеллĕ маррине Олег Алексеевич чухлать. Çакна Елчĕк округĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕ. Унта культура сферинче, социаллă сферăра вăтам ĕç укçи 32-34 пин тенкĕпе танлашать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре вара — 23 пин çеç. Çак виçе чăннипе килĕшсе тăманнине çирĕплетекенни, Олег Алексеевич шучĕпе, хайхи бюджет сферинче вакансисем пурри. Енчен те бизнесра çавăн чухлĕ кăна тӳлеççĕ тĕк — çынсем унта ĕçлемĕччĕç, хайхи вакансисене йышăннă пулĕччĕç.

Ĕç укçи тӳлессинче уçăмлăх пулмаллах. Унсăрăн мĕн пулса тухать-ха? Кĕçех пурăнма кирлĕ виçе палăрмаллах пысăкланмалла. Социаллă тӳлевсене вара МРОТăн 1,5 виçинчен пĕчĕкрех тупăшлă çынсем илме пултараççĕ. Урăхла каласан бизнесра ĕçлекен çынна та тупăшĕ пĕчĕк тесе патшалăхăн пулăшма тивĕ. Кунашкаллипе, паллах, çырлахма юрамсть. Çавăнпа Олег Николаев уйрăм пĕр муниципалитет округне илсе унти ĕç-пуçа тĕплĕ тишкерме-тĕрĕслеме сĕнчĕ. Унашкал кандидат самантрах тупăнчĕ — Йĕпреç округĕ. Ятарлă комисси унта темиçе уйăх ĕçлесе çынсене шалу тÿлес, ĕçе официаллă майпа йышăнас тĕлĕшпе саккуна пăснин кашни тĕслĕхне шута илĕ. Пĕр муниципалитетри лару-тăру ыттисемшĕн те кăтартуллă — пĕтĕмĕшле ӳкерчĕке уççăн курма тата, паллах, ĕç укçине «сулхăнран» кăларас тĕллевлĕ мерăсем йышăнма май пулĕ.

www.hypar.ru