Кашни гектар усă кӳтĕр
Пĕлтĕр техника уя пуçласа ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тухнă, кăçал вара — пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчех. Чи малтан Улатăрсем калчасене апатлантарма пуçланă. Унтан — Пăрачкавсемпе Шăмăршăсем. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхне Олег Николаева ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.
Тунтикун тĕлне виçĕ муниципалитет территорийĕнче кĕрхи туллăн 825 гектарне апатлантарма ĕлкĕрнĕ. Регионăн «тĕп аграрийĕ» каланă тăрăх, акса-лартса хăварнă лаптăксем кăçал 550 пин гектартан та иртмелле — иртнĕ çулхи кăтартуран кăшт нумайрах. Çурринчен ытларах пайĕ — тĕш тырă культурисем. Çуркунне акмалли-лартмалли анасем 310 пин гектарпа танлашаççĕ.
Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çураки валли çителĕклĕ. Ăна кондицие çитерес тĕллевлĕ ĕçсем малалла пыраççĕ. Техникăна илес тĕк — унăн 98% уя тухма хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем хальлĕхе кирлин 50% чухлĕ, ыттине те пĕчĕккĕн кӳреççĕ. Минерал удобренисене хуçалăхсем 14,6 пин тонна — çураки валли кирлин 73,2% чухлĕ — туяннă. Ку ĕç те малалла пырать. Шăмăршă округĕсĕр пуçне кĕрхи калчасем лайăх хĕл каçнă, çавна май анасене пăсса акма тивмĕ. Çакă, пурлăхпа техника ресурсĕсем çителĕкли уй-хирти ĕçсене кĕске вăхăтра пурнăçлас шанăçа çирĕплетет, терĕ Сергей Геннадьевич. Техника тенĕрен, юлашки виçĕ çулта хуçалăхсем, фермерсем ял хуçалăх техникин çĕнĕ 3 пине яхăн единицине туяннă. 2019 çулта техника хăвачĕ кашни 100 пин гектар çĕр пуçне 111 лаша вăйĕпе танлашнă, паян вара çак кăтарту 130 лаша вăйне çитнĕ.
Усă курман ял хуçалăх çĕрĕсен ыйтăвĕ çинче Сергей Артамонов пайăррăн чарăнса тăчĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕтĕмлетнĕ тăрăх, çавнашкал лаптăксем 27,6 пин гектарпа танлашаççĕ. Ку — республикăри сухалакан çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 3,7%. Çак çĕрсене çитес виçĕ çулта çаврăнăша кĕртмелле. 10 пин гектар çинче кăçалах продукци туса илмелле. Сăмах май, виçĕ çулта, 2015 çултанпа, усă курман 128 пине яхăн гектар çĕре çаврăнăша кĕртнĕ.
Олег Николаев çуракине тухăçлă тырпул никĕсне хывса хăварнипе танлаштарчĕ, эппин, çак тапхăрта пушшех çанă тавăрса ĕçлемелле. Çавăн пекех вăл çĕрĕн кашни гектарĕпе тухăçлă усă курмаллине палăртрĕ, территори ресурсĕпе усă курассине тĕрĕс планлама чĕнсе каларĕ.