Комментировать

29 Сен, 2014

Тĕнчен тăватă кĕтессине пĕрлештерекен

Тĕнчене кутăн çавăрса хунă хунсем чăваш халăх историйĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Çакна тулли кăмăлпа йышăнма эпир хальлĕ­­хе пиçсе те çитмен-ха. Европа анлăшĕсене тухиччен пирĕн несĕлсем сюнну ?усал тискерĕç - хаяр варвар% ятпа Китай империне хăратса тăнă. Чăвашсен аваллăхне уçса паракансенчен пĕри - тĕнчипе паллă синолог, Чăваш Енĕн чысĕ те мухтавĕ Никита Яковлевич Бичурин, манахлăхра - Иакинф атте. Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 237 çул çитрĕ. Кÿкеç поселокĕнчи «Н.Я.Бичурин тата хальхи самана» музей çак паллă куна асăнса «Бичурин вулавĕсем» ирттерчĕ. Вулав паллă ăсчахсене, студентсене, шкул ачисене те пĕрлештерет.

«Н.Я.Бичурин тата хальхи самана» музей - Шупашкар районĕн ахах-мерченĕ. Пĕтĕм Раççейри ăмăрту-тупăшура та палăрнă вăл. Чăваш халăх культурине кăтартас, палăртас, аталантарас пархатарлă та яваплă ĕçре унăн авторитечĕ питĕ пысăк. Ÿнер ал ĕçĕсен «Паха тĕрĕ» фирмипе пĕрле Атăлçи тăрăхĕн пултарулăх конкурсĕ­­сене йĕркелесе ирттерни мĕне тăрать! Никита Бичурин çуралнă кунĕ тĕлне музейпа парк комплексĕнче чул сарнă сукмаксен тĕрри анлăланнă, синолог палăкĕпе юнашар паркра Китай çитти ?беседка% ÿссе ларнă. Çак курăмлă та илемлĕ ĕçе пурнăçлаканĕ «Чувашагроинвестстрой» акционерсен хупă обществи. Общество директорне Валерий Гурьевич Борисова «Н.Я.Бичурин тата хальхи самана» музей патриочĕ тесех хакламалла.

«Бичурин вулавĕсенчи» нумай тĕпчев ăс-тăна кăсăклăхĕпе тыткăнларĕ. Чăнах та, Никита Бичурин тесенех пурнăç вĕреме тытăнать, тĕнчен тăватă кĕтессине пĕрлештерсе тăрать ăсчах манах. Çапах та чи интереслĕ докладсенчен пĕри филологи наукисен докторĕн Николай Иванович Егоровăн «Китай историйĕнчи огур йăхĕсем ?Çур­­çĕрти пилĕк йăхăн вун ултă пат­шалăхĕн тапхăрĕ%» пулчĕ. «Китай культурине тата Китай этеммин чунне уçса пама мехел çитернĕрен Иакинф атте ăсчах паттăрĕ тенине хăнăхнă эпир. Никита Яковлевич пире чăваш халăхĕн историне уçса панă пирки вара пит шухăшласах та каймастпăр. Унăн тĕпчевĕсене-куçарăвĕ­­сене пула эпир несĕлсен кун-çулне пирĕн эрăчченхи саманасенченех пĕлетпĕр. Хамăра Китай историйĕнче сюнну ятпа тăрса юлнă хăватлă халăх тăхăмĕсем тесе тивĕçлипех шутлама пултаратпăр», - çак шухăшсене истори факчĕсемпе çирĕплетрĕ Николай Иванович.

Юнпа Иакинф атте - чăваш. Сăмахпа сăнарланисем, унăн портречĕсем çакна çирĕплетеççĕ. Ватлăх çитнĕçем Иакинф атте «китайлансах» пынине те палăртнă унăн пĕлĕшĕсем. Чăваш историкĕсем те аванах кăсăкланнă çак ыйтупа. Иакинф атте хăйĕн ачалăхĕ-яшлăхĕ, ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, тусĕсем пирки аса илме, каласа пама пит юратман. Никита Яковлевичăн амăшĕ вырăс, ашшĕ вара чăваш пулни паллă. Анчах чăвашран тухнă тĕн çыннисем вăл вăхăтра хăйсене нихăçан та чăваш - инородец - тесе кăтартман.

Синологăн еткерне тĕпченĕ Л.Н.Гумилевпа М.Ф.Хван паллă ăсчахсем те Никита Яковлевич çырăвĕсене тишкернĕ чух лешĕ чăваш чĕлхине аван пĕлнине палăртнă.

В. СТЕПАНОВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.