Комментировать

23 Мар, 2023

Çамрăксен хаçачĕ 11 (6461) № 23.03.2023

Пысăк сцена çине тухиччен 9 çул юрлама вĕреннĕ

«Хĕрсем», «Чиперкке», «Майра»… Денис Павлов шăрантаракан юрăсене илтсен хĕрсем Çуркуннехи юр пекех ирĕлме тытăнаÇÇĕ. Хăйĕн чылай юррине чиперккесене халалланă Денис чăннипе вара сăпайлă, мухтанма юратман, вăтанчăк каччă.

«Çăлтăр пулассишĕн çунмастăп»

— Денис, сана куракансем кăмăллăн йышăнаççĕ, сцена çинче юрланă хыççăн тăвăллăн алă çупаççĕ. Çак самантра хăвна еплерех туятăн?

— Эпĕ — Патăрьел каччи, лăпкă кăмăллă, сăпайлă. Çăлтăр тесе хама такам вырăнне хумастăп. Малашне те мăн кăмăлланса çӳресшĕн мар.

— Ак тата! Санăн çăлтăр пулас килмест-им вара?

— Çăлтăр пулассишĕн çунмастăп.

— Çамрăк юрăçсене, каччăсене, куракансем мĕншĕн ытларах юратаççĕ-ши?

— Ман шутпа, чи малтан илемлĕ сассишĕн. Итлекене малтан сасă тыткăнлать. Юрăçа хăйне сцена çинче еплерех тытнишĕн те, залри халăхпа çыхăну тума пултарнишĕн те килĕштереççĕ. Çынсем концерта киличчен юрăсене радиопа е интернетра итлеççĕ. Унтан тин сцена çинчи юрăçăн сăнне кураççĕ. Куракансем шалтан тапса тăракан туйăма та сисеççĕ.

— Сцена çинче юрлас килнине хăçан туйрăн?

— Анне Светлана Валентиновна — Красноармейски тăрăхĕнчен, атте Владимир Николаевич — Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртрен. Анне клубра ĕçленĕ, çамрăк чухне халăхпа пĕрле хаваспах юрланă. Чылай юрăçăн ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ пултарулăхпа çыхăннине палăртмалла, çавăнпах-тăр вĕсемшĕн сцена ют мар. Анне хăйĕн ĕмĕтне ман урлă пурнăçларĕ. Вăл мана, 4 çулти шăпăрлана, тăван ялĕнчи клуб сцени çинче пĕрремĕш хут юрлаттарнă. «Сарă кайăк» юрра икĕ хутчен шăрантарнине тĕлĕкри пек астăватăп. 13-14 çулсенче чухне Алексей Шадриков шăрантаракан «Шăпчăк» юрăпа куракана савăнтартăм. Хăçан та пулин манăн та вăхăт çитессе ачаранах туйнă эпĕ. Сцена çинче юрлас килнине вара нумаях пулмасть ăнлантăм.

— Шкулта ятарлă музыка пĕлĕвĕ илейрĕн-и?

— Анне çине тăнипе Патăрьелти музыка шкулĕнче 5 çул юрлама вĕрентĕм. Малтанах мана çавăтса каятчĕ. Кайран уроксем хыççăн автобуспа эрнере 2-3 хут хам тĕллĕн çӳреме пуçларăм. Анастасия Андреева педагог манăн сасса вокал енĕпе лартас тесе тăрăшрĕ. 5 çул опера юррисене юрларăм.

— Эсĕ çемьере миçемĕш ача?

— Иккĕмĕш. Манăн тете Валентин пур. Вăл çемьеллĕ. Тете атте пекрех, эпĕ вара аннене хывнă. Валентин çемйипе тăван килте пурăнать. Эпĕ ытларах аннепе çывăх.

— Апла эсĕ ăна мĕн пур вăрттăнлăхна шанатăн пуль?

— Ача чухне унпа чуна уçса калаçаттăм. Халь аннене чĕрене пĕтĕмпех уçаймастăп. Чылай вăрттăнлăха хамра тытатăп. Лайăххипе, паллах, атте-аннепе хаваспах пайлашатăп. Вĕсем пирĕн пурнăçа ахаль те, пĕр сăмах каламасăрах, витĕр кураççĕ. — Çывăх та шанчăклă тус пурри пурнăçа çăмăллатать. — Манăн çывăх хĕр тус пур. Унпа 5 çул калаçатăп. Вăл хамăр енчисемех, кӳршĕрен. Пурнăçăмăн пĕр пысăк пайĕ пирки ăна веçех каласа панă. Юлташ та сахал мар. Анчах вĕсене мĕн пур вăрттăнлăха уçса памастăп. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


Пĕччен кинемейсем чаплă ресторана кайса курнă

Малтанах вăл строительство фирминче инженерта ĕçленĕ. Халĕ вара пĕччен ватăсене пулăшать. Шупашкар хĕрĕ Елена Плавова кинемейсемпе мучисене йывăрлăхра алă парас тĕллевпе «Внукувнук» проект шухăшласа кăларнă. Ăна Раççей шайĕнче пысăк хак панă, вăл Мускаври «Лиза докторăн пулăшăвĕ» организацин премине тивĕçнĕ.

91-ри ватă юлташ пулса тăнă

«Ку 3 çул каялла, коронавирус пуçланнă вăхăтра, пуçланчĕ, — аса илчĕ 26-ри пике. — Манăн ĕçпе ялсем тăрăх çӳремеллеччĕ. Ун чухне ватă çынсене чылай куртăм. Малтанах манăн тĕллев вĕсене видео ӳкересси, аса илĕвĕсене çыртарса илесси пулчĕ. Çав видеосене интернетра вырнаçтартăм та — нумайăшне кăмăла кайрĕ. Проект аталанса пычĕ, майсем те ытларах тупăнчĕç. Сăмахран, çынсем ватăсене укçан пулăшма, парнесем пама тытăнчĕç. Эпĕ ватăсене пулăшас тесе команда пухрăм, анчах хĕрсем ĕç йывăрлăхĕсене чăтаймарĕç. Çавăнпа кинемейсемпе мучисем патне пĕчченех çӳреме тытăнтăм. Пĕр вырăнта тăмалла маррине ăнланса общество ĕçĕ-хĕлĕн шкулне вĕренме ятарласа кайрăм. «Проекта аталантарас килсен санăн пĕтĕм ĕçе хăвăн çине илмелле мар. Волонтерсене явăçтар», — ăс пачĕç мана. Тĕрĕссипе, эпĕ «волонтер» тесе каланине юратмастăп. Ку сăмаха илтсен ватăсене пĕр хут пулăшма килекен çын аса килет. Çавăнпа проекта çамрăксене явăçтарма тытăнтăм та вĕсене «мăнуксем» теме пуçларăм. Раççейĕпе ватăсене пулăшма кăмăл тăвакан 40 ытла хастар тупăнчĕ. Пирĕн команда пысăк: соцсетьсемпе ĕçлекен çын, дизайнер, маркетолог тата ытти енĕпе тăрăшакан пур». Хастарсем тĕрлĕ регионти çынсене пулăшаççĕ. Елена Чăваш Енрен пулнăран проекта чи малтан хамăр республикăра пурнăçа кĕртме шухăшланă. Вăл пĕччен пурăнакан кинемейсемпе мучисене хăй шыранă, районсенчи социаллă хӳтлĕх пайĕпе çыхăннă, кайран ватăсем патне шăнкăравласа калаçнă, унтан хăнана çитсе курнă. Халĕ ун вырăнне ялсене «мăнуксем» çӳреççĕ. Çамрăксем ватăсемпе яланах ăшшăн хутшăнаççĕ: «Эпĕ начар кăмăл-туйăма кăтартмалла маррине вĕрентетĕп. Пĕрмай ыталанмалла, йăл кулмалла тетĕп. Çапла малтанах хăйсене хăюсăртарах тытнă ватăсем пурăна киле мĕнле улшăннине куратăн. Чи малтанах Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Настя аппа патне çитсе куртăмăр. Вăл 91 çулта. Кинемей маншăн юлташ пулса тăчĕ. Эпир унпа тем çинчен те калаçма пултаратпăр. Вăл мана яланах хăнана чĕнет. Ватăсем тĕрлĕрен пулаççĕ: пĕрисене тимлĕх кирлĕ, вĕсем чунне уçса пурнăçĕ пирки каласа кăтартасшăн. Çавнашкал видеосем çынсене килĕшеççĕ, çамрăксене шухăша яраççĕ. Проектăн тĕллевĕ шăпах çакă. Çамрăксем аслă ӳсĕмрисен опытне тимлеччĕр. Хальхи вăхăтра: «Ой, карчăксем мăкăрти, усал», — тесе калакан яшсемпе хĕрсем пур. Ватăсемпе калаçса курсан шухăш улшăнать, кăсăклă пулса каять. Пĕрисенче хăвна куратăн, çав çынсемпе характерпа пĕрешкел пулнăн туйăнать. Вĕсенчен мĕне те пулин вĕренетĕн». <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


20 çул иртсен те Люба аппан сăмахĕсем асран тухмаççĕ

«Мана ача чухне пăрахса хăварнă. Атте-анне тесе каласа кураймарăм, вĕсен ăшшине туймасăр интернатра çитĕнтĕм. Кайран училищĕре штукатурмаляра вĕрентĕм. Практика тухнă чухне Люба аппа бригадине лекрĕм. Пĕррехинче чӳрече янахĕ çинче пирус туртса лараттăм. Люба аппа, эсĕ пырса кĕтĕн. Ыттисем пек кăшкăрса пăрахмарăн, лăпкăн çеç: «Хĕрачи, эсĕ ăçтан? Мĕн ятлă?» — тесе ыйтрăн. «Таня, интернатран», — хурав патăм эпĕ. «Атя, мана пулăш», — терĕн. Эпир штукатурка мĕн чухлĕ тунине виçрĕмĕр.

Кăнтăрла апат çирĕн-и тесе ыйтса икĕ канфет тыттартăн. «Чĕлĕм туртиччен мунчала çыхма вĕрен, пурнăçра кирлĕрех пулать», — çапла сĕнӳ парса тăрăшсах мунчала çыхма хăнăхтартăн. Пирус çавах туртма пăрахмарăм. Кайран эсĕ хĕрсене /эпир, тăлăх туратсем, вун иккĕнччĕ/ пухса кашнинех аслисемпе юнашар ĕçлеме тăратрăн. Тăрăшсах ĕçе вĕрентĕм: обой çыпăçтарма, штукатурка тума, сăрлама... «Хăвăр ĕçе пăхса савăнăр. Хĕрсем, ку пурнăçра сирĕн никама та шанмалли çук. Ĕçлеме пĕлсен выçă вилместĕр», — теттĕн. Практика пĕтсен саншăн питĕ тунсăхларăмăр. Вĕренсе пĕтерсен сирĕн бригадăпа ĕçлеме тӳр килнишĕн савăнтăм. «Кăнтăрлахи апат илмесĕр ĕçе ан килĕр, выçă çыннăн ĕçлеме вăй çук», — теттĕн. Укçа-тенке перекетлеме вĕрентеттĕн. Люба аппана бригадăра юратман, курайман пĕр «ашапатман карчăкки» пурччĕ. Ăна яланах темĕн çитместчĕ, халăха пăтрататчĕ, суя сăмах саратчĕ, çамрăксене юратмастчĕ. Люба аппа çинчен те темĕн тĕрлĕ усал сăмах калатчĕ. Унăн çӳçĕ вăрăм та хитреччĕ. Пуçĕ пыйтлă тесе сăмах саратчĕ. Анчах эсĕ çав хĕрарăма пĕрех пулăшма тăрăшаттăн. Ашшĕпе амăшĕ, упăшки усал шыçăпа чирлесе вилсен çынсенчен укçа пухса пытарма пулăшрăн. «Вăл сан çинчен темĕн тĕрлĕ сăмах сарать. Мĕншĕн пулăшатăн?» — тесе ыйтсан: «Çӳлти Турă веçех курать, ан пăшăрхан», — çапла хуравлаттăн. Темле йывăр пулсан та халăхшăн тăрăшаттăн, çынсен шалăвне ӳстерес тесе ĕçе лайăх йĕркелеттĕн, «çӳлтисемпе» хытăрах та калаçаттăн. Çавăншăн сана бригадир укçине тӳлеместчĕç. Эсĕ пĕрех ниме пăхмасăр тӳрĕ çулпа утаттăн. Анчах çын сăмахĕ чĕрене ыраттарать. Эсĕ чирлерĕн, кайран отпуска кайрăн. «Ашапатман карчăкки» çакăнпа усă курса пире, çамрăксене, çисе яманни кăначчĕ. Шалу та пĕчĕкленчĕ. Эпир, 5 хĕр, Мускава тухса кайрăмăр. Ĕçлеме вĕренсе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Унта пĕр каччăпа паллашрăм, юратса качча тухрăм. Çие юлсан унăн амăшĕ патне Шупашкара килтĕмĕр. Хуняма эрех ĕçме юрататчĕ, хваттершĕн темиçе уйăх та тӳлеменччĕ. Ача çуралсан тамăк пуçланчĕ. «Чар ачуна! Сысна çури пек кăшкăрать», — тесе çӳçрен тытса лăскатчĕ, пуçа стена çумне çапатчĕ. Упăшка та: «Ачу çывăрма памасть», — тесе тапкă-çупкă «çитеретчĕ». Ывăлăм пĕртен-пĕр савăнăç пулчĕ. Ăна тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тесе эпĕ темĕн те тӳсме хатĕрччĕ. <...>

Татьяна. Шупашкар хули.

♦   ♦   ♦


«Артиста артистпах пурăнма аван»

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ çывхарать. Паян хаçат хăни — Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕн артистки Татьяна ВОЛОДИНА. Куракан çак артисткăна «Маленький принц», «Тайны семьи Рейвенскрофт», «Боингбоинг», «Леди на день» тата ытти спектакльте сăнарсем калăплакан пек пĕлет.

Физика учителĕ шухăша улăштарнă

— Салам, Татьяна. Ăçта, хăш районта çуралса ӳснĕ пулас артистка?

— Эпĕ Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче питĕ туслă çемьере çуралса ӳсрĕм. Виçĕ ачаран чи кĕçĕнни, чи ачашши пулнă. Аттепе анне час-часах ĕçре пулнипе пире асаттепе асанне пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсен юмахĕсене итлесе çывăрса каяттăм. Тăван ялти 4 класлă шкула пĕтерсен Карăклă ялĕнчи вăтам шкула çӳреме тытăнтăм. 7 класс хыççăн вара Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейне вĕренме кĕтĕм, физикăпа математика класне лекрĕм.

— Пурнăç сана артист ĕçĕ патне мĕнле çавăрса çитерчĕ?

— Шкул пĕтерсен виçĕ вĕрентӳ учрежденине кĕме заявлени çырнăччĕ. Малтан вĕрентекен пуласшăнччĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнăччĕ. «Никифорова, физика предмечĕпе экзамен панă чухне эпĕ санăн вĕрентекенӳ пулнине никама та ан кала, намăслантаратăн!» — физика учителĕ çапла каласан шухăша улăштартăм. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культурологи факультетне кĕме заявлени çыртăм. Унта театр уйрăмĕ пурри илĕртрĕ, пултарулăх конкурсĕ витĕр тухрăм. Кунпа хавхаланса артист пулас килни çĕнтерчĕ. Театр ăсталăхне аталантарас тесе Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчи курса вĕренме кĕтĕм. Пирĕн ушкăна СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ертсе пычĕ.

— Апла пулсан физика учителĕ çапла калани сая кайман. Шăпа хăех: «Сан артист пулмалла», — тенĕ.

— Çапла. Вăл апла каламан пулсан шăпа пачах урăх çулпа кайĕччĕ.

— Театрта миçе çул ĕçлетĕн? Паянхи куна мĕнле çитĕнӳсем пур?

— Вырăс драма театрĕнче 2006 çултанпа ĕçлетĕп. 2012 çулта Федор Достоевскин «Преступление и наказание» спектакльти Соня сăнарне калăпланăшăн ятарлă дипломпа чысларĕç. Раççейри тата ют çĕршывсенчи вырăс театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери «Туслăх кĕперĕ» фестивалĕнче «Шанăç» номинацире палăртăм. Театрта ĕçленĕ тапхăрта, 16 çулта, 42 сăнар калăпларăм. Кашниех маншăн уйрăм ĕç. Режиссер сăнара шанса панă чухне артист пĕр майлă, спектакль сцена çине «пиçсе» тухнă çĕре вара вăл шалти туйăмпа пачах урăхла. Апла пулсан сăнарпа пĕрле эпĕ те «çитĕнетĕп». <...>

Алена АЛТУХОВА.

♦   ♦   ♦


«Атте-анне вилнĕ хыççăн пĕччен пурăнма çăмăл мар»

Эпĕ ача чухне ялта Алюшка ятлă çын пурăнатчĕ. Эпир ăна хамăр хушăра Ухмах Алюшка тесе чĕнеттĕмĕр. Вăл çулла ялан килĕ умĕнче е пахчара ларатчĕ. Вăл никама та нимĕн те тумастчĕ пулин те ун умĕнчен иртсе çӳреме хăраттăмăр. Тĕрĕссипе, эпĕ унпа калаçса та курман, ытти ача мĕн каланă — çавна тунă. Пирĕнтен чылай аслăччĕ вăл. Пĕррехинче [анне умĕнчех çаплах чĕннĕ ĕнтĕ ăна] аннерен уншăн питĕ вăйлă сăмах лекрĕ. Анне мана Алюшка тăван шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн Хусанти университетра вĕренни, тăватă чĕлхепе ирĕклĕн калаçма пултарни çинчен каласа панăччĕ. Аслă шкулта юлашки курссенче ăс пухнă чухне тăван шкулĕнче икĕ çул нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ вăл. Юлашки икĕ курсне пĕр çулта вĕренсе пĕтерме шут тытсан ăспа арпашăнса кайнă иккен. Вĕсен пысăк сад пурччĕ. Хăш чухне унтан Алюшка вырăсла е нимĕçле юрлани илтĕнетчĕ. Сасси уçăччĕ вара. «Тĕрĕссипе, ун пек ăслă çын пирĕн ялта пулман, çавăнпа «ухмах» сăмаха урăх нихăçан та, никам умĕнче те ан кала», — тенĕччĕ анне.

Иван тете те — сусăр

Юлашки çулсенче нумай çын скандинавсен уттипе интересленме пуçларĕ. Ялсенче те патакпа та, патаксăр та утакан нумай. Ялан пĕр вăхăталла тухаççĕ вĕсем, пĕрле тĕл пулаççĕ те ял йĕри-тавра утаççĕ. Кашни ушкăнра — хăйсен ӳсĕмĕнчи çынсем. 70- 80 çулсенчи çынсем утма ӳркенменни мана тата ытларах савăнтарать. Вĕсен хăйсен — пĕр ушкăн. Пĕр енчен, вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçаççĕ, тепĕр енчен, уçă сывлăшра уçăлса çӳрени сывлăхшăн çав тери усăллă. Кăçал çак аслă ăрури ушкăна Патăрьел округĕнчи Вăтаел ялĕнче пурăнакан Маня Петухова та хутшăнчĕ. Вăл питех калаçмасть, ытларах итлет. Чĕнсен калаçать, чĕнмесен шăпăрт итлесе пырать. Ыттисем ачисем, çемйи çинчен калаçаççĕ, Маньăн вара вăл та, ку та çук. Питĕ йывăр шăпаллă вăл. Маня ачаранах сусăр. Çавăн пек çуралнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ пурăннă чухне кăштах çăмăлрах пулнă ăна. Вĕсем çĕре кĕнĕ хыççăн йывăрлăхĕ пуç çине тӳпемиех йăтăнса аннă. Юрать, ялах качча кайнă йăмăкĕ пур. Вăл çемйипе Маня аппана пулăшса пырать. Хĕлле кăмакине те хутмалла, апатне те пĕçермелле. Анчах та вĕсем те кашни кун çумра мар-çке. Маня ăс-тăн енчен çителĕклĕ аталанайман. Вăл 1954 çулта çуралнă, çемьере чи аслă ача пулнă. Ашшĕ Иван тете вăрçа кайман, мĕншĕн тесен вăл та сусăр пулнă. Тĕрĕссипе, Иван тете сывах çуралнă, йĕркеллех çитĕннĕ. Каччă çулне çитсен ялти лаша фермине конюха вырнаçнă. Пĕррехинче хĕлле каçхине вăл кӳршĕ ялтан лашапа таврăннă. Икĕ ял хушшинче Пăла шывĕ юхса иртет. Çавăнта çитсен пăр шарлатса çурăлнă, унтан темле хура япала сиксе тухса Иван тетен çурăмĕ çине хăпарса ларнă-мĕн. Каччă хăранипе лашине тата вăйлă хăваланă. Хура япала çурăм çинчен анмасăрах Иван тетепе яла пырса кĕнĕ имĕш. Çавăн хыççăн ăна асат хуçнă, курпун тухнă тесе каласа паратчĕ хăй. Çавăнпа салтака та илмен ăна. Вăрçă хыççăн вара хĕрĕсем суйласа илмелĕх пулнă, мĕншĕн тесен ялти арçынсенчен çурри ытла вăрçăран таврăнайман. Иван Туçа хĕрне Раиса аппана качча илсе икĕ хĕр пăхса ӳстернĕ. Петуховсем аслă хĕрĕ мĕншĕн çапла çуралнине пĕлмен. Ун чухне тĕрĕслемелли мелĕсем те сахалрах пулнă ĕнтĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


Кукамăшĕн сăмахĕ тÿрре тухни тĕлĕнтернĕ

Канаш округĕнчи Яманкасси ялĕнче пурăнакан Ирина Андреева ача чухнех кукамăшĕпе асламăшĕ çанталăк паллисем çинчен калаçнине хăлхана чикнĕ. Каярахпа ашшĕ Илья Павлович хĕрне тĕрлĕ кăсăклă тӳр килӳсем пирки ăнлантарнă. Çавăнпа Ирина шкула çӳреме пуçласан çут çанталăк урокĕсенче тимлĕ итлесе ларнă. Уйрăмах уçă сывлăшра, шкул пахчинче иртекен географи урокĕсем илĕртнĕ ăна.

«Юр миçе сантиметр хулăнăш ӳкнине виçни, флюгер çинче çил ăçтан вĕрнине сăнани асра юлнă. Вăрмана кайсан йывăçсен турачĕсем хăш енче йăвăраххине, кăткă тĕммисене сăнаттăмăр. Вĕсене пăхса çурçĕрпе кăнтăр хăш енче пулнине палăртма вĕренеттĕмĕр. Класра стенаран пысăк хут çакса хунăччĕ. Çанталăка сăнаса хăш кун юр е çумăр çунине, сывлăш температурине, çил хăш енчен вĕрнине çырса пыраттăмăр. Çакă маншăн питĕ кăсăклăччĕ. Кукамай /вăл 1896 çулта çуралнă/ халăх сăнавĕсемпе паллаштарни те асрах. Ула курак вăрах кранклатсан çумăр пулать тетчĕ, чĕкеç çĕр çумĕпе вĕçсен те çумăр кĕтмеллине калатчĕ. Унăн сăмахĕсем тӳрре килетчĕç. Çамрăк чухне çине тăрсах çут çанталăка сăнаса çырса пыман эпĕ, анчах улшăнусене асăрхама яланах килĕшетчĕ. Эпир вăрмантан инçех мар пурăнатпăр, çуркунне юр кайиччен йывăçсем улшăннине, турачĕсем паркаланса хăмăрланнине савăнса сăнатăп. Ача кĕтекен хĕрарăм сăнран улшăнса пырать вĕт, папка-çулçă кăларма хатĕрленекен йывăç та çавăн пекех. Сăнав дневникне темиçе хутчен те çырас тесе пуçăнтăм, анчах кун валли алă çитместчĕ. 2016 çулта вара çине тăрсах ку ĕçе тепĕр хут пикентĕм. Паянхи кун та унта çанталăка çырса пыратăп. Кашни кунах çырмастăп паллах. Анчах уйăхра темиçе кун та пулин мĕн-тĕр палăртса хăваратăпах. Хĕллепе çуллана танлаштарса пыратăп. Чылай сăнав чăнах та тӳр килет. Çанталăка сăнаса пынăран çĕрпе çыхăннă тата хуçалăхри ĕçсене хăçан тумаллине палăртма çăмăлрах. Дневнике çырса пымасан манăçать, капла вара — йăлтах куç умĕнче. Акă, 2020 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне юр йăлтах ирĕлсе пĕтнине, пылчăк тухнине палăртнă эпĕ. Кайран, паллах, юр татах çунă. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче юр аванах çуса лартнине, хам чылай хушă çерçи курман хыççăн çав кайăка асăрханине çырнă. Пăлхавăшнире йĕпе-сапаллă кун пулнă. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче тата тепĕр кун çиçĕм çиçнине, аслати авăтнине палăртнă. Килти теплицăна хăçан мĕн акнине, калча лартнине те çырса пыратăп. Сăмахран, 2020 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче сухан лартнă эпĕ. Пĕлтĕр вара çав вăхăтра пахчара лапкăшĕпех шурă юр выртатчĕ-ха. Çавăнпа помидор, пăрăç калчисене чылай каярах лартнăччĕ», — каласа кăтартрĕ Сиккасси ял территори уйрăмĕн специалисчĕ Ирина Ильинична. Кăçал пуш уйăхĕнче ăмăр кун нумаййине, çил сулхăнрах пулассине асăнчĕ вăл. Ирина Ильинична каланă тăрăх, кăнтăр енчен вĕрекен çил сивĕрех. Çакă вăл касса вĕрсен ытларах сисĕнет. <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.