Комментировать

16 Мар, 2023

Чăваш хĕрарăмĕ 10 (1289) № 16.03.2023

Хастар директор та, ăшă кăмăллă асанне-кукамай та

Ĕçченлĕхне кура — хастар, йывăрлăх умĕнче пуç усманнине шута илсе — талпăнуллă, хальччен ыттисем туса курманнине хăрамасăрах пуçăннăран — харсăр, лайăх йĕркелӳçĕ пулнăран — малта пыракан, общество ĕçĕнчен пăрăнманран — ырă кăмăллă та пысăк чунлă теççĕ ĕçтешĕсем, пĕлĕшĕсем, тусĕсем Елизавета Абрамова пирки. Чăваш патшалăх пукане театрĕн тилхепине 26 çул çирĕп тытса пырать вăл. Культура учрежденине тӳрĕ çулпа кăна чуптармасть, çĕнĕрен те çĕнĕ сукмаксепе утса хăй хыççăн сарлака анлăш такăрлатса пырать. Ахальтен мар чăваш пуканеçисем çинчен тĕнчипех пĕлеççĕ.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елизавета Ариевна чăваш çĕрĕ çинче çуралман пулин те ĕмĕрĕпех республика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшать, пысăк ĕç туса пырать. Пукане театрĕн директорĕ пулнипе пĕрлех Республикăри хĕрарăмсен союзĕн Президиумĕн членĕ общество пурнăçĕнче те питĕ хастар.

Шăпа Чăваш Ене килсе телейне кунта тупнине те, инженера вĕреннĕскер культура тытăмĕнче ăнăçтарса ĕçленине те йăл кулса «шăпа» тет Кстово хулинче çуралса ӳснĕ Елизавета Абрамова. Чулхулари инженерипе строительство институтĕнче вĕреннĕскерне направленипе Шупашкара трактор завочĕ тунă çĕре янă. Кунта вăл вун пилĕк çула яхăн инженер-строитель пулса тăрăшнă, хастар комсомолец пек те палăрнă. 1994 çулта ăна ЧР Культура министерствин строительство уйрăмĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. 1997 çулта вара Пукане театрĕн тилхепине шанса панă. «Театр картлашкипе малтанхи хутчен хăпарни халĕ те асрах. Ун чухне мана йăлтах мĕн тери ют пек туйăннăччĕ. Халĕ тĕлĕнетĕп: маншăн çак стенасем çав тери тăван, çывăх пулса тăчĕç. Малтанхи директора Иван Кузнецова ку ĕçе шăпах мана шанса панăшăн чунран тав тăватăп. Паллах, ун чухне темиçе хутчен те ах! та ох! тенĕ. Хам та хăранă пуль, çирĕплетекенсем те иккĕленнĕ ахăр. Паллах, кун пек вырăна наци чĕлхине пĕлекен çынна лартсан аванрах. Тепĕр енчен — гуманитари пĕлĕвĕ те çук манăн. «Хăвăр палăртăр. Эпĕ унта туртăнмастăп. Анчах та шанатăр пулсан — эпĕ çав тери ĕçчен», — терĕм. Мĕн пулать те мĕн килет терĕç-ши? Малтан ертӳçĕ тивĕçĕсене пурнăçлама шанчĕç пулсан çур çултан çирĕплетрĕç те. Ĕçри тимлĕх мана ветерансемпе, артистсемпе пĕр чĕлхе тупма пулăшрĕ. Михаил Антонов, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче театр директорĕ пулнăскер, «ку пуçсăрла хăтланмасть» тени те темле хăват хушрĕ-тĕр. Эппин, хама дипломат пек тытмалла. Чи малтан коллектившăн тăрăшмалла — çакнашкал пĕтĕмлетӳ турăм. Профессипе строитель пулнă май театр çурчĕ пăхма та пулин илемлĕ курăнтăр тесе косметика юсавĕ ирттерме спонсор пулăшăвĕ шыранă вăхăтсем те пулнă. Пĕринче çак енпе хама фирма уçма та сĕнчĕç. Анчах та шалти темĕнле вăй театртах юлма хистерĕ. Пушшех те, парăнма хăнăхман эпĕ. 25 çул вăл 2,5 çул кăна мар. Пысăк тапхăр. Килте кашни çынна, кашни чĕр чуна юратма пуçланă пек ĕçре те саншăн кашниех хаклă пулса тăрать. Паллах, командăна пысăк тав. Енчен те ĕçтешсем ăнланмасан нимĕнле проекта та пурнăçа кĕртме çук», — тет Елизавета Абрамова. Çĕнĕ варкăш çĕнĕ майсем илсе килет Ĕç пирки чарăнмасăр сехечĕ-сехечĕпе калаçма хатĕр вăл. Çакă та хĕрарăм театра чунпа парăннине, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçланине çирĕплетет. Яваплăх — акă мĕн илĕртсе пырать. Хăвăн умна лартнă темле йывăр тĕллеве те пурнăçлани кăна вăй-хал хушать, савăнтарать. Ĕçе вĕçне çитермесен чунра та йывăр-çке. Акă мĕнле шухăш-тĕллев хăпартлантарса пырать хĕрарăма. «Çын мĕн ачаран пиçĕхет. Çитĕнсен хастар пулас тесен шкулта вĕреннĕ чухнех активлă пулмалла. Мĕн пĕчĕкрен яваплăха туйса çитĕнмелле. Хама мĕн ас тунăранпах çапла эпĕ. Шкулта яланах ĕлкĕрсе пынă. Паллах, çынра çут çанталăк пани те пулмалла — унпа вара тĕрĕс усă курмалла. «Ăнăçу» тени маншăн халĕ, çулсем иртнĕ май, ăнлантарса пама пулакан япала. Çĕнĕ тĕллевсем патне çирĕппĕн утма пултармалла, аталанмалла, пĕр вырăнта тăпăртатса тăмалла мар. Кун пек чухне ӳсĕм — шăпах вăл ăнăçу та — пулатех. Çак енчен çамрăксемпе ĕçлеме питĕ килĕшет мана. Вĕсен çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Çавсем мана хăпартлантараççĕ те. Тепĕр чухне яшсемпе хĕрсем питĕ ăслă япаласем пирки сăмах пуçараççĕ. Хушăран кăткăс та пулĕ вĕсем, анчах та — кăсăклă. Çамрăксен шухăшне вăхăтра илтсе хавхаланăвĕпе усă курма пĕлмелле. Паллах, кун валли лару-тăрăва чухламалла, тавра курăм пурри те пĕлтерĕшлĕ. Кулленхи пурнăçри улшăнусене те кирлĕ пек йышăнма пĕлмелле. Вĕсене малалла аталанма май паракан хăват пек йышăнмалла. Эпĕ çавăн пек çын: манăн яланах вĕренес, хальччен курманнине туса пăхас килет. Паянхи варкăш та чылай аталанма май парать. Анчах та ăна ăнланса пымалла. Халĕ, сăмахран, цифровизаци вăй илет. Пурнăç хăех çаврăнса çитрĕ ун патне. Пирĕн çĕршыв тĕрĕс мар аталанать тенине пĕлтермест ку — пĕтĕмпех кирлĕ. Çамрăксене тĕрлĕ гаджет таврашĕпе вăхăта нумай ирттернишĕн ӳпкелекен нумай. Эпĕ çав тери япăххине нимĕн те курмастăп. Вĕсем мĕнле программăсенче ларнине, унта мĕн вĕреннине тишкермелле. Пирĕн ăру çитĕннĕ вахăтра техника аталанăвĕ çак шая çитнĕ пулсан эпир те паянхи ачасем пекех пĕтĕмпех вĕреннĕ, хăнăхнă пулăттăмăр. Аслă ӳсĕмрисем техникăн ку е вăл çăмăллăхĕпе усă курма хăраса тăраççĕ пулсан, паян пирĕн мăнуксем нумай программăна пĕлеççĕ. Çамрăксем аталаннине хаклама пĕлмелле. Пирĕн вĕсен чĕлхипе калаçмалла. Енчен те çитĕнекен ăру ку е вăл социаллă сете килĕштерет тĕк — ăна хамăра кирлĕ пек йĕркелеме тăрăшмалла. Çĕнĕ платформăсем пирĕн ачасемшĕн кăсăклă кăна мар, усăллă та пулччăр. Çавăнпах аслисен те паянхи çĕнĕлĕхсемпе çывăх пулма хăрамалла мар. Ыррине, лайăххине кăтартмалла. Ачасене тĕрĕс çулпа аталанма пулăшмалла», — палăртать шухăшне малтан мала талпăнакан ертӳçĕ. Ахальтен мар Пукане театрĕ паянхи кунпа тан утать. Çĕнĕ технологисемпе усă курса хатĕрленĕ ĕçсем çирĕплетеççĕ çакна. Вĕсем ачасемпе ашшĕ-амăшне пĕр чĕлхе тупма пулăшаççĕ. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕтĕм тĕнчери чăвашсем — пĕрлешĕр!

«Патриот мар» текен термин пур… Манăн вара унпа килĕшесех килмест. Тăван çĕршыва кашниех тĕрлĕрен юратать тейĕпĕр. Анчах тăван кĕтес вăл чи пĕчĕккинчен пуçланать-çке: çара ураллă ачалăхран, сĕт шăршиллĕ, кăкăр ĕмĕртекен аннерен, хăлат пек вăйлă аттерен… Атте-аннене юратман, вĕсемшĕн тунсăхламан, ачалăха самантлăха та пулин таврăнса курма тĕмсĕлмен çын пур-ши вара?

Тăван чĕлхе те — «Тăван çĕршыв» ăнлав çумĕнчех. Урăхла пулма пултарать-и вара? Чăваш-и, вырăс-и, тутар-и — чи малтанхи сăмахсене чĕкеç евĕр чĕвĕлтетекен çывăх çыннăмăр пилленĕ чĕлхепех калатпăр. Кайран, кайран, ӳссе пынă майăн, темиçе ют чĕлхепе те çăмăллăнах шăкăлтаттаракан нумай пирĕн хушăра. Чи çывăххи, чи тăванни вара çапах та — анне чĕлхи. Ӳссе, çулсем хушăнса пынă майăн çыннăн тĕнче курăмĕ те, шухăшлавĕ те анлăлансах, улшăнсах пырать. Ку, паллах, питĕ лайăх. Çыннăн пĕр вырăнта тăмалла мар. Анчах хăшĕ-пĕри çавна май тăван чĕлхерен, культурăран писсе пырать. Чăваш ыттисенчен начартарах пек туйăнать-ши уншăн? Нумаях пулмасть çакăн евĕр лару-тăрăва лекрĕм. Чăвашла калаçнине кура пĕр майра хăртма, наци харпăрлăхне «тĕксе» кӳрентерме пăхрĕ. Анчах та хайхискер эпĕ хам чăваш пулнишĕн намăсланмасса кĕтмен курăнать. «Ну, чăваш, малалла мĕн?» — пăхрăм хайхине куçран. Майра чĕнме аптрарĕ. Наци çине пусăм туса хăртма пăхни национализм экстремизмĕпе танлашнине каласан хайхи палт! кăна çаврăнса утрĕ. Ку истори, чăн та, тусанпа витĕнме ĕлкĕрнĕччĕ. Кашни кӳрентерекене асра тытса çӳресен… Раççейре ирттернĕ çырав кăмăла пăлхатрĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне уççăн пĕлтернĕ хыççăн тăван халăх шăпишĕн пăшăрханакан кашни çыннăнах чунĕ çунчĕ ахăр. Ара, хăйсене «чăваш» тесе калакансен йышĕ самаях чакнă вĕт. Çакăн пирки регион ертӳçи Олег Николаев хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. РФ Патшалăх Думинче наци ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ, халĕ республикăна ертсе пынă май, паллах, Олег Алексеевичăн чунĕ ыратмасăр пултарайман. Регион ертӳçи Чăваш наци телекуравне панă интервьюра паянхи кун чăваш тата чăвашла калаçакан йышĕ чакманнине палăртнă. Хăйсене чăваш тесе шухăшлас килменнисен йышĕ кăна катертĕннĕ. Республикăра пурăнакансен 67 проценчĕ ку таранччен хăйсене чăваш тесе палăртнă, халĕ, Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх — 64 процент. Уйрăмлăх пысăках мар пек. Çапах та ку та — савăнмалли пулăм мар. Мĕн тумалла-ха апла пулсан? Олег Николаев чĕлхеçĕсен, республика патриочĕсен шухăшнех çирĕплетет — чи малтан, паллах, чăвашла калаçмалла. Чĕлхе те, культура та пурнăçăн уйрăлми пĕр пайĕ пулса тăмалла. Тăван чĕлхе куллен хутшăнмалли инструмента çаврăнмалла. «Муниципалитет вĕрентӳ учрежденийĕсене çӳренĕ май чăвашла калаçнине нумай илтетĕп. Ку питĕ савăнтарать мана. 2020 çулсенчех апла марччĕ, — тенĕ Олег Николаев. — Ял тăрăхĕсенче çĕнĕ садик уçăлнă чухне те тăван чĕлхепе калаçмастчĕç. Çак ĕçе общество организацийĕсене тăтăш хутшăнтарни хăйĕн çимĕçне кӳмелле. Эпир Федераци культура автономи ĕçне çĕнĕлле йĕркелесшĕн. <...>

Маргарита ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Шурçамка

Чăваш кашкăрĕ тĕнче тăрăх çаврăнса тăван тăрăха таврăнчĕ

Çак кунсенче Казахстанран хыпар килсе çитрĕ — Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши çырнă «Шурçамка» повеçе казахла куçарса уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. Тиражĕ – 10 пин экземпляр. Тăлмачĕ – Гаухар Айтбаева.

Юхма Мишши çак повеçе 1975 çулта çырнă. Вăл малтан «Ялав» журналта, кайран «Илĕртӳллĕ инçет» ятлă кĕнекере пичетленнĕ. 1980 çулта вырăсла «Октябрь» журналта тухнă. Тепĕр çулхине ăна Совет Союзĕнчи «Новости» ятлă пичет издательстви кăларса тăракан «Спутник» журнал пĕр харăс çичĕ чĕлхепе — акăлчанла, венгрла, испанла, нимĕçле, французла, чехла тата вырăсла — пичетлесе кăларнă. 1983 çулта повеç «Молодая гвардия» издательствăн «О братьях наших меньших» кĕнекинче кун çути курнă. Умсăмахра паллă вырăс писателĕ Олег Волков «Шурçамка» повеçе уйрăммăн ырă сăмахсемпе палăртнă. «Шурçамка» повеçĕн лайăх енĕсене асăнса хăй вăхăтĕнче чăваш çыравçисем Василий Алентей, Александр Артемьев, Роза Шевлепи, Любовь Лĕпĕшпи, Егор ВасильевБурзуй, Лидия Филиппова, Анатолий Ефимов-Урак, Роза Ахтимирова-Петрова лайăх сăмахсем каланăччĕ. 2014 çулта пирĕн паллă педагог-академик Г.Н.Волков Юхма Мишши патне çапла çырса янă. «Мишша шăллăм, тăванăм, «Шурçамка» повеçӳшĕн питĕ савăнатăп. Чăнласах та вăйлă япала. Кашни йĕрки чунтан тухни курăнать. Германире нимĕçсем ăна мухтанине илтсе питĕ савăннăччĕ. Саншăн та, чăваш литературишĕн те. Пирĕн те мухтанмалли пурах». Геннадий Никандрович нимĕçсем «Шурçамка» повеçе хакласа вулакансен конференцийĕсем ирттернине курнă, вĕсене хутшăнса сăмах та каланă. Кайран вара, «Шурçамка» ячĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлсан, ырласа çыракансен шучĕ палăрмаллах ӳснĕ. Ăна тата ытти чĕлхене куçарса вĕренӳ кĕнекисене кĕртме тытăннă. Польшăра ăна Януш Пшимановский, Литвара Эдуард Межалайтис, Калмăк Республикинче Алексей Балакаев куçарса çамрăк вулакансене парнеленĕ. Автор патне те «Шурçамка» повеçе вуласа савăнни çинчен вун-вун паллă писатель çырса янă. Расул Гамзатов, Сергей Михалков, Юрий Бондарев, Чингиз Айтматов, Василь Быков /Беларуç/, Марк Вольф /Израиль/ çырнисем питĕ кăсăк, ырă туйăмлă. «Шурçамка, молодой волк» — великолепная вещь, мировая классика. Я рад, что эту повесть немецкие дети изучают в школе», — çырнă нимĕç писателĕ Кай Элерс. Словакире çак повеç тăрăх икĕ сериллĕ радиопьеса тунă. Францире тата ытти çĕршывра вĕренӳ кĕнекисене кĕртнĕ. Чингиз Айтматов «Шурçамка» повеç ăна хăй романĕнче кашкăр сăнарне палăртма хавхалантарнине çырнă. Болгари ученăйĕ Татьяна Яруллина: «Ваша книга о волке очень трогательна, вопреки своей суровости. Она очень и очень талантливо написана», — тенĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн «Шурçамка» повеç тата ытти чĕлхепе те — пурĕ 62 — тухнă. Мускавра пурăнакан паллă вырăс писателĕ Александр Захватов ун тăрăх икĕ пайлă, вун ултă картинăллă пьеса çырнă, ăна çĕршывăн тĕп хулинче лартма хатĕрленет. Тăхăр вуннăмĕш çулсен вĕçĕнче çак повеç тăрăх Свердловск хулинчи киностуди кино ӳкерме те хатĕрленни паллă. Повеç авторĕпе çыру та çӳретнĕ, хăш-пĕр курăма, повеçĕн хăйне евĕрлĕхне ăнлантарма ыйтни те пулнă. Анчах самана улшăннă май киностуди ĕçлеме чарăннă. Халĕ вара çак ĕçе «Мосфильм» малалла тăсать, кино ӳкерме хатĕрленет. Юрий Сергеев режиссер Юхма Мишши патне килсе кайнă. Чечня Республикин хастар çынни, ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе чемпион пулнă Рамазан Хадиуев повеçе вуланă хыççăн Юхма Мишши патне çапла çырса янă: «Хисеплĕ Михаил Николаевич, ман шухăшпа, сирĕн Шурçамка кашкăр мар, хăйĕн тăван çĕршывĕн ывăлĕ. Вăл хăйĕн ывăлне хӳтĕлесе вилет. Тĕлĕнмелле чаплă çырнă. Ку вăл пурнăç саккунĕ...» Ăслă каланă. Казахсен «Дулат Баба» фончĕн председателĕ Мусабек Алимбеков та «Шурçамка» повеç казахла пичетленсе тухнишĕн савăнса çыру çырнă. «Чăваш çĕршывĕн кашкăрĕ халĕ пирĕншĕн те, казахсемшĕн те, тăван пулса тăчĕ, эпир вăл повеçе вĕренӳ кĕнекисенче те пичетлетпĕр», — тенĕ. «Шурçамка çапла пĕтĕм тĕнче тăрăх çӳресе, пурне те тăван чăваш халăхĕ, Чăваш Çĕршывĕ çинчен каласа пама пултарни мана питĕ савăнтарать», — терĕ повеç авторĕ Юхма Мишши хайлав пирки унăн шухăшне пĕлес тесе ыйтсан. <...>

Рита АРТИ.

♦   ♦   


Тÿрĕ чунлă поэт

Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул çитнĕ май

Митта Ваçлей ячĕ чăваш совет поэзийĕнче — чи çутти те чи таси. Унăн кун-çулĕ çăмăллăн та хаваслăн иртнĕ тееймĕн, мĕншĕн тесен ХХ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче, шăп та лăп хăйĕн пултарулăхĕ туптанса çитнĕ вăхăтра, Митта Ваçлейĕ наци интеллигенцийĕпе пĕрле 37-мĕш çулхи хăрушă синкере пайланă, 17 çуллăха литература ĕçĕнчен тата тăван халăхăн культура пурнăçĕнчен уйăрнă ăна çав вăхăри асар-писер самана. Темĕнле йывăр пулсан та «хăямата янисен» пурнăçĕ поэт кăмăлне хуçайман, пултарулăх çулĕнчен пăрайман.

Митта Ваçлейĕ 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Пăва уесĕнчи Турхан вулăсĕн /хальхи Патăрьел округĕ/ Аслă Арапуç ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ чухне вăл Гоголь прозин, Пушкин сăввин асамлăхне туйса илнĕ, чăваш поэзийĕн классикăлла тĕслĕхĕсемпе, М.Федоровăн «Арçурийĕпе» тата К.Ивановăн «Нарспийĕпе» паллашнă. Хăй каланă тăрăх, 1924 çулта Чĕмпĕрти чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ тĕле вăл самаях хулăн тетраде сăвăсем çырса тултарнă. Чĕмпĕрти педтехникум хыççăн Василий Шупашкара куçса килет. Чăваш радиокомитетĕнче, кĕнеке издательствинче ĕçленĕ май вăл республика тăрăх нумай çӳрет, халăх пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсене сăнать. Кĕçех унăн сăвăсен пĕрремĕш «Кăмăл» ятлă кĕненки кун çути курать. 1937 çулхи çĕртме уйăхĕнче Митта Ваçлейне Писательсен союзĕнчен кăлараççĕ, тепĕр çур çултан вара арестлеççĕ. Акă мĕн аса илнĕ кун пирки поэт мăшăрĕ Н.К.Еремеева-Митта: «Ваçлее 1937 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче тытса кайрĕç. Килессе çĕрле, вун иккĕсенче, килчĕç. Тӳрех: «Пăшал пур-и?» — тесе ыйтрĕç. Вăл шăпах темĕскер çырса ларатчĕ: «Çук ман нимĕнле пăшал та, ак çак калем — ман пăшалăм!» Пĕтĕмпех ухтарчĕç, сапаларĕç, пăтратрĕç. Унăн мĕн пур кĕнекине, вырăсла, чăвашла хучĕсене илсе кайрĕç. Эп пĕр чарăнми: «Мĕн туса хутăн эс, мĕн туса хутăн эс?» — тетĕп. Вĕсем: «Хăй мĕн туса хунине вăл хăй те пĕлмест», — теççĕ сӳрĕккĕн. Ухтарнă чухне уйăрса илнĕ япаласене çыхма кантра тавраш ыйтрĕç. Кантри тупăнмарĕ. Вара эпĕ вĕсене хура хăю сĕнтĕм. Малтанах килĕшмерĕç, анчах кайран çав хăюпах çыхрĕç. Ун чухне темшĕн ытла та ăшăччĕ. Картишне тухрăмăр. Шыв юхать. Кӳлленчĕксем тăрăх Ваçлей кăçатăпах утса кайрĕ. Пĕр-икĕ эрнерен «каçхи хăнасене» урамра тĕл пултăм. «Митта ăçта?» — тетĕп. Пĕр сăмах та чĕнмерĕç, нимĕн те пулса иртмен тейĕн. Пăрăнса утрĕç. <...>

Э.ТЕНГЕР.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.