Çамрăксен хаçачĕ 10 (6460) № 16.03.2023
«Эфирта калайманнине соцсетьри страницăра çыратăп»
Ăна журналистика çулне вĕрентекенĕ Светлана Ларионова суйлама сĕннĕ. Халĕ вăл хăйне урăх нимĕнле профессире те курмасть. Хальхинче пирĕн сăмах — «Чăваш Ен» ПТРКра 10 çул ытла ĕçлекен Алиса Александрова пирки.
Пулăран кĕпесĕр таврăннă
— Алиса, çынсем сана экран çинче кураççĕ. Сюжетсем урлă журналистăн професси ăсталăхĕ палăрать. Куракансен хăвăн пирки те пĕлес килет.
— Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра çуралса ӳснĕ эпĕ. Анне Нина Игнатьевна почта пуçлăхĕнче 40 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ун патне ĕçе çӳресех хаçатжурналпа туслашрăм. Эпир ача пулнă чухне яла мĕн чухлĕ пичет кăларăмĕ килсе тăратчĕ! Машина çитетчĕ те почтальонкăсем миххимиххипех йăтса кĕретчĕç. Пичче Славик манран 8 çул аслă. Эпĕ шкула çӳреме пуçланă чухне вăл аслă класра вĕренетчĕ. Килте пĕччен ларас килменнипе шкултан таврăннă чухне тӳрех анне патне кĕреттĕм, унăн ĕç кунĕ вĕçленичченех вăхăта почтăра ирттереттĕм. Вĕрентекенĕм куратчĕ те: «Алиса, эсĕ халĕ те киле кайман-и?» — тетчĕ. Шкул ӳсĕмне çитиччен эпĕ аттен Валерий Витальевичăн «çум çакки» пулнă. Вăл колхозри шоферччĕ, ЗИЛ-131 машинăпа çӳретчĕ. Унăн машини кĕрленине аякранах уйăрса илеттĕм. Уй-хиртен сенаж, силос валли курăк турттаратчĕ. Кабинăра аттепе юнашар час-часах ларса çӳреттĕм. Хăш чухне хирте мана руль умне те лартатчĕ. Арçын ача пекрехчĕ çав эпĕ, пуканесемпе йăвашшăн калаçса выляс килместчĕ. Атте фермăна курăк пушатма килнĕ чухне пирĕн кил умĕнчен иртсе каятчĕ. Çуллахи шăрăхра мана кабинăра пăчăхтарас мар тесе вăл пахча хыçĕпе вĕçтерсе иртетчĕ. Эпĕ вара ăна сыхласах тăраттăм. Палланă машинăна курсан çĕр улми йăранĕ хушшипе сиккипе чупса пурпĕрех аттепе ларса кайма ĕлкĕреттĕм. Уйра хама ĕçлесе ывăннă пек туйса ытти шоферпа пĕрле апат çиеттĕм.
— Ачалăху кичем иртмен санăн. Аса илмелли пайтах пуль.
— Çӳçе час-часах шакла хырса яратчĕç. Çывăрма выртсан çăвара чăмлак вăрттăн хыпаттăм, тĕлĕрсе кайсан вăл тухса ӳксе çӳç çине çыпăçса ларатчĕ. Урам пуçĕнче пурăнакан кӳршĕрен çӳç касмалли машинка илсе килетчĕç те мана кăмака çумне лартса шакла хырса яратчĕç. Пĕррехинче ялта Акатуй иртрĕ, эпĕ вара — шакла. Сăн ӳкерĕнме тăрсан манăн панамкăна хывса илчĕç. Вăтаннипе çынсен хыçне пытантăм. Шакла пуçăм кадра çавах лекрĕ. Пирĕн ял вăрман çумĕнче вырнаçнă. Вăрмана хамăр тĕллĕнех каяттăмăр. Çĕлен те пулман-ши? Ун çывăхĕнче шыва та кĕреттĕмĕр. Пĕр кайсан тута кăвакаричченех чăмпăлтататтăмăр. Пулла та çӳреттĕмĕр. Эпĕ кĕпепе çӳреме юратмастăм. Пĕррехинче темшĕн арчара выртакан çĕнĕ кĕпене куç хыврăм. Питĕ хитреччĕ. Шывра чăмпăлтатса тухрăм та — манăн кĕпе çук! Шырасан та тупаймарăмăр. Аслăраххи мана хăйĕн пиншакне хывса пачĕ те, çапла киле çитрĕм. Анне пахчара ĕçлетчĕ. Киле вăшт! кăна кĕрсе кайрăм та шорттă тăхăнтăм. Мана килнине курман, арчана никам та уçса пăхман — пĕçерккĕрен хăтăлса юлтăм. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Килĕнче вьетнамла калаçать, шкулта — вырăсла
«Пирĕн çемьере мусăкçăсем çук. Эпĕ вара хамăн пурнăçа музыкăпа çыхăнтарма, 9 класс пĕтерсен пĕр-пĕр училищĕне вĕренме кĕме палăртатăп», — каласа кăтартрĕ Шупашкарти С.М.Максимов ячĕллĕ 1-мĕш ача-пăча музыка шкулĕнче ăсталăхне аталантаракан 16-ри Хай Йен Нгуен. Фортепиано калама юратаканскер пĕлтĕр Раççей шайĕнчи конкурсра лауреатсен йышне кĕнĕ.
Çемьере тăван чĕлхепе кăна калаçаççĕ
Хай Йен — Вьетнам хĕрĕ. Ашшĕпе амăшĕ çак çĕршывра çуралса ӳснĕ, кайран Раççее куçса килнĕ. Вĕсем тĕрлĕ хулара пурăнса курнă, унтан Шупашкарта тĕпленнĕ. Шăпах чăваш çĕрĕ çинче вĕсен кĕçĕн хĕрĕ Хай Йен çуралнă. Пикен 30 çулти аппăшĕ пур. Пĕр вăхăт Раççейре пурăннăскер Вьетнама куçса кайнă. Нгуенсем унта кашни çул тенĕ пекех вĕçеççĕ. Унта вĕсен мĕн пур тăванĕ пурăнать. Амăшĕн тăванĕсем — хулара, ашшĕн ялта пурăнаççĕ. Вьетнама вĕçсен пурин патне те хăнана çитеççĕ. Анчах коронавирус алхасма тытăннă хыççăн кайман, тăванĕсемпе видео урлă кăна çыхăнаççĕ. «Эпĕ вьетнамла тата вырăсла лайăх калаçатăп. Унсăр пуçне гимназире акăлчан, француз чĕлхисене ăса хыватăп. Пуçламăш классенче чăвашла та вĕреннĕччĕ. Манăн аттепе анне вырăсла лайăхах калаçмаççĕ, çавăнпа килте вьетнамла кăна хутшăнатпăр. Атте хамăрăн чĕлхене манмалла маррине калать», — каласа кăтартрĕ Хай Йен. Нгуенсем тăван тăрăхĕнчен аякра пурăнаççĕ пулин те йăлайĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, наци апатне янтăлаççĕ, уявсене паллă тăваççĕ. Вьетнамра Çĕнĕ çула Раççейри пек кăрлачăн 1-мĕшĕнче кĕтсе илмеççĕ. Унта пурăнакансем уява Уйăх календарĕпе килĕшӳллĕн паллă тăваççĕ. Ытларах чухне вăл нарăс уйăхне лекет. Кăçал, сăмахран, Çĕнĕ çула кăрлач уйăхĕнче кĕтсе илнĕ. Çапах çемье Раççейре пурăннине шута илсе раштавăн 31-мĕшĕнче те кĕрекене ларать. Сĕтел хушшине лармалли тепĕр сăлтав та пур: Хай Йенăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ /вăл Шупашкарта пурăнать/ çуралнă кунне уявлать. Нгуенсем Вьетнама ытларах çулла вĕçнĕ. Пĕр çулхине вара хĕлле çул тытнă. Шăп çавăн чухне Хай Йен Çĕнĕ çула ашшĕ-амăшĕн тăван тăрăхĕнче пĕрремĕш хут кĕтсе илнĕ. Раççейре ачасем валли парнене чăрăш айне хурасси йăлана кĕнĕ. Вьетнамра вара шăпăрлана хĕрлĕ конвертра укçа тыттараççĕ. Ăна «телей укçи» теççĕ. Вьетнам çыннисемшĕн Уйăх тулнă кун та пĕлтерĕшлĕ. Çав кун ачасем юмах-халапри сăнарсенни евĕр тумтир тăхăнаççĕ, çăлтăр кӳлеписене йăтса çӳреççĕ. «Пирĕн те чăвашсенни пек уйăх çинчен юмах пур. Анчах тĕп сăнар хĕр мар, çамрăк арçын. Хайхискер асамлă йывăç ӳстернĕ, ăна таса шывпа çеç шăварма хушнă. Анчах мăшăрĕ вăл килте çук чухне таса мар шыв сапнă та йывăç пĕлĕте çити ӳснĕ, унпа пĕрле çамрăк арçын та тӳпе таран хăпарнă. Паянхи кун та унта пурăнать. Çак уявра Вьетнамра рис çăнăхĕнчен кукăль пĕçереççĕ. Юлташсемпе, тăвансемпе пĕрле пуçтарăнса паллă тăваççĕ. Рис Вьетнам çыннин пурнăçĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл çăкăр пекех. Ăна кашни кун çиетпĕр, ятарласа мультиваркăра пĕçеретпĕр. Аннене уявсенче наци апачĕсене хатĕрлеме пулăшатăп. Пирĕн блюдăсене хатĕрлеме çăмăл мар. Манăн фо /лапша яшки/, рис хутĕнчен хатĕрленĕ икерчĕ тутлă пулаççĕ», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. Раççейре юр çуни тĕлĕнтермĕш мар. Вьетнамра вара юр çук, шартлама сивве те чăтса кураймастăн. Унта 15 градусран сивĕ пулсанах çынсем ăшă тумтир тăхăнаççĕ. Ытларах чухне ку çĕршывра питĕ шăрăх çанталăк хуçаланать. Тепĕр чухне — 40 градус таранах. Ун пек чухне çынсем кондиционер е вентилятор умĕнче ларса шăрăхран çăлăнаççĕ. Çумăр сезонĕ те пулкалать: витререн тăкнă пек, пĕр чарăнмасăр 1 эрне çăвать. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Салтаксене пурнăçа çăлакан хатĕрсем кирлĕ»
Шупашкар округĕнчи Çĕнĕ Тренькасси ялĕнче пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Салтаксем патне чи кирлĕ япаласемсĕр пуçне «Нива» машина та илсе çитернĕ.
Çĕнĕ Тренькасси çыннисем унччен те гуманитари пулăшăвĕ пĕрре мар ăсатнă. «Пулăшу ыйтнă тĕслĕхсем пулсан мобилизаципе тата хăйсен ирĕкĕпе кайнă салтаксем валли кирлĕ япаласем пуçтарма шутларăмăр. Çапла эпир вĕсене мĕн-мĕн кирлине лайăх ăнланма пуçларăмăр. Çĕнĕ Тренькассинче пурăнакансем ку ĕçе хастар хутшăнаççĕ. Кашниех Раççей салтакĕсене пулăшма тăрăшать. Пĕрле чухне çĕнтерӳ пирĕн енче пулассине пĕлетпĕр, çакна ĕненетпĕр. Тăван кĕтесрен пулăшу килни салтаксен чунне ăшăтать, киле сывă-чĕрĕ таврăнма вăй парать», — çапла каланă ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăнакан Иван Комиссаров. Алексей Сержантов — «Шанчăклă тыл» ушкăн йĕркелӳçи /вĕсен ушкăнĕ «Контактра» соцсетьре те пур/. Вăл хăйĕн тавра пĕр пек шухăшлă çынсене пухнă. Вĕсем пĕрле кар тăрса ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене пулăшаççĕ, япаласене хăйсемех çитерсе параççĕ. Ку ĕçе пĕрре мар тунăран салтаксене мĕн кирлине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. «Паллах, «гуманитарка» вĕсене питĕ кирлĕ. Апат-çимĕç ытлах кирлĕ маррине асăрхарăм. Вĕсене тивĕçтереççĕ. Пурнăçа çăлма пулăшакан хатĕрсем, техника валли оборудовани кирлĕ вĕсене», — каласа кăтартнă Алексей. Ăшă тумтир, эмелсем, снаряжени… — çаксене пурне те ырă кăмăллă çынсем пухма пулăшаççĕ. Салтаксен чунне ăшăтакан çырусем те пур. Вĕсене ачасем шăрçаланă. Ашшĕамăшĕ, тăванĕсем салтак валли вĕсем урлă посылка та ярса параççĕ. Кашни посылка вырăна çитет. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Атте мана 8 уйăхра чухне кукаçисен картлашки çине кайса хунă»
Патăрьел округĕнчи Тури Туçа участок больницинче 40 çул ĕçленĕ Александр Фролов çумне ялта «Зубодеров» хушма ят çыпăçнă. Вăл ăста тухтăр пулнипе кăна мар, тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе те палăрса тăрать. Хăйĕн пĕлĕшĕсенне кăна мар, ытти нумай çыннăн çуралнă кунĕ хăçан пулнине те астуса юлни чылайăшне тĕлĕнтерет. Телефонĕнчи 10 хисеплĕ номерсене пăхмасăр пĕлни чăннипех те хăйне евĕр пултарулăх мар-и? 77 çула кайнă Александр Ильич питĕ нумай кĕнеке вулать, аса илĕвĕсене çырса пырать. Сканвордсемпе кроссвордсен тупсăмне мăшăрĕпе Любовь Ивановнăпа ăмăртмалла шĕкĕлчеççĕ. Чи юратнă хаçачĕ вĕсен – «Çамрăксен хаçачĕ».
Ашшĕ пальто илме укçа паман Александр Ильичăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Ачалăхне аса илсе акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл: «Эпĕ 1946 çулта Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче кун çути курнă. Асаттесем те, кукаçисем те ялта ура çинче çирĕп тăракан çынсем пулнă. Вĕсем колхоза кĕмен, йăлтах хăйсем акса ӳстернĕ. Вăрçă пуçлансан аттене фронта илсе кайнă, аннен те ячĕ тухнă, анчах медкомиссире унăн чĕри хавшак пулни палăрнă. Ун чухне вĕсем пĕр-пĕрне палламан, çемье çавăрман. Аннесен çемйинче вун пĕр пĕртăван пулнă. Вăл — чи асли. Вăрçа кайма юрăхлă пулманнипе аннене Турханти почта уйрăмĕн пуçлăхне лартнă. Атте 1944 çулта аманса таврăннă. Çавăн хыççăн асатте ăна хăвăрт кăна авлантарма шухăшланă. Аттен хĕр тусĕ те пулнă, анчах ăна манăн аннене тупса панă. Икĕ пуян пĕрлешсен пурнăç аван пулать тенĕ пулинех. Пирĕн асанне питĕ хытă çын пулнă. Уйрана ахаль те шыв яраççĕ, вăл вара вăрттăн тата хушса хире ĕçлеме каякансене парса янă. Аннен сывлăхĕ мана çуратичченех хавшама пуçланă. Эпĕ çут тĕнчене килсен Комсомольски районĕнчи Шурут больницинче час-часах выртма тытăннă. Аттене арăмĕ чирлĕ пулни килĕшмен пуль ĕнтĕ. Анне больницăра сипленнĕ вăхăтра вăл хăйĕн малтанхи савнийĕпе пурăнма тытăннă. Эпĕ ытлашши пулнă пулинех, мана, 8 уйăх та тултарайман ачана, кĕтӳ аннă хыççăн каçхине 11 сехетре кӳршĕ Аслă Чемен ялне вăрман витĕр кайса кукаçисен килĕ умне картлашка çине хурса хăварнă. Юрать, çав каçхине хирĕçле пурăнакан инке урама тухнă. Йĕрекен ача сассине илтсе пынă, çывăракан кукаçине вăратнă. Çапла эпĕ вилĕмрен çăлăнса юлнă. Кукаçисен 12-мĕш ачи пулса ӳсрĕм. Мана лайăх пăхатчĕç, хам тăлăх пулнине туйман. Анне нумай пурăнаймарĕ. 29 çултах çĕре кĕчĕ. Эпĕ ун чухне 5-6 çултаччĕ. Пĕрре кукаçи мана аттене курма илсе кайрĕ. Атте савнийĕпе пĕрлешсех пурăнма пуçланă. Вăл мана курас темерĕ. Шкулта лайăх вĕренеттĕм. Аслă Чементе 8 класс кăначчĕ, Турхан шкулне çӳремеллеччĕ. Пирĕнпе пĕрле аттесен ялĕнчен, Упамсаран, арçын ачасем вĕренетчĕç. Ун чухне 9-мĕш класраччĕ эпĕ. Тăхăнма пальто çукчĕ. Упамса ачисемпе ерсе атте патне пальто илме укçа ыйтма кайрăм. Анчах атте памарĕ, те арăмĕ хирĕç пулнă. Асатте хăваласа çитсе 50 тенкĕ тыттарчĕ. Текех атте патне каймарăм. Лайăх вĕреннĕрен учительсем мана Шупашкара пединститута вырăс тата чăваш чĕлхисен уйрăмне вĕренме ярасшăнччĕ. Сочиненисене питĕ лайăх çыраттăм. Аслă класра физикăпа интересленме тытăнтăм. Аппа почтальонкăра ĕçлетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл салатакан пĕр хаçата та вуласа тухмасăр хăварман эпĕ. Шкул пĕтернĕ çул хаçатра Шупашкарти медучилищĕне шăл тухтăрне вĕренме илесси пирки пĕлтерӳ вуларăм. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Тамара аппан «мăнуксем» тупăннă:
пĕр машина вутă кӳрсе панă, пластик чӳрече лартнă…
80-ри Тамара аппан ача çук. Иртнĕ çулхи кĕркунне кинемейĕн пурнăçĕ тĕпрен улшăннă: унăн мăнуксем тупăннă. Пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшас тĕллевпе пуçарнă «Внукунук» проект хастарĕсем ăна юратса «бабушка» тесе чĕнеççĕ, ун патне тăтăшах хăнана килеççĕ.
Акăлчан каччи туяннă
Эпир Тамара аппа çинчен ăнсăртран, ватăсене пулăшакан çак хастарсем ăна ӳкерсе интернета вырнаçтарнă хыççăн, пĕлтĕмĕр. «Вăл ялта пурăнать, питĕ сăпайлăскер», — тенĕ ун пирки видеора. Унран ытла пире Тамара аппан килĕнчи сĕтелĕ çинче «Çамрăксен хаçачĕ» выртни тĕлĕнтерчĕ. Кинемей ăна юратса вулать иккен, почтальонран çак кăларăма кăна илсе тăрать. «Вуламалли темĕн те пур: савăнтараканни те, макăртаканни те», — терĕ ватăскер тĕл пулсан. Проект ертӳçи, Мускавра пурăнакан Елена Плавова, Тамара аппа патне иртнĕ кĕркунне пĕрремĕш хут килсе курнă. «Мĕн те пулин кирлĕ-и сире?» — ыйтнă вăл тӳрех. Кинемей вутă пулсан пăсмасть тесе каланă та часах хапха умне йывăр тиевлĕ машина килсе чарăннă. Ун хыççăн хастарсем Тамара аппана «шефствăна» илнĕ: пластик чӳрече, çĕнĕ алăк лартса панă, газ плитипе радиатор туяннă, пӳртри электропралука улăштарнă. Ку ĕçсене кинемей çыхнă чăлха-нускине сутнă хыççăн тума май килнĕ. Тамара аппа пурĕ 19 мăшăр çыхса хатĕрленĕ. Хастарсем ăна сайтра сутма лартнă. Пĕр мăшăр чăлхана Африкăра пурăнакан акăлчан каччи те туяннă. Вăл кинемее тав туса видео ӳкернĕ, салам вĕçтернĕ. «Мана Адам тесе чĕнеççĕ. Халĕ эпĕ Африкăра пурăнатăп. Манăн нуски пур. Мана вăл килĕшет», — чăвашлах калаçнă йĕкĕт. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе вара хастарсем кинемее вĕр çĕнĕ умывальник, шыва ăшăтаканни, парнеленĕ. Халĕ Тамара аппан аллине сивĕ шывра çумалла пулмĕ. «Мăнуксене питĕ юрататăп, вĕсем килессе кĕтсе кăна тăратăп. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче çитессе шаннăччĕ, анчах килме май пулмарĕ ĕнтĕ. Вĕсем валли хуплу, шаркку пĕçертĕм. Хуплăва тĕкĕнмерĕм, холодильнике хутăм. Ак паян кил умне машина килсе чарăнчĕ те вĕсемех çитрĕç тесе хуплăва хăвăртрах кăларса ăшă кăмакана чикрĕм», — савăнăçне пытармарĕ кинемей. Унтан çĕнĕ умывальникре аллине ăшă шывпа çуса пăхрĕ те пушшех хĕпĕртерĕ, мăнукĕсене тав туса кашнине шăккалат тыттарчĕ. Ашшĕне вуçех курман «Эпĕ 1942 çулта çуралнă, — хăйĕн пирки каласа пама тытăнчĕ Тамара Скворцова. — Аттене пĕртте курман, унăн сăн ӳкерчĕкĕсем те упранса юлман. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулах тăшманпа çапăçма кайнă. Эпĕ ун чухне аннен хырăмĕнче юлнă. Кайран атте Сталинград çывăхĕнче питĕ хаяр çапăçура пуç хунине пĕлтĕм. Аттешĕн 18 çулччен пенси илсе тăтăм. 40 тенкĕ самай пысăк укçаччĕ. Ун чухне пĕр тенкĕпе 5 çăкăр туянма пулатчĕ. Эпĕ 3-ре чухне анне тепĕр хут качча тухрĕ. Упăшки кӳршĕ ялтанччĕ. Аннен мана пĕрле илсе кайма май килмерĕ. Вĕсем ахаль те нумаййăн пурăнатчĕç: хуняшшĕхунямăшĕ, упăшкин виçĕ аппăшĕ. Унсăр пуçне анне 6 ача çуратрĕ. Халĕ пĕртăвансенчен иккĕн кăна юлтăмăр: эпĕ тата кĕçĕн шăллăм Валера. Аннепе упăшки уйрăлса тухса пӳрт лартсан мана пĕрле илсе каятпăр тетчĕç. Мана 9 çулччен кукамай пăхрĕ. Ăна, ватăскере, çăмăл килмен ĕнтĕ. Вăл мана пĕр çемьене усрава пама шухăшланă. Çав çынсем хăй вăхăтĕнче хамăр ялтах, Çĕрпӳ районĕнчи Старакра, пурăннă. Вĕсене кулак тесе айăпланă хыççăн Йĕпреç районĕнчи Орăл поселокне куçса кайнă. Мăшăрăн ача пулман. «Эпĕ вилсен эсĕ пĕччен юлатăн. Тамарăна илсе килер», — тенĕ упăшки арăмне. Вĕсем мана хăйсем патне илсе каяс тесе кукамай патне çыру çырнă. Вăл килĕшнĕ. Кукамай мана Орăла çити ăсатса ячĕ. Хама хӳтте илнĕ çынсене кукамайпа кукаçи тесе чĕнеттĕм. Вĕсем çамрăк марччĕ. Эпĕ пынă çулах кукаçи чирлесе пурнăçран уйрăлчĕ. Кукамай унран 64-ра юлчĕ. Кукаçи виличчен çурт лартма тесе пĕренесем хатĕрлесе, пура лартса хăварнă. Кукамай хĕрарăм пуçпа пĕчченех пӳрт хăпартрĕ. Вăл малтанхинчен самаях пысăкрахчĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Кĕнеке кăларасси кукăль пĕçернĕ пекех»
Кĕнеке çӳлĕкĕ черетлĕ кăларăмпа пуянланчĕ. Нумаях пулмасть Елена Алексеева-Аксупин тăваттăмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. «Кил умĕнчи лаша» ятпа пичетленсе тухрĕ вăл. Çавна май çыравçăпа тата журналистпа курса калаçас, вулакансене унăн пурнăçĕпе паллаштарас кăмăл çуралчĕ.
— Елена, чи малтанах сире çĕнĕ кĕнеке кун çути курнă ятпа саламлатăп. Калаçăва сирĕн ачалăхран пуçлас килет. Пĕчĕк чухне Тутарстанри Аксу тăрăхĕнче çуралнă хĕрача мĕнлерех пулнă? Çырас туртăм епле çуралнă?
— Калаçма юратнипе пуль /кулать. — Авт./ Пĕррехинче Беловкăри хĕрарăм, 10 ача амăшĕ, Татьяна мăнакка /Татьяна Давыдова/ фельдшерта ĕçлекен анне патне йăпăртлăха ĕçпе каçнă. Аттепе анне вара килте пулман. Татьяна мăнаккана эпĕ, 5 çулти хĕрача, кĕтсе илнĕ. Хăнана ыйтусем парса ывăнтарсах çитернĕ тет эпĕ. «Пĕчĕк çын çавăн чухлĕ калаçма пултарать-и?» — тесе тĕлĕннĕ Татьяна Романовна. Хамăр ял çыннисене юрататăп. Кунта кашнин çинчен çырма пулать. Тăван чĕлхе илемне пуçламăш шкулта туйса илтĕм. Юратнă асанне, Зинаида Полоруссова-С еливанова, пире, мăнукĕсене, юмах каласа паратчĕ. Тĕлĕнмелле те, каярахпа, университетра вĕреннĕ чухне, вăл каланă юмах-халапа чăваш халăх сăмахлăхĕн «ылтăн çӳпçинче» курма тиврĕ. Асанне сăвăсем те, тĕрлĕ каларăш та пĕлетчĕ. Эпĕ пысăк çын пек итлесе лараттăм. Халĕ 90 çултан иртнĕ асанне Аксура пурăнать. — Шкулта чăваш чĕлхипе литературине кăмăллама пуçланăранах калавсем çырма тытăнтăр пуль? – Кивĕ Тимушкел шкулĕнче малтан чăваш чĕлхипе литературине Елена Румянцева вĕрентрĕ, унтан — Филипп Рыжаков. Иккĕшĕ те питĕ пултаруллă вĕрентекенччĕ. Пĕррехинче сочинение тĕрĕсленĕ чухне Филипп Денисович /вăл пирĕн тăрăха Чăваш Республикинчен направленипе килнĕ, çемье çавăрсан кунтах юлнă/ мана çапла каларĕ: «Елена, хайлаври сăнарсене, вĕсен хăтланăвĕсене тишкерсе эсĕ лайăх тĕпчев ĕçĕ хатĕрленĕ. Пĕрре калав çырса пăхас килмест-и?» Кун хыççăн Шупашкарта тухса тăракан «Пионер сасси» хаçата /халĕ «Тантăш»/ кĕске тĕрленчĕксем ярса пама тытăнтăм.
— Калавсем вара хăçан çырма пуçларăр?
– И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен калав çырас туртăм пуррине ăнлантăм. Сюжетсем шырамасăрах тупăнсах пычĕç. Хайлавсене Аксу районĕнче тухса тăракан «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетлерĕç. 3-мĕш курсра чухне «Ялав» журналта «Кăвак куç» ятлă калавăм тухрĕ. Шупашкарти Пичет çуртĕнче чăваш филологийĕпе культурологи факультетĕнче вĕренекенсене, пулас журналистсене хапăл тусах кĕтсе илетчĕç. Юрий Сементер, Анатолий Смолин, Виталий Исаев фотожурналист, Нина Артемьева, Иван Семенов, Хĕветĕр Агивер, Василий Кошкин пире ĕçлеме вĕрентетчĕç. Университетра та пире ăста педагогсем ăс панă: Иван Одюков, Геннадий Воронцов, Виталий Станьял, Геннадий Хлебников, Валентин Абрамов, Анатолий Абрамов, Петĕр Яккусен, Иван Андреев, Виталий Сергеев, Валерий Андреев, Анатолий Данилов...
— Ытларах мĕн пирки çырма юрататăр?
— Маншăн хĕрарăмăн çемьери вырăнĕ пĕлтерĕшлĕ. Манăн ăна телейлĕ курас килет. Аслă классенче вĕренекен ачасен шухăшĕмĕчĕ, вĕсем çемьене хаклама, ваттисене хисеплеме пĕлни… Ытларах çаксем пирки çыратăп.
— Хальхи вăхăтра кĕнеке кăларма çăмăл мар. Кулленхи ĕç кансĕрлемест-и?
— Йывăрлăхĕ — вăхăт çитменни. Эпĕ — Чĕмпĕр облаçĕнче тухса тăракан «Канаш» хаçат журналисчĕ, ку мана çыравçă ĕçĕнче пулăшса пырать çеç. Коллектив пултарулăх ĕçне кӳлĕнме нихăçан та чăрмантарман. Елена Мустаева редактор та манăн пуçарăва хапăл. <...>
Юрий АДЪЮТАНТОВ. Тутарстан, Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Упи ялĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...